el un k
pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
dk
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
dost
ze_in
chuvashskaya respublika copy
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
mezd as stud tv
rus
zozh 2015 2
nauka i obr
kb
soob
map ncpti banner
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy

chuv_banner

 

strelka3http://gov.cap.ru/chuv/ - Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă порталĕ


strelka3http://chuvash.org/ - Чăваш халăх сайчĕ


strelka3http://cv.wikipedia.org/ - Чăваш википедийĕ


strelka3http://hypar.ru/ - "Хыпар" хаçат сайчĕ


strelka3http://yumah.ru/ - Чăваш халăх пултарулăхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvlit.narod.ru/simple.html - Чăваш литература каталогĕ


strelka3http://cv.wikibooks.org - Викикĕнекесем


strelka3http://chuvash.org/lib - электрон вулавăш


strelka3http://gallery.chuvash.org/main.php - "Чăваш тĕнчи" сăн ÿкерчĕксен ярăмĕ


strelka3http://suvar.su/ - Тутарта тухса тăракан "Сăвар" хаçат


strelka3http://nesterjankas.ucoz.ru/ - Нестер Янкас пĕрлĕхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvshkola.ucoz.ru/ - Шкул ачисен сайчĕ


strelka3http://chuvlast.ucoz.ru/ - "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурсăн сайчĕ


strelka3http://kamal.3dn.ru/ - "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕн сайчĕ


061016Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май ГТО нормисене паракансен йышĕ хушăнать. Хальлĕхе унăн çуллахи тапхăрĕ пырать. Чăваш патшалăх университетĕнче 200 яхăн студент ĕçпе хÿтĕлеве хатĕррине çирĕплетрĕ.

Подробнее...

150916Шкул — ялти социаллă тата культура центрĕ пултăр тесен мĕн тумалла. Ял учителĕн ăçта тата мĕнле пурăнмалла? Çак тата ытти ыйтăва пленарлă лару  хыççăн вĕрентекенсем калаçу лапамĕсенче сÿтсе яврĕç. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ вĕсенчен пĕринче пулчĕ.

Подробнее...

070916 6Лекци теми - Чăваш Ен аталанăвĕ, ăна вулаканĕ республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх универститĕнче иртрĕ вăл. 

Подробнее...

DSC 0477И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ вунă общежити тытса тăрать. Вĕсенче 2903 студент тата вĕренÿ заведенийĕнче ĕçлекен 276 çын çемйисемпе пурăнаççĕ. Кăçалхи çĕртме-çурла уйăхĕсенче 7-мĕш...

 

Подробнее...

chuvashia"Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016" акцие пĕтĕмпе 6374 çын хутшăннă. Вĕсенчен: "5" илекенсем 1708 çын (26,80%); "4" илекенсем 2522 çын (39,57%); "3" илекенсем 1808 çын (28,36%); "2" илекенсем 334 çын (5,24%); текста туллин ярса паманнипе ĕçне хакламаннисем 2 çын (0,03%).

Подробнее...

abitЧăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ...

Подробнее...

101215Вĕренсе тухакансене ĕçе вырнаçтарасси яланхилле çивĕч ыйту. Пĕлÿ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухакансенчен кашниех хăй специальноçĕпе ĕçе вырнаçса тивĕçлĕ ĕç укçи илме шанать. Анчах та алла диплом илекенсем час-часах тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулаççĕ.

Подробнее...

sportkomplТемиçе кун каялла Владимир Путин Физкультурăпа спорт пирки калакан саккуна улшăнусем кĕртнĕ, çапла майпа Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр нормăсене  çĕршывĕпех ирттерессине палăртнă. Анчах чылай регионта çак пуçарăва ырласа ГТО нормисене чылай маларах пурнăçлама тытăннă.

Подробнее...

170615 3Нобель премине илме тивĕçмен-ха ку çамрăк. Анчах хăй умне пысăк тĕллевсем лартать. Ăслăлăх çулне чун ыйтнипе суйланă Чăваш Ен каччи Иван Бардасов Раççей Президенчĕн грантне тивĕçнĕ. Ăна паян çак çитĕнÿпе саламларĕç.

Подробнее...

220115 5

Кăçал та Чăваш Енри 1000 çамрăк ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçрĕ. Паллă ĕнтĕ: çав йыша чи пултаруллисем, пуçаруллисем, ĕçре хăйсене кăтартнисем лекнĕ. Шупашкарта пурăнакан Артем Гаврилов çак хисепе иккĕмĕш хут тивĕçнĕ.

Подробнее...

Чăваш патшалăх университечĕ тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче вырнаçнă аслă шкулсемпе туслă çыхăну йĕркеленĕ. Беларуç, Казахстан, Германи, Итали тата ытти çĕршыври студентсемпе преподавательсем Чăваш Ене килсе кураççĕ, пирĕн ентешсем те вĕсем патĕнче хăнара пулаççĕ. Иртнĕ çул акă вĕренÿ учрежденийĕ Китайри Гуйчжоу университечĕпе килĕштерсе ĕçлемешкĕн ятарлă документа алă пусса çирĕплетнĕ.

Подробнее...

Чăваш патшалăх университетĕнче «Ашмарин вулавĕсем» ăслăлăхпа-практика конференцине ирттересси йăлана кĕнĕ.

Подробнее...

270914 1«Раççей — спорт çĕршывĕ» форум пуçланиччен нумай та вăхăт юлмарĕ. Ĕçĕ вара пурин валли те çителĕклĕ. Çав шутра волонтерсем валли те. Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен 90 студент суйлав али витĕр тухса форум ирттерме пулăшакансен йышне тăнă.

Подробнее...

unnamed 4Авăн уйăхĕн 8-11-мĕшĕсенче Нальчик хулинче Х.М.Бербеков ячĕллĕ Кабарда-Балкар патшалăх университетĕнче Еврази университечĕсен профсоюз организацийĕсен ассоциацийĕн /ЕУПОА/ XXVII съезчĕ иртрĕ.

Подробнее...

Тĕрлĕ тĕслĕ хăмпă, таса та тирпейлĕ пÿлĕмсем, хаваслă юрă-кĕвĕпе тулнă зал - çакăн пек ÿкерчĕкпе кĕтсе илчĕ хăйĕн студенчĕсене, вĕрентекенĕсене, хăнасене Мускав патшалăх машиностроени университечĕн филиалĕ - Шупашкарти политехника институчĕ авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче.

Подробнее...

140714-1И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ - Чăваш Республикин вĕренÿ, ăслăлăх, культура тĕп центрĕ. Вăл уçăлнăранпа - 47 çул, çак тапхăрта кунта 100000 специалиста вĕрентсе кăларнă, çав йышран 70000-не яхăн - куçăн майпа.

Подробнее...

040414 6Професси шайĕ пысăк пулнишăн, хастарлăхшăн, публикацисен çивĕчлĕхĕпе тĕрĕслĕхĕшĕн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн пресс-службăпа информаци пайĕ "Вуз пресс-служби - 2013" Пĕтĕм Раççейри I конкурсра диплома тивĕçнĕ. Унта Раççейри 65 регионти 181 аслă шкул хутшăннă.

Подробнее...

Республикăри пултаруллă çамрăксем пирки хаçатра тăтăшах çыратпăр. Вĕсен йышĕнче - стипендиатсем, тĕрлĕ шайри конкурс-ăмăрту çĕнтерÿçисем. Хальхинче «ÇХ» тĕпелне РФ Президенчĕн çĕр-шыври çамрăк ăсчахсене паракан 600 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ Михаил Беликова чĕнтĕмĕр. Вăл - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн химипе фармацевтика факультечĕн доценчĕ. Михаил студентсене вĕрентме, ăслăлăх ĕçĕнче сулмаклă утăмсем тума епле ĕлкĕрет-ши?

Подробнее...

Нарăсăн 7-мĕшĕнче Сочире пуçланакан хĕллехи Олимп вăййисене пурте чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Чăваш Ен те тĕнчери чи пысăк ăмăртăвăн пĕр пайĕ пулса тăчĕ, çакă чăваш хĕрĕн Сильвия Петровăн ячĕпе уйрăмах çыхăннă.

Подробнее...

Интернетри нумай çын усă куракан vk.com сайт чăвашла «калаçма» пуçларĕ. Акăлчан, вырăс, китай тата ытти халăх çыннисем унта тахçанах хăйсен тăван чĕлхипе çыру вĕçтереççĕ. Ака уйăхĕнчен пуçласа кăмăл тăвакансем “контактăн” чăвашла версийĕпе усă курма пултараççĕ.

Подробнее...

Раштавăн 10-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тĕп корпусĕнче çĕнĕ ректор суйлас ыйтупа конференци иртнĕ.

Подробнее...

Наци библиотекинче „Алăран – алла. Пире тата пулас ăрăва” ыр кăмăллăх акцийĕ малалла тăсăлать. Унта Чăваш Ен вулавăшĕсене пулăшма хатĕр кашни çын хутшăнма пултарать. Халăха çĕнĕ кăларăмсемпе паллаштарма тăрăшакансен ячĕсем Наци библиотекин историйĕнче çырăнса юлĕç.

Подробнее...

Камсене?! И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ абитуриенчĕсене. Вăл – Wall-Eробот. Унпа кирек кам та сăн ÿкерĕнме пултарнă. Робот, фантастика мультфильмĕнчи юратнă сăнар, абитуриентсемпе çурла уйăхĕнче те тĕл пулĕ.

Подробнее...

Утă уйăхĕн 6-17-мĕшĕсенче Хусанта Пĕтĕм тĕнчери XXVII Универсиада иртнĕ. Çапла Раççейри чи пысăк  стадионсенчен пĕринче – „Хусан-Аренăра” – Студентсен вăййисен çулăмĕ савăнăçлă ларутăрура сÿнчĕ. Çак тапхăрта 351 медаль выляттарнă, вĕсенчен 292-шне пирĕн çĕр-шыв спортсменĕсем çĕнсе илнĕ: 155 „ылтăн”, 75 „кĕмĕл” тата 62 „бронза”. Çавăнпах Раççей команди пĕрремĕш вырăна тухнă.

Подробнее...

Елчĕк районĕнчи Таяпа Энтри ялĕнче çуралса ÿснĕ Юрий Оленкин кĕркунне 44 çул тултармаллаччĕ. Шел те, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, философи наукисен кандидачĕ йывăр чире пула пирĕнтен çулталăк каялла уйрăлчĕ.

Подробнее...

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Хусанта иртекен Пĕтĕм тĕнче Универсиадине халалласа сăн ÿкерчĕксен куравĕ уçăлчĕ.

Подробнее...

Эрне кунранпа пыракан Универсиада шăв-шавĕ Чăваш Енре те лайăх илтĕнет. Эпир пурсăмăр та 162 çĕр-шывран пухăннă студентсене пысăк ăнăçу сунатпăр, çĕнтерÿçĕсемшĕн пĕрле савăнатпăр.

Подробнее...

XXI ĕмĕр - профессионалсен ĕмĕрĕ. Çакна шута илсе паянхи çамрăксем май пур чухне вĕренме, тавра курăмне анлăлатма, хальхи йышши технологисене алла илме тăрăшаççĕ. Чи пултаруллисем вара инноваци тата ăслăлăх ĕçне хастар хутшăнаççĕ. Вĕсене палăртнă ĕмĕт-тĕллевне пурнăçа кĕртмешкĕн пулăшас тĕллевпе пирĕн республикăра тем тĕрлĕ конкурс ирттереççĕ, грантсем сĕнеççĕ.

Подробнее...

210413_1

Республикăра сăн ÿкерчĕксен «Объективра – ăслăлăх» конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлекенсемпе вĕренекенсем хастар хутшăннă, малти вырăнсене йышăннă.

Подробнее...

Чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслес тĕллевпе ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин ĕçченĕсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2013» акцие хутшăнчĕç.

Подробнее...

И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165, Н.В. Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат тата Чăваш наци радиовĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттереççĕ. Вăл 2013 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта иртет. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Подробнее...

Историре çырăнса юлнинчен хут, компас, тар /порох/ тата этемшĕн кирлĕ ытти япала пирвайхи хут Китайра çурални паллă. Халĕ хăйĕн таварĕсене тĕнчипех саракан çĕр-шыв çыннипе ку таранччен сăмах вакласа курманччĕ. 

Подробнее...

ЧР Вĕренÿ министерстви тата республикăри çамрăк тĕпчевçĕсемпе специалистсен канашĕ „Чăваш Енри чи лайăх çамрăк тĕпчевçĕсем” конкурса пĕтĕмлетнĕ. Конкурса аслă професси пĕлĕвĕ паракан 7 учрежденипе 1 предприятирен 21 ĕç тăратнă. Унта 40 çула çитмен ăслăлăх докторĕсемпе кандидачĕсем хутшăннă.

Подробнее...

Паян Раççейре Ăслăлăх кунне паллă тăваççĕ. Ачасене халĕ шкултах наука ĕçне явăçтарма тăрăшаççĕ. Вĕренекенсем хăйсен тĕпчевĕсемпе конференцисенче тухса калаçаççĕ. Ăслăлăхпа çунатланма пăрахманнисем студент чухне те аталанма чарăнмаççĕ. Диплом илсен аспирантурăна

Подробнее...

Çапла, килĕштерсен, чунран савсан каччă хăш наци çынни пулни те, ют чĕлхепе калаçни те, мĕнле тĕне ĕненни те, еплерех йăла-йĕркене пăхăнса пурăнни те пĕлтерĕшлĕ мар. Шупашкарта çуралса ÿснĕ Анна Таллерова И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен 2009 çулта вĕренсе

Подробнее...

Математикăпа халăхсем хушшинче ирттерекен „КЕНГУРУ” тата вырăс чĕлхипе „Вырăс упа çури – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ”  Раççейри шкул ачисем хушшинче чăннипех те юратакан, паллă, сумлă вăйă конкурссем пулса тăчĕç.

Подробнее...

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, 20 ытла кĕнеке авторĕ, 2 ача амăшĕ, 4 мăнукĕн кукамăшĕ, 7 шăпăрланăн мăн кукамăшĕ Валентина Элпи 100 çул тултарчĕ. Чăваш çыравçисенчен çак ÿсĕме çитекен пулман. Ку пулăм, паллах, историе кĕрсе юлĕ. Паллă çав кун чăваш халăх сăвăçи Валери Туркай ăна лаша кÿлсе тăрантаспа ярăнтарма шантарнăччĕ.

Подробнее...

Çулталăкăн юлашки кунĕсенче тата çĕннин малтанхи уйăхĕнче хыçа юлнă 365 куна пĕтĕмлетеççĕ. Раççейри халăх шухăшне тĕпчекен институт яланах вăл е ку тытăмри çулталăк çыннине палăртать.

Подробнее...

Чăваш халăхĕ мĕн авалтан хĕвелпе пĕрле тăрса мĕн сĕм çĕрлеччен çамки çине пăрçа пек тар кăларса ĕçлеме хăнăхнă. Алă усса ларман чăвашсем халĕ те чылай. «Сывлăх пур чух мĕншĕн ĕçлес мар», – тет «Раççей» патшалăх телерадиокомпанинче режиссерта тăрăшакан Николай Семенов та.

Подробнее...

Пурнăç çулĕ ăна унталла та, кунталла та туртать. Тăхăр вунна çитрĕ ĕнтĕ, çаплах хăш çулĕ ырăраххине пĕлмест. Иккĕшĕнпе те харăсах утма тăрăшать, мĕншĕн тесен хăй такăрлатакан чунран кăмăллать. Педагог пулас ĕмĕтпе Патăрьелти педагогика училищинче, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче /халĕ университет/ вĕреннĕ. Шкул ачисене ăс панă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче журналистсем хатĕрлессине пуçарнă. Нумай ĕçлет-и вăл кунта, сахал-и?

Подробнее...

Çÿлти сывлав çулĕсем шыçсан пăспа сывлани /ингаляци/ уйрăмах витĕмлĕ пулăшать.

Сиплев йĕрки

Подробнее...

«Чăваш чĕлхине мĕнле шайра вĕренни вĕренÿ тытăмне епле йĕркеленинчен килет. Хуласенчи ачасем ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе калаçаймаççĕ. Чăваш чĕлхи Чăваш Республикинче пурăнакансемшĕн ют чĕлхе мар ĕнтĕ. Çавăнпа ăна ют чĕлхе пек вĕрентмелле мар. Меслетçĕсемпе вĕрентÿçĕсен питĕ тимлĕ пулмалла.

Подробнее...

Чăваш Енре кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççей Студенчĕсен кунне уявларĕç. Паллă çак пулăма халалласа вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕç. Паллах, Татьянăсем пирки те манмарĕç. Çветтуй Татиана студентсен хÿтĕлевçи шутланать-çке.

Подробнее...

«Хура шăлавар тăхăннă çын, килти ĕçсене хăех пурнăçлакан, ялан апат çиекен», - 4-5 çулти шăпăрлансем студента çавăн пек кураççĕ-мĕн. Студентсене халалланă уявра кăтартнă видеора шăпах çапла хуравларĕç вĕсем.

Подробнее...

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри пултаруллă çамрăксемпе тĕл пулчĕ. Михаил Васильевич калаçу пуçарнă май хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме яваплăха туйса тĕллевсене пурнăçламашкăн ырă сунчĕ, вĕсен сĕнĕвĕсене итлерĕ, ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Подробнее...

Хăшĕ-пĕрин стипендийĕ ĕçлекенĕн шалăвĕнчен пысăкрах Республикăра 24 аслă шкул. Вĕсенче 54,7 пин çамрăк вĕренет. Чăваш Енре хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме общество пурнăçне явăçтарассишĕн тĕллевлĕн тăрăшаççĕ. 

Подробнее...

Федерацин вĕренÿпе ăслăлăх сферинчи надзор службин хушăвĕпе килĕшÿллĕн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ тата унăн Улатăрти, Патăрьелĕнчи, Канашри филиалĕсем патшалăх аккредитацийĕ витĕр ăнăçлă тухнине çирĕплетнĕ. Аккредитаци ултă çул вăйра тăрĕ. Çак  хаклава  унивеситетăн пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлĕ кăна мар, мĕн пур хатĕрлев ушкăнĕпе специальноçсем те тивĕçнĕ.

Подробнее...

Раштав уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсем И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн спорт керменне Раççей Геройĕн, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕн, авиаци генерал-лейтенанчĕн Николай Гавриловăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнира пухăнчĕç.

Подробнее...

Раштавăн 18-мĕшĕнче Леонид Якубович И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультечĕн студенчĕсемпе тĕл пулчĕ. Раççей халăх артисчĕ аслă шкулăн хисеплĕ докторĕн ятне тивĕçрĕ. Пулас журналистсен хушшинче Леонид Аркадьевич ертсе пыракан "Асамлă уй" телекăларăмра пулнă Виктория Захаровăпа Наталья Александрова сумлă хăнана ура çине тăрса сывлăх сунчĕç.

Подробнее...

Хальхи вăхăтра флеш-моб анлă утăмсемпе пирĕн пурнăçа кĕрсе пырать. Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче шăпах çакăн пек пулăма асăрхарăмăр. Чăваш филологийĕпе культура факультечĕн пĕрремĕш курс студенчĕсем активлă хутшăнчĕç çак мероприятие. Вĕсен пултарулăх ертÿçи И.И. Иванов доцент çул кăтартса йĕркелесе пычĕ уява. Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 123 çул çитнине халалланă çак пулăма.

Подробнее...

Çамрăксен хаçачĕн» тĕпелĕн паянхи хăни - пирĕн республикăна АПШран икĕ уйăх каялла килнĕ Кейт Линдси лингвист. 23 çулти пике чăваш чĕлхине тĕплĕн вĕренет, ăна тĕпчет, унăн пуласлăхĕ пуррипе çуккине тишкерет. Кĕске çак тапхăрта Кейт чăвашла калаçма хăнăхнă кăна мар, вăл пирĕн тăван чĕлхемĕрпе пичетленнĕ кĕнекесемпе хаçат-журнала та çăмăллăн вулать. 

Подробнее...

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи А.А.Кокель ячĕллĕ ÿнер музейĕнче чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче курав уçăлчĕ. Çак самант шăпах çав кунпа пĕр килни ахальтен мар.

Подробнее...

Паян, октябрĕн 27-мĕшĕнче, Чăваш наци конгресĕ йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине палăртаççĕ. Çав ятпа Чăваш Республикинчи аслă шкулсен ректорĕсен Канашĕн председателĕ,  И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ  В.Г. Агаков профессор саламлать

Подробнее...

Екатеринбургра армспорт енĕпе «Урал Кубокĕ» Пĕтĕм Раççейри турнир иртнĕ. Унта 100 ытла спортсмен хутшăннă. Сумлă ăмăртура Чăваш ĕн чысне Чăваш патшалăх университечĕн Олеся Игнатьева хÿтĕленĕ.

Подробнее...

Паян, чӳк уйăхĕн вун тăххăрмĕшĕнче Чăваш патшалăх университетĕнче «Ашмарин вулавĕсем - 8» пĕтĕм тĕнчери ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Çак конференцие И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ уçăлнăранпа 45 çул çитнине, кандидат тата тухтăр диссертацийĕсене хӳтелекен канаш уçăлнăранпа 20 çул çитнине халалланă.

Подробнее...

2012 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Шутлав палатин çуртĕнче Раççей Юристсен пĕрлĕхĕн юридици пĕлĕвĕ тата аслă юридици пĕлĕвĕн пахалăхĕн общество хаклавĕ енĕпе ĕçлекен комиссийĕсен пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ.

Подробнее...

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, 1967 çулта Мускав энергетика институчĕн Атăлçи филиалĕн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕскер, нумай профильлĕ аслă шкул. 45 çул хушшинче кунтан тăхăр вун пине яхăн специалист вĕренсе тухнă. Университетăн кулленхи ĕç-хĕлĕ, çитĕнĕвĕсем тата малашнехи тĕллевĕсем пирки Всеволод АГАКОВ ректорпа калаçрăмăр.

Подробнее...

Артем Воробьев - çамрăк медик. Каччă республикăри клиника больницин рентгенпа хирурги сиплевĕн уйрăмĕнче вăй хурать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина институтĕнчен 2011 çулта вĕренсе тухнăскере федерацин «Земство тухтăрĕ» программи илĕртмен.

Подробнее...

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн 5 хутлă вĕренÿ корпусĕн тăррине хĕвел электроустановкине вырнаçтарнă. Çак ĕçе тума университета Италирен PRAMACфирма специалисчĕсем Неглиа Никола тата Бусхикхо Козимо Алеесандро килнĕ. Хĕвел электростанцийĕн сăнав тĕслĕхне, Oerlikon фирма технологийĕпе пурнăçланăскере, ăслăлăх тата вĕренÿ тĕллевĕсемпе вырнаçтарнă: хĕвел пулăшнипе пулакан электричество лабораторие каять. Ăсчахсем унта метеоусловисене кура энерги шучĕн тата пахалăхĕн мониторингне йĕркелесе пырĕç.

Подробнее...

5 теçетке çул ытла пĕрле пурăннă мăшăрсемпе тĕл пулсан хавхаланатăп. Ара, ĕмĕр ĕмĕрлекен упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрин çине ăшшăн, ачашшăн тинкернине кашни кун сăнаймăн. Вĕсенчен тĕлĕнмелли çеç юлать. Çемьере чашăк-кашăк шăкăртатмасăр пулмасть. «Мăшăр тăнăçлăха аркатакан чăрмавсене мĕнле парăнтарнă-ши?» - çуралать ыйту. Опыт вăхăт иртнĕçемĕн пухăнать. Пĕчĕк çĕнтерÿсенченех çемье çирĕпленет.

Подробнее...

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ пирĕн халăхăмăра çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕ пулнипе кашни чăвашшăн паллă кун пулса тăчĕ. Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ те çак уява çулленех анлăн паллă тăвать.

Подробнее...

Çамрăк чăваш çыравçисен И.Я. Яковлева тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Букварьтен – илемлĕ литературăна çити» конкурсăн I турĕ вĕçленчĕ. Конкурс кăçал 15-мĕш хут пултаруллă çамрăк çыравçăсене пуçтарчĕ.

Подробнее...

Çуркунне - студентсемшĕн мĕн тери паха вăхăт… Çуркунне килнипе пĕрлех  кашни çул ЧПУра  вĕренекенсем хушшинче «Студентсен çурхи уявĕ» ăмăрту-фестиваль иртет. Çултан çул пирĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕренекен студентсем хăйсен пултарулăхне çак уявра ăнăçлă кăтартса ытти факультетсем хушшинче тивĕçлĕ вырăн йышăнса пынă. Кăçал пирĕн  факультет филологи, физикăпа математика тата искусство факультечĕсемпе пĕрлешсе пĕр команда - «Квартет Ф» йĕркеленĕ. Çак пĕрлешнĕ тăватă факультетăн  студвесна программине, «На Ко(а)нары» ятлăскерне,  пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче 18:00 сехетре И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн  культура керменĕнче курма май килчĕ.

Подробнее...

Вăрнар райăнĕнчи Хапăсри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта Чăваш халăх çыравçи А.В. Емельянов çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă «А.В. Емельяновăн пултарулăх еткерĕ» ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Мероприятине чăваш филологийĕпе культура факультечĕн преподавателĕсем те хутшăнчĕç.

Подробнее...

Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Аслă Вĕрентекенĕмĕр, пирĕн патриархăмăр — çак чаплă сăмахсем пурте Иван Яковлевич Яковлев çинчен. Мĕншĕн-ха пирĕн халăх ăна çапла пысăка хурса хаклать? Мĕншĕн тесен вăл пурнăçĕ тăршшĕпех тăван халăхне тĕттĕмлĕхрен, чухăнлăхран хăтарас, унăн культурине чи вăйлă аталаннă нацисен шайне çити çĕклес тесе тăрăшнă.

Подробнее...

Халлехи XXII Олимп вăййисене 2014 çулта Раççейре — Сочи хулинче – иртерресине вулакансем пĕлеççех ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра унта хĕрсех хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Олимп объекчĕсене хăпартнă çĕре кăçалхипе иккĕмĕш хут Чăваш Енри строительство отрячĕсем те хутшăннă.

Подробнее...

Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Китайра тĕнчен çуллахи Универсиадинче студентсен спорт федерацийĕн /FISU/ ялавне Хусан йышăнчĕ. Авăнăн 19-мĕшĕнче Хусансем Универсиада ялавĕпе Шупашкарта пулчĕç. Хăнасене чукун çул вокзалĕнче “Уяв” ансамбль чăваш халăх юрри-кĕввипе кĕтсе илчĕ.

Подробнее...

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев сĕннипе Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Президенчĕн должноçĕнче ĕçлеме пуçланăранпа ĕнер пĕр çулталăк çитрĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн Алексей Леонтьевăн тата «Хыпар» журналисчĕсен ыйтăвĕсен хуравĕсем — Президент ĕçĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕ.

Подробнее...

Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче республикăри педагогика ĕçченĕсен пысăк канашлăвĕ иртрĕ. Кăçалхи форумра тĕп вырăнта Раççей Федерацийĕн «Вĕренÿ çинчен» саккунĕн çĕнĕ проекчĕ пулчĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ документ вĕренÿ тытăмĕн - ача сачĕпе шкултан пуçласа аслă шкул таранах - пуласлăхĕпе çыхăннă. Çавна май ăна пирĕн республикăра та анлăн сÿтсе яваççĕ. Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнчен 26-мĕшĕччен кашни районпа хуларах дискусси центрĕсем /пĕтĕмпе - 128/ ĕçлеççĕ. Вĕсенче вун пĕр пин ытла çын хăйсен шухăшне палăртма пултарĕ. Виçĕм кун тĕп хулари вĕренÿ учрежденийĕсенче республикăри канашлу программипе йĕркеленĕ дискусси мероприятийĕсенче те çĕнĕ проект пирки хĕрÿ калаçусем пулчĕç.

Подробнее...

Мĕн чухлĕ кĕтменлĕх, савăнăç парнелеççĕ çу кунĕсем! Канăва пĕлсе йĕркелесен вара укçа-тенкĕ ĕçлесе илме те май пур. Пĕрисем эмел курăкĕ пуçтараççĕ те хатĕрлев кантурĕсене леçеççĕ, теприсем йĕтем çинче вăй хураççĕ.

Подробнее...

 Мускав тăрăхĕнче "Саккун хатĕрлес енĕпе манăн пуçару" Раççей конкурсĕ иртнĕ. Унта пирĕн ентешсем те хутшăннă. Сюзанна Скворцова "Массăлă информаци хатĕрĕсен Интернетри право йĕркелĕвĕн çивĕч ыйтăвĕсем"

Подробнее...

Пĕтĕм Раççейри студентсен строительство отрячĕсен хушшинчи конкурса пĕтĕмлетнĕ - унăн кăтартăвĕсем Чăваш Ен çамрăкĕсемшĕн кăмăллă.

Подробнее...

«Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпани кăçал 50 çул тултарать. Унăн çур ĕмĕрти ĕç-хĕлне тишкерсе хак пама «Хыпар» хаçат кĕрекине компани директорĕн телекурав енĕпе ĕçлекен çумне Елена Ивановна Егоровăна чĕнтĕмĕр.

Подробнее...

“Хыпар” хаçатăн ырă пуçарăвĕсенчен пĕри - Муркаш районĕнчи Шомик шкулĕнче чупу ирттерни. Кăçалхипе вăл тăххăрмĕш хут йĕркеленчĕ. Тахçанах асăрханă: ăмăртнă кун кашнинчех çанталăк хĕвеллĕ те ăшă, çакна “Хыпар” никĕслевçи Николай Никольский ырă кăмăллă çын пулнипе çыхăнтармалла-тăр.

Подробнее...

Шупашкара çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чулхула патшалăх инженери-экономика институчĕ йĕркеленĕ тĕнчери ăслăлăх-практика конференцине хутшăнакансем теплоходпа килсе çитнĕ. Юхан шыв портĕнче вĕсене И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн представителĕсем В.Агаков ректорпа пĕрле кĕтсе илнĕ.

Подробнее...

Çак кунсенче Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухнă 19 туристран тăракан команда Çурçĕр полюсне çитсе килнĕ. Вĕсен йышĕнче Сергей та пулнă. Çак чыса Чăваш Республикинчен вăл кăна тивĕçнĕ. Пултаруллă спортсменсене суйласа илмелли тур Карелире иртнĕ.

Подробнее...

Ижевскра аслă шкулсенче вĕренекенсен хушшинче механизмсемпе машинăсен теорийĕн Пĕтĕм тĕнчери олимпиади иртнĕ. Унта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем Раççей чысне хÿтĕленĕ. Командăсен йышĕнче Чăваш патшалăх университечĕ 1-мĕш вырăн йышăннă.

Подробнее...

Акан 25-мĕшпе 27-мĕшĕсенче Мари Элĕн тĕп хулинче, Йошкар Олара, тĕнче шайĕнчи «Вак халăхсен чĕлхисем компьютер технологисенче: опыт, тĕллевĕсем тата малашлăхĕ» («Языки меньшинств в компьютерных технологиях: опыт, задачи и перспективы») конференци иртет. Ăна Европа Канашĕпе Европа пĕрлĕхĕ тата Раççей Федерацин регионсен аталанăвĕн министерстви пĕрле хатĕрленĕ «Раççейри вак халăхсем: чĕлхе, культура, МИХ тата гражданла общество аталанăвĕ» программăпа килĕшӳллĕн ирттернĕ. Пулăшакансен шутĕнче çавăн пекех Мари Элĕн культура, пичет тата халăхсен ĕçĕн министерствине асăнма пулать. Конференцие йĕркелекенсем: «Марий Эл Радио», Мари патшалăх университечĕн финно-угрсене тĕпчекен институт, В.М. Васильев ячĕллĕ чĕлхен, литературăн тата историн ăслăлăхпа тĕпчев мари институчĕ.

Подробнее...

Акан 22-мĕшĕнче Шупашкарти Mega Galaxy канупа культура центрĕнче черетлĕ «Чăваш пики» ăмăрту иртрĕ. Хальхи шучĕпе 5-мĕш, çăвăнпа та ăна юбилейлă мероприяти теме те юрать.

Подробнее...

Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти “МТВ-центр” суту-илÿпе кану центрĕнче “Воспитани. Вĕренÿ. Карьера” специализациленĕ VII курав уçăлчĕ.

Подробнее...

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Ю.И. Скворцов çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă «Чăваш прозин пысăк ăсти» ятпа ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. И.Н. Ульянов яч.лл. Чёваш патшалёх университет.нчи чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕн кафедрин ĕçченĕсем те çак конференци ĕçне активлă хутшăнчĕç.

Подробнее...

Чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче республикăри тĕрлĕ районсенчен килнĕ 8-11 класс ачисем «Ăслăлăхри пĕрремĕш утăмсем — 2» конференцине хутшăнчĕç. Пурĕ тăватă секци ĕçлерĕ: «Литрература ĕçĕ», «Чăваш литература пĕлĕвĕн тĕнчи», «Культурологи», «Чĕлхе пĕлĕвĕ». Тухса калаçакансем хăйсен тĕпчевĕсенче тарăн проблема хускатнипе, çивĕч ыйту тавра калаçнипе палăрчĕç. Хутшăнакансем пултарулăхне кура дипломсем илме тивĕçрĕç.

Подробнее...

Экономикăпа общество аталанăвĕнче пĕлÿ пĕлтерĕшĕ ÿссех пырать. Çакна шута илсе юлашки çулсенче çĕршывра вĕренÿ тытăмне çĕнетсе улăштарас, пысăк квалификациллĕ специалистсем хатĕрлессине çĕнĕ шая çĕклес тĕлĕшпе курăмлă ĕçсем туса ирттерчĕç. Çĕнетÿ ĕçне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ те ырласа йышăннине, тĕллевлĕн пурнăçа кĕртсе пынине, ытти аслă шкулшăн тĕслĕх пулнине палăртмалла. Кăçалхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ В.В.Путин кунти студентсемпе тĕл пулнă вăхăтра каланă сăмахсем те çакна тÿрремĕнех çирĕплетеççĕ: «Сирĕн университет паллă, тухăçлă, специалистсем хатĕрлес шай пысăк университетсен шутне кĕрет».

Подробнее...

ruschuvashengfr 
 
vk Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia