chuv_banner

 

strelka3http://gov.cap.ru/chuv/ - Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă порталĕ


strelka3http://chuvash.org/ - Чăваш халăх сайчĕ


strelka3http://cv.wikipedia.org/ - Чăваш википедийĕ


strelka3http://hypar.ru/ - "Хыпар" хаçат сайчĕ


strelka3http://yumah.ru/ - Чăваш халăх пултарулăхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvlit.narod.ru/simple.html - Чăваш литература каталогĕ


strelka3http://cv.wikibooks.org - Викикĕнекесем


strelka3http://chuvash.org/lib - электрон вулавăш


strelka3http://gallery.chuvash.org/main.php - "Чăваш тĕнчи" сăн ÿкерчĕксен ярăмĕ


strelka3http://suvar.su/ - Тутарта тухса тăракан "Сăвар" хаçат


strelka3http://nesterjankas.ucoz.ru/ - Нестер Янкас пĕрлĕхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvshkola.ucoz.ru/ - Шкул ачисен сайчĕ


strelka3http://chuvlast.ucoz.ru/ - "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурсăн сайчĕ


strelka3http://kamal.3dn.ru/ - "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕн сайчĕ


Историре çырăнса юлнинчен хут, компас, тар /порох/ тата этемшĕн кирлĕ ытти япала пирвайхи хут Китайра çурални паллă. Халĕ хăйĕн таварĕсене тĕнчипех саракан çĕр-шыв çыннипе ку таранччен сăмах вакласа курманччĕ. Нумаях пулмасть аякри çав тăрăхран килнĕ пикепе калаçма тÿр килчĕ. Китай пики Чăваш Ене епле майпа çитнĕ-ха?

Катя /хăйне килĕшнипе çапла чĕнтерет, чăн ячĕ-шывĕ - Мейжиао Чен/ Раççейре пирвайхи хут. Вăл кăрлач уйăхĕнче çеç килнĕ. Çичĕ ютра тĕпленнисен шухăшлавĕнче чылай чухне - пирĕн çĕр-шывра питĕ сивĕ, кунта пурăнакансем ĕçкĕпе иртĕхеççĕ имĕш. Катя ăна-кăна илтмен-ха, анчах çулталăкăн ăшă тапхăрĕнче вăрăм тунаран канăç çуккине пĕр кĕнекере вуласа пĕлнĕскер питĕ пăшăрханать. Ку таранччен Раççей çинчен илтмен-курманскер çĕр-çĕр çухрăм парăнтарса Чăваш Ене мĕнле тĕллевпе çитнĕ-ха?

Дзилинь провинцийĕнче çуралнăскер шкулта ăс пухнă хыççăн Хайнань университетĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă, унтах вырăс чĕлхине 2,5 çул тĕшмĕртнĕ. Шăпах унта Катя пирвайхи хут вырăс çыннипе, Аçтăрхан педагогĕпе, тĕл пулнă. Камбоджăра пĕр вăхăт ĕçленĕ Катьăна Хайнань университечĕ Чăваш Ене кайма сĕннĕ. Кăçал И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн студенчĕсем валли китай чĕлхин курсĕсене уçнă. Вĕсене шăпах Катя ертсе пырать. Асăннă вĕренÿ заведенийĕн санатори-профилакторин пĕр пÿлĕмĕнче пурăнаканскер кунĕпе тенĕ пекех кĕнеке-журнал вулать, занятисене хатĕрленет. Çанталăкран хăрасах урама тухса çÿремест.

- Халĕ сивĕ, кайран вăрăм тунасем тарăхтарĕç ĕнтĕ, - шÿтлерĕ Бэйчэн пики.

Калаçăва тăснă май Катьăран çĕр çинчи чи пысăк наци пирки ыйтрăм. Ара, вĕсен тăрăхĕнче иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачашăн штраф тÿлеттернине пĕрре мар илтнĕ.

- Ялта пурăнакансен пĕрремĕш пепки хĕр ача пулчĕ тĕк иккĕмĕшне çуратма ирĕк пур. Хĕр ача университета вĕренме кĕнĕ чухне ыттисенчен 10 балл ытларах пухаять. Упăшкипе арăмĕ çемьере пĕртен пĕр ача пулнă тăк вĕсем те икĕ ача çинчен ĕмĕтленме пултараççĕ, - ăнлантарчĕ çамрăк преподаватель. Китай хĕрĕсен пысăк пайĕ - 22 çулта, каччăсем 24-ра çемье çавăраççĕ иккен. Хальхи саманара çак наци çамрăкĕсем те çитĕннисен ретне /18 çул/ тăричченех юрату çимĕçĕн тутине пĕлеççĕ, пулас мăшăра та ашшĕ-амăшĕ тупнине мар, хăйсем килĕштернине суйлаççĕ. Анчах çак халăх хут уйăрттармасăр пурăнакансене сивлет, çавăнпах унашкал тĕслĕх сайра хутра çеç тĕл пулать. Туй кунĕнче каччă хăйĕн килĕнчен тухса хĕр патне каять. Унтан вĕсем хăйсен хваттерне каяççĕ. Каç кÿлĕм кафе-ресторанра мĕн пур тăвана пухса уявлаççĕ. Заведенире пике шурă кĕпене улăштарса наци тумне тăхăнать. Мейжиао хăй çĕрĕ ылмаштарма хăçан хатĕрленет-ши? Пинбол, бадминтон вăййисене кăмăллаканскер 28 çулта çемье чăмăртама палăртать.

- Йăва çавăриччен ура çине тăмалла. Пирĕн тăрăхра авланнă ывăлне, качча тухнă хĕрне ашшĕ-амăшĕ пĕр пус памасан та пултарать. Унччен ытти çĕр-шыва та çитсе курасчĕ. Вьетнамра, Камбоджăра, Раççейре пултăм. Китайăн мĕн пур кĕтесĕпе хальлĕхе паллашаймарăм-ха. Тата Таиланда питĕ каяс килет, - пытармарĕ 24-ри пике. Çĕрĕ тăхăнма хăш наци çынни пулни пĕлтерĕшлĕ-ши уншăн?

- Маншăн каччă кăмăлĕпе, тыткаларăшĕпе, тăрăшулăхĕпе, ыттисене хисеплеме пĕлессипе чăн-чăн çын пулни хаклă. Анчах çак тăрăхра тĕпленес тесен, ахăртнех, ĕмĕтленни пурнăçланмĕ. Сирĕн каччăсем çав тери телейлĕ - кунти хĕрсем питĕ чипер, - йăл кулчĕ Катя.

Массăллă информаци хатĕрĕсенче Китайра ÿсекен тĕрлĕ курăкран хатĕрленĕ эмелсене туянма чĕннине асăрхама пулать. Çак наци çыннисен ĕмĕрĕ вăрăм пулни сиплĕ курăксемпе усă курнинчен килмест-ши?

- Çĕр ытла çул пурăнакансем пур, вĕсенчен ытларахăшĕ ялсенче тĕпленнĕ. Эпир ытларах улма-çырлапа, пахча çимĕçпе апатланатпăр. Аш-пăшран хатĕрленĕ апат сахал. Çăкăр ирхине çеç çиетпĕр. Рис кĕрпинчен янтăланă апат сĕтел çинче ирхине тата кăнтăрла ларать. Симĕс чей усăллă, ăна кунне темиçе те ĕçетпĕр. Тата эпир чейе сахăр пачах ямастпăр, пылак çимĕçпе сăйланмастпăр, - сăмах çăмхине сÿтрĕ Мейжиао Чен. - Тай-ди хăнăхтарăвĕсене ирсерен тăвакансем пур. Çак йĕркене ытларах аслă ăрурисем пăхăнаççĕ. Çамрăксен вĕсене пăхăнма чăтăмлăх çитмест, мĕншĕн тесен хăнăхтарусене вăрах, васкамасăр тумалла. Хĕрсемпе каччăсем кĕлеткене чылай чухне чупса пиçĕхтереççĕ.

Унта пурăнакан ар-хĕрĕн тĕрлĕ хăнăхтару тума ÿркеннине кура кĕнеке тытса ларма вăхăт пур-ши? Китайра кĕнеке еплерех пулнине манĕç тесе, тен, ытлашши калатăп, анчах Катя пĕлтернĕ тăрăх - ентешĕсем телефонри электрон кĕнекесене çеç вулаççĕ. Каччăсенчен хăшĕ-пĕри пушă вăхăта компьютер умĕнче ирттерет, хĕрсем лавккасем тăрăх çÿреççĕ. Катя кашни çемьере тенĕ пекех автомашина пуррине пĕлтерчĕ. Апла пулин те вăл çуран утма кăмăлланине, метропа çитме йÿнĕреххине асăнчĕ.

Хĕвел тухăç Ази çĕр-шывĕнче, преподаватель каланă тăрăх, гуманитари профессине алла илнисене хисеплеççĕ. Çемье пуçĕсем - 60 çулта, хĕрарăмсем 50-ра тивĕçлĕ канăва тухаççĕ. Çак тапхăра çитнисем кăмăл пулсан малалла ĕçлеме пултараççĕ. Раççей хулисенче ыйткалакансене курма тивет. Китайра çакнашкал ÿкерчĕк пур-ши?

- Кил-çуртсăр çын пирĕн тăрăхра та çук мар. Йывăр лару-тăрăва çакланнисене патшалăх хĕлле ятарлă çуртсене вырнаçтарать, çулла вара вĕсене «ирĕке» кăларать. Тăлăх ачасем те пур. 18 çул тултарсан вĕсен интернатран кайма, пурăнмалли кĕтес ыйтăвне те хăйсенех татса пама тивет, - ăнлантарчĕ китай, акăлчан, вырăс чĕлхисене пĕлекен Катя.

Унăн пÿлĕмĕнче Китайран илсе килнĕ япаласене асăрхарăм. Мейжиао вĕсем ăна пулăшса пынине, ăнăçу кÿнине ăнлантарчĕ. Стенаран çакнă амулетсем, алăк çумне çыпăçтарнă календарьсем мĕншĕн хĕрлĕ тĕслĕ тата мăшăрлă пулни кăсăклантарчĕ.

- Китай çыннисем мăшăрлă хисепсене кăмăллаççĕ. Ытларах «6» тата «8» цифрăсене юратаççĕ. Пĕрремĕшĕ - ăнăçу, иккĕмĕшĕ пуянлăх кÿрет. Пекинра йĕркеленĕ çуллахи Олимп вăййисене ахальтен мар çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче каçхи сакăр сехет иртни 8 минутра пуçланă. «9» чи пысăкки, чи хисепли шутланать, унпа патшасем усă курнă. Анчах «4» хисепе калама та шикленеççĕ. Вăл «вилĕм» сăмахпа пĕрешкел илтĕнет, - чунне уçрĕ «Анна Каренинăна» китайла виçĕ хут вуласа тухнăскер. Тăван халăхĕ хĕрлĕ тĕсе килĕштернипе пĕрлех пирĕн юрăçсене Витаса, Алсуна, Пушкин хайлавĕсене шутсăр кăмăлланине каларĕ. Катя çавăн пекех Китай çыннисен бамбукран тунă кĕнекине /паллах, ĕлĕкхи евĕррине/ кăтартрĕ. Унта 500 ытла иероглиф ÿкернĕ, кашниех çав çĕр-шыври хушамата ăнлантарать.

Катьăн çĕр-шывĕнче панда символ шутланать. Мĕншĕн тетĕр-и? Çак чĕр чун вĕсем патĕнче кăна пурăнать. Патшалăх ăна ытти çĕр-шыври зоопарксене парнелесен çурисене тăван тăрăха тавăрса пама хушать.

Мейжиао Чен хальлĕхе пирĕн тăрăхпа паллашма ĕлкĕреймен-ха. Çулталăк вĕçлениччен вăл Шупашкар илемне курса киленĕ. Çак тапхăрта тăван чĕлхине вĕрентекенскер, тен, чăвашла пуплеме те хăнăхĕ. Тĕл пулсан Катя хальлĕхе: «Салам!» - теме çеç пултарать. Эпĕ те калаçăва: «Нихау, нихама?» - тесе пуçарма тăрăшăп.

Елена ТРОФИМОВА. Газета «Çамрăксен хаçачĕ».2013.22 марта.

ruschuvashengfr 
 
vk yt twandr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia