090715 5

Наци библиотекинче „Алăран – алла. Пире тата пулас ăрăва” ыр кăмăллăх акцийĕ малалла тăсăлать. Унта Чăваш Ен вулавăшĕсене пулăшма хатĕр кашни çын хутшăнма пултарать. Халăха çĕнĕ кăларăмсемпе паллаштарма тăрăшакансен ячĕсем Наци библиотекин историйĕнче çырăнса юлĕç.

Меценатлăх йăли-йĕркине, ыр кăмăллăх ĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçлакансен йышĕнче – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, паллă çыравçă тата журналист, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă  Иван Тенюшев сумлă вырăнта. 2007 çулта Пĕтĕм тĕнчери „Ĕмĕр меценачĕсем”  ыр кăмăллăх фончĕ Иван Яковлевича „Чыс тата пархатар” медальпе наградăланă. Хальхи акцие хутшăнса И.Тенюшев республикăри библиотекăсене Николай Ытарайăн „Кайăксем” кĕнекине 2 пин экземпляр парнеленĕ.

И.Тенюшев кăçал 90 çул тултарчĕ. Унăн пурнăçĕ хаçат-журнал ĕçĕпе тачă çыхăннă. Вăл халĕ те И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУра вăй хурать. „Чăваш кĕнеки” центра час-часах çÿрет.

З.ОФЕРКИНА. Газета "Хыпар".2013.2 августа.

ruschuvashengfr 
 
vk new Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia