«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016» акцие хутшăнма чĕнетпĕр

Пятница, 08.04.16

2016 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акци иртет. Акцие йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.

Пĕтĕм чăваш диктантне икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать: хăнăхнă мелпе тата радио итлесе.

Традици мелĕпе çырма кăмăл тăвакансене И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче тата Н.В. Никольский ячĕллĕ Шупашкарти педагогика колледжĕнче кĕтеççĕ. Çавăн пекех, ялсенче, районта ятарлă вырăнсенче те çырма май пур.

Диктант текстне Чăваш наци радиовĕн тÿрĕ эфирĕнче итлесе хăйсем пурăнакан вырăнта та çырма пултараççĕ.

Диктант çырас умĕн орфографи тата пунктуаци правилисене аса илес текенсем валли консультаци ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 15.00 сехетре Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, 313 аудитори) ирттереççĕ.

Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă мĕн пур çын «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016» акцие хутшăнасса кĕтетпĕр.

Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики

ruschuvashengfr 
 
yt yt tw

banner1_1 banner1 banner2_2 banner2_2 banner3 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniab
Адрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia