Раççей чĕлхисен машина куçарăвĕн курсĕ

2012 çулхи кăрлач уйăхĕн 23-27-мĕшĕсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологийĕпе культура факультечĕ йĕркеленипе Раççей чĕлхисене машинăпа куçарассин курсĕ иртрĕ. Ку курсăн тĕллевĕ – Apertium ятлă ирĕклĕ машина куçарăвĕ пулăшнипе автоматикăлла куçаруçă тăвассин практика пĕлĕвне пуянлатасси.

А.Емельянов çыравçăна халалланă уяв

Кăрлачăн 27-мĕшĕнче Вăрнар райăнĕнчи Хапăсри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта Чăваш халăх çыравçи А.В. Емельянов çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă «А.В. Емельяновăн пултарулăх еткерĕ» ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ.

Диплом хӳтĕлевĕ

Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче куçăн мар уйрăмра виçĕ çул çурă вĕренекен студенсен диплом ĕçĕсен хÿтĕлевĕ иртрĕ. Филологипе (8 çын) тата культурологипе (24 çын) специализациленекен студентсем хăйсен пултаруллăхри, ăслăлăхри ĕçĕсем çинчен каласа кăтартрĕç.

Яндуш ячĕллĕ медаль

Кăрлачăн 25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче хаваслă лару вăхăтĕнче Евгений Ерагин мăчавар «Чăваш халăхĕн ăслăлăхпа ÿнер академийĕ» хатĕрленĕ Атăл тăрăхĕнчи халăхсен пĕрремĕш таврапĕлÿçи, çыравçи, этнографĕ, историкĕ тата Вырăс географи пĕрлешĕвĕн членĕ Спиридон Михайлович Яндуш ячĕпе хисепленекен медале чăваш филологийĕпе культура факультечĕн деканне В.Г. Родионов профессора парса чысларĕ.

«СЕНКЕР ИНÇЕТ» ОЛИМПИАДА: малтанхи тапхăр пĕтĕмлетĕвĕсем.

Иртнĕ çулăн раштав уйăхĕнчи 15-22-мĕш кунĕсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине кăмăллакан 10-11-мĕш класс ачисем валли «Сенкер инçет» олимпиадăн пĕрремĕш тапхăрне ирттерчĕ. Чăваш Республикинчен тата кӳршĕллĕ регионтан пурĕ 113 вĕренекен интернет çыхăнăвĕпе усă курса хăйсен пĕлĕвне кăтартма пултарчĕ.

Черетлĕ экзамен

Иккĕмĕш курсра вĕренекенсем «Чăваш халăх сăмахлăхĕ» дисциплинăпа экзамен тытрĕç. И.Я. Яковлев шкулĕн традицийĕсене тĕпе хурса студентсем вырăнти фольклор материалне пуçтараса килнĕ. Занятисенче халăх сăмахлăх тексчĕсене тишкерес хăнăхăва алла илнĕскерсем экзаменра тарăн пĕлӳ кăтартма пултарчĕç.

Машинăпа куçарассин курсне хутшăнаççĕ

Тĕрлĕ сайтсенче пĕлтернĕ тăрăх 2012 çулхи кăрлач уйăхĕн 23-27-мĕшĕсенче Шупашкарта Раççей халăхĕсен чĕлхисене машинăпа урăх чĕлхене куçарассин курсне йĕркелеççĕ. Ку курсăн тĕллевĕ – Apertium ятлă ирĕклĕ машина куçарăвĕ пулăшнипе автоматикăлла куçаруçă тăвассине практика пĕлĕвĕне пуянлатасси.

Тухтăр диссертацийĕн хӳтĕлевĕ

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ студентсене пĕлӳ парас енĕпе ĕçленисĕр пуçне ăслăлăхра вăй хуракан çĕнĕ кадрсене туптас енĕпе те тимлет. Çак енĕпе университетра çулленех Диссертаци Канашĕсем ĕçлеççĕ. Акă, тĕслĕхрен, В.Г. Родионов профессор, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ ертсе пыракан Диссертаци Канашĕ филологсене кандидат тата доктор ĕçĕсене хӳтĕлетерессине тухăçлă пурнăçласа пырать.

Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатпăр!

Раштавăн 26-мĕшĕнче пирĕн факультетра пĕтĕмлетÿллĕ пуху иртр

Мăн Этменте конференци иртрĕ

Чăваш халăхĕн пуласлăхĕшĕн тăрăшакан маттурсем пирĕн йăхташăмăрсем хушшинче кашни ĕмĕртех пулнă теме эпир, 21 ĕмĕр çыннисем, тивĕçлипех пултаратпăр.

Pages

Subscribe to Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ RSS