Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ пирĕн халăхăмăра çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕ пулнипе кашни чăвашшăн паллă кун пулса тăчĕ. Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ те çак уява çулленех анлăн паллă тăвать. Кăçал эпир вунă куна тăсăлакан чăваш чĕлхипе культурин аталанăвĕпе çыхăннă мероприятисем ирттертĕмĕр. Акан 25-мĕшĕнче тĕрлĕ конкурссен, олимпиадăсен пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ. Чи малтанах шкул ачисен хушшинчи «Сенкер инçет» олимпиадăн çĕнтерӳçисене чысларăмăр. Тăван чĕлхене, литературăна, культурăна юратакан, хисеплекен ачасемпе пĕрлех факультет студенчĕсене те 2012 çулхи вĕренӳ çулĕнчи наука конференцийĕнче маттур пулнăшăн çĕнтерӳçĕ дипломĕсем тивĕçрĕç. Çавăн пекех пĕрремĕш курсра вĕренекенсен сочинени конкурсĕнче малти вырăнсене тухнисене те грамотăсемпе сумларамăр. Юлашкинчен вара факультет ĕçченĕсемпе студенчĕсем Иван Яковлева хисеплесе лартнă палăк умĕнче иртекен уяв-митинга пурте пĕр кăмăллă пулса хутшăнчĕç.

http://www.chuvsu.ru/~chfik/?q=cv/node/1068