chuv_banner

 

strelka3http://gov.cap.ru/chuv/ - Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă порталĕ


strelka3http://chuvash.org/ - Чăваш халăх сайчĕ


strelka3http://cv.wikipedia.org/ - Чăваш википедийĕ


strelka3http://hypar.ru/ - "Хыпар" хаçат сайчĕ


strelka3http://yumah.ru/ - Чăваш халăх пултарулăхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvlit.narod.ru/simple.html - Чăваш литература каталогĕ


strelka3http://cv.wikibooks.org - Викикĕнекесем


strelka3http://chuvash.org/lib - электрон вулавăш


strelka3http://gallery.chuvash.org/main.php - "Чăваш тĕнчи" сăн ÿкерчĕксен ярăмĕ


strelka3http://suvar.su/ - Тутарта тухса тăракан "Сăвар" хаçат


strelka3http://nesterjankas.ucoz.ru/ - Нестер Янкас пĕрлĕхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvshkola.ucoz.ru/ - Шкул ачисен сайчĕ


strelka3http://chuvlast.ucoz.ru/ - "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурсăн сайчĕ


strelka3http://kamal.3dn.ru/ - "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕн сайчĕ


230419 3Кăçалхи «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019» акцие Чăваш чĕлхи кунне тата Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине халалланă.

Диктанта ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 13:00 сехетре Шупашкарти тĕрлĕ лапамра (И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче, Чăваш Республикин Наци библиотекинче) çыртарĕç. Унсăр пуçне текста «Тăван радио» тата «Наци радиовĕ» эфирĕсенче вулĕç.

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019» акци сăн-сăпачĕ пулма Чăваш наци радиовĕн редакторне Алексей Александрова (Сантăр Элтиярне) çирĕплетнĕ, вăл – И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕ.

Диктант текстне театрпа, Тани Юн пултарулăхĕпе çыхăнтарнă; текст авторĕ – Владислав Николаев журналист тата çыравçă.

Пĕтĕм чăваш диктантне çырас кăмăллисене 12 сехет те 50 минут тĕлне И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетне çитме йыхравлатпăр, адресĕ: Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38-мĕш çурт, 4-мĕш хутри 434-мĕш пӳлĕм.

Хапăл туса кĕтетпĕр!

ruschuvashengfr 
 
yt yt tw

banner1_1 banner1 banner2_2 banner2_2 banner3 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniab
Адрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia