chuv_banner

 

strelka3http://gov.cap.ru/chuv/ - Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă порталĕ


strelka3http://chuvash.org/ - Чăваш халăх сайчĕ


strelka3http://cv.wikipedia.org/ - Чăваш википедийĕ


strelka3http://hypar.ru/ - "Хыпар" хаçат сайчĕ


strelka3http://yumah.ru/ - Чăваш халăх пултарулăхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvlit.narod.ru/simple.html - Чăваш литература каталогĕ


strelka3http://cv.wikibooks.org - Викикĕнекесем


strelka3http://chuvash.org/lib - электрон вулавăш


strelka3http://gallery.chuvash.org/main.php - "Чăваш тĕнчи" сăн ÿкерчĕксен ярăмĕ


strelka3http://suvar.su/ - Тутарта тухса тăракан "Сăвар" хаçат


strelka3http://nesterjankas.ucoz.ru/ - Нестер Янкас пĕрлĕхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvshkola.ucoz.ru/ - Шкул ачисен сайчĕ


strelka3http://chuvlast.ucoz.ru/ - "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурсăн сайчĕ


strelka3http://kamal.3dn.ru/ - "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕн сайчĕ


Интернетри нумай çын усă куракан vk.com сайт чăвашла «калаçма» пуçларĕ. Акăлчан, вырăс, китай тата ытти халăх çыннисем унта тахçанах хăйсен тăван чĕлхипе çыру вĕçтереççĕ. Ака уйăхĕнчен пуçласа кăмăл тăвакансем “контактăн” чăвашла версийĕпе усă курма пултараççĕ. Куçару ĕçĕ «Хавал» общество пĕрлешĕвĕ тăрăшнипе пурнăçланнă. Ушкăнăн килĕштерÿ канашĕн пайташĕпе, çак ĕç йĕркелÿçипе Александр Блиновпа тĕл пулса калаçрăм.

Чи малтанах сайта чăвашла ĕçлеттерес шухăш мĕнле çуралнине пĕлес килчĕ. «Юлашки çулсенче чăвашлăхпа кăсăкланма тытăнтăм, çавна май пĕр шухăшлă çынсене шырама пуçларăм. Паян чылайăшĕ чăвашлăха фольклорпа çыхăнтарать, тăван чĕлхене ун урлă кăна сыхласа хăварма май пуррине ĕнентерме тăрăшать. Эпĕ пачах урăхла шухăшлатăп. Тăватă çул каялла Интернетра Мускавра пурăнакан Александр Савельев блокĕпе паллашрăм. Унăн шухăшĕ мана çывăх пулчĕ. Яшпа çыхăнтăм. Çакăн хыççăн «Хавал» ушкăн йĕркелерĕмĕр. Пĕрлешÿ проекчĕсен шутне vk.com сайта чăвашлатассине те кĕртнĕччĕ. Паллах, çак ĕçе пирĕнтен маларах пуçăнакан та пулнă, анчах, шел те, вĕçне çитереймен. Тепĕр юлташпа çыхăнтăм. Вăл сайта осетин тата эсперанто чĕлхисене куçарассипе ĕçлетчĕ. Тусăма “контактра” чăвашла верси тума шухăш пуррине пĕлтертĕм. Вăл мана сайт хуçисемпе çыхăнма пулăшрĕ. Вĕсенчен ирĕк илсен тетеле тăван чĕлхепе “калаçтарассипе” тĕллевлĕн ĕçлеме тытăнтăмăр», - калаçу пуçарчĕ Александр.

Пĕрлешÿ хастарĕсене куçару ĕçĕпе аппаланма çăмăл пулман. Вĕсем студентсене, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсене явăçтарнă. Чылайăшĕ çак ĕç тÿлевсĕрришĕн кăмăлсăрланнă. Александр Блинов каласа кăтартнă тăрăх - нумайăшĕ чăвашлăха аталантарас ĕçре влаçрисенчен пулăшу кĕтет. «Патшалăх - халăх тĕкĕрĕ. Пурнăç хамăртан нумай килет. «Эпĕ чăн чăваш», - тесе кăкăр çапаканах килĕнче тĕпренчĕкĕсемпе вырăсла пуплет. Пĕр шухăшлă çынсене тупма йывăр пулчĕ, çавăнпа йăнăшсем, çитменлĕхсем пур-ха. Эпир вĕренсе пыратпăр. Тăватă çул каялла хам та чăвашла калаçман, халĕ тăван чĕлхепе уççăнах пуплетĕп. Терминсене куçармашкăн Геннадий Дегтярев, Эдуард Фомин чылай пулăшрĕç. Вĕсем кирек епле ыйтăва та хуравлама май тупатчĕç, хăшĕ-пĕри пек пушă параппан çапмаççĕ», - сăмах çăмхине сÿтрĕ пуçаруçă.

«Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм чăвашла версие мĕнле йышăнчĕ?” - ыйтрăм эпĕ. «Миçе çын - çавăн чухлĕ шухăш. Интернетри терминологие ниçта та çирĕплетмен, çавăнпа куçарупа килĕшекен те, ăна сивлекен те тупăнчĕ. Пĕри: “Пирĕн ялта ун пек калаçмаççĕ”, - тет, тепри çакнашкал сăмах çаврăнăшне пĕрремĕш хут илтнипе тĕлĕннине пĕлтерет. Вырăссем, ытти халăх çыннисем кун пек хăтланмаççĕ. Мĕнле çырнă - çавăн пек йышăнаççĕ. Куçаруçăра чылай çул ĕçленĕ май мана çак ыйту никамринчен çывăх. Тăван чĕлхене тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлместĕп, анчах чăваш сайтне вырăсла сăмахсем кĕртес килмест. Блок, видео, аудио тата ытти сăмаха тĕрĕс мĕнле куçармалла-ха? Мĕнле словаре пăхмалла? Çак ыйтусене республикăра чĕлхен ят-сумлă комиссийĕ çукки çуратать. Вăл тĕллевлĕн ĕçлесен маларах асăннă ыйтусем сиксе тухмĕччĕç”, - пулчĕ хурав.

Куçару ĕçне пуçăннă тапхăрта «Хавал» ушкăн хастарĕсене Геннадий Дегтяревпа Иван Алексеевăн компьютер терминологийĕ валли çырса хатĕрленĕ кĕске словарĕ чылай пулăшнă. Чăвашсен “контактне” унти нумай сăмах кĕнĕ. Çапах татса паман ыйту, çирĕплетмен термин самай. Паянхи куна чăвашла верси халăхра анлă сарăлман, анчах унпа паллашма ĕлкĕрнисен хушшинче куçару çитменлĕхĕсемпе кăлтăкĕсене асăрхакансем те тупăннă. Кун пирки Александр Блинов акă мĕн каларĕ: «Халăх питĕ ятлаçма, çын ĕçне тиркеме юратать. Сĕннĕ термин килĕшменни йĕркелÿçĕсене усал сăмахпа ятламалли сăлтав мар. Çыннăн хăйĕн шухăшне çеç мар, ыттисен сĕнĕвĕсемпе канашĕсене те хисеплеме пĕлмелле”.

Куçару ĕçĕпе тăрмашнă чухне сиксе тухакан ыйтусене сÿтсе явма “vk.com Сăvasla” ушкăн йĕркеленĕ, унта сĕнÿсемпе асăрхаттарусене йышăнаççĕ. “Чылайăшĕ “онлайна” “тетел” тенипе килĕшмест. Чăваш чĕлхи вырăс е акăлчан чĕлхисемпе пĕр мар-çке-ха. Вĕсем сăмахсене куçармасăрах йышăнма пултараççĕ. Китай, Франци чĕлхеçисем мĕн пур сăмаха хăйсен чĕлхине куçараççĕ. Манăн шухăшпа - чĕлхене упрас, аталантарас тесен ют сăмахсене кĕртесрен сыхланмалла, çакă ăна чухăнлатать”, - калаçăва тăсрĕ хастар.

Александр Блинов хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм хушшинче пуçаруллисем пурришĕн хĕпĕртет. Акă, сăмахран, Мускавра ĕçлесе пурăнакан Иван Иванов скайпа чăвашлатма майсем шырать. Тăван чĕлхешĕн хыпса çунаканскер вырăсла терминсене хирĕçлет. Нумаях пулмасть общество пĕрлешĕвне тепĕр çамрăк килнĕ. Вăл “Хавал” ушкăн хыпарĕсене “твиттерта” пĕлтерме пуçланă. Тепри Интернетра “тутлă апат” ушкăн йĕркеленĕ. Унта вăл тусĕсене чăвашла рецептсемпе куллен паллаштарать. “Майĕпен пулин те ĕçлеççĕ, чăвашлăхшăн тăрăшаççĕ”, - терĕ “Хавал” ушкăн ертÿçи пĕрлешÿ хастарĕсем пирки.

Александр Блинов палăртнă тăрăх хăйĕнсĕр пуçне ушкăнри 40 çынна версие çĕнетме шаннă. Тăватă çулта пĕр шухăшлисен, пуçаруллисен йышĕ самаях пысăкланнă.

Чăвашла версипе усă куракансен йышĕ хальлĕхе паллă мар-ха. Сайт сăнав шайĕнчех ĕçлĕ. Унта çĕнĕлĕхсем татах пулĕç. “Хавал” общество пĕрлешĕвĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче кашни кĕçнерни кун каçхи 18 сехетре канашлу ирттерет. Куçарупа килĕшменнисем хăйсен шухăшĕсемпе сĕнĕвĕсене унта килсе “çавра сĕтелте” сÿтсе явма пултараççĕ. Рунетри анлă усă куракан сайта 43 миллион ытла çын куллен кĕрет пулсан чăвашсем унта малашне вырăсла мар, тăван чĕлхепе “пуплессе” шанас килет.

Любовь ПЕТРОВА.

ruschuvashengfr 
 
vk yt twandr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia