Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май ГТО нормисене паракансен йышĕ хушăнать. Хальлĕхе унăн çуллахи тапхăрĕ пырать. Чăваш патшалăх университетĕнче 200 яхăн студент ĕçпе хÿтĕлеве хатĕррине çирĕплетрĕ.