Республикăра сăн ÿкерчĕксен «Объективра – ăслăлăх» конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлекенсемпе вĕренекенсем хастар хутшăннă, малти вырăнсене йышăннă.

Чăваш Енри паллă спортсменка, пулас журналист Олеся Игнатьева ача чухнех фото ăсталăхĕпе кăсăкланма тытăннă. Паян вăл – ăста фотограф, хăйĕн ĕçĕсен куравĕсене  те йĕркелет. Конкурсра «Куçа курăнман тĕнче»  номинацире çĕнтернĕ, çавăн пекех ăна «Куракансен килĕштернĕ чи лайăх ĕç» ятарлă парнепе чысланă.

Журналистика факультечĕн студенткисем Сюзанна Сташенкăпа Виктория Павлова – «Ăслăлăх - аталану» номинаци лауреачĕсем. Иккĕмĕшĕ «Фото-life» студин дипломне тивĕçнĕ. Ăслăлăхри çĕнĕлĕхсемпе паллаштаракан сăн ÿкерчĕксене калăпласа Екатерина Веденеевăпа Надежда Артамонова палăрнă.

Е.АНДРЕЕВ. Газета «Хыпар». 2013.18 июня.

Похожие материалы

ruschuvashengfr 
 
vk new Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia