Чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕренекен студентсен канашĕн йышĕ

Студканаш председателĕ ─ Флегонтова З.В. (12-07)

Председатель çумĕ ─ Абужарова О.Л. (12-07)

Факультет профоргĕ ─ Тимофеева Р. Б. (12-07)

Профорг çумĕ ─ 

Факультет культоргĕ: Яндушова А.В. (13-07)

 Культорг çумĕ ─ Тестова Л.Г. (11-07)

Спорторг ─ Миронова А. (11-07)  

Спорторг çумĕ ─ Макаров В. (11-08)

Редколлеги: Львова А.О. (12-06)

                    Галкина Т. (13-07)

                    Ефремова Т.В. (12-07)

Казначей ─ Свеклова Н. В. (12-07)

 

ПЛАН

работы Студенческого совета факультета чувашской филологии и культуры

ФГОУ ВПО «Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова»

на 2009/2010 учебный год  

Мероприятия

Сроки

Ответственный исполнитель, подразделение Студенческого совета

1.

Торжественное мероприятие для студентов первого курса, посвященное Дню знаний

Сентябрь

Актив факультета

2.

Выборы студенческого актива в группах и на факультете

Сентябрь-октябрь

Студенческий совет, кураторы групп

3.

Заседания Студенческого совета факультета

Ежемесячно

Председатель студенческого совета факультета  Андреева Л.С.

4.

Встреча студенческого актива со студентами первого курса. Реализация программы адаптации студентов первого курса. Ознакомление с правилами внутреннего  трудового и учебного распорядка, правилами пожарной безопасности и с вопросами  антитеррористической безопасности.

Сентябрь-октябрь

Заместители декана по учебной и воспитательной части, председатель студенческого совета факультета, кураторы групп

5.

Анкетирование студентов первого курса по выявлению личностных качеств, их позиций, интересов и стремлений

Сентябрь-октябрь

Председатель студенческого совета факультета       Андреева Л.С.

6.

Праздник Посвящение первокурсников в студенты»

Сентябрь-октябрь

Комитет по организации досуга студентов, актив факультета

7.

Круглый стол студенческого актива с председателем Студенческого совета университета

По графику Студенческого совета

Зам. председателя студенческого совета, председатели студенческих советов факультетов

8.

Организация ежегодной студенческой научной конференции по гуманитарным, естественным и техническим наукам Чувашского государственного университета имени И.Н. Ульянова

Март-апрель

Комитет по учебной и научной работе

9.

Вовлечение студентов для участия в студенческих конференциях, совещаниях, форумах

Постоянно

Комитет по учебной и научной работе

10.

Участие в конкурсах программ и проектов грантодающих организаций

Постоянно

Комитет по учебной и научной работе

11.

Организация традиционных мероприятий для студентов, проживающих в общежитиях студенческого городка

Сентябрь - май

Студенческий совет Студенческого городка

12.

Обеспечение активного участия студентов в массовых экологических субботниках по благоустройству города

По плану

Студенческий совет факультетов

13.

Участие в спортивных мероприятиях республиканского и федерального значения: Кросс наций, Лыжня России, легкоатлетическая эстафета на призы газеты «Ульяновец» и т.д.

В течение года

Спорторг факультета Иванов Л.А.

14.

Участие в спортивных мероприятиях, проводимых в университете

В течение года

Спорторг факультета Иванов Л.А.

15.

Организация работы народной (студенческой) дружины

Постоянно

Отдел охраны правопорядка

16.

Выявление студентов, совершивших правонарушения, проведение с ними профилактических бесед

Постоянно

17.

Охрана правопорядка во время проведения различных мероприятий

Постоянно

18.

Систематическая работа со студентами по формированию правовой культуры; ознакомление их с нормативно-правовыми актами, федеральными законами и т.д.

Постоянно

19.

Конкурс на соискание именных и персональных стипендий университета

Сентябрь, февраль

Председатель студенческого совета факультета Андреева Л.С., комитет по учебной и научной работе

20.

Конкурс на соискание специальной стипендии Президента РФ

Август

21.

Конкурс на соискание специальной стипендии Президента Чувашской Республики для представителей молодежи и студентов за особую творческую устремленность

Сентябрь

22.

Мероприятия, запланированные Студенческим советом факультета

В течение года согласно утвержденным планам работы

Актив факультета чувашской филологии и культуры

 

Отличники учебы

факультета чувашской филологии и культуры                

Отличники учебы по итогам зимней сессии 2009-2010 учебного года

I курс

группа 11-09

Антонова Алиса Анатольевна.

      группа 13-09

Леонтьев Спартак Анатольевич

Прокопьева Лидия Николаевна

II курс

группа 11-08

Алексеева Юлия Витальевна

Васильева Марина Вениаминовна

Федорова Валентина Валерьевна

 группа 13-08

Захарова Алиса Александровна

Ляпкина Эльвира Анатольевна

Яковлева Татьяна Юрьевна

Васильева Наталья Николаевна

 III курс

группа 11-07

Иванова Ольга Михайловна

Тестова Лилия Геральдовна

 группа 12-07

Абужарова Оксана Леонидовна

Флегонтова Зинаида Витальевна

 группа 13-07

Абрамова Марина Валерьевна

Галкина Татьяна Юрьевна

Денисова  Алена Алексеевна

Краснова Ольга Николаевна

Лубошнова Вера Николаевна

Миронова Марина Любимовна

Семенова Светлана Григорьевна

Яндушова Антонина Владиславовна  

IY курс

группа 11-06

Блинова Наталия Валериевна

Скворцова Диана Юрьевна

Чернова Светлана Владимировна

 группа 12-06

Димитриева Алена Владимировна

Серафимова  Марина Валериевна

Трофимова Марина Александровна

Федорова Ольга Витальевна

Паймурзина Марта Сергеевна

 группа 13-06

1. Белова Арина Алексеевна

2. Ефимов Дмитрий Рудольфович

3. Илларионова Татьяна Николаевна

4. Николаева Алина Анатольевна  

Y курс

группа 11-05

Альмерзова Анна Семеновна

Арсентьева Анастасия Владимировна

Гурьева Марина Владимировна

Данилова Наталья Валерьевна

Иванова Екатерина Владимровна

Мукина Ольга Александровна

Николаева Венера Васильевна

Оливанова Татьяна Витальевна

Улисов Руслан Валентинович

Ящиков Анатолий Александрович

 группа 12-05

Адюкина Ольга Михайловна

Антонов Александр Анатольевич

Андреева Лилия Сергеевна

Артемьева Валентина Анатольевна

Архипова Людмила Геннадьевна

Горшкова Ирина Анатольевна

Данилова Нина Алексеевна

Краснова Людмила Валерьевна

Лукиянова Алина Валерьевна

Макарова Диана Владимировна

Охотникова Ольга Владимировна

Павлова Екатерина Валерьевна

Петрова Алена Анатольевна

Углева  Мария Яковлевна

Рубцова Елена Сергеевна

Хлебникова Алина Владимировна

Эптюшева Анна Александровна

 

Чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕренекен пултаруллă студентсем:

Наташа Васильева-Ĕнелпи

          Наташа Васильева-Ĕнелпи 1990 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче (Лаша çулĕнче) çуралнă. Гороскопа – хĕр. Юратнă чечек: хĕрлĕ кĕл чечек. Чăваш поэчĕ: К.В. Иванов. Чĕр чун: кушак çури. Апат-çимĕç: борщ, шоколад. Юрăçсем: Алексей Московский, Сергей Павлов.

Пĕр-пĕр концертра ертÿçĕ: «Халĕ сцена çине Наталия Васильева-Ĕнелпи хăйĕн илемлĕ юррипе тухать!» – тесен çамрăксем шăхăрса та хăпартланса хыттăн алă çупаççĕ. Пĕри теприне: «Пĕлетĕн-и, Наташа пире аякран тăван та лекет» е «Çак пикепе эпĕ пĕр ялтан», – тесе мăнаçланакан та пур куракан хушшинче.

Йăрăс пÿллĕ те кăвак куçлă Наташа хăш тăрăхран тетĕр-и? Вăл Елчĕк районĕнчи Ĕнелтен. Хушма ята та тăван ялне чун-чĕререн юратнăран, хисепленĕрен тата «Аксар» студи ертÿçи Алексей Васильевич Иванов сĕнÿ панăран шыраса тупнă.

Пĕчĕк чухнех куракана тĕлĕнтреме пултарнă Васильевсен кĕçĕн хĕрĕ. Тĕрлĕ уявра унăн юррисене пурте итлесе савăннă, ташшине пăхса киленнĕ. «Тем тесен те ку ачаран артист пулать», – мухтанă шăпăрлана ял çыннисем. Ку сăмахсем Наташăна çеç мар, унăн амăшне Галина Алесеевнăна та хăпартлантарнă. «Çапла пултăрччĕ çав. Хам хăй вăхăтĕнче вăтаннăран артиста каяймарăм. Ан тив, пирĕн тĕпренчĕкĕмĕр ман ĕмĕрти çула суйлатăр», – тенĕ вăл хĕрĕн çитĕнĕвĕсемшĕн хĕпĕртенĕскер.

Елчĕкри искусство шкулне çÿрекен Наташа аслăрах классенче пултарулăхĕпе тата та ытларах палăрнă. Район, республика шайĕнче, регионсен хушшинче иртекен ташă, эстрада юррисен ăмăртăвĕнче пĕрре мар çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.

Халĕ Наташа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультечĕн иккĕмĕш курс студенчĕ! Вĕренÿре те лайăх ĕлкерсе пынăран, пур мероприятие те хастар хутшăннăран ушкăн ертÿçине суйланă ăна. Çавăн пекех И.И. Иванов ертсе пыракан театр студине кăмăлтан çÿрет Наташа.

– Ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ тесен те юрать. Ара, университетра театр студийĕ пурри – маншăн калама çук пысăк савăнăç! Тата та савăнмалли – Культура институтĕнче куçăмсăр мелпе режиссера вĕренни, – хăпартланса калаçрĕ вăл.

Паянхи куна Елчĕкĕн пултаруллă пики 5 юрă çыртарнă, 4 клип ÿкернĕ. Пысăк сцена çине те пĕрре мар тухнă, халĕ ăна юрăçсем хăйсен концерчĕсене чĕнеççĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ те, Наташăн пĕр вăхăт çук: куллен университета çÿремелле-çке! Çавăн пекех юрă хыççăн юрă çырмалла. Ара, килес çул хăйĕн альбомне кăларасшăн-çке вăл.

– Пытармасăр каласан, каллех хаваслă эпĕ, каллех унчченхиллех, – йăл кулса калаçрĕ Наташа. («Самант» журналтан)

 

Чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче Е.П. Чекушкина доцент ертсе пыракан «Литература ĕçĕ» спецкурс ĕçлет. Спецкурса çӳрекен студентсем литературăри пултарулăхне туптаççĕ, республикăра тухса тăракан «Самант», «Тăван Атăл» журналсенче, «Çамрăксен хаçачĕ», «Тантăш» хаçатсенче тăтăш пичетленеççĕ. Çывăхрах паллашсамăр вĕсемпе.  

                        

                 

 Захарова Клавдия  Витальевна  

         1990 çулта августăн 22-мĕшĕнче Тутар Республикинче Пăва районне кĕрекен Тутиел ялĕнче çуралнă. Тури Лашчăри вăтам пĕлӳ паракан шкулта вĕреннĕ. 2007 çулта И.Н.  Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕтĕм. Шкул вăхăтĕнчех çырма кăмăлланипе литература ĕçне суйласа илтĕм. Чекушкина Елена Петровна ертсе пыракан специализацине çӳреме пуçларăм. Ытларах юрату çинчен çырма килĕштеретĕп. Хальлĕхе хаçатра калавсем пичетленсе тухман-ха. Малашне пичетленессе шанатăп. Ытларах чухне тĕрле-тĕрлĕ романсем, калавсем вулама кăмăллатăп. Хамăн çырас ĕмĕте аталантарас, чĕлхене пуянлатас килет.

 Иванова Ольга Михайловна (Ольга Пăртас)  

         Вăрнар районĕнчи Пăртасри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухрăм. 2007 çулта ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме килтĕм. Шкул çулĕсенчех эпĕ «Çĕнтерӳ çулĕ» район хаçачĕпе, «Ачапча», «Тантăш»хаçатсемпе çыхăну тытнă, тĕрлĕ наукăпа практика конференцийĕсенче хутшăнса малти вырăнсене тухнă. Шкулти стена хаçатне кăларакан редакцин редакторĕ пулнă.”Exelsior”конференцире чăваш прозин секцинче 1-мĕш вырăна тухрăм.Иван Ивник ячĕллĕ преми лауриачĕ. Чăваш филологийĕпе культура факультетне эпĕ илемлĕ те сăнарлă чĕлхепе çырма хăнăхас, пултарулăха аталантарас ĕмĕтпе килнĕ. Кунта мана вĕренӳ процесĕ, ырă кăмăллă та маттур педагогсем килĕшеççĕ. Тăтăшах çыравçăсемпе иртекен тĕл пулусем хавхалантараçсĕ. 2008-мĕш çулта иртнĕ студентсен наукăпа практика конференцийĕче «Ономастика» секцинче 3-мĕш вырăн йышăнтăм.

 Миронова Алевтина Георгиевна  

         Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тăван ялти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта вĕренсе тухнă хыççăн ЧПУн Чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕтĕм. Мĕн пĕчĕкрен халапсем шутласа тупса кӳршĕри тантăшсене каласа тĕлĕнтерме юратнăран, аслăрах классенче хаçат-журналта та пичетленсе тăнăран хама килĕшекен «Литература ĕçĕ» специальноçе алла илессишĕн талпăнатăп. Аслă курссенче тата хамăр курсра та сăвăсем, пьесăсем, калавсем, статьясем çырса хаçат-журналта, кĕнекесенче пичетленекенсем чылай. Ытларах чухне вĕсене редакцине ĕçлеме илеççĕ. Çакă пире малалла талпăнма вăй парса тăрать.

 Яковлева Алина Вячеславовна  

         Муркаш районĕнчи Çатракасси ялĕнче пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул пĕтернĕ хыççăн аслă шкула çул тытрăм. Пĕчĕкрен учитель пулас тесе ĕмĕтленнĕ пирки чăваш филилогийĕпе культура факультетне суйласа илтĕм.Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех хамăр районти «Çĕнтерӳ ялавĕ» хаçата заметкăсем ярса тăраттăмчĕ, çавăнпа хулана вĕренме килсен «Журналистикăпа литература ĕçĕ» спецкурса суйласа илтĕм. Кунта мана питĕ килĕшет. Эпир çырма кăна вĕренместпĕр, пурнăç урокĕсем пирки те питĕ нумай калаçатпăр. Çавăнпа та ку мăшăрта ларма питĕ интереслĕ. Эпĕ кунта вĕренме килнĕшĕн пĕртте кулянмастăп.

 Сарафанова Наташа Ивановна

          2007 çулта Чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕтĕм. Паллах, кунта вĕренме кĕрес умĕн ăçта вĕренме кĕресси çинчен нумай шутлама тиврĕ, юлашкинчен эпĕ çак факультетах суйласа илтĕм. Шкулта пире кам пулас килни çинчен час-часах ыйтса тăратчĕç. Пуçламăш классенче ман вĕрентекен пулас килетчĕ, вăтам классенче вара çак ĕмĕт сӳнчĕ, кайран каллех филолог профессийĕ канăç памарĕ. Çак  факультета суйласа илнĕшĕн эпĕ пĕрре те кулянмастăп. Кунта тепĕр специальность та суйласа илме пулать. Эпĕ «Литература ĕçне» суйласа илтĕм. Шкулта вĕреннĕ чухне эпĕ сăвăсем  çыраттăмчĕ, çав сăвăсене район хаçатне ярса панă. Çак факультетра вара эпĕ çак ĕçе малалла тăсатăп.

 Кумячёва Марина Владимировна  

         Эпĕ Чăваш Республикине кĕрекен Елчĕк районĕнчи Тăрăм ялĕнче 1990 çулта мартăн 2-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Хальхи вăхăтра Анатри Тимешре пурăнатăп. 1996 çулта пĕрремĕш хут пĕрремĕш класа кайнă. Тăхăр çул хушши Тăрăмри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта вĕреннĕ. 2005-2007ç.ç. Курнавăшри вăтам пĕлӳ паракан шкулта вĕреннĕ. Пиллĕкмĕш класран пуçласа спортпа туслă. Ытларах теннис, çуран чупассипе, йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллатап. Пушă вăхăтра чăвашла кĕнекесем вулатăп. 2007ç. пуçласа Ульянов ячĕллĕ ЧПУ Чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕренетĕп. Çырас туйăм пуррипе «Литература ĕçне» суйласа илтĕм. Кунта хамшăн чылай çĕнĕлĕх уçрăм. Ытларах юрату проблемипе çырма кăмăллатăп. Республикăра тухса тăракан «Çамрăксен хаçачĕпе» çыхăну тытса тăратăп. Чекушкина Е. П. ертсе пынипе тĕрлĕрен тĕл пулусене каятпăр. Паллă çыравçăсемпе, корреспондентсемпе паллашатпăр. Çакă студентсене хавхалантарса тăрать. Малашне те çапла пуласса шанатпăр.

 Тимофеева Регина Борисовна  

        Эпĕ Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Тавăшкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ялти вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех çыру вăрттăнлăхĕсене тĕпчеме тытăннă. Чăваш литературипе туслă, сăвă-калав «шăратма» юратакан ачасен «Çамрăк хунав» ушкăнне çӳреме кăмаллаттăм. Шкулта тухакан, районти «Çĕрпӳ çыравçи», чăваш ачисен «Тантăш» хаçатсенче заметкăсемпе калавсене пичетлеме тăрăшаттăм. Уйрăмах кăмăла каяканни ялта е шкулта пулса иртнĕ пулăма самантрах çутатса парасси. Паянхи кун  та çыру ĕçĕпе тачă çыхăнура. ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче «Литература ĕçне» шĕкĕлчетĕп. Е. П. Чекушкина доцент ертсе пынипе çыру ăсталăхне кăна мар, пурнăç çине тĕрлĕ енчен пăхма, анлă тавракурăмлă çын пулма ĕмĕтленетĕп, ĕмĕтĕм пурнăçланасса шанатăп. Илемлĕ текстпа ĕçленĕ май психолог пулма вĕренетĕн. Е.П. Чекушкина явăçтарнипех литература тĕнчипе  çывăхрах паллашса пыратпăр: тĕрлĕрен поэт-писатель, корреспондентсемпе тĕл пулусем йĕркелесе ирттеретпĕр. Пурнăçра халăха, çĕр-шыва кирлĕ çын пулма ĕмĕтленетĕп, ĕмĕтĕм пурнăçланасса чунтан шанатăп.  

Блинова Наталия Валериевна

        Эпĕ, Блинова Наталия Валериевна, Тутар Республикине кĕрекен Пăва районĕнчи Рункă ялĕнче çуралса ӳснĕ. 1995 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Рункă вăтам шкулĕн пĕрремĕш классне вĕренме кайнă. Пиллĕкмĕш класран «Çăл куç» çамрăк поэтсен кружокне çӳреме пуçланă. Саккăрмĕш класра «Çамрăк поэт» кружок йĕркеленсен унта та хаваспах çӳренĕ. Пĕрремĕш сăвăсем 1999 çулта «Тантăш» хаçатра пичетленнĕ, 2000 çулта лауреат ятне илме тивĕçлĕ пултăм. Каярах сăвăсем Тутар Республикинчи «Сувар», «Ялав» хаçатсенче те пичетленме пуçларĕç. 2005 çулта «Сувар» хаçатăн «Çулталăк çыравçи» ятне илтĕм. 2006 çулта шкул пĕтернĕ хыçççăн Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕтĕм. Кунта эпĕ хамăн туртăмсене шута илсе «Журналистика» специализацине çӳретĕп. Çакăнта манăн пултарулăх туптанса, аталанса çĕнĕ сĕм илчĕ. Манăн ят вара хамăр тăрăхри хаçатсенче те час-часах курăна пуçларĕ. Çакăнта вĕреннĕ май литература çулĕпе каяс шухăш тата хытăрах çирĕпленчĕ.  

Кириллова Анастасия Игорьевна

        Мана Кириллова Анастасия Игорьевна тесе чĕнеççĕ. Эпĕ Етĕрне рейонĕнчи Тури Пăрнаш ялĕнче çуралса ӳснĕ. 11 çул кӳршĕри Пушкăрт ялĕнче пĕлӳ пухнă. Унтан, 2006 çулта, Шупашкар хулинчи И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Халĕ чăваш филологийĕпе культура факультечĕн III курсĕнче вĕренетĕп. Мĕн ачаранпах çутçанталăк илемне сăнама юрататăп, унăн вăрттăнлăхне туйса илме хăтланни чуна канăç кӳнĕ пекех туйăнать. Тен, çавăнпа та чĕрем шурă хута кăранташпа варалама хистетче. Шкул сакки çинче илемлĕ сăмах вăйне туйса илме чăваш чĕлхипе литература учителĕ Светлана Ивановна Тобоева пулăшса пыратчĕ. Шкулта, районта, республикăра пулса иртекен конкурссенче малти вырăнсем йышăнни те перопа татах та туслăрах пулма хистетчĕ.Халĕ вара литература тĕнчин вăрттăнлăхне малалла тĕпчеме Елена Петровна Чекушкина пулăшать. Пушă вăхăтра сăмах тĕнчинче çӳренĕсĕр пуçне ӳкерчĕксем калăплама та кăмăллатăп, С Есенина вулама юрататăп.  

Алексеева Виктория Петровна

        Эпĕ, Алексеева Виктория Петровна. 1989 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Пушкăрт Республикинче Пишпӳлек районне кĕрекен Кистенлĕ ялĕнче суралса ӳснĕ. 11 класс пĕтернĕ хыççăн хамăн ĕмĕте пурнăçлама Шупашкар хулине килтĕм. Кунта эпĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне, чăваш филологипе культура факультетне вĕренме кĕтĕм.Çак факультетра интереслĕ çынсемпе паллашрăм. Вăхăт хăвăрт иртет, çавăнпа та асăрхамасăрах эпĕ 3-мĕш курса çитрĕм. 1-2- мĕш курссенче эпĕ методика специализацине çӳрерĕм, ку специализацине ертсе пыракансем В.Г. Хлебниковăпа О.И. Печников пулчĕç. Халĕ вара литература специализацине çӳретĕп, ертсе пыраканĕ Е.П. Чекушкина. Елена Петровна пире çĕнĕрен те çĕнĕ япаласем каласа парать. Ăна итлеме питĕ хавас эпĕ. Пушă вăхăтра уçăлса çӳреме тата юмахсем вулама юрататăп. Юлашки вăхăтра инди фильмĕсене пăхатăп. Çак кĕнекесенче тата киносенче вĕрентсе каланисем те пулкалаççĕ, интереслĕ япаласем пĕлетĕн.  

Михайлова Марина Олеговна

        Эпĕ, Михайлова Марина Олеговна, Пушкăрт Республикинчи Пишпӳлек районĕнчи Кистенлĕ ялĕнче çуралса ӳснĕ. 11-мĕш класс пĕтерсен чун чăваш еннех туртăннипе Шупашкарти Чăваш патшалăх университечĕн филологипе культура факультетне вĕренме кĕтĕм. Кунта эпĕ театрпа тата журналистикăпа интересленетĕп. Тата ытти специальноçсем те пур, анчах мана мĕн пĕчĕкрен театр кăсăклантаратчĕ, çавăнпа эпĕ И.И. Иванов патĕнче вĕренме шут тытрăм. Вăхăт çитмест, вĕренме йывăр тесен тĕрĕс мар пулĕ тесе шутлатăп. Вăхăчĕ те туллиех, тăрăшсан вĕренме те пулать. Пирĕн факультетран вĕренсе тухакансем нумайăшĕ халь паллă юрăçсем пулса тăчĕç. Таçта та ĕçлекен пур. Нумай пулмасть «Самант» журналта ĕçлекенсемпе тĕл пулу пулчĕ. Унта та пирĕн патран тухнă çынсемех ĕçлеççĕ иккен, ку та питĕ тĕлĕнтерчĕ. Çавăнпа та пирĕн факультета хурлама кирлĕ мар, кунта эпир тĕрлĕ енлĕ аталаннă специалистсем пулса тухатпăр. Манăн тепĕр икĕ çул вĕренмелли юлчĕ, алла диплом илсен эпĕ Пушкăртах каялла таврăнасшăн.  

Николаева Мальвина

         Мана Николаева Мальвина тесе чĕнеççĕ. Хам эпĕ Йĕпреç тăрăхĕнче çуралнă. Мĕн ачаран çутçанталăк, тавралăх илемлĕхĕпе киленме юрататăп. Шкул саккинченех поэзи тĕнчипе кăсăкланатăп, унăн асамлă та ытарлă тĕнчи чуна хăйĕн ытамне илнĕрен, пуль, çак специализацине суйласа илме шут тытрăм. Эпĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи Чăваш филологипе культура факультетĕнче вĕренетĕп. «Литература ĕçĕ» специализаци курсне кăмăлларăм. Кунта Турă панă ăсталăха татах та малалла аталантарма майсем питĕ пысăк. Сăвă çырас туртăма малалла аталантарас енчен çак специализаци хĕрӳлĕх кĕртсе пырать. Кунта пултаруллă, «Çеçпĕл Миши пек кăвар чĕреллĕ» чăн-чăн чăваш ачисем вĕренеççĕ. Çамрăк ăстаçăсем паллă çыравçăсемпе паллашма пултараççĕ, теле-радио журналистсемпе тĕл пулусем, мастер-классем час-часах ирттереççĕ. Литература каçĕсем тăтăшах пулса иртеççĕ. Ку факультета вĕренме кĕнĕ хамăн пурнăçра çĕнĕ те асамлă алăк уçма май пачĕ.

        Крысова Елена Валерьевна  

        Эпĕ 1989 çулта июлĕн 6-мĕшĕнче Патăръел районне кĕрекен Анат Туçа ялĕнче çуралнă . Патăръел районĕнчи Анат Туçари пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн Елчĕк районĕнчи Кушкăри вăтам пĕлӳ паракан шкула вĕренме кĕтĕм . 2007-мĕш çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне чăваш филологийĕпе культура факультетне пĕлӳ пухма килтĕм. Шкул вăхăтĕнченех эпĕ хамăн тăван чĕлхепе интересленетĕп, çырма юрататăп. Чăваш халăхĕ мĕнле пуçланса кайни çинчен,  унăн пурнăçĕ пирки ытларах та ытларах пĕлес килетчĕ. Хамăн ĕмĕте пурнăçлас тесе суйласа илтĕм те эпĕ çак факультета. Пушă вăхăтра кĕнеке вулама юрататăп. Ытларах чăвашсен çамрăк çыравçисемпе интересленетĕп. Мана хамăн факультет питĕ килĕшет.

           Садовникова Светлана Владимировна  

        Елчĕк районĕнчи Энтепе ялĕнче çуралнă, 9 класс хамăр ялти шкултах вĕреннĕ. 10-11-мĕш классенче Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта ăс пухнă. 2007 çулта, 11 класс вĕренсе пĕтерсен, тарăнрах пĕлӳ илес тесе И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетне суйларăм. Шкулта чухнех район хаçачĕпе(«Елчĕк ен») çыхăну тытаттăм эпĕ. Чăваш чĕлхипе литература юратнă предметсенчен пĕри пулнă. Вĕрнтекенсене, А.Н. Михеевана, В.С. Бакинана, Г.В. Веникована, пысăк тав. Вĕсем мана чăваш чĕлхине юратма, уншăн ыттисемпе пĕрле кар! тăма вĕрентнĕ. Тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене хутшăнма тӳр килнĕ мана. Халĕ эпĕ 2-мĕш çул ĕнтĕ «Литература ĕçĕ» специализацине çӳретĕп Унта пире Е.П. Чекушкина нумай çĕнĕлĕх пĕлтерет, пултарулăха туптама пулăшать. Тĕрлĕ тĕлпулусем, литература каçĕсем тата ытти мероприятисенче хутшăнни, курни студентсене хăват кӳрет, нумайрах пĕлес туртăма ӳстерет. Пирĕн факультетра вĕренекенсем пурте чăвашлăхшăн, ăна упрассишĕн тимлеççĕ. Ку тĕлĕшрен преподавательсен пархатарлă ĕçне асăнмалла.

 

            Елимова Валентина Васильевна (Валентина Элиме)  

        1996-2003 çул–Патăръел районĕнчи Çĕньялти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта вĕреннĕ. 2003-2004 çул–Шупашкар хулинче Г.С. Лебедев ячĕллĕ лицей-интернатра. 2004-2007 çул – Çĕньялти шкултах  2007 çулта ЧПУчи чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕнĕ. Сăвă çырас туртăм пĕчекренех пулнă. Малтанхи сăвăсем «Авагард» (район хаçачĕ), «Тантăш» хаçатсенче пичетленнĕ. 2003 çулта пĕрремĕш хут калав çырса пăхнă. «Аннепех пурнăç лайăхчĕ» калавпа «Букварьтен илемлĕ литературăна çити» конкурсра (2004 çулта) çĕнтернĕ. Çавăнтан пуçласа ытларах проза енне туртăм пулнă. Сăвă та çыркалатăп. Чăваш филологийĕпе культура факультетне эпĕ çырас туртăма аталантарма, хамăн чĕлхене пуянлатма тата илемлĕ те сăнарлă калаçма вĕренме килнĕ. Хама мĕн кирлине пĕтĕмпех тупнă. «Литература ĕçĕ» специализацине кăмăлтанах çӳретĕп. Унта кашни мăшăртах çĕннине пĕлетĕн. 2008 çулта студентсен наукăпа практика конференцийĕнче «Чăваш литературин çивĕч ыйтăвĕсем» секцинче 2-мĕш вырăн йышăннă.  

        Хамăн чи çывăх ĕçсенчен пĕринпе сире паллаштарасшăн:

Кĕл  чечек

калав

 Пăт! пăт! пăт! шапăртатсах юхать пӳрт тăрринчен тумла. Сивĕ йĕрет. Хĕл ашшĕ-амăшĕнчен çĕтсе юлнă пĕчĕк ача пек хутланса ларнă та мĕскĕннĕн макăрать. Кăнтăрла хĕвел самаях хĕрӳленет пулсан та каçпа çав-çавах сивĕ хуçаланать-ха. Вăл ĕнтĕ халь куççульне шăлса типĕтнĕ те йăл кулăпа çиçет. Анчах тепĕр кунне каллех куççулĕ шăпăртатать унăн.

Çур пуçламăшĕ çеç пулин те вăл кашни утăмра сисĕнсе тăрать. Ав, кӳлленчĕксем те нумайланнă. Утатăн хăвна май, чĕрĕле пуçланă çутçанталăкпа киленсе пыратăн, çав самантра е хăв пĕр-пĕр кӳлленчĕке кĕрсе каятăн, е сана иртен-çӳрен ăнсăртран сирпĕтсе хăварать. Шак хытса тăратăн пĕр вырăнта. Вара йăл! кулса илетĕн те малалла уттаратăн. Хĕвел те вăрттăн кулса сана хушăран куç хĕсет…

 

Роза çав кун вĕренӳ хыççăн пĕрле пурăнакан юлташ хĕрĕпе пасара кайса килме сăмах пачĕ. Кăмăлĕ те çукчĕ ĕнтĕ тĕрĕссипе, анчах кӳрентерес килмерĕ унăн Лизăна. Хăйĕн пӳлĕмне çитрĕ те вăл тумне те улăштарса тăмарĕ, сумкинчен кĕнекисене кăларса хăварчĕ те хăвăрт çеç каялла тухса  кайрĕ. Пӳлĕмре хĕр пулман та тейĕн. Уçă сасси çеç хурлăхлăн чăнкăрт! сасă парса хăварчĕ.

Троллейбуссене пăхса йăлăхрĕ те Роза, вăхăта ирттермелле кӳлленчĕке темле майпа лекнĕ кĕрхи çулçа сăнарĕ пĕр авăк. Ярăнать çеç, кассăн-кассăн килекен çилпе сцена çинчи балерина пек çаврăнать. Розăна темшĕн вăл вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕсри карап пекех туйăнчĕ. Пĕччен вăл. Ирĕклĕ. Çулĕ те унăн хăйне май – ăçта каяс килет çавăнта.

Лиза часах çитрĕ те. Çурхи хĕвел ăшшипе вăраннă лĕпĕш евĕр вĕл вĕçсе тухрĕ тейĕн вăл троллейбус алăкĕ уçăлнă-уçăлман. Тин çеç çитнĕскер тантăшне хулĕнчен çавăтрĕ те чĕкеç пек чĕвĕлтетме пуçларĕ.

– Мĕнле кун кăна пулчĕ. Пĕрремĕш мăшăр пулмарĕ, библиотекăна кайма çеç тăнăччĕ, пĕр аудиторинчи кĕнекесене теприне куçарма илсе кайрĕç.

Иккĕмĕшне тĕплĕн хатĕрленсе кайрăм – ыйтмарĕ те манран. Виççĕмĕшĕнче ыйтмас пуль тенĕччĕ, çук вĕт. Туяççĕ тейĕн профессорсем кам хатĕрленсе килменнине. Шăпах манран ыйтрĕ тата. Университетран тухрăм та чарăнăва утатăп, мур кушакĕ таçтан сиксе тухрĕ тата, ман çула пӳлсе чупса та каçрĕ. Тăратăп çапла троллейбус кĕтсе. Пĕр çăмăл машина чалт! сирпĕтрĕ те хăварчĕ. Мĕнле ăнман кун пулчĕ паян манăн тесе шутласа ларса килтĕм, –пĕр чарăнми пуплет Лиза. Кунĕн-çĕрĕн калаçма ăçтан сăмахĕсем çитеççĕ-тĕр?

Итлемерĕ ăна юлташĕ. Хăйне Лиза умĕнче аван мар туйрĕ пулсан та урăхла пулаймарĕ вăл. Юлашки вăхăтра час-часах ачалăхне аса илет хĕр, амăшĕпе пулнă телейлĕ самантсен ытамне  пĕрмай путать юлашки вăхăтра…

Тулта Хĕл Мучи хуçаланать, пӳрте вара кăмака хутса ăшăтнă.. Роза чӳрече янахĕ çине хăпарса ларнă та шăннă кантăка пӳрнипе сăтăрса, ăшă сывлăшĕпе вĕре-вĕре ирĕлтерет. Пĕчченех ларать вара çавăн пек, амăшĕ ĕçрен килсе тĕпренчĕкне пĕрле илсе каясса кĕтсе. Ашшĕ кайнине сисмесĕрех юлнă хĕр пĕрчи, аслисем вара паçăрах чуптарчĕç шкулалла. Кĕтет вăл. Амăшĕ ĕçе каяс умĕн çывăракан хĕр ачине çамкинчен чуп туса хăврнă вырăнта халĕ те ăшă тăрать пек. Хăй сисмесĕрех çамкине аллипе перĕнчĕ Роза.

Акă хăрах куçпа пăхмалăх çаврашка турĕ те вăл кантăк çумне çыпçăнсах ларчĕ тейĕн. Пĕчĕк çеç шăтăкран курăнакан тĕнче ăна кашни каç амăшĕ каласа паракан юмахсенчи евĕр туйăнчĕ. Авă, вăл палламан хĕрлĕ пĕсехеллĕ кайăксем пӳрт умĕнчи пилеш йывăççи çине киле-киле лараççĕ, çырлине хыпаççĕ те пăр! вĕçсе каяççĕ. Силлентерсе хăварнă туратсенчен сапаланать вара çĕр çине ахах-мерчен. Çав самантра шупкарах симĕс тĕслĕ тум тăхăннă хĕрарăм вĕсен еннелле çаврăнчĕ.

– Анне! – чӳрече янахĕ çинчен сиксе анчĕ те пӳртрен чупса тухса кайрĕ Роза. Алăк хупăннă май шала шур сурăх кĕрсе юлчĕ.

– Ух, арçури темерĕн. Кĕр часрах, ак Хĕл Мучи сăмсаран ярса тытать те текех вĕçертмест, – хĕрĕ çине ăшшăн пăхса сăмсинчен ачашшăн чĕпĕтсе илчĕ Клавье аппа.

– Çу-ук, – пуçĕпе енчен енне пăркаларĕ те амăшĕ çумне лăпчăнчĕ пĕчĕк шăпăрлан...

– Роза, эсĕ мана илтетĕн-и? Мĕн пулнă санпа, иккĕмĕш хут чĕнетĕп – хăнк та тумастăн? – хулĕнчен Лиза тытнипе пуçне çĕклерĕ хĕр. – Çакă парне аннене килĕшĕ-ши?

Хĕре вăл ешĕл симĕс тĕс çинче сапаланнă чечексемлĕ пурçăн тутăр кăтартрĕ. Çуллахи улăх темерĕн! Эх, мĕнле илем!.. Парнелĕччĕ вăл та хăйĕн амăшне çак тутăра, çыхсах ярĕччĕ…

– Илемлĕ…– ассăн сывласа хуравларĕ вăл Лизăна.

– Апла çакна туянатпăр, – йăл çиçрĕ юлташĕ. – Вăхăт пур-ха, – калаçрĕ сехечĕ çине пăхса илнĕ май, – атя тата чечек çыххи илер.

Чечексен ретне çитсе тăчĕç. «Мĕнле ачаш, черчен-çке вĕсем, халь-халь перĕнсенех чанк! туса ванас кĕленче евĕр лараççĕ, – çеçкесене аллипе сĕртĕннĕ май шухăшларĕ Роза. – Шăнасран та хăрамаççĕ-çке…»

Кĕл чечек çыххине алла илсен икĕ тантăш вокзала çул тытрĕç. Лиза яла каять, тăван амăшĕ патне.Автобус куçран çухалсан та пĕр вырăнтах тăчĕ Роза.

Лизăпа пурăнакан пӳлĕме таврăнчĕ хĕр, пĕчченех. Çитнĕ-çитмен вырăнĕ çине выртса макăрчĕ, чунĕ пушаниччен…

Çулла. Хĕвел шевли кăвак сăрăллă пӳрт çумнелле йăпшăна-йапшăна пычĕ те куç хупса иличчен кантăк витĕр шала тарса пытанчĕ. Пĕлсех суйларĕ тейĕн вăл çак çурта. Пĕр авăк тин çеç сăрланă урай хăмисем тăрăх чупкаларĕ, тепĕр самантранах вара сакăр-тăхăр çулхи хĕр ача çывăракан  вырăн çине сикрĕ. Тытăнчĕ вара ăна кăтăклама. Пĕрре куçĕнчен ачашшăн сĕртĕнчĕ, тепре сăмсине хыпашларĕ. Чăтаймарĕ лешĕ, йăл кулса куçне уçрĕ. Тутлăн анасласа илчĕ, анчах çав вăхăтра тем пулнă пек вырăн çинчен сиксе тăчĕ те  пӳртрен вирхĕнсе тухса кайрĕ. Хĕвел ачи хыçалтан хурлăхлăн пăхса юлчĕ, кайран мăраннăн хускалса каялла та кантăкранах тухса кайрĕ. «Эпĕ çиллентĕм» тенине пĕлтерчĕ-ши çакă.

Хĕр ача вара çурт умĕнчи пахчана тухрĕ, шалалла кĕрсе йăм хĕрлĕ кĕл чечексем умне кукленсе ларчĕ.

– Юратнăскерсем, ӳссе те çитрĕр ĕнтĕ. Авă мĕн çӳллĕш пулнă, – ачашшăн калаçрĕ вĕсемпе Роза. – Паян сире аннене парнелетĕп, çуралнă кун ячĕпе.

– Эх, шăпăрлан, вăраннă-вăранман урама тухса та тарнă, – илтрĕ вăл амăшĕн сассине.

– Сире çĕвĕпе пăхрăм, шăвартăм, чăрсăр çумсенчен тасатрăм. Ан çилленĕр мана, – чĕрĕ тунасене пĕрерĕн-пĕрерĕн касса çĕр çине хурса пычĕ Роза.

Кĕл чечексем чăнласах макăрчĕç тейĕн, çулçисем тăрăх майĕпен сывлăм тумламĕсем юхса анчĕç.

– Аннеçĕм, сана çуралнă кун ячĕпе саламласа çак пĕчĕк парнене парасшăн, – тĕпелте кăштăртатакан амăшĕ умне пырса тăчĕ те хĕр ача юратнă çыннине тин çеç касса кĕнĕ çеçкесене тăсса пачĕ.

– Хĕрĕм, тĕпренчĕкĕм манăн, – чечек çыххине аллине тытса хĕрне ыталарĕ Клавье аппа. – Эпĕ юратакан чечексем.

Хĕрарăм кĕл чечексене шăршларĕ, çав вăхăтрах хĕрне ытамĕнчен кăлармасăр çамкинчен чуп туса илчĕ.

 

* * *

Паян уяв. Пурте ăшталанаççĕ, парнесем туянаççĕ: кам амăшĕ валли, кам юратнă хĕрĕ валли, кам… Роза вара пĕччен пулас шутпа урамалла çул тытрĕ. Хĕвел унсăр тунсăхланă тейĕн, хĕр çĕр çине пĕрремĕш утăм тусанах малтан пытаннă пĕлĕт хыçĕнчен тухрĕ те хăйĕн шевлипе çамрăка пырса кăтăкларĕ. Роза çутçанталăк ытамне кĕрсе ӳкрĕ, пĕтĕм чунне парса, пушатса. Çул хĕрринче ларакан ытла ир папкаланма пуçланă йывăçсене аллипе ачашларĕ хĕр, кайăксене кĕсйинчи хĕвел çаврăнăшĕпе хăналарĕ. Хăй тем çинчен шухăшласа пĕрмай малалла утрĕ…

…Амăшĕ вĕсенчен хĕллехи шартлама сивĕ кун уйрăлса кайнине ниепле те йышăнмарĕ вунă çулхи хĕр. Кĕтрĕ ăна Роза, чунтан кĕтрĕ. Кашни кун вăл килессе шăннă кантăка ирĕлтерсе урамалла тинкерчĕ – юратнă çыннине курма ĕмĕтленчĕ.

Амăшĕ аякри çĕре тухса кайнă та ыран-паян килес пекех туйăнчĕ ăна. Шкултан таврăннă май яланах амăшне кĕтсе автобус чарăнăвне  тăрса юлатчĕ. Кĕтетчĕ вара, шăнса кӳтетчĕ, урисем туйми пулатчĕç – кĕтетчĕ çав-çавах. Юлашки автобус иртсе кайсан çеç пуçне усса килнелле утатчĕ.

Пĕринче чарăнăва çитсе ĕлкĕреймерĕ Роза. Автобусран вара шупка симĕс тĕслĕ курткăллă хĕрарăм вĕсен кассинелле çул тытрĕ. Хĕр ача тăруках вырăнтан хускалса малалла талпăнчĕ. Нимĕн те асăрхамарĕ вăл, малта пыракан хĕрарăма кăна курчĕ.

– Анне! Анне, кĕтсем!.. – хăваласа çитрĕ те хăйĕн çине ют çын пăхнине курса çухалса кайрĕ. – Каçарă…

Тĕнче пĕтрĕ тейĕн Розăшăн. Куçĕ хуралса килчĕ, вăйĕ пĕтнипе шăнса пăрланнă çул çинех лак! ларчĕ…

Аса илӳсен тĕнчине путнă май çулĕ ăна пасара илсе çитернине сисмесĕрех юлчĕ хĕр. Пĕр вырăнта тытăнса тăчĕ те Роза чечексен ретне васкарĕ. «Эпĕ çитрĕм… Мĕнле черчен-çке эсир, перĕнме те хăрамалла. Кăшт лексессĕнех чăл-пар саланса каяссăнах туйăнать. Ачашскерсем…» – кĕл чечексем çине нумайччен пăхса тăчĕ хĕр. Туянчĕ. Мĕншĕн? Кам валли? Хуравне тупаймарĕ.

Шĕл кăваррăн курăнаканскерсене ыталарĕ те малалла уттарчĕ, çул пĕлмесĕр, никам çине те пăхмасăр. Чи хаклă япала тытнă пек кăкăрĕ çумне пăчăртаса утрĕ вĕсене Роза. Хăй çине хăшĕ-пĕри тĕлĕнсе пăхнине те, хирĕç тĕл пулакансем кăмăлсăррăн тĕксе хăварнине те асăрхамарĕ – ун хăйĕн тĕнчи.

Çул хĕресленнĕ вырăна çитсен пуçне çĕклесе тепĕр енне ирĕклĕнех каçма тесе светофорăн симĕс çути çунасса кĕтрĕ. Çав самантра тем пулчĕ хĕре, малалла ыткăнчĕ. Анчах пĕр утăм çеç тума ĕлкĕрчĕ, кĕл чечексен пуххине çатăрласа тытнă алли йĕппе чикнĕ чухнехи пек ыратса кайнăран тăпах чарăнчĕ, çеçкесем çул çине сапаланса ӳкрĕç.

– Анн!.. – калас сăмахăн вĕçне çумранах вирхĕнсе иртсе кайнă çăмăл машина сасси çăтса ячĕ.

Светофорăн хĕрлĕ çути симĕспе улшăнчĕ, хĕр çапах вырăнтан та хускалмарĕ. Уншăн вăхăт чарăнчĕ тейĕн, тĕнче те телевизор сассине чакарса лартнăн тăруках шăпланчĕ. Роза çул урлă каçакан шупка симĕс тумтирлĕ хĕрарăма сăнарĕ. Лешĕ ниме асăрхамасăр малалла утать, хăйне тĕксе хăваракансем çине те пăхмасть. Акă майсăррăн сапаланса выртакан кĕл чечексем патне çитрĕ, чарăнчĕ те айккине ывтăнса кайнă, темле майпа чĕрĕ юлнă пĕртен-пĕр çеçкене пĕшкĕнсе илчĕ. Пĕр самант пăхса тăчĕ, унтан тĕлĕнмелле майпа вилĕмрен çăлăнса юлнăскерне пĕр сăмахсăрах Розăна тăсса пачĕ....

– Кĕл чечекĕм, эпĕ йăлтах пĕлетĕп… Санăн пурăнмалла… Пурăн, хĕрĕм, пурăн… – сасартăк сăрхăнса кĕчĕç хĕрĕн хăлхине çепĕç сăмахсем.

Те чăнах та илтрĕ, те çил пăшăлтатăвĕ çеç пулчĕ çакă…

– Аннеçĕм!.. – тем хушă илтĕнсе тăчĕ пĕр çыншăн çеç чĕререн юлашки хут каланă ачаш сăмах…

 

             Серафимова Марина Валерьевна

        Тутар Республикин Çĕпрел районĕнчи Чăваш Çĕпрел ялĕнче çуралнă. 11-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн, 2006 çулта, Шупашкар хулинчи И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Халĕ чăваш филологийĕпе культура факультечĕн 3 курсĕнче вĕренетĕп. «Литература тĕпчевĕ» специализацине çӳретĕп. Шкул вăхăтĕнче йĕлтĕрпе чупма юрататтăм, тĕрлĕ ăмăртусенче хутшăнаттăмчĕ. Юратнă çыравçă – С.Есенин. Пушă вăхăтра интернетра ларса çĕнĕ информаци пухма юрататăп, йогăпа кăсăкланатăп.

           Филиппов Евгений Сергеевич

         Етĕрне районĕнчи Мăн Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ӳснĕ. 1996 çулта Мăн Сĕнтĕрти шкула вĕренме кайнă, 2006 çулта пĕтерсе Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Халĕ 3 курсра вĕренетĕп. Пирĕн çемьере пĕтĕмпе 5 çын. Мĕн пĕчĕкренех мана техника кăсăклантарнă, унсăр пуçне чăваш чĕлхипе те интересленнĕ. Манăн анне библиотекăра ĕçлет. Атте вара строитель пулса ĕçлет. Пушă вăхăтра ытларах эпĕ компьютер умĕнче ларатăп, кĕнеке вулатăп, волейбол, баскетбол, футбол вылятăп. Анчах та манăн пушă вăхăт питĕ сахал, мĕншĕн тесен ĕçлеме тивет.

           Степанова Августина Валерьевна  

        1989 çулта август уйăхĕн 20-мĕшĕнче Элĕк районне кĕрекен Куракăш ялĕнче çуралнă. Элĕк районĕнчи Ефремкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн Элĕкри тĕп шкула вĕренме кĕтĕм. 2007 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕтĕм. Шкулта чухнех район хаçачĕпе («Пурнăç çулĕпе») çыхăну тытаттăм эпĕ. Хамăн вĕрентекене Абанникова Зоя Николаевнăна пысăк тав. Вăл мана чăваш чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентнĕ. Халĕ эпĕ 2-мĕш çул ĕнтĕ «Литература ĕçĕ» специализацине çӳретĕп. Унта пире Е.П. Чекушкина нумай çĕнĕлĕх пĕлтерет, пурнăç çулĕпе утма вĕрентет.     

 Петрова Лариса Николаевна

       

        Эпĕ, Петрова Лариса Николаевна, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Чурпай яленче 1990 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. 1997 çулта Çĕн Атикасси пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкуленче ăс пухма пуçланă, 2008 çулта вĕренсе пĕтернĕ.Пĕрремĕш сăввăма 3 класра  С.В.Яковлева учительница хавхалантарнипе çырнă, «Чечексем» ятлă. Анне сăввăма курсан манран пĕр тĕлĕнчĕ, пĕр мухтанчĕ. Тен, çавăнпах манăн малашне те çырас туртăм çуралчĕ. Кашни хайлавăма хаçата ярса парас килетчĕ. «Тантăшра» сăввăмсем пичетленсе тăни те мана питĕ савăнтарчĕ, хавхалантарчĕ. Конкурссене хутшăнса хамăн пултарулăха тĕрĕслерĕм. Ман сăввăмсем ытларах пуçра шухăшсем пуçтарăнса кайсан е чунра тăвăрланса çитсен çуралаççĕ. Малтанах эпĕ хăш факультета каймаллине те татăклăн пĕлмен-ха. Пултарулăх конкурсне килсен вара, журналистика пирки те шухăшлаканскер, çирĕппĕнех чăваш филологийĕпе культура факультетне суйласа илтĕм. Халĕ «Писатель ĕçĕ» специализацине алла илетĕп. Ку вăл шăпах эпĕ ĕмĕтленни-çке. Эппин тата лайăхрах çырма вĕренесчĕ. Хамăн шухăшăмсене те вулакансем патне илемлĕн çитересчĕ.

        Сире хамăн хăшпĕр сăввăмсемпе паллаштарас кăмăл пур. Акă вĕсем:

 ТĂВАН  ШКУЛА САЛАМ

 Тăван шкула салам яратăп –

Çитер ăна, хĕвел шевли!

Илсе килсемччĕ, тархаслатăп,

Хаваслă кулă ман валли.

 

Тăван шкула салам яратăп –

Часах çитерччĕ, варкăш çил.

Мана валли, сана ыйтатăп,

Пĕр самантне çеç илсе кил.

 

Тăван шкула салам яратăп –

Тархасшăн, ан ӳркен, çерçи.

Çакна пĕлесшĕн эп çунатăп:

Мана унта ас илĕç-и?

 

Тăван шкула салам яратăп!

Мĕнле иртеççĕ-ха кунсем?

Ачасене эп ăмсанатăп…

Салам сире, учительсем!

 

ШКУЛ ХЫÇÇĂН

 

Мĕнлерех пурнатăн, хаклă тусăм ман?

Эп сана, пĕлетĕн,тахçанах курман.

Вăхăчĕ, çапах та, тен, нумай та мар.

Тĕл пулма санпа эп пĕртте хирĕç мар.

 

Вĕренӳ мĕнле-ха? Паллă, эс маттур.

Сан ялан тĕллев те, ăнтăлу та пур.

Нихăçан та, тусăм, пуç усмастăн эс.

Сан пекех пулмашкăн хам та вĕренес.

 

Эс пуртан шкулта та çутăччĕ ялан.

Çавăн чуль хаваслăх эп ниçта курман.

Килĕшсем-ха, тусăм, лайăхчĕ шкулта.

Мĕн пулса иртет-ши пирĕнсĕр  унта?

 

Санăн шухăшсем те манăнни пекех:

Хăнана шкула халь пирĕн çитмеллех.

Мĕнлерех пурнаççĕ  вĕрентекенсем?

Эх, телейлĕ, чăн та, çав шкул ачисем…

 

ÇĔНĔ ТАПХĂР

 

Эс мана манман-и? Эп сана манман.

Тахçанах сана эп, тусăмçăм, курман.

Чунăмра ман тунсăх. Çĕнĕ вырăнта

Çав тери кичем-çке. Пит кичем кунта.

 

Тен, шкула каяр-и? Парта хушшине

Вырнаçса ларар-и? Шухăшсем мĕнле?

Эпĕ хирĕç марччĕ.Шел, ку айванла.

Пирĕн пурнăç халĕ, чăн та, урăхла.

 

Шăнкăрав янрарĕ юлашки хутчен.

Эпĕ шкул ачиччĕ çав салху кунччен.

Халь вара студентка. Шкулăм аякра.

Çапларах пуçлатăп çĕнĕ тапхăра.

 

Ак эрне вĕçленчĕ. Шăмат кун паян.

Пит каяс килет-çке килĕме чунтан.

Вĕçтерме те хатĕр вокзала тӳрех…

Халĕ мар.Каятăп тепĕр эрнере.

 

Хăвăртрах иртесчĕ çав çитес эрне.

Савнăçпа хĕртесчĕ вăйсăр чĕрене.

Эрне кун çитсессĕн, вĕренӳ пĕтсен

Эп яла вĕçтерĕп телейпе çиçсе!..

 

 КĔТМЕН ТЕЛЕЙ

 

Кантăкран ирех пăхса йăл кулчĕ

Сар хĕвел чеен çеç куç хĕссе.

Маншăн ку кĕтменлĕх евĕр пулчĕ –

Эп пачах та сулхăн кун кĕтсе.

 

Эп уяр куна пачах шанманччĕ,

Хĕвелне те тахçанах курман.

Çутçанталăк вăрттăн савăнтарчĕ –

Çумăр çеç пулмасть иккен ялан.

 

Ан хурлан-ха эсĕ те, тăванăм.

Сан чунри «сив çумăр» та иртет.

Ĕмĕтпе каллех эс çунатланăн.

Умăнта, шансам, телей кĕтет.

 

ĔМĔТ

 

Сана шанса, сана çеç ĕненсе

Паян кунччен те лăпкăн пурăнатăп.

Санпа пĕрмай чуна килентерсе

Хама эп ăраскаллăрах туятăп.

 

Пĕлсем, эс маншăн, чăн та, питĕ хаклă.

Эс çук чухне кунсем илемлĕ мар.

Эс çук чухне ман пурнăç та асаплă.

Тархасшăн, хăв çуттусăр ан хăвар.

 

Санпа пĕрле хитре салхуллă пĕлĕт.

Эс пур чухне ман чунăм ешерет.

Нихçан та ан хăвар мана эс, Ĕмĕт!

Эс çухалсан ман пурнăç та пĕтет…

 

ВĂХĂТ  ИРТЕТ

 

Кĕркунне те çитрĕ, хĕл те çывхарать.

Майĕпен çулталăк вĕçленсех пырать.

Сăн ӳкерчĕк евĕр куçăм умĕнче,

Чунăма лăпкать-çке хăйне май тĕнче.

 

Пирĕн пурнăç хăй те вырăнта тăмасть,

Самантне пулин те тавăрса памасть.

«Тин кăна ачаччĕ», - теççĕ амăшсем

Çитĕнсе çитсессĕн ывăлсем, хĕрсем.

 

Çулçăсем саланнăн вăхăт та иртет.

Сарă çулçă ӳкрĕ —вăл часах пĕтет.

Пирĕн иртнĕ кун та тепĕр хут пулмасть,

Манăçми ачалăх , шел те , таврăнмасть.

   

ПИРĔН ПУРНĂÇ

 

Пĕр çĕрте пуçлăхсем хирĕçеççĕ.

Ав таçта халь те вăрçă пырать.

Чăннипе , çакна пурте пĕлеççĕ:

Инкекне этем хăй вăл шырать.

 

Пĕр-пĕрне ,тен , усал та сунатпăр,

Ăнланмастпăр та тепĕр чухне.

Çын инкекĕшĕн ма савăнатпăр?

Вăл хăех пĕлĕ хăй пурнăçне.

 

Тен, тĕнче арканать, тет пуль юмăç

Тĕлĕнтермĕш чылай курнăран.

Паянхи самана — пирĕн пурнăç.

Тем курма тӳр килет-ха ыран?

 

Пуринчен те канаш эп ыйтмастăп —

Ыр сĕнӳ паракан чылаях.

Хамăн пурнăçшăн, эп пытармастăп,

Явапли те вăл эпĕ хамах.

 

ÇУРКУННЕНЕ КĔТСЕ

 

Таврана шурă юр тыткăнланă.

Симĕс курăк текех курăнмасть,

Шур пĕркенчĕк айне вăл пытаннă,

Çуркуннесĕр тухма шутламасть.

 

Ах илемлĕ-çке, питĕ илемлĕ

Юмахри пек асамлă сăнсем,

Çутă çăлтăрлă вăрăм каçсемлĕ

Хĕллехи савăкрах вăхăтсем.

 

Пур пĕрех вăл чуна ăшăтаймĕ,

Пăрланса пыракан чĕрене

Ирĕлме ниепле пулăшаймĕ.

Эх, çитсемччĕ часрах, çуркунне!

 

Сар хĕвел кăмăлне çемçетсессĕн,

Таврана йăпатсан куллипе,

Шурă юр ирĕлсе хĕл иртсессĕн

Чун киленĕ çурхи илемпе.

 

МĔН ТЕЛЕЙ ?

 

«Мĕн телей ?» — тесе ыйтаççĕ

Пур çĕрте те час-часах.

Тĕрлĕрен хурав параççĕ,

Тĕрлĕрен кашни сăмах.

 

«Мĕн телей ?» — тесе ыйтатăп

Эпĕ те хăш чух хамран.

Хуравне çаплах шыратăп.

Тен, тупайăп-ши кайран?

 

Унăн виçине пĕлеймĕн,

Тăршшĕне те курма çук,

Куçсемпе курса виçеймĕн,

Сисĕн çеç телейлĕ чух.

 

Çын хăçан вара телейлĕ?

Тулăх пурнăç илĕртет.

Пур пĕр вăл тивĕçтереймĕ —

Чун-чĕре телей кĕтет.

 

Çемьере аван пулсассăн

Ку та вăл телей палли.

Эп телей парас пулсассăн

Парăттăм çемье валли.

 

Мĕн телей? Кирек хăçан та,

Эп пĕччен пулман чухне,

Халăхпа чухне туятăп

Ку телей вăл пулнине…

 

ÇУРКУННЕ

 

Чунăмра каллех темскер çуталчĕ.

Ахаль мар ку — çитрĕ çуркунне.

Ӳкĕнӳлĕх туйăмĕ çухалчĕ,

Çут хаваслăх кĕчĕ чĕрене.

 

Мĕнлерех асамлăн курăнаççĕ

Симĕс те хитре çурхи сăнсем.

Йăпатаççĕ, чунăма лăпкаççĕ,

Пурăнма хистеççĕ пек вĕсем.

 

Сывлама та халĕ питĕ çăмăл —

Çурхи сывлăш, чăн та, хăйне май.

Çавăнпах, тен, çĕкленӳллĕ кăмăл

Палăрать-çке халь манра пĕрмай.

 

Çуркунне çитсен чунра хаваслă,

Çуралаççĕ çутă ĕмĕтсем.

Çуркунне…Эс ирĕклĕ, эс аслă.

Чĕрере ялан эс вăй илсем.