Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Ю.И. Скворцов çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă «Чăваш прозин пысăк ăсти» ятпа ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. И.Н. Ульянов яч.лл. Чёваш патшалёх университет.нчи чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕн кафедрин ĕçченĕсем те çак конференци ĕçне активлă хутшăнчĕç. Малтанхи кун «Ю. Скворцова аса илеççĕ» пайра аслăрах çыравçăсем хисеплĕ прозаик пирки каласа панисене кăсăкланса итлесе ларчĕç, Ю. Скворцовăн «Избранное» кĕнекен презинтацинче тухса калаçрĕç тата çыравçăн хайлавĕсене сцена çинче тата киноискусствора еплерех калăпланине сÿтсе явас ĕçе хутшăнчĕç. Конференцин иккĕмĕш кунĕнче секци ларăвĕсем ĕçлерĕç. Пирĕн преподаветельсем, тĕпрен илсен, «Юрий Скворцов пултарулăхĕ тата чăваш литератури» секцинче тухса калаçрĕç. Вĕсене илемлĕ хайлаври фольклор материалĕн пĕлтерĕшĕ, геройсен чун тасалăхне калăплас уйрăмлăхсем, хайлавра истори хăй евĕрлĕхне палăртасси, лирикăлла хайлавĕсен ритмикипе тематики тата ытти йытусем хумхантарчĕç. Кафедрăри аспирантсемпе студентсем те ятарлă секцире пултаруллă çыравçăн ăсталăхне тишкерчĕç.