12.07.10.
Отличники
учебы по итогам летней сессии 2009/2010
учебного года
28.06.10.
Чăваш филологийĕпе
культура факультетĕнче сесси ăнăçлă
вĕçленчĕ. Студентсем семестр тăршшĕпех
тăрăшса вĕренни палăрчĕ. Хăйсен
пĕлĕвне лайăх паллăсемпе çирĕплетрĕç.
Вĕренекенсене малашне тăрăшуллăрах
пулма сунатпăр.
24.06.10.
Поэзи уявĕ –
Йошкар Олара
Кашни халăхăнах мухтава тивĕçлĕ,
тĕнче умĕнче мăнаçланмалли сумлă
çынсем пурах. Çармăс халăхĕн
çавăн йышши чаплă ята
тивĕçнĕ ывăлĕсенчен пĕри
вăл - Валентин Колумб (1935-1974çç.) сăвăç.
Поэт çуралнăранпа 75 çул çитнине
халалласа Йошкар Ола хулинче çĕртмен
17-18-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери
Поэзи уявне ирттерчĕç. Уяв программи
анлă, хăнасем кунта Эстони çĕрĕнчен,
Коми, Чăваш республикисенчен килсе çитнĕ.
Чи малтанах обществăпа политика центрĕнче
пухăннă тĕрлĕ халăх
интеллигенцине Марий Эл Республикин
культура министерстви саламларĕ. Ун хыççăн
наука конференцийĕ пуçланчĕ.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш
филологийĕпе культура факультечĕн ĕçченĕсем
те (В. Г. Родионов профессор, И. Ю. Кироллова
докторант, Е. П. Чекушкина доцент)
хутшăнчĕç уява, «Новаторство
предшественников – новому поколению» ятпа
ĕçленĕ ăслăлăхпа практика
конференцинче тухса калаçрĕç. Çакна
та палăртса хăвармалла, Мари патшалăх
университечĕн доценчĕ Р.А. Кудрявцева
тата Чăваш патшалăх университечĕн
профессорĕ В.Г. Родионов тăрăшнипе
çӳлерех
асăннă Аслă шкулсем тахçантанпах
туслă çыхăнусем тытаççĕ. Икĕ
республикăра иртекен тĕрлĕ
мероприятисене преподавательсем кăна
мар, студентсем те тăтăшах кăмăлласа
хутшăнаççĕ.
16.06.10.

Çу
уйăхĕн 11-13-мĕшĕсенче чăваш тата
танлаштаруллă литература пĕлĕвĕн
кафедрин ĕçченĕсем (Афанасьева Е.Р.,
Владимирова О.Г., Ильина Г.Г., Кириллова И.Ю.,
Софронова И.В., Трофимов Л.Ю., Чекушкина Е.П.)
тата факультет студенчĕсем Чăваш наци
конгесĕн делегацийĕпе пĕрле Пушкăрт
республикинчи Слакпуç ялне, аслă поэтăмăр
К.В. Иванов çуралса ÿснĕ тăрăха
кайса килчĕç. Чăн малтанах вĕсем К.В. Ивановăн
музей çурчĕпе паллашрĕç, вил тăпри
умне пырса пуç тайрĕç, чечексем хучĕç.
Я.Г. Ухсай ячĕпе йĕркеленĕ музея та кĕрсе
курма тÿр килчĕ. К.В. Ивановăн музей
çурчĕ тĕрлĕ экспонатсемпе пуян,
кунта поэт хăй усă курнă ĕç хатĕрĕсем,
ал çырусем, ÿкерчĕксем, авалхи
япаласем упранаççĕ.
(тĕплĕнрех
..
16.06.10.

Диплом
хÿтĕлевĕ иртрĕ
Çĕртме
уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенче чăваш
филологийĕпе культура факультечĕн V
тата VI
курс студенчĕсем диплом ĕçĕсене
ăнăçлă хÿтĕлерĕç.
Патшалăх комиссийĕн тĕрĕслевĕ
хыççăн çакă палăрчĕ: 70
студентран «пиллĕк» паллă илекенĕ 70%
пулчĕ, «тăваттăпа» хÿтĕленекенсем
30%. Комисси председателĕ, филологи ăслăлăхĕсен
докторĕ П.Н. Метин профессор дипломçăсене
мухтарĕ, пултаруллă яш-кĕрĕме
аспирантурăра малалла ăс пухма, ĕçĕсене
пичетлеме сĕнÿ пачĕ. Пулас
филологсемпе преподавательсене асăннă
уяв ячĕпе саламлатпăр, пурнăç
сукмакĕпе сулмаклăн утăмлама çирĕп
вăй-хал, тăрăшулăх сунатпăр.
11.06.10. 

Çак кунсенче чăваш
филологийĕпе культура факультечĕн
деканĕ, чăваш тата танлаштаруллă
литература пĕлĕвĕн кафедрин пуçлăхĕ
В.Г. Родионов профессор Пушкăрт
Республикине кайса килчĕ. Унта вăл
Альфия Каримова çырнă ăслăлăх
ĕçĕн хÿтĕлевне хутшăннă.
Профессор çамрăк тĕпчевçĕн 1-мĕш
оппоненчĕ пулнă, ăна хÿтĕлесе ырă
сăмах тухса каланă.
03.06.10.
Диссератцин
ум хÿтĕлевĕ иртрĕ
Çĕртмен
2-мĕшĕнче чăваш тата танлаштаруллă
литература пĕлĕвĕн кафедринче ЧР Вĕрентÿ
институчĕн ĕçченĕ Анисимова
Екатерина Геннадьевна çырнă «Специфика
проявления эстетики символизма
в творчестве чувашских поэтов Г.Айги, М.Сеспеля
и французского поэта Поля Верлена»
диссертаци ĕçне сÿтсе явнă. Тĕпчевре
символизм юхăмĕн хăй евĕрлĕхне тĕнче
литературинче пăхса тухма тăрăшнă,
вăл чăвашăн Çеçпĕл Мишшипе
Геннадий Айхи тата француз поэчĕн Поль
Верлен пултарулăхĕсене епле витĕм кÿнине
сăнанă. Кафедра ĕçченĕсем тема
актуаллă, кăсăклă пулнине палăртнă.
Тĕпчев тухăçлăхне ÿстерме чăваш
литературинчи символ уйрăмлăхĕсене
ытларах тĕпчеме-тĕсеме, символизма юхăм
пек тата символ-сăнлăх пек пăхма сĕннĕ.
Чăваш поэчĕсен символ хăй евĕрлĕхне
вырăс тата европа литературин контекстĕнче
тĕпчесен ĕç тата та тухăçлă
пулассине палăртнă.
03.06.10. Çĕршыв пуласлăхĕ – ачасенче

Çĕршыв пуласлăхĕ çитĕнекен
ăрăва аслисем епле хакланинчен те
нумай килет. Пурте пĕлеççĕ, çĕртмен
1-мĕшĕ ачасене хÿтĕлемелли кун
шутланать. Сак куна халалласа Чăваш
патшалăх университетĕнче кашни çулах
кунта вăй хуракансен ачисене пысăк уяв
туса параççĕ.ЧПУн воспитани енĕпе
ĕçлекен проректорĕ О.Н. Викторов
ача-пăчапа вĕсен ашшĕ-амăшне
саламланă май çапла каларĕ: «Университет
пуласлăхĕ те çамрăк ăру аллинче.
Ачасем, эсир пирĕн студентсем пуласса
тата çĕршывшăн усăллă çынсем
пуласса шанатпăр эпир». Кăçал
Культура керменĕнче вĕт-шакăра савăнтарма
Чăваш патшалăх пукане театрне чĕннĕ.
Артистсем «Шăна кăмпи» ятлă
спектакльпе саламларĕç шăпăрлансене.
Ачасем хăйсен пултарулăхне асфальт
çинче пурăпа ÿкернĕ май кăтартрĕç.
Уява килнĕ кашни ача валлиех университет
профкомĕ пылак çимĕçлĕ парне
хатĕрленĕ.
02.06.10.
Константин
Иванов тата унăн вилĕмсĕр эткерĕ
Чăваш
патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен
институчĕ черетлĕ конференцийĕне
çак ятпа ирттерчĕ. Ăна поэтăмăр
çуралнăранпа 120 çул çитнине
халалланă.
Асăннă
конфренцине чăваш фиологийĕпе
культура факультечĕн ĕçченĕсем
те активлă хутшăнчĕç. Родионов В.Г.
тата Федоров Г.И. профессорсем пленарлă
заседанинче кăсăклă докладсем вуларĕç.
Виталий Григорьевич чăвашсен ĕмĕрхи
хаклăхĕсем поэтăмăрăн пултарулăхĕнче
çĕнелсе йĕркеленнине тишкерчĕ.
Геогий Иосифович Константин Иванов тата ХХ
ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчи
литература процесĕ пирки каларĕ.(тĕплĕнрех
..
20.05.2010.
Студентсем диплом хÿтĕлерĕç
Çу уйăхĕ студентсемшĕн питĕ
хĕрÿ тапхăр. Семестр вĕçленнĕ
май зачётсем тытмалла, курс ĕçĕсем
çырмалла е тата диплом та хÿтĕлемелле.
Акă паян та, çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче,
кĕскетнĕ программăпа куçăмсăр
3 çул вĕреннĕ студентсем диплом ĕçĕсем
хÿтĕлерĕç. Хÿтĕлев комиссийĕ
Семышева Н.В., Белянин А.Е., Лапаев Н.Г.,
Захаров В.Г., Анисимов А.А., Владимиров В.А.,
Кожукова Л.А. студентсем çырнă
квалификаци ĕçĕсемпе кăмăллă
пулчĕ. Диплом ĕçне тивĕçлĕ
шайра çырса хÿтĕленĕ студентсене
эпир те чунтан саламлатпăр, ăнăçусем
сунатпăр.
14.05.10. 

Çĕнтерÿ
65 çул тултарнине халалласа – «Поэзи каçĕ»
Чăваш филологийĕпе культура
факультетĕнче çуллен йăлана кĕнĕ
тăрăх кашни çуркунне студентсем сăвă
вулакансен конкурсĕнче ăмăртаççĕ.
Кăçалхи «Поэзи каçне» Тăван çĕршывăн
Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе
65 çул çитнине халалласа ирттертĕмĕр.
Чи малтанах студентсем И.И.Иванов режиссер
ертсе пынипе хатĕрленĕ сăвăллă
композиципе паллаштарчĕç.(тĕплĕнрех
..
13.05.10.
Р А С П И С А Н И Е
летней
экзаменационной сессии дневного отделения
по специальностям «Культурология» и «Филология»
факультета
чувашской филологии и культуры за 2009/2010
учебный год (подробнее
......)
12.05.10.
Çемье кунне чысласа
– уяв
Чăваш
филологийĕпе культура факультетĕнче
Çемье кунне халалласа хаваслă тĕл
пулу иртрĕ. Пирĕн факультетра ĕçлекенсем
хушшинче çемье династийĕсем те нумай
çул вăй хураççĕ. Факультет
деканĕн В.Г.Родионов профессорпа
методика кафедрин аслă преподавателĕ Э.И.
Родионован тĕслĕхĕ те питĕ курамлă,
вĕсен Элпи ятлă хĕрĕ те асăннă
факультетрах 2 курсра куçăмсăр
майпа вĕренет.
(тĕплĕнрех
..
12.05.10.
Кăçал
вĕренсе тухса каякан студентсене пĕлсе
тăма!
12.05.10.
Çу
уйăхĕн 13-мĕшĕнче факультетра «Наука
кунĕ – 2010» студентсен наукăпа практика
конференцийĕн çĕнтерÿçисене 1
сехетре, 2-01 аудиторире чыслатпăр.
Факультет чысне Хусан, Йошкар-Ола, Ижевск
хулисенчи аслă шкулсенче конференцисене
хÿтĕлесе диплом илсе килнĕ
студентсене те çак кунах саламлатпăр.
12.05.10.

Ака уйăхĕн 28-мĕшенче те корпусăн
акт залĕнче «Наука кунĕ – 2010»
студентсен регион шайĕнче иртекен наукăпа
практика конференцийĕн пĕтĕмлетĕвĕ
иртрĕ. Гуманитари факультечĕсен
хушшинче пирĕн факультет «Чи лайăх
факультет» конкурсăн çĕнтерÿçи
пулнине палăртрĕç. Диплом парса
чысларĕç. Студентсен науки пĕрлешĕвĕн
ертÿçи Марта Паймурзина та диплома
тивĕçлĕ пулчĕ.
04.05.10.

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче чăваш
филологоийĕпе культура факультечĕн
ĕçченĕсем Вăрнар районĕнчи
Çĕрпел вăтам шкулне аслă
классенче веренкенсемпе тĕл пулу
ирттерме кайса килчĕ. Хăнасене вăтам
классенче вĕренекен ачасен фольклор ушкăнĕ
кĕтсе илчĕ. Преподавательсем ачасене
университетăн, факультетăн ĕçĕ-хĕлĕ
çинчен, вĕрненÿ условийĕсем çинчен,
вĕренме кĕмелли йĕрке çинчен
каласа кăтартрĕç, хăйсем патĕнче
иртекен конференцисене хутшăнма
йыхравларĕç. Пуçтарăннисене
факультетпа паллаштаракан брошюрăсене, «Ульяновец»
хаçтăн номерĕсене валеçсе пачĕç.
Студентсен ушкăнĕ хаваслă концерт кăтартрĕ.
Çĕрпеле районти мĕн пур шкулсенчи чăваш
чĕлхи учителĕсем те пуçтарăннă.
Факультет ĕçченĕсемпе тĕл пулни вĕсемшĕн
те усăллă пулчĕ.
30.04.10.
Чăваш филологийĕпе культура факультечĕн студенчĕсем Удмуртсен университетĕнче пулчĕç.


28.04.10.

Факультетра
– Чăваш тумĕн уявĕ
27.04.10.
И.Я.
Яковлев халалне ĕçе кĕртсе пыракан
Ака
уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш
Республикин истори архивĕнче Василий
Петрович Сидоров-Эктел сăвăçа, çыравçа,
публициста, литература критикне халалланă
асăну кунĕ иртрĕ. çак кун хисеплĕ
çыннăмăрăн килĕнчи алçырăвăсене,
тĕрлĕ нагардисене, дипломĕсене çывăх
тăванĕсем архива парнелерĕç.
(тĕплĕнрех
..
27.04.10.
Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăваш
интеллигенцийĕ халăха çутта кăлараканăн,
кĕнеке парнелекенĕн Иван Яковлевич
Яковлевăн çуралнă куне уявлама 18-мĕш
хут Наци библиотеки умĕнчи палăк патне
пухăнчĕ. Çак куна чăваш чĕлхи
кунĕ тесе хисеплеççĕ республикăра.
Митингра ЧР Культура министерствин пай пуçлăхĕ
М.Н. Краснов, ЧР вĕрентÿ министрĕн
çумĕ С. Петрова тата вĕренÿ
учрежденисен пуçлăхĕсем тухса калаçрĕç,
И.Я.Яковлев, чăваш сăмахĕ, унăн
пуласлăхĕ пирки хăйсен шухăшĕсене
пĕлтерчĕç. Митинга пухăннисем
хушшинче çамрăксем ытларах пулни кăмăла
кайрĕ. Чăваш филологийĕпе культура
факультетĕнче вĕренекен студентсем,
ĕçлекен преподавательсем те уява йышлăн
хутшăнчĕç. А.М. Иванова доцент
факультетра халăх культурине, чĕлхине
упрас тата аталантарас тĕлĕшпе пурнăçлакан
ĕçсем çинчен каласа кăтартрĕ.
26.04.10.
Чăваш
студенчĕсем – Мари университечĕн
конференцийĕнче
23.04.10.
Ака уйăхĕн
23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх
университечĕн ректорĕ В.Г. Агаков чăваш
филологийĕпе культура факультечĕн ĕçченĕсемпе
тĕл пулу ирттерчĕ. Вăл малтанах
университетри, факультетри лару-тăрупа
паллаштарчĕ, пуласлăхри ĕçсем
пирки сăмах хускатрĕ. Çав вăхăтрах
факультетăн пуласлăхĕ тÿрремĕнех
унăн ĕçченĕсенчен килнине палăртрĕ.
Паллă ĕнтĕ, наци университетĕнче чăваш
культурине аталантаракан факультет кирлех,
анчах та студентсем пирĕн пата вĕренме
килесси кашни преподаватель тăрăшуллăхĕнчен
питĕ нумай килет. Ректорăн шухăшĕпе
факультетри пур вĕрентекен те килĕшрĕ.
Кунсăр пуçне, В.Г. Агаков хăйĕн
калаçăвĕнче факультет ĕçченĕсен
грантсемпе ĕçлеме кирлине, наци
проектне аталантарма пулăшакан Федераллă
тĕллевлĕ программăсене усă курма
кирлине пусăм туса каларĕ.
23.04.10.
22
апреля 2010 года на факультете чувашской
филологии и культуры прошла научно-практическая
конференция школьников
«Шаг
в будущее 2010».



|
№ |
Ф.И.О. учащегося |
Школа |
Тема выступления |
Научный
руководитель |
|
|
Леонтьева Надежда Викторовна |
МОУ «Гимназия № 1» г. Чебоксары; 10 «Б» класс |
«Чувашские пословицы и поговорки на уроках чувашского языка в русской школе (на основе анализа учебника чувашского языка для 9 классов)» |
Вакку Марина Ивановна (учитель высшей категории) |
|
|
Кокарева Екатерина Александровна |
МОУ «Гимназия № 1» г. Чебоксары; 9 «А» класс |
«Национальное радио Чувашии: процесс возникновения, становления и развития» |
Вакку Марина Ивановна (учитель высшей категории) |
|
|
Портнова Мария Михайловна |
МОУ «Гимназия № 1» г. Чебоксары; |
«Изучение чувашского этикета» |
Леонтьева Нина Геннадьевна (I квалификационная категория) |
|
|
Островская Александра Юрьевна |
МОУ «Средняя школа общеобразовательная школа № 20» г. Чебоксары; 8 класс |
«Известные псевдонимы и их обладатели» |
Мулюкова Елена Александровна |
|
|
Андреева Екатерина Николаевна |
МОУ «Средняя школа общеобразовательная школа № 20» г. Чебоксары; 8 класс |
«О Словаре профессора Ашмарина» |
Герасимова Наталья Николаевна |
|
|
Грачева Юлия Игоревна |
МОУ «Гимназия № 5» г. Чебоксары |
«Современный чувашский танец» |
Гурьева Татьяна Николаевна |
|
|
Семенова Таисия Николаевна Орлова Наталия Андреевна |
МОУ «Гимназия № 5» г. Чебоксары; 8 «А» класс |
«Северный остров Валаам (продукты образовательной экскурсии)» |
Семенова Нина Сергеевна |
|
|
Эзенкина Кристина |
МОУ «Гимназия № 5» г. Чебоксары; 9 класс |
«Чувашская свадьба» |
Силанова Альбина Михайловна |
|
|
Мазякова Лариса Владимировна |
МОУ «Балабаш Баишевская СОШ» Батыревского р-на; 8 класс |
«Чăваш пӳрчĕ – чăваш тĕнчи» |
Козлова Вера Ильинична |
|
|
Козлова Ирина Петровна |
МОУ «Балабаш Баишевская СОШ» Батыревского р-на; 9 класс |
«Çăка йывăç авăнать» |
Козлова Вера Ильинична |
|
|
Остроумова Татьяна Геннадьевна |
МОУ «Яльчикская СОШ» Яльчикского р-на; 10 «Б» |
«Юрă – ĕмĕрлĕх палăк» |
Кудряшова Любовь Васильевна |
|
|
Захарова Екатерина Петровна |
МОУ «СОШ № 50» г. Чебоксары; |
«Н.Т. Терентьев: жизнь и творчество» |
Печникова Мария Николаевна |
|
|
Кокарева Анастасия Ивановна |
МОУ «СОШ № 50» г. Чебоксары; |
«Размышления Н. Терентьева о жизни» |
Печникова Мария Николаевна |
|
|
|
МОУ «СОШ № 50» г. Чебоксары; |
«И.Я. Тенюшев – фронтовик, деятель науки и образования» |
Печникова Мария Николаевна |
|
|
Верховская Марина Александровна |
МОУ «Карамышевская СОШ» Козловского р-на |
«Манăçнă, анчах манман ентешĕмĕр» |
Морозова Надежда Ивановна |
|
|
Балденкова Дарья Ивановна |
МОУ «Средняя школа общеобразовательная школа № 20» г. Чебоксары; 8 класс |
«Мудрость народа в произведениях И.Я. Яковлева» |
Степанова Валентина Ивановна |
|
|
Семенова Анастасия Валерьевна |
МОУ «Емёткинская СОШ» Козловского района |
«Улăп халапĕсене узбексен «Алпамыш» эпосĕпе танлаштарни» |
Семенова Полина Александровна (МОУ «Тюрлеминская СОШ») |
|
|
Егоров Игорь |
МОУ «Сабанчинская СОШ» Яльчикского района |
«Чăваш апат-çимĕçĕ» |
|
|
|
Гаврилова Екатерина |
МОУ Сухайкасинская СОШ Канашского района |
«Н.Петровскаян «Шурă лили» повесĕнче кăмăл-сипет проблемисене хускатни» |
Иванова Валентина Михайловна |
22.04.10.
Патăрьел
филиалĕнче хăнара!
22.04.10.



Диплом
патăмăр!
Чăваш
филологийĕпе культура факультечĕн
васкавлă вĕренекен студенчĕсен икĕ
ушкăнĕ çак кунсенче диплом илме тивĕçрĕç.
Ку йышра пултаруллă студентсем пулни
пире уйрăмах савăнтарать: Светлана
Яковлева юрăç, сăвă-юрă çырма
кăмăллакан, кĕвве хывакан Владимир
Захаров т.ыт.те. 18 студент хушшинче
Николаева О.В. тата Еливанова А.Г. хĕрлĕ
диплом илме пултарчĕç. Вĕренсе
тухса каякансене факультет преподавателĕсем
саламларĕç, вĕсемшĕн савăннине,
çав хушăрах уйрăлас килменрен
куляннине те палăртрĕç, ăнăçу
сунчĕç.
22.04.10.
Çĕнĕ кĕнекепе
паллашрǎмǎр
Юрий
Семеновича çĕнĕ кĕнеке тухнă
ятпа саламлатпăр, сăвă хыççăн
сăвă, кĕнеке хыççăн кĕнеке
калăплама ырлăх-сывлăх, çирĕп вăй-хал
сунатпăр!
22.04.10.
Патшалǎх
экзаменĕ иртрĕ
Ака уйǎхĕн 14-15- мĕшĕсенче чǎваш филологийĕпе культура факультечĕн 6-мĕш тата васкавлǎ вĕренекен 4-мĕш курс студенчĕсем патшалǎх экзаменĕ тытрĕç. Пулас филологсемпе культурологсем тĕрĕслев витĕр ǎнǎçлǎ тухрĕç: 13 студент «5» паллǎ, 14 студент «4» паллǎ, 1 студент «3» паллǎ илчĕç. Вĕренекенсене факультет деканĕ, патшалǎх экзамен комиссийĕн председателĕ В.Г. Родионов профессор саламларĕ, диплом ĕçне те çак йышпах ǎнǎçлǎ х\тĕлеме ырлǎх-сывлǎх, чǎтǎмлǎх сунчĕ.
20.04.10.


Пирĕн
студентсем Хусан университетĕнче
ЧПУн чăваш филологийĕпе культура
факультечĕ Хусан университетĕнчи
тутар филологийĕпе истори факультечĕпе
туслă çыхăнура пулни вăрттăнлăх
мар ĕнтĕ. Профессорсемпе
преподавательсем пĕр-пĕрин çитĕвĕвĕсемпе
паллашсах тăраççĕ. Çулсеренех
иртекен конференцисенче студентсем те
хастар хутшăнаççĕ. Акă, нумай
пулмасть чăваш студенчĕсем Хусанта
конференцире пулчĕç.(тĕплĕнрех
..
16.04.10.


ЧПУ
студенчĕсем – «Янра, чăваш чĕлхи!»
конкурс çĕнтерÿçисем
Тăван халăха букварь парнеленĕ И.Я.Яковлевăн
çуралнă кунне халалласа пирĕн
республикăра çулленех чăваш
культурипе, чĕлхипе, сăмахлăхĕпе
çыхăннă мероприятисем чылай пулса
иртеççĕ. Акă кăçал та акан
15-мĕшĕнче В.Маяковский библиотекин
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çемье
вулавĕн центрĕнче çак ятпа И.Н.Ульянов
ячĕллĕ ЧПУ тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ
ЧППУ студенчĕсем хушшинче хĕрÿ
ăмăрту иртрĕ. Чăваш филологийĕпе
культура факультечĕн студенчĕсем (Лилия
Тестова, Августина Степанова, Наталия
Блинова, Светлана Садовникова, Валентина
Елимова, Андрей Шадриков, Марина Кумячева,
Клавдия Захарова, Регина Тимофеева) хăйсен
пултарулăхне пур енлĕн кăтартрĕç.
Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн пурнăç
тапхăрĕсене пĕлес енĕпе те,
сочинени-эссе çырассипе те, ташă-кĕвĕре
те пирĕн факультет маттурĕсем ытларах
балл пухрĕç. Çапла «Янра, чăваш чĕлхи!»
конкурсра пĕтĕмпе 106 балл пухса пĕрремĕш
вырăн çĕнсе илчĕç вĕсем.
Библиотека ертÿçи
Т.Н.Уразаева çĕнтерÿçĕсене
диплом парса чысларĕ.
15.04.10.


Ака
уйăхĕн 14-мĕшĕнче чăваш филологийĕпе
культура факультечĕн ĕçченĕсем И.Я.Яковлев
ячĕллĕ Элĕкри пĕтемĕшле пĕлÿ
паракан вăтам шкулта иртнĕ «Чăваш чĕлхипе
литературине наци шкулĕсенче вĕрентесси»
ятлă наукăпа практика конференци ĕçне
хутшăнчĕç. Конференцине В.К. Волков
шкул директорĕ уçрĕ. Районти вĕрентÿ
управленийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене
вăхăтлăх пурнăçласа пыракан И.П.
Ильина салам сăмахĕ тухса каларĕ. Элĕк
районĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе
литературине вĕрентекен учительсем умĕнче
Г.А. Ермакова профессор «Чăваш чĕлхипе
литератури урлă халăх философийĕн тарăнăшне
çитни» темăпа, О.И. Печников доцент «Урок
тĕллевĕсене палăртассин уйрăмлăхĕсем»
темăпа, Г.Н. Семенова профессор «Чăваш чĕлхи
урокĕсенче сывлăха упрамалли
технологисемпе усă курасси» темăпа, Э.И.
Родионова аслă преподаватель «Литература
вĕрентмелли теорин хăш-пĕр енĕсем
тата шкул вулавĕ» темăпа, В.А. Милютин
доцент «Паянхи чăваш ташшин этнокультури»
темăпа тухса калаçрĕç. Аслă
шкул преподавателĕсем хăйсен доклачĕсенче
хускатнă ыйтусем ачасемшĕн те,
учительсемшĕн те кăсăклă пулчĕç,
чĕрĕ калаçу çуратрĕç. И.В. Софронова
доцент профориентаци ыйтăвĕсене
хускатрĕ. Чăваш филологийĕпе
культура факультетĕнчи специализацисем,
кунта вĕренме кĕмелли условисем çинчен
каласа кăтартрĕ.
Конференцине
шкулти учительсем те хăйсен доклачĕсемпе
хутшăнчĕç, хăйсен ĕç опычĕпе,
хумхантаракан ыйтусемпе паллаштарчĕç.
Конференци ĕçне районти тĕп
библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ
«Силпи асамачĕ» композиципе тата чăваш
филологийĕпе культура факультечĕн
студенчĕсем йĕркеленĕ концертпа вĕçлерĕç.
Пухăннисем
ĕç тухăçлă, интереслĕ, усăллă
пулнине палăртрĕç.


Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче чăваш
филологийĕпе культура факультечĕн ĕçченĕсем
А.Л. Филиппов доцент, А.С. Егорова декан çумĕ,
В.А. Иванов профессор, В.А. Милютин доцент
Куславкка районĕнчи Ельчĕк ял
администрацийĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ
паракан шкулта чăваш чĕлхипе
литература учителĕсемпе семинар-совещани
ирттерчĕç. Çавăн пекех вĕсем
шкулта тухса тăракан ачасен «Ешĕл
хунав» литература журналĕн ĕçне те
хак пачĕç, сăвă-калав çыракан
ачасене хавхалантарса хăварчĕç.
15.04.10.


«Наука кунĕ – 2010» - мал ĕмĕтлĕ çамрăксен уявĕ
Ака уйăхĕн вун виççĕмĕшĕнче
чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче
44-мĕш наукăпа практика конференцийĕ
иртрĕ. Çулсеренех иртекен уява кăçал
Аслă Çĕнтерÿренпе – 65 çул тата
Чăваш Автономи Республикине тунăранпа
90 çул çитнине халалланă. Йăлана кĕнĕ
мероприяти студентсемшĕн те,
аспирантсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Шăпах
çакăнтан пуçланать те наукăпа кăсăкланасси,
малаллахи пурнăçа унпа çыхăнтарасси.
Никам та тÿрех преподаватель-профессор
пулса тăмасть. Ку шухăша факультет
деканĕ В.Г. Родионов та палăртрĕ.
Кафедра пуçлăхĕсем пурне те ăнăçу
сунчĕç.
23 секци ĕçлерĕ, 300 ытла доклад (тĕплĕнрех
..
15.04.10.
Конкурс!
Конкурс! Конкурс!
Конкурс
икĕ номинаципе иртет:
«Чи
лайăх сочинени»
«Чи
лайăх илемлĕ хайлав» (сăвă, калав,
эссе, повесть т. ыт. те).
08.04.10. 100-летие со дня рождения Л.Я. Агакова одно из первых отметила Чувашская национальная библиотека имени А.М. Горького. Мероприятие состоялось 07.04. 20010 года. В гости к студентам вузов республики (в том числе факультета чувашской филологии и культуры ЧГУ) прибыли дочь юбиляра Алиса Леонидовна Суринова народные поэты Чувашии Юрий Семендер, Порфирий Афанасьев, бывший главный редактор республиканской газеты Демьян Семенов, вдова народного художника ЧР Галина Юрьева, исследователь творчества Л.Агакова Николай Осипов. Приглашенные гости поделились со слушателями своими воспоминаниями из жизни народного писателя, подчеркнули его своеобразную манеру письма, его удивительное трудолюбие как на ниве прозы, так и драматургии. Автор многогранно проявил себя во многих произведениях приключенческого, сатирического характера. На вечере звучали любимые песни юбиляра в исполнении заслуженных артистов ЧР В.Гущина, Ж.Гурьевой и дочери Агакова. По мнению студентов, эта встреча явилась хорошим подспорьем для освоения ими курса истории чувашской литературы. Спасибо за ее организацию сотрудникам «Чувашской книги».
06.04.10.
Перечень зачетов и
экзаменов летней сессии 2009/2010 учебного года
специальности «Филология» заочного
отделения (6 лет) (подробнее
......)
Перечень зачетов и
экзаменов летней сессии дневного отделения
2009/2010 учебного года специальности «Филология»(подробнее
......)
Перечень зачетов и
экзаменов летней сессии 2009/2010 учебного года
специальности «Культурология» заочного
отделения (6 лет) (подробнее
......)
Перечень зачетов и
экзаменов летней сессии 2009/2010 учебного года
специальности «Культурология» заочного
отделения (3,5 лет) (подробнее
......)
Перечень зачетов и экзаменов летней
сессии 2009/2010 учебного года специальности «Филология»
заочного отделения (3,5 лет) (подробнее
......)
ПРОГРАММА
НЕДЕЛИ ЧУВАШСКОГО ЯЗЫКА на
факультете чувашской филологии и культуры
Ответственные
– доценты кафедры культурологии Иванов И.И.
и Иванова В.А.
10
апреля — день
открытых дверей факультета.
Ответственный
— доцент кафедры чувашского и
сравнительного литературоведения
Кириллова И.Ю.
05.04.10.

Туслă
çыхăнусем йĕркеленеççĕ
Чăваш патшалăх университечĕн В.Г.
Родионов профессор ертсе пыракан чăваш
тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕн
кафедри «Альма матерта» пулса иртекен
мероприятисенче кăна мар, Раççей
шайĕнчи ăслăлăх ыйтăвĕсене шĕкĕлчес
ĕçре те хастар. Ку кафедра ĕçченĕсем
Ижевск, Саранск, Йошкар-Ола, Хусан, Ĕпхÿ,
Мускав хулисенчи тĕрлĕ вузсемпе тачă
çыхăну йĕркеленĕ, пĕр-пĕрин
патне ăслăлăх конференцийĕсене тăтăш
кайсах çÿреççĕ. Тĕслĕхрен,
пуш уйăхĕн 25-27-мĕшĕсенче (тĕплĕнрех
..
29.03.10.
Патшалăх
экзаменĕ иртрĕ
вун тăваттă «4». Студентсене патшалăх
экзамен комиссийĕн председателĕ,
факультет деканĕ В.Г. Родионов
профессор саламларĕ, диплом ĕçне
ăнăçлă тĕпчеме-çырма
вăй-хăват сунчĕ.
26.03.10.
Пуш
уйăхĕн 9-20-мĕшесенче чăваш тата
танлаштаруллă литература пĕлĕвĕ
кафедрин доценчĕсем И.В. Софроновапа О.Г.
Владимирова Белгород паташалăх
университетĕнче квалификацине ÿстерсе
килчĕç. Çак университетра
электронлă учебниксене хатĕрлес, куçăн
мар вĕренекенсене интернет хатĕрĕсемпе
усă курса вĕрентÿ процесне çăмăлатас
енĕпе тăрашса ĕçлеççĕ, Раççейри
ытти аслă шкулсенче ĕçлекенсене хăйсен
опычĕпе палаштараççĕ. Курссенчи
вĕренÿ процесне лекцисенчен, практика
занятийĕсенчен йĕркеленĕ. Вĕренме
килнисем хăйсен пĕлĕвне тест ыйтăвĕсем
çине хуравласа тата лаборатори ĕçĕсене
пурнăçласа тĕрĕслерĕç. В.А.
Беленко доцент интернетра кирлĕ
материала шыранă чухне ĕç процесне
хăвăртлатакан, усăлăрах тума май
паракан мелсемпе палаштарчĕ. А.Г. Клепикова
тĕрлĕ презентацисене, электронлă
учебниксене хатерленĕ чухне педдизайн
мелĕсене тухăçлă усă курма вĕрентрĕ.
А.Н. Немцев доцент университра хăйсем йĕркеленĕ
«Пегас» ятлă электронлă вĕрентÿ
системи çинчен каласа кăтартрĕ.
Практика занятийĕсенче кашниех çак
системăна усă курса лекци материалĕсене,
тĕрĕслев ыйтăвĕсене, ыйту-хурав
процесне йĕркелемелли мелсене усă
курма хăнăхрĕ.
Квалификацине
ÿстерме килнисене хулари илемлĕ вырăнсемпе
палаштарни кăмăла кайрĕ. Ку тăрахра
Аслă аттелĕх вăрçипе çыхăннă
паллă вырăнсем чылай. «Прохоровское
поле» мемуреаллă музея çитсе курма
май пулчĕ. Хулари краеведени музейĕнче
ĕçлекенсем ку тăрăхри халăхсен
культура аталанăвне сĕм авал скифсем,
каярах пăлхарсем витĕм кÿни çинчен
каласа кăтартрĕç. Хорки салинче
вырнаçнă арçынсен монастырĕ питĕ
тĕлĕнтерчĕ. XIII ĕмĕрте Киевран
тарса килнĕ монахсем ăна ту ăшĕнче
чакаласа кăларнă. Тăвĕ пурăран
çеç пулнине шута илсен çак ĕç
мĕн тери йывăр та кăткăс пулни курăнать.
Белгород
хули шурă, тирпейлĕ, тарават пулнипе
асра юлчĕ. Шур Шупашкара театр çурчĕпе,
университетăн кивĕ корпусĕпе, чиркĕвĕсемпе,
йывăçлă-курăклă пулнипе аса
илтерчĕ.
23.03.10.


Пирĕн
факультетра – «Студентсен çурхи уявĕ»!
Çуркунне çитсе хĕвел хĕртме
пуçларĕ. Çавăнпа пĕрлех Чăваш
патшалăх унивеситетĕнче вĕренекен
студентсен çуркуннехи уявĕ те пуçланчĕ.
Пуш уйăхĕн 19 мĕшĕнче ЧПУн культура
керменĕнче чăваш филологийĕпе
культура факультетĕнче ăс пухакан
студентсем хатĕрленĕ «Пуканесем» («Куклы»)
çурхи уяв иртрĕ. Уява курма чылайăн
пухăнчĕç. Жюри членĕсем çиччĕн.
Уява усасси ташăран пуçланчĕ:
пуканесен тумĕпе капăрланнă хĕрсемпе
каччăсем илемлĕ «Пуканесен ташшипе»
савăнтарчĕç. Кун хыççăн
сцена çине тĕп геройсем, Костя
Рязановпа Алиса Антонова, тухса илемлĕ юрă
шăрантарчĕç (тĕслĕхшĕн
каласа хăварас пулсан, çурхи уявра янăранă
пур юрра та пĕрремĕш курсра вĕренекен
К. Рязанов хăй çырса кĕвĕленĕ).
Кун хыççăн сцена çине тепĕр
герой - çипсемпе хачă тытса тăракан (Хранитель
нитей и ножниц) – Лилия Тестова тухрĕ.
Сăмах май, çурхи уяван сценарине те вăлах
çырса хатĕрленĕ. Хранителе пулăшакан
клоунсем (Регина Тимофеева, Андрей Шадриков
тата Дима Иванов) – шыв тултарнă кĕленчесемпе
тĕрлĕ кĕвĕ каласа савăнтарчĕç.
Çак номер жюри членĕсене уйрăмах кăмăла
кайрĕ. Концерт пурте пĕрле «Çурхи
уяв» юрă юрланипе тата ташланипе вĕçленчĕ.
Тăвăллăн алă çупса саламларĕç
сцена çинче вылякансене курма килнисем.
Сăн ÿкерĕннĕ хыççăн жюри хăйĕн
шухăшне палăртрĕ: «Маттурсем, кун
йышши ÿсĕмсем тунăшăн савăнтăмăр.
Илемлĕ, тĕрлĕ тĕслĕ костюмсем куçа
илĕртрĕç, сценарин шухăшĕ те
тарăн философиллĕ».
Объявление!
10
апреля 2010 года факультет чувашской
филологии и культуры ФГОУ ВПО «Чувашский
государственный университет имени И.Н. Ульянова»
в 9.00 проводит «День открытых дверей».
Будущие
абитуриенты и их родители встретятся с
руководством, представителями приемной
комиссии и преподавателями факультета,
ознакомятся с деятельностью факультета,
узнают более подробно о направлениях и
специальностях, о вступительных испытаниях
и смогут задать интересующие их вопросы.
Также
в этот же день будущие абитуриенты,
желающие поступать по специализациям «Филологическое
обеспечение искусствознания (театроведение,
хореография, музыковедение)», «Филологическое
обеспечение журналистики (СМИ)» и «Филологическое
обеспечение литературно-творческой работы»,
смогут пройти собеседование (творческий
конкурс). Специальная комиссия будет
оценивать творческие способности
абитуриентов по следующим критериям:
-
«Театроведение»: 1-2 стихотворения, басню,
отрывок из прозаического произведения
наизусть; исполнение этюда, танца и песни.
-
«Хореография»: исполнение народного и
эстрадного танца; проверка чувства такта и
ритма.
-
«Музыковедение»: исполнение чувашской,
русской, эстрадной песни; исполнение
народной песни; проверка чувства ритма,
музыки, запоминания мотивов и т.д.
-
«Филологическое обеспечение литературно-творческой
работы»: рассказ, стихотворение,
критическая статья и т.д. собственного
сочинения.
-
«Филологическое обеспечение журналистики (СМИ)»:
очерк, критическая статья, сообщение и т.д.
Абитуриентам
разрешается пользоваться своими
музыкальными инструментами, фонограммами,
костюмами.
Встреча
и собеседование пройдут по адресу: г.Чебоксары,
ул. Университетская, 38, I
корпус, 4 этаж, 434 ауд.
По
всем вопросам обращаться в приемную
комиссию по адресу: ул. Университетская, 38 (проезд
троллейбусами маршрутов № 4, 12, 14, 21 до
остановки «Университет»), каб. 229. Тел.: 45-23-39,
58-18-40.
Телефон
факультета: (8-8352) 45-03-37 (31-01).
E-mail: irinakir1@mail.ru.
Подробная
информация размещена на официальном сайте
факультета: http://www.chuvsu.ru/~chfik
Çак
кунах пултарулăх конкурсĕ иртет. Театр
ĕçĕпе специализациленес текенсем,
эстрада тата халăх юрри, хореографи ăсталăхне
алла илес текенсем пултарулăх конкурсне
хутшăнма пултараççĕ.
Абитуриентсен
пултарулăх конкурсĕнче сăвă е
юптару каламалла, юрă юрласа памалла,
ташласа кăтратмалла, пĕр-пĕр
ситуацине выляса кăтартма пĕлмелле (этюд)
– хăвăрăн пултарулăха пур енлĕн
кăтартмалла.
Пулас
абитуриентсем хăйсен музыка инструменчĕсемпе,
диск-кассетасемпе, костюмсемпе усă курма
пултараççĕ.
Çавăн
пек «Литература ĕçĕ» тата «Журналистика»
специализацисене вĕренме кĕме кăмăл
тăвас текенсен сăвă-калав, статья,
очерк çырас ăсталăхне тĕрĕслеççĕ.
Пултарулăх
конкурсĕнче пысăк балл пуçтарнă
абитуриентсене вĕренме кĕнĕ чухне
çăмăллăхсем пулаççĕ.
Абитуриентсене
сумлă жюри членĕсем хаклĕç: Чăваш
академии драма театрĕн
режиссĕрĕ, ЧР тава тивĕçлĕ
артисчĕ – И.И. Иванов, ЧР халăх артистки
– В.А. Иванова, культурăн тава тивĕçлĕ
ĕçченĕ – В.А. Милютин тата З.К. Яковлева,
ЧР писателĕсен союзĕн членĕ – Елен
Нарпи (Е.П. Чекушкина).
Ыйтса
пĕлмелли: Шупашкар хули, Университет урамĕ,
38-мĕш çурт, 229 пÿлем (4, 12, 14, 21 маршрутлă
троллейбуссемпе «Университет» чарăнăва
çитмелле). Тел.: 45-23-39, 58-18-40.
Факультетпа
çыхăнмалли телефон: (8-8352) 45-03-37 (31-01).
E-mail: irinakir1@mail.ru.
Тĕплĕнрех
информацийе факультет сайтĕнче вуласа пĕлме
пулать: http://www.chuvsu.ru/~chfik
ЙЫХРАВ
ХУЧĚ
Ака
уйăхĕн
22-мĕшĕнче И.Н.
Ульянов ячĕллĕ
Чăваш патшалăх университечĕн Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ республикăри тата тулай
чăваш ачисем валли
«Ăслăлăхри пĕрремĕш утăмсем» ятлă наукăпа практика
конференцийĕ
ирттерет.
8-11 класра вĕренекенсем
валли конференци
иртĕ. Секцисем:
·
Чăваш литература
пĕлĕвĕн тĕнчи
·
Чăваш чĕлхи пĕлĕвĕ
·
Тăван ен
культури
·
Культура Чувашии:
история и современность (культурологи уйрăмне
килме кăмăл тăвакан ачасем валли)
8-9 класра вĕренекенсем валли олимпиада
иртĕ, ыйтăвĕсем чăваш чĕлхипе
тата литературипе пулĕç.
Ятарлă комисси сирĕн ĕçсене
дипломсемпе хаклĕ. Сирĕн çитес вăхăтра
хăвăр çак ĕçе хутшăнма кăмăл
туни çинчен факультет сайтне кĕрсе е шăнкăравласа
пĕлтермелле. Хăвăр тата вĕрентекенĕн
хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, шкул ятне,
доклад темине туллин кăтартăр. Ěçсене
пичетлетпĕр. Доклад тезисĕн электронлă
вариантне çав кунах илсе килмелле, калăпăшĕ
1 стр. Васкăр! Кĕтетпĕр!
Адрес:
Чăваш республики, Шупашкар хули,
Университет урамĕ, 38. Хутшăнмалли
телефон: 8 (352) 45-03-37. E-mail: chuvfil@chuvsu.ru;
galiil69@mail.ru
(Ильина
Галина Геннадьевна –СНО руководителĕ).
ИНФОРМАЦИОННОЕ
ПИСЬМО
Чувашского
государственного университета имени И.Н.
Ульянова Факультет чувашской филологии и
культуры 22 апреля 2010 года проводит для
школьников научно-практическую
конференцию «Шаг в будущее» («Ăслăлăхри
пĕрремĕш утăмсем»).
Для учащихся
8-11 классов планируется работа секций:
·
Чувашское
языкознание (на чувашском языке)
·
Чувашская
литература (на чувашском языке)
·
Культура
чувашского края (на чувашском языке)
·
Культура
Чувашии: история и современность (на
русском языке)
Для учащихся
8-9 классов проводится олимпиада.
На сайт
факультета просим прислать заявки с
указанием: Ф.И.О. учащегося и учителя, школы,
темы выступления. Планируется публикация
тезисов победителей. Тезисы представить в
электронном и бумажном вариантах в объеме 1
страницы в день конференции.
Наш
адрес: Чувашская республика, г. Чебоксары,
ул. Университетская, 38. Контактный телефон: 8
(352) 45-03-37. E-mail: chuvfil@chuvsu.ru;
galiil69@mail.ru (Ильина
Галина Геннадьевна – руководитель СНО).
02.03.10.
2010 çулхи
пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче И.Н. Ульянов
ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕн
культура керменĕнче Чăваш филологийĕпе
культура факультечĕн студенчĕсен
çурхи уявĕ иртет!
Пуçламăшĕ
– 18 сехет те 30 минутра
Билет хакĕ
– 60 тенкĕ
Билечĕсене
çак номерпе ыйтса илме пулать – 89053413505
Лилия Геральдовна
Пурне те
хапăл туса йыхравлатпăр!
01.03.10.
27 февраля 2010 года доцент кафедры
культурологии В.А. Милютин провел мастер-класс
и показательное выступление по
чувашской народной хореографии перед
молодежью и населением в сельском
поселении Янгильдино Козловского района.
Были показаны
танцевальные движения Шоу-танца «Молодежный»
на музыку В. Адюкова.
28 февраля 2010 года доцент
кафедры культурологии Владимир Аркадьевич
Милютин участвовал в качестве жюри по
объективной оценке творчества учащихся (более
200 человек) на конкурсе детских
хореографических коллективов «Танцевальный
фейерверк» среди образовательных
учреждений Чебоксарского района,
посвященном 65-летию Победы в Великой
Отечественной войне. После конкурса он
рассказал о подготовке специалистов высшей
квалификации по специальностям: «Филология»
и «Культурология» на факультете чувашской
филологии и культуры Чувашского
государственного университета им. И.Н.
Ульянова. Владимир Аркадьевич также
информировал о подготовке студентов по
специализации «Филологическое обеспечение
искусствознания», которая включает в себя:
«Хореография» (доцент Милютин В.А.), «Фольклорное
пение» (доцент Яковлева З.К.), «Театроведение»
(доцент Иванов И.И.), «Эстрадное
музыковедение» (доцент Андреева Р.Р.).
01.03.10.
26-го февраля 2010 года доцент кафедры
культурологии факультета чувашской
филологии и культуры Владимир Аркадьевич
Милютин по приглашению РГОУ СПО «Чувашское
республиканское училище культуры (техникум)»
провел мастер-класс по народной
хореографии.
Студенты 1-2-ых курсов
хореографического отделения и педагоги на
практических занятиях познакомились
особенностью пластического текста
календарно-языческих и обрядово-ритуальных
танцев, положение и движение рук, ног,
корпуса, головы, своеобразной пластико-телесной
системой старинных чувашских танцев «Аххаяс»
и «Ухинккел».
Администрация, педагоги
хореографических дисциплин и студенты
выразили благодарность за сохранение и
развитие чувашских этнотанцев в культуре
чувашского народа.
V тата
VI
курс студенчĕсене пĕлсе тăма!
Обзорлă лекцисем тата патшалăх экзаменĕсем çак вăхăтра иртеççĕ:
Расписание обзорных
лекций студентов
(подробнее
......)
18.02.2010ç. Кăçалхи
нарăс уйăхен 14-мĕшĕ уявсемпе пуян
пулчĕ. Чăваш халахĕ Çăварнине
ăсатрĕ, Юратакансен кунне паллă турĕ,
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту
ирттерчĕ. Çак кун Чăваш филологийĕпе
культура факультечĕн ĕçченĕсем
те тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» паркра
иртнĕ ăмартăва хастарлă хутшăнчĕç.
Йĕлтĕр çине деканран пуçласа
документовед таран тата спорта юратакан мĕн
пур студент тăма кăмăл турĕ. Хутшăнакансем
2-5 километăрлă дистанцине ывăнмасăр
чупса тухрĕç.
Спорта юратакан çын вăл
яланах çирĕп сывлăхлă, телейлĕ,
савăнаçлă, ырă кăмăллă.
Пурнăç çине оптимистла пăхать.
Яланах çапла пулар! Пурнăçа
юратар, ĕçре те вĕренÿре
те çенĕ çитĕнÿсем тума ăнтăлар!
19.02.2010ç.
Университетра «Çирĕп вăй-хал» тата
сывлăх» спартакиада малалла тăсăлнă
май нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче
университет ĕçченĕсем хушшинче йĕлтĕрпе
чупассипе ăмăрту иртрĕ.
Хĕрсемпе хĕрарăмсем 2 километрлă
дистанцине чупса тухрĕç. А.Н. Лукина
ассистент хăйĕнпе пĕр çитĕнÿри
çынсемпе ăмăртса 3-мĕш вырăн
çĕнсе илме пултарчĕ. Арçынсем 3-5
километрлă дистанцине чупса тухрĕç.
Пирĕн команда ячĕпе ăмăртăва
хутшăннă В.А. Иванов профессор 3-мĕш
вырăна тухрĕ. Васильева Ф.И. аслă
преподаватель те 3-мĕш выран йышăннă.
Факультет ĕçченĕсене
малти вырăнсене тивĕç пулнă ятпа
саламлатпăр, çитес ăмăртусенче
ăнăçу сунатпăр!
«Кĕмĕл сасă» çĕнтерÿçи
– пирĕн студент!
«Çĕр-пин юрă çĕр-шывĕнче»
кăçалхипе вун пĕрмĕш хут «Кĕмĕл
сасă» эстрада юррисен фестиваль-конкурсĕ
иртрĕ. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен
килнĕ яш-кĕрĕм хутшăнчĕ çак
ăмăртăва. Самара, Саратов, Оренбург, Чĕмпĕр
облаçĕсенчен, Тутар, Пушкăрт
республикисенчен килнĕ юрăçсемпе пĕрлех
Чăваш республикин тĕрлĕ ял-хулисенчи
çамрăкĕсем те хăйсен пултарулăхне
кăтартрĕç. Чăваш филологийĕпе
культура факультечĕн 1 курсĕнче вĕренекен
Çĕмĕрле каччи Рязанов Константин
вара жюририсене хăйĕн вăйлă
сассипе тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ.
Юлашки çулсенче, эстрада пирки апла-капла
шухăшсем илтĕнкеленĕ вăхăтра, чăн
кĕмĕл саслă çамрăксем сцена
çине килни уйрăмах савăнтарать. В.Давыдов-Анатри
сăвви тăрăх кĕвĕленĕ «Атте-анне»
юрăпа конкурса хутшăннă Костя «Гран-при»
çĕнсе илме пултарчĕ. Çавăн
пекех ЧФК факультетĕнче 2 курсра вĕренекен
Дима Иванов та хăй кĕвĕленĕ «Мĕншĕн?»
юрăпа «Чи тарăн туйăмлă юрăç»
ята тивĕçрĕ конкурсра. Эпир маттур
студентсене пĕтĕм чунтан саламлатпăр,
пултарулăхăн çăмăл мар çул-йĕрне
такăрлатма вăй-халпа ăнăçу
сунатпăр.
15.02.10.
20 октября 2010 года состоится VII
Всероссийская научно-практическая
конференция «Ашмаринские чтения».
10.02.10.
Чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче 4 тата 5 курссенче вĕренекен студентсем нарăс уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче вĕренÿ планĕпе килĕшÿллĕн педагогика практикине тухса кайрĕç. Вĕсем 5 эрне хушши, нарăсăн 9-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 15-мĕшĕччен, Шупашкарти тата республикăри шкулсенче чăваш чĕлхине тăван чĕлхе пек тата тăван мар чĕлхе пек вĕрентмелли меслетлĕхе тĕпе хурса уроксем ирттерме хăнăхаççĕ, ăста вĕрентекенсен опытне сăнаççĕ, класс тулашĕнчи ĕçсене те йĕркелесе ирттереççĕ. Меслетлĕх тата педагогикăпа психологи кафедрисен преподавателĕсем студентсемпе ĕçлĕ калаçу (инструктаж) ирттерчĕç, паянхи шкулта вĕрентÿпе воспитани ĕçне тĕпрен улăштарма май паракан технологисене тĕпе хурса ĕçлемеллине палăртрĕç.
10.02.10.
Алă вăйĕ виçрĕмĕр!
Нарăсăн
4-мĕшĕнче университет ĕçченĕсем
хушшинче алă вăйĕ виçессипе ăмăрту
иртрĕ. Унта чăваш филологийĕпе
культура факультечĕн преподавателĕсем
те яланхиллех тухăçлă хутшăнчĕç.
Кĕлетке йывăрăшне шута илнĕ çивĕч
ăмăрту хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿсемпе
таврăнтăмăр:
Владимирова
Ольга Геннадиевна – 1-мĕш вырăн;
Софронова
Ирина Владимировна – 2-мĕш вырăн;
Филиппов
Андрей Львович – 3-мĕш вырăн.
Çĕнтерÿçĕсене
малашне те çирĕп вăй-хал сунатпăр.
Вĕрентÿ ĕçĕнче те, ăслăлăхра
та, спортра та ăнăçу пултăр!!!
10.02.10.
Федеральное
агентство по образованию
Федерацин вĕрентÿ агентстви
ФГОУ ВПО «Чувашский
ФПАПП ПВУ «И.Н. Ульянов
государственный
ячĕллĕ Чăваш патшалăх
университет имени
университечĕ»
И.Н. Ульянова»
чăваш
филологийĕпе культура
факультет чувашской
факультечĕ
филологии и культуры
__________________________________________________________________
г. Чебоксары,
ул. Университетская, 38, корпус 1, 4 этаж, каб.
409, тел.45-03-37/3101, e-mail:
chuvfil@chuvsu.ru
Уважаемые коллеги!
Приглашаем Вас принять
участие на региональной научно-практической
конференции студентов, которая состоится 13
апреля 2010 года.
В рамках конференции
предполагается рассмотреть следующие
проблемы:
- Актуальные проблемы
чувашского языка.
- Лексические аспекты
чувашского языка.
- История чувашского
языка.
- Теория и история
чувашской литературы.
- Проблемы
сравнительного и сопоставительного
литературоведения.
- Языковая картина мира и
коммуникация.
- Актуальные проблемы
переводоведения.
- История и культура
чувашского народа.
- Актуальные проблемы
современной фольклористики.
- Культурология.
- Мировая художественная
культура.
Место проведения
конференции: Чувашский государственный
университет им. И.Н.
Ульянова, факультет чувашской филологии и
культуры, новый корпус, 4 этаж. Начало
конференции – 9.00. Пленарное заседание – в
ауд. 2-01 8.30.
Материалы конференции
публикуются. Тезис 1 стр., книжный вариант, Times
New
Roman, 11
кегль, междустрочный интервал одинарный,
абзацный отступ –
Адрес: Чувашская
республика, г. Чебоксары, ул.
Университетская, 38. Контактный телефон: 8 (352)
45-03-37. E-mail
galiil69@mail.ru
(Ильина
Галина Геннадьевна – руководитель СНО).
Оргкомитет
02.02.10.


Йĕлме йĕлтĕр, йăлтăр-йăлтăр малалла чĕнет пире…
Нарăсăн 15-мĕшĕ - пĕтĕм Раççейре йĕлтĕр çине тăмалли кун тесе палăртнă. Паллă ĕнтĕ, спортпа туслă пулни пире сывлăхлă пулма май парать, кунсăр пуçне спорт вăййисемпе кăсăкланакан çын тĕрлĕ килпетсĕр йăласенчен те пăрăнать. Паян, Раççейри халăхăн сывлăхне çирĕплетесси пĕрремĕш вырăнта пулнă чухне, Чăваш патшалăх университетĕнче те спортпа туслисем йышлансах пыраççĕ. Уйрăмах ЧФКФчи чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕн кафедри пуçаруллă. Кунта акă факультет деканĕ В.Г.Родионов профессор тата воспитани енĕпе ĕçлекен декан çумĕ А.Л.Филиппов доцент ертсе пынипе йĕлтĕр çине тăрса уçăлма тухассине йĕркеленĕ. Нарăсăн 1-мĕшĕнче кафедра ĕçченĕсем пуçласа йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. Çавăн пекех волейболл выляссипе те маттур факультет ĕçченĕсем.
02.02.10.
Диплом
хÿтĕлевĕ
иртрĕ
Кăрлач
уйăхĕн
28-29-мĕш кунĕсенче чăваш
филологийĕпе
культура факультетĕнче кĕскетнĕ
прогаммăпа
куçăмсăр вĕренекен
студентсем диплом ĕçĕсене хÿтĕлерĕç.
«Филолог» тата «Культуролог» специальнăçĕсене
алла илекенсем çак темăсемпе çырнă:(тĕплĕнрех
..
30.01.2010.
Хусанти тĕлпулусем
Кăрлач
уйĕхĕн 25-26-мĕшĕсенче Хусан патшалăх
университетĕнче Т.А. Геллера халалланă
«Литературоведение и эстетика в ХХI веке»
ятпа VII-мĕш Республикăри наукăпа
практика конференцийĕ иртрĕ. Чăваш
тата танлаштарулла литература пĕлĕвĕн
кафедри асăннă конференцине активлă
хутшăнчĕ. В.Г. Родионов профессор, И.В.
Софронова, Г.Г. Ильина, Е.Р. Афанасьева,
И.Ю. Кириллова доцентсем «Сопоставительная
филология на современном этапе» çавра сĕтел
ларăвĕн ĕçне хутшăнчĕç. Е.А.
Ермакова профессор «Литература пĕлĕвĕ»,
О.Г. Владимирова доцент «Актуальные
проблемы преподавания дисциплин
гуманитарного цикла» секцинче тухса калаçрĕç.
Конференцинче, çавăн пекех, факультет
студенчĕсем те хутшăнчĕç. Кафедра
ĕçченĕсем ертсе пынипе хатĕрленĕ
доладсемпе Чернова С.В. (4 курс), Димитриева А.В.
(4 курс), Родионова Э.В. (2 курс), Тестова Л.Г. (3
курс), Хлебникова А.В. (5 курс) паллаштарчĕç.
Конференци
ĕçĕ Шупашкартан пынă хăнасене
пурне те кăмăла кайрĕ. Хутшăнакансем
хăйсене валли кирлине, çĕннине
нумай пĕлчĕç. Уйрăмах, тутарсен
тараватлăхĕ пурне те тĕлĕнтерчĕ.
25.01.2010.
Кăрлачăн 8-мĕшĕнче
факультетра та хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ,
тепĕр майлă каласан, хĕллехи сесси вăхăчĕ
çитрĕ. Кĕретĕн ăс пухакансем те,
кĕретсĕр вĕренекенсем те тăрăшсах
зачетсемпе экзаменсем тытаççĕ.
Хальлĕхе ĕç япăх мар пырать. Вĕрентекенсем
те хаваспах студентсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслеççĕ.
Деканат хĕллехи сесси аван вĕçленессе
шанать.
19.01.2010.
Педагогика
практикине каяс умĕнхи конференци
19.01.2010.
Новые
исследования
Вышел
в свет новый сборник научных статей «Проблемы
сравнительного и сопоставительного
литературоведения Поволжья» (Чебоксары: «Новое
Время», 2010), авторами которого являются
известные чувашские (В.Г. Родионов, Г.И.
Федоров, Ю.М. Артемьев, Г.А. Ермакова и др.),
татарские (Я.Г. Сафиуллин, А.З. Хабибуллина, М.И.
Ибрагимов, Э.Ф. Нагуманова, В.Р.
Аминева), марийские (Р.А. Кудрявцева)
литературоведы.
Исследования
авторов сборника направлены на осмысление
и разработку методологии, а также
определения границ сравнительного и
сопоставительного исследования
произведений словесного творчества. Это
первый опыт теоретического и практического
обоснования методологии национального
сравнительно-сопоставительного
литературоведения.
Книга
предназначена для научных работников,
преподавателей, студентов и аспирантов.
18.01.2010.

НАСТОЯЩЕЕ
СОКРОВИЩЕ – ЭТО ЗНАНИЯ!
17
декабря 2009 года на факультете чувашской
филологии и культуры впервые между
смешанными командами студентов I-IV
курсов, обучающихся по специальности «Культурология»,
состоялась интеллектуально-познавательная
игра «В поисках
сокровища», организованная по инициативе
студентов группы 13-07 и их куратора, доцента
кафедры культурологии Е.Ю.Ивановой.(подробнее
......)
16.01.2010.
Татьянăсене
саламлатпăр
Юратнă
студентсем тата Татьянăсем! Сире çак
уяв ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх,
телей, вĕренÿре ăнăçу сунатпăр.
Мĕн ĕмĕтленни яланах пурнăçлантăр.
Санăн
яту, тен, Татьяна…
Ятунта
санăн мĕн-ши пытаннă?
Илемпе
тинĕсе татса ярăн,
Малаллах
эсĕ ăнтăл, чуп, ярăн!
15.01.2010.
Раштав
уявĕн каçĕ – библиотекăра
«Бибнайт», е «Раштав уявĕн каçĕ
– библиотекăра» - çапларах ятпа иртрĕ
Чăваш наци библиотекин ĕçченĕсем
йĕркеленĕ уяв. Кăçалхипе иккĕмĕш
хут çеç иртекен уявра чăваш
филологийĕпе культура факултечĕн
студенчĕсем те пулса курчĕç.
Мероприяти Владимир Шуркин художникăн
куравĕ уçăлнипе пуçланчĕ. Çамрăк
ÿнерçĕ Раççейĕн сивĕ
Çурçĕрне сăнлакан пейзажсем, тĕрлĕ
çулсенче ÿкернĕ портретсем тăратнă
курава. Ÿнерçĕн хĕрĕ Настя
Шуркина тунă ÿкерчексем те куракансен
кăмăлне кайрĕç.(тĕплĕнрех
..
15.01.2010.
Ĕçлĕ
тĕлпулу
Кăрлачăн
15-мĕшĕнче университетăн воспитани
тата хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен
проректорĕ О.Н. Викторов факультет
преподавателĕсемпе тĕл пулу ирттерчĕ.
Тĕп ыйтусем çаксем пулчĕç: хĕллехи
экзамен сессине ирттересси тата «Атăлçи
Татьяни» конкурса хутшăнасси.
Деканăн
вĕрентÿ енĕпе ертсе пыракан çумĕ
Егорова А.С. факультет студенчĕсен паян
кунччен тытнă экзамен кăтартăвĕсемпе
паллаштарчĕ, преподавательсем
занятисене тата экзаменсене вăхăтлă
ирттернине палăртрĕ.
14.01.2010.
ЧФКФ
ĕçченĕсем – çирĕп сывлăхшăн!!!
Чăваш
филологийĕпе культура факультетĕнче
студентсем çеç мар, преподавательсем
те сывлăха çирĕплетес тесе тăрăшаççĕ,
университетри пур енлĕ спорт вăййисене
хастар хутшăнаççĕ. (тĕплĕнрех
..
18.12.09.
График
зимней сессии
заочников 2009-2010 учебного года.
|
Курс |
Год
обучения |
Филология |
Культурология |
|
1 |
6
лет |
с
8 по 21 января |
- |
|
3,5
года |
с
8 по 21 января |
с
8 по 21 января |
|
|
2 |
6
лет |
с
8 по 27 января |
с
8 по 21 января |
|
3,5
года |
с
8января по 1 февраля |
с
8 по 28 января |
|
|
3 |
6
лет |
с
8 января по 1 февраля |
с
8 января по 1 февраля |
|
3,5
года |
с
8 января по 1 февраля |
с
8 января по 1 февраля |
|
|
3
года |
с
8 по 28 января |
- |
|
|
4
года |
- |
с
8 января по 1 февраля |
|
|
4 |
6
лет |
с
8 января по 1 февраля |
- |
|
3,5
и 4 года |
с
8 по 28 января |
с
8 по 28 января |
|
|
5 |
6
лет |
с
8 января по 1 февраля |
с
8 января по 1 февраля |
|
6 |
6
лет |
с
8 по 26 января |
- |
11.12.09.
ЧФКФ
- çирĕп сывлăхлă пурнăçшăн
Кирек хăш çĕршывăн пуласлăхĕ те çамрăксен аллинче пулнине пиртен кашниех пĕлет. Çĕршывăмăр аталантăр, чечеклентĕр, пуян пултăр тесен, паллах, çитĕнекен ăрăвăн сывă та тĕреклĕ, ăслă та хастар пулмалла. Сывлăха сиенлекен пирус-наркотикпа, эрех-сăрапа туслашнă яш-кĕрĕмрен ыррине кĕтме çуках ĕнтĕ. Хула урамĕпе сăра кĕленчи йăтса утакан 13-14 çулхи яшсем йышланса пынă чух ку уйрăмах шухăшлаттарать.(тĕплĕнрех ..
11.12.09.
Студентсем
лицеистсемпе тĕл пулчĕç

11.12.09.
Хореографин
уçă урокĕнче – çармăссем
ХХI ĕмĕрти аслă шкул программи
студента пур енлĕ те тарăн пĕлÿ
памалли пирки тĕрлĕ çĕрте час-часах
каланине илтме пулать. Çавăнпа та чăваш
филологийĕпе культура факультетĕнче
инноваци меслечĕсене хута ярас тĕлĕшпе
преподавательсем куллен тăрăшаççĕ.
Акă çак кунсенче хореографи (ташă
ăсталăхĕ) специализацине ертсе
пыракан В.А. Милютин доцент уçă урок
ирттерчĕ.(тĕплĕнрех
..
09.12.09.

Наукắпа
практикắ семинарĕ
Раштав
уйắхĕн 9-мĕшĕнче чắваш чĕлхипе
литература методики кафедринче черетлĕ
наукắпа практикắ семинарĕ иртрĕ.
Семинар теми - «Лекци - чи тухắçлắ
меслетсенчен пĕри». Асắннắ
семинарта çĕнĕ вĕрентÿ
технологийĕсем (Ермакова Г.А.
профессор), тĕрлĕ формắллắ лекци (Семенова Г.Н.),
вĕсен структури тата форми (Э.И. Родионова)
çинче чарắнса тắнắ, лекци-презентаци
(Степанова И.А.) кắтартнắ.
Чăваш халăхĕн
культури авалтанпах ташă-юрăран пуян
пулнă. Çак еткерлĕх ăруран ăрăва
тирпейлĕн куçса пытăр тесе тĕрлĕ
ăсчахсем, ÿнер ĕçченĕсем
паянхи кун та ырми-канми вăй хураççĕ.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ доценчĕ В.А.Милютин
чăваш филологийĕпе культура факультетĕнчи
студентсене хореографи (ташă) ăсталăхне
вĕрентет. Декабрĕн 9-мĕшĕнче, юнкун,
15.00 сехетре университет керменĕнче халăх
хореографийĕн вăрттăнлăхне шĕкĕлченĕ
май ăсталăх урокĕ (мастер-класс)
иртет. Уçă урока сÿтсе явма
университет студенчĕсемпе
преподавательсемсĕр пуçне Йошкар-Ола
хулинчи культурăпа искусство колледжĕн
педагогĕсемпе вĕренекенĕсем, Мари
Республикинчи культура министерствин ăслăлăхпа
методика центрĕн ĕçченĕсем хутшăнаççĕ.
Кăмăл
тăвакансене пурне те уçă урока чĕнетпĕр!
23.11.09.

Çак
эрнере республикăра пур культура тата вĕрентÿ
учрежденийĕсенче Çеçпĕл Мишшин
110 çулхи юбилейне халалланă
мероприятиясем иртеççĕ. Чÿк уйăхĕн
16-мĕшенче Чăваш филологийĕпе
культура факультетĕнче 2-мĕш курсра вĕренекен
студентсем Наци библиотекинче Çеçпĕл
Мишшине халалласа ирттернĕ курава курма
кайса килчĕç.(тĕплĕнрех
..
20.11.09.
Чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Гуманитари
институтĕнче чăваш поэзийĕн генийĕ
Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 100
çул çитнине халалланă конференци
иртрĕ. Çеçпĕл Мишши кам иккенне пĕлмен
чăваш паян çук та пуль. Чăваш халăхĕшĕн
хыпса çунма хатĕр пулнă-çке вăл,
çĕнĕ виçепе çырнă сăввисенче
чăваш халăхне хăюллă пулма, чĕлхемĕр
малашлăхне ĕненме чĕнсе каланă.
Çеçпĕл Мишши…(тĕплĕнрех
..
19.11.09.

СЕСПЕЛЬ
– ЦВЕТОК ЗЕМЛИ И НЕБА
В
ноябре этого года чувашская общественность
празднует 110-летие со дня рождения еще
великого чувашского классика – поэта
Михаила Сеспеля. В нашей республике
проходит немало мероприятий, посвященных
юбиляру: различные выставки, научно-практические
конференции, конкурсы, вечера поэзии и т.д.
Этому же событию приурочена вышедшая
буквально на днях книга известного
чувашского ученого, литературоведа В.Г. Родионова
под названием «Сеспель – цветок Земли и
Неба». (подробнее
......)
10.10.09.

Çармăс çĕрĕ çинчи тĕл
пулу
Ĕнер,
юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче, чăваш
филологийĕпе культура факультечĕн
преподавателĕсен ушкăнĕ çармăссен
тĕп хулине Йошкор-Олана Мари патшалăх
университетĕнче иртнĕ «Литературана
шкулта тата аслă вĕренÿ заведенийĕсенче
вĕрентессин актуаллă ыйтăвесем» ятлă
VIII-мĕш пĕтĕм Раççейри
наукăпа практика конференцине хутшăнма
кайса килчĕ. Конференцине Мари патшалăх
университечĕн ректорĕ В.И. Макаров
профессор уçрĕ. Ăслăлах ĕçченĕсене,
конференцине хутшăнакансене салам сăмахĕ
каларĕ, ăнăçу сунчĕ.
30.10.09

Ылтăн кĕркунне
Университет
студенчĕсем кăна мар, преподавательсем
маттур пулнине ĕнентерсех тăраççĕ.
Çакна «Ылтăн кĕркунне» конкурс çирĕплетсе
парать. Çулсерен иртекен хаваслă
мероприяти анлăланса та пуянланса пырать.
Унта хутшăнакан преподавательсем наукăра
кăна мар, юрăпа ташăра та ăстасенчен
кая мар.
Чăваш
филологийĕпе культура факультечĕ çак
мероприятире ĕлĕкхи несĕлсен йăли-йĕркин
пуянлăхĕпе савăнтарать. (тĕплĕнрех
..
20.10.2009.
Кĕнеке
презентацийĕ иртрĕ
Пирĕн факультетра юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче
М.Р. Федотов(1919-2003çç) филологи
наукисен докторĕ, профессор çырнă
ăслăлăх ĕçĕсен пуххине, «Литературăпа
публицистика ĕçĕсем» ятлă кĕнекене,
пахалани иртрĕ. Тĕрĕк чĕлхисене тĕпчесе
палăрнă ăсчах 1919 çулта Шăмăршă
районĕнчи Пуянкасси ялĕнче çуралнă.(подро
Презентаци (подробнее ......)