pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
dk
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
bannerWoS
dost
ze_in
chuvashskaya respublika copy
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
mezd as stud tv
rus
zozh 2015 2
nauka i obr
kb
soob
map ncpti banner
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy

090715 5

Утă уйăхĕн 6-17-мĕшĕсенче Хусанта Пĕтĕм тĕнчери XXVII Универсиада иртнĕ. Çапла Раççейри чи пысăк  стадионсенчен пĕринче – „Хусан-Аренăра” – Студентсен вăййисен çулăмĕ савăнăçлă ларутăрура сÿнчĕ. Çак тапхăрта 351 медаль выляттарнă, вĕсенчен 292-шне пирĕн çĕр-шыв спортсменĕсем çĕнсе илнĕ: 155 „ылтăн”, 75 „кĕмĕл” тата 62 „бронза”. Çавăнпах Раççей команди пĕрремĕш вырăна тухнă.

Тутар Республикин тĕп хулинче пулнă Универсиада çÿллĕ шайра иртнĕ. Кунта, паллах, волонтерсен тÿпи те пур. XXVII Универсиадăра Раççейри регионсенчен, ют çĕршывсенчен 20 пин çамрăк волонтер пулма кăмăл  тунă. Чăваш Республикинчен 193 яш-хĕр кайнă.

Утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче ЧР Вĕренÿ институчĕ умĕнче пирĕн волонтерсене кĕтсе илчĕç. Çамрăксене ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕн çумĕ Олег Викторов саламларĕç, тав турĕç. Чăваш Республикинчи волонтерсене хатĕрлекен „Хусан-2013” центрăн координаторĕ Софья Белова сăмах илчĕ:

– Хусанта иртнĕ Универсиада ĕмĕрлĕхех асра юлĕ. Еплерех вăрăм çула утса тухрăмăр эпир: хутшăнма ыйту çырнинчен пуçласа „Хусан-Арена” стадионта пĕтĕм халăх умĕнче тăриччен.

Софья Сергей Кудряшова волонтерсен апатне парнелерĕ. Ланч-бокс – кăнтăрла çимелли порци. Апат-çимĕç те, пурăнмалли кĕтес те тÿлевсĕр пулнă. Хулара çÿресе те тăкакланман вĕсем.

– Кун пек шайра иртнĕ мероприятире пĕрремĕш хут пултăм, - савăнăçне пытараймарĕ ЧПУн медицина факультечĕн 3-мĕш курс студентки Елена Маркизова. – Эпĕ волейбол лапамĕнче ĕçлерĕм. Çыпсемпе паллашрăм. Япони командинчи çамрăксемпе калаçма май пулчĕ. Пĕр-пĕрне асăнмалăх парнесем патăмăр.Çыхăнăва татмасса шанатăп. Пурăнмалли условисем чаплăччĕ. Пĕр пÿлĕмре иккĕн  пурăнтăмăр. Ирхине тата каçхине вĕри апат çитеретчĕç. Хусан палламалла мар улшăннă. Пур çĕрте те симĕс курăк, чечек... Европăри хулапа та танлаштарма пулать ăна.

Универсиада хупăннă вăхăтра волонтерсем „Хусан-Аренăн” варринчетăнă. Тепĕр кунхине вĕсем валли ташă каçĕ йĕркеленĕ. Çамрăксене Сергей Лазарев хăйĕн юррисемпе пĕр сехет савăнтарнă.

Ирина КОШКИНА. Çамрăксен хаçачĕ. 2013.26 июля.

ruschuvashengfr 
 
vk Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia