pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
dk
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
bannerWoS
dost
ze_in
chuvashskaya respublika copy
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
mezd as stud tv
rus
zozh 2015 2
nauka i obr
kb
soob
map ncpti banner
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy



2017-мĕш çулта иртекен «Пĕтĕм чăваш диктанчĕн» сăн-сăпачĕ – И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки Мария Самделова

Среда, 19.04.17

1 674563

Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци иртет. Вăл 13 сехетре пуçланать.

Йĕркелӳ комитечĕ ака уйăхĕн 14-мĕшĕнчи ларăвĕнче кăçалхи «Пĕтĕм чăваш диктанчĕн» сăн-сăпатне çирĕплетрĕ. Вăл – Мария Самделова, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки, Наци радиовĕн дикторĕ.

Диктанта «Тăван радио» тата Наци радиовĕн эфирĕсенче вулама та ăнах шанчĕç.

Мария Самделова 1996-мĕш çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче Патăрьел районне кĕрекен Упамса ялĕнче çуралнă. 2011-мĕш çулта Аслă Чементи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки пулса тăнă. Хальхи вăхăтра вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнчи чăваш филологи уйрăмĕнче 4-мĕш курсра вĕренет, унсăр пуçне Чăваш наци радиовĕн редакторĕ, дикторĕ пулса ĕçлет, «Ирхи кăмăл» кăларăм ертсе пырать.

«Патăрьел чăваш пики – 2013» кoнкypc çĕнтерӳçи, «Регионсем хушшинчи чăваш пики – 2015», «Раççей чăваш пики – 2016» конкурссен финалистки. Пултарулăхпа илем конкурсĕсенчи унăн тепĕр пысăк çитĕнĕвĕ – «Çулталăк моделĕ – 2016» титула çĕнсе илни.

Раççей шайĕнчи ăслăлăх конференцийĕсенче чи мала тухнине çирĕплетекен диплом та чылай «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыракан Марийăн. Вăлах – Раççей Федерацийĕнчи республикăсен патшалăх чĕлхисемпе ирттернĕ олимпиадăн çĕнтерӳçи (Мускав, 2016).

Сăвăсемпе тĕрленчĕксем çырма кăмăллать. Баскетболпа волейболла, теннисла вылясси, йĕлтĕрпе чупасси те уншăн чун киленĕвĕ.

Марийăн тĕллевĕ – университетран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухасси, «Вĕренӳ отличникĕ – 2017» медале тивĕçесси, малашлăхра Чăваш наци телерадиокомпанийĕнче ĕçлесси, чăваш халăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса пысăк йĕр хывасси.

Пĕтĕм чăваш диктантне икĕ тĕрлĕ çырма пулать: хăнăхнă мелпе тата радио итлесе.

Хăнăхнă мелпе çырас кăмăллисене 12 сехет те 50 минут тĕлне И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çитме йыхравлатпăр, адресĕ: Университет урамĕ, 38-мĕш çурт, 4-мĕш хутри 434-мĕш пӳлĕм. Хапăл туса кĕтетпĕр!

2

ruschuvashengfr 
 
vk Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia