chuv_banner

 

strelka3http://gov.cap.ru/chuv/ - Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă порталĕ


strelka3http://chuvash.org/ - Чăваш халăх сайчĕ


strelka3http://cv.wikipedia.org/ - Чăваш википедийĕ


strelka3http://hypar.ru/ - "Хыпар" хаçат сайчĕ


strelka3http://yumah.ru/ - Чăваш халăх пултарулăхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvlit.narod.ru/simple.html - Чăваш литература каталогĕ


strelka3http://cv.wikibooks.org - Викикĕнекесем


strelka3http://chuvash.org/lib - электрон вулавăш


strelka3http://gallery.chuvash.org/main.php - "Чăваш тĕнчи" сăн ÿкерчĕксен ярăмĕ


strelka3http://suvar.su/ - Тутарта тухса тăракан "Сăвар" хаçат


strelka3http://nesterjankas.ucoz.ru/ - Нестер Янкас пĕрлĕхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvshkola.ucoz.ru/ - Шкул ачисен сайчĕ


strelka3http://chuvlast.ucoz.ru/ - "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурсăн сайчĕ


strelka3http://kamal.3dn.ru/ - "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕн сайчĕ


130619 5И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ паян — паллă та вăйлă аталанакан аслă шкулсенчен пĕри. Андрей Александров ректортан ĕçри çĕнĕлĕхсем çинчен каласа кăтартма ыйтрăмăр.

«Пĕр тĕнче, пĕр ĕмĕт, пĕр пуласлăх»

— Андрей Юрьевич, эсир И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорне ларнăранпа 5 çул çитрĕ. Паян пуринчен ытла мĕнпе мăнаçланаятăр?

— Мĕнпе мар, кампа. Преподавательсемпе, сотрудниксемпе тата студентсемпе. Вĕсем чи йывăр задачăсене пурнăçланипе кăна мар, çĕнĕлĕхсем пуçарнипе те мăнаçланатăп. Кун пек команда пирки хăюллăнах çапла калама пулать: вăл çĕнĕлĕхсенчен хăрамасть. Шăпах çакă проф¬ориентацин çĕнĕ тытăмне йĕркелеме, çамрăк талантсене тупма тата хавхалантарма, лабораторисен комплексне, социаллă инфратытăма çĕнетме, федераци шайĕнчи конкурссенче çĕнтерме май пачĕ.

— Калăр-ха: университета тепĕр 5 çултан мĕнлерех куратăр?

— Университетăн çĕнĕ направленисемпе Раççей шайĕнчи специалистсене хатĕрлемелле. Тĕрлĕ проект çырассине вăйлатмалла. Йăлана кĕнĕ лекцисене итленисĕр пуçне студентсен хăйсем тĕллĕн проектсем хатĕрлеме хăнăхмалла. Çавăн пекех эпир хушма тата параллельлĕ пĕлÿ парассине пусăм тăвăпăр. Softskills курссем йĕркелерĕмĕр. Унта командăра ĕçлеме, харпăр проектсене çырма тата хÿтĕлеме вĕрентеççĕ. Вĕрентÿ тата вĕрентÿпе лаборатори корпусĕсенче пысăк технологиллĕ оборудовани вырнаçтармалла. Хальхи йышши интерьер пултăр унта, кашни кĕтес хăтлăхпа савăнтартăр. Вăл çĕннине вĕренттĕр, куçа илĕрттĕр.

— «Пĕр тĕнче, пĕр ĕмĕт, пĕр пуласлăх» — пĕтĕм тĕнчери университет студенчĕсен «Тĕнче çеммисем» фестивалĕн слоганĕ. Мĕнле ĕмĕт пирки сăмах пырать?

— Пирĕн патра ют çĕршывсенчен килнĕ 1600 студент вĕренет. Вĕсем — Азирен, Африкăран, Европăран, Кăнтăр Америкăран. Тĕнче пĕр, планета та пĕр. Кашни çыннăнах ÿт тĕсне, чĕлхене тата тĕне пăхмасăрах илĕртÿллĕ тата пурне те ăнланас килет.

— Фестивале ют çĕршывсенчен çĕр-çĕр студент хутшăнчĕ. Вĕсен йышĕ ÿссех пырать. Вĕсем мĕншĕн шăпах кунта килеççĕ?

— Пилĕк çулта вĕсен йышĕ 5 хут ытларах ÿсрĕ. Çакăн сăлтавĕ — университет пуриншĕн те уçă пулни. Иккĕмĕшĕнчен, ют çĕршыв студенчĕсем уйрăм аслă шкула кăна мар, лăпкăлăх хуçаланакан хулана иленеççĕ. Вĕсем информацие пĕр-пĕрне пĕлтереççĕ. Апла пулсан ЧПУра маларах вĕреннĕ студентсене пирĕн патра питĕ килĕшнĕ.

«Физиксемпе» «лириксем» тачă çыхăну тытаççĕ

— Андрей Юрьевич, калăр-ха: И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ пахалăхĕ ÿсет-и?

— Çав пахалăха мĕнле виçмелли çинчен пыракан калаçусем нихăçан та вĕçленмеççĕ. Шкулсемшĕн ППЭ пур, бакалаврсене, специалистсене тата магистрсене паллă лартмалли тытăм çук. Вĕрентÿ пахалăхне патшалăхăн пĕрлехи аттестацийĕн тытăмĕпе, студентсен олимпиадăсемпе конкурссенчи çитĕнĕвĕсемпе, вĕренсе тухакансем тата ĕç паракансем хак панипе виçеççĕ.

— Абитуриентăн хăйне килĕшекен аслă шкула мĕнле суйламалла?

— Вĕренсе тухакансен шухăш-кăмăлне шута илмелле тата асăннă аслă шкулта вĕренекенсен çитĕнĕвĕсене тишкермелле. Ку информацие паянхи кун интернетра çăмăллăнах тупма пулать. Рейтингсен пĕлтерĕшĕ те çук мар. Кирек хăш университетра та йышлă партнерсемпе çыхăну тытакан факультетсем пур. Çав вăхăтрах вун-вун çул каялла çирĕпленнĕ, авалхи пурлăхпа çырлахса пурăнакан направленисем те пур.

— Çамрăк çын Чăваш патшалăх университетĕнче лайăх вĕренет, тĕрлĕ сферăра аталанма тăрăшать тăк лайăх ĕç тупасса шанма пулать-и?

— Шанатăп, тĕллевлĕ çамрăк кирек хăш аслă шкулта та, çав шутра ЧПУра та, вĕренсе ăнăçлă пулаять.

— Юлашки çулсенче университетăн культура керменне çÿрекенсен йышĕ палăрмаллах ÿсрĕ. «Студентсен çуркунни» фестивале билетсене питĕ хăвăрт туянса пĕтереççĕ. Асăннă фестиваль-конкурса аслă шкул мĕншĕн унашкалах пысăк тимлĕх уйăрать?

— Пирĕн кермен сцена кăна мар, унта вун-вун пултарулăх студийĕ вырнаçнă. Нумай студент университета вĕренме кĕриччен музыка тата ÿнер шкулĕсене çÿрет. Аслă шкулта вĕсем çак енĕпе малалла аталанасшăн. Университетăн вĕсене ку енĕпе тивĕçлĕ майсем туса памалла. Тата тепĕр самант. Концертсемпе фестивальсене хатĕрленнĕ чухне «физиксемпе» «лириксем» тачă çыхăну тытаççĕ, çапла темиçе факультетăн пĕрлехи пултарулăх коллективĕсем çуралаççĕ. Çакă аслă шкулти атмосферăна лайăхлатать.

— Сирĕн университетра çĕршыври чи чипер пикесем — «Раççей мисĕ» Юля Полячихина тата «Раççей студенчĕсен мисĕ» Полина Яковлева — вĕренеççĕ. Ку ăнсăртран пулнă-и? Е университет хăйне евĕр рецепт шухăшласа тупнă?

— Ахăртнех, кун пекки аслă шкул историйĕнче пĕрре кăна пулать. Пурин те мар тата. Пикесем çак ята тивĕçес тесе темиçе çул хатĕрленнĕ. Шкулта лайăх вĕреннĕ, дисциплинăна çирĕп пăхăнса хăйсене аталантарса пынă. Вĕсем ахаль çемьесенченех, çитĕнĕве хăйсем нумай ĕçленипе тунă. Ун пеккисем пур çĕрте те ĕлкĕреççĕ. Полина, сăмахран, ушкăн старости. Вĕсен ушкăнĕ 2017 çулта «Раççейри чи лайăх академи ушкăнĕ» пулса тăчĕ. Паллах, университет вĕсене пур ĕçре те пулăшса, хавхалантарса пырать.

— «Чăваш патшалăх университечĕн çитĕнĕвĕ нумай, анчах хыпарĕсене кайран кăна пĕлкелетпĕр», — тенĕччĕ çак кунсенче общество çыннисенчен пĕри. Эсир çакăнпа килĕшетĕр-и?

— Эпир тĕрлĕ направленипе федераци конкурсĕсенче грантсем çĕнсе илетпĕр, нумай миллион тенкĕлĕх проектсем пурнăçа кĕртетпĕр. Нумай çул ĕнтĕ пирĕн студентсем Пĕтĕм Раççейри академи ушкăнĕсен, Раççей çамрăкĕсен тата тĕрлĕ фонд йĕркелекен конкурссен çĕнтерÿçисем. Тĕслĕхрен, «Вырăс тĕнчи» пире вырăс чĕлхине ют çĕршывсенче сарассине шанса пачĕ. Çамрăксене тĕрлĕ енлĕн аталанма майсем туса паратпăр. Волонтер центрĕнче кăна спорт тата социаллă волонтерсем, Çĕнтерÿ волонтерĕсем, экодесант, волонтер-донарсем тата ыттисем ĕçлеççĕ. Эпир хамăр çинчен сахалрах пĕлтеретпĕр пуль çав, çавăнпа общественноç пирĕн пирки çителĕклĕ пĕлмест. Малашне лару-тăрăва улăштарма тăрăшăпăр.

— Çитес пилĕк çуллăха университет умне мĕнле тĕллевсем лартатăр?

— Пирĕн «тĕреклĕ аслă шкул» статуса çĕнсе илмелле кăна мар, кăтартусене те лайăхлатмалла, ăслăлăх тĕпчевĕсен хисепне ÿстермелле. Вĕрентÿпе ăслăлăх процесĕнче вăйлăрах аталанмалла. Сăмахран, хальхи йышши вĕрентÿ программисене йĕркелес ĕçре. Паллах, кашни аслă шкул вĕсене федерацин патшалăх вĕрентĕвĕн стандарчĕсемпе йĕркелет. Анчах университет çак ĕçе хăйĕн «ахах-мерченне» хушма пултарать. Тĕп тĕллев — пирĕн программăсем рынок ыйтнине тивĕçтерччĕр, хăйне евĕрлĕ тата чаплă пулччăр. Çавна май преподавательсен хушшинче ятарлă культура йĕркелемелле. ЧПУ ытти аслă шкултан мĕнпе уйрăлса тăнине, мĕншĕн хăйне евĕр пулнине абитуриентсем чухлаччăр. Абитуриентсем пирĕн университета мĕншĕн килнине лайăх ăнланччăр. Ашшĕ-амăшĕн вĕсене суйласа илме пулăшмалла, аслă шкулта мĕнле майсем пуррине лайăх тишкермелле. Ĕç паракансен, пирĕн «продукта» илекенсен кирлĕ çĕнĕ компетенцисем çинчен пĕлтерсех тăмалла. Сăмах май, халĕ те эпир вĕсемпе пĕрлехи вĕрентÿ планĕсем, ятарлă курссем йĕркелетпĕр. Тĕп тата ертсе пыракан специалистсем преподаватель ĕçне кÿлĕннĕ.

Çамрăк ученăйсене — пысăкрах оклад

— Виçĕ çак аудитори пĕрле пурнăçлакан проектсем пур-и?

— РФ Вĕрентÿ министерстви тата Чăваш Ен правительстви пулăшăвĕпе Пĕчĕк физмат опычĕ пурнăçа кĕрет. 900 шкул ачи кашни шăматкунпа вырсарникун математикăпа физика занятийĕсене çÿрет. Вĕсене университет преподавателĕсем вĕрентеççĕ. Е, сăмахран, «Электроэнергетика тата электротехника» направленипе кадрсем хатĕрлемелли хăйне евĕр тытăм йĕркелерĕмĕр. Эпир бакалавриатра е магистратурăра вĕреннĕ чухне студентсем ĕçе вырнаçнине ырласа йышăнатпăр. Университетăн яланах çĕнĕ кадрсемпе пуянланмалла. Тĕп шанăç — хамăр аспирантурăпа докторантурăран вĕренсе тухакансем. Ытти ăслăлăх шкулĕсенчен вĕренсе тухакансем килни те пирĕншĕн питĕ паха. Сăмахран, Çĕпĕрти аслă шкулсене пĕтернĕ техника наукисен икĕ докторĕ, Пермьрен килнĕ хими наукисен çамрăк кандидачĕ, Саранскри ученăйсем пирĕн йыша хушăнчĕç.

— Сăмахран, эпĕ пысăках мар инвестор, манăн укçа-тенке чăваш ученăйĕсене хатĕрлеме хывас килет. Малашлăх проекчĕсем çинчен пĕлме ăçта каймалла?

— Пĕрремĕшĕнчен, «Чувашия: территория инноваций» журнал вуламалла. Иккĕмĕшĕнчен, пур проектсем çинчен каласа паракан тытăмсем — наукăпа тĕпчев пайĕ, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртекен центр, бизнес-инкубатор — пур. Кунта пĕрлехи проектне сÿтсе явма тата пĕрлехи йышăну тума пулать.

— Наука сотрудникĕсен шалăвĕ пĕчĕкки пирки халĕ сахал калаçаççĕ. Ученăйсем ĕçлесе илме вĕренчĕç-им?

— Патшалăх вĕсем çине урăхларах пăхма пуçларĕ. Пĕрремĕшĕнчен, çĕршывра çамрăк ученăйсене стипендисемпе, грантсемпе пулăшакан конкурс чылай. Кашни регионтах пулăшу кÿрекен тытăмсем пур. Пирĕн тĕпчевçĕсем çулсеренех çакăн пек пулăшу илеççĕ тата Раççей Президенчĕн гранчĕсене тивĕçеççĕ, стипендиатсем пулса тăраççĕ. Виççĕмĕшĕнчен, пысăк университетсенче, çав шутра пирĕн те, пулăшу паракан шалти программăсем пур. Кандидат тата доктор диссертацине хатĕрлекен çамрăк ученăйсене хавхалантаратпăр. Вĕсене пысăкрах оклад туса патăмăр, вĕрентÿ сехетне сахаллатрăмăр.

— Чăваш Енри çамрăк ученăйсен пысăк çитĕнĕвĕ пирки калăр-ха.

— Пĕрне асăнсан ыттисем кÿренĕç. Çапах хими облаçĕнчи çамрăк ученăйсен ушкăнне палăртас килет. Вĕсем çулсеренех Президент гранчĕсен фончĕн конкурсĕсен, никĕс тĕпчевсен Раççей фончĕн çĕнтерÿçисем пулаççĕ. Вĕсен йышĕнче Раççей наука фончĕн гранчĕсем те пур. Кашни аслă шкулăнах наукăра кун пек çитĕнÿсем çук.

— Андрей Юрьевич, малашлăх проекчĕсен вăрттăнлăхĕсене уçсамăр.

— «Наука коллаборацийĕн çурчĕ» федераци программине асăнăп. Вăл биоинформатикăпа тата робототехникăпа ĕçлĕ. Раççейри аслă шкулсемшĕн пилотлă опыт ку. Шкул ачисем технологи урокĕсенче университетра пирĕн преподавательсемпе пирĕн техникăпа ĕçлĕç. Вăл ЧПУри наука ĕçĕпе ĕçлекен пĕрремĕш проректор пулнă Сергей Абруков ячĕпе хисепленĕ.

— Енчен те çак самантра университетри мĕн пур сотрудникпа студентсем сирĕн куç умĕнче пулсан вĕсене мĕн калăттăр?

— Пĕрремĕшĕнчен, тав сăмахĕ. Хыçа юлнă пилĕк çулта эпир, учредительсем, вĕренсе тухакансем тата ĕç паракансем хак панă тăрăх, пысăк тĕллевсене пурнăçа кĕртнĕ. Малашне те çĕнĕ улшăнусем кĕртсе пысăк çитĕнÿсем тăвасса шанатăп.

«Хыпар» хасат. 2019. Июнь,  11.

ruschuvashengfr 
 
yt yt tw

banner1_1 banner1 banner2_2 banner2_2 banner3 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniab
Адрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia