Сăвви Людмилăпа Анатолий СМОЛИНСЕН
Кĕвви Петр ФЕДОРОВĂН
1. Хаклăран та хаклă факультет,
Чăваша пиллетĕн çут тивлет,
Ăс пухма хистетĕн кунсерен,
Ырă çын пулма эс вĕрентен.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ:
Ай-хай, сумлă юлташсем –
Студентсем, профессорсем,
Ăнтăлар-ха ăслăлăх патне,
Ай, çĕклер-ха факультет ятне.
2. Манмăпăр эпир самантлăха,
Хамăрăн ахах-сăмахлăха,
Упрăпăр ялан чун-чĕрере
Хамăрăн мерчен хĕлхемĕре.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ:
3. Хисеплесчĕ атти-аннине,
Ай, уясчĕ йăли-йĕркине.
Хут çине тумлатăр паха тар –
Çĕршыва кÿресчĕ пархатар.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ:
4. Ай, асрах тытар аваллăха,
Ай, курса тăрар пуласлăха.
Халăхăмăр хăй халне пĕлет:
«Ыр чăваш пĕтсен-тĕнче пĕтет».
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ: