chuv_banner

 

strelka3http://gov.cap.ru/chuv/ - Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă порталĕ


strelka3http://chuvash.org/ - Чăваш халăх сайчĕ


strelka3http://cv.wikipedia.org/ - Чăваш википедийĕ


strelka3http://hypar.ru/ - "Хыпар" хаçат сайчĕ


strelka3http://yumah.ru/ - Чăваш халăх пултарулăхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvlit.narod.ru/simple.html - Чăваш литература каталогĕ


strelka3http://cv.wikibooks.org - Викикĕнекесем


strelka3http://chuvash.org/lib - электрон вулавăш


strelka3http://gallery.chuvash.org/main.php - "Чăваш тĕнчи" сăн ÿкерчĕксен ярăмĕ


strelka3http://suvar.su/ - Тутарта тухса тăракан "Сăвар" хаçат


strelka3http://nesterjankas.ucoz.ru/ - Нестер Янкас пĕрлĕхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvshkola.ucoz.ru/ - Шкул ачисен сайчĕ


strelka3http://chuvlast.ucoz.ru/ - "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурсăн сайчĕ


strelka3http://kamal.3dn.ru/ - "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕн сайчĕ


5 теçетке çул ытла пĕрле пурăннă мăшăрсемпе тĕл пулсан хавхаланатăп. Ара, ĕмĕр ĕмĕрлекен упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрин çине ăшшăн, ачашшăн тинкернине кашни кун сăнаймăн. Вĕсенчен тĕлĕнмелли çеç юлать. Çемьере чашăк-кашăк шăкăртатмасăр пулмасть. «Мăшăр тăнăçлăха аркатакан чăрмавсене мĕнле парăнтарнă-ши?» - çуралать ыйту. Опыт вăхăт иртнĕçемĕн пухăнать. Пĕчĕк çĕнтерÿсенченех çемье çирĕпленет.

Акă И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн экономика факультетĕнче ăс пухакан Надеждăпа Евгений Дозоровсен çемйи икĕ уйăхра çеç-ха. Апла пулин те вĕсем Чăваш Ен чысне Пĕтĕм Раççейри студентсен çемйисен ăмăртăвĕнче хÿтĕлерĕç, иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Çамрăксем конкурс, вĕренÿ тата юрату пирки каласа кăтартма килĕшрĕç.

“Хальлĕхе такăнмарăмăр-ха”

Женьăпа Надя 2008 çулта паллашнă. Пĕр ушкăнра вĕренекенсем преподаватель занятие килменнипе усă курса вăйă вылянă. Ун вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе паллашнă.

- Женя мана тÿрех килĕшрĕ. Кăмăллăскер хăйне сăпайлăн тыткаларĕ, - палăртрĕ Надежда. Мари Республикинчен çитнĕ хĕр студентсен хулинчи 5-мĕш общежитире кĕтес тупнă. Паллах, унăн çĕнĕ туссем шырама тивнĕ, унсăрăн студент пурнăçĕ кичем иртĕ-çке. Пулас упăшкипе арăмĕ малтанхи тапхăрта юлташла калаçнă. Виççĕмĕш курса çитсен Женя пĕрремĕш утăм тунă. Каччă Надьăна хăнана чĕннĕ. Пике пĕрле вĕренекенĕн кăмăлне хуçман. Тен, хĕр унăн йыхравне вăрттăн кĕтнĕ те.

- Пĕрремĕш хут куçа-куçăн калаçрăмăр, уçăлса çÿрерĕмĕр, пицца янтăларăмăр. Сăмах май, мăшăрăм эпĕ пĕçернĕ апата килĕштерет. Хам та ăна тутлипе сăйлама кăмăллатăп, - пĕлтерчĕ кил хуçи арăмĕ. - Юрату хĕлхемĕ çав тĕл пулура вăй илчĕ ахăртнех. Пĕр ушкăнри тантăшăмсем пирĕн туйăмсем пирки чухламастчĕç. Темĕскер ан шухăшлăр. Эпир тĕттĕм кĕтессенче пытанмастăмăр, çын умĕнче ыталашса чуп тумастăмăр.

4-мĕш курсра Женьăпа Надя ЗАГСа çул тытнă. Университетри юлташĕсем вĕсем туй кĕрлеттерессине пĕлсен савăннине пытарман. «Эсир пĕр-пĕрин валлиех çуралнă пулĕ», - текенсем те тупăннă. Ашшĕпе амăшĕ çамрăксен çулне пÿлмен.

- Кирек мĕнле амăшĕ те тĕпренчĕкне телейлĕ курасшăн. Çавăнпа вĕсем эпир шăпа пÿрнине тупнăшăн хĕпĕртерĕç, - терĕç Надеждăпа Евгений. Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче хут уйăрттарнăскерсем çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче патшалăх экзаменне тытнă. Çĕртме уйăхĕнче диплом ĕçне хÿтĕленĕ. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыраканскерсем пуласлăх пирки шухăшлаççĕ. Дозоровсем магистратурăна вĕренме кĕмешкĕн палăртнă, халĕ упăшкипе арăмĕ экзаменсене хатĕрленеççĕ. Студентсен çемйин кулленхи пурнăçĕ романтикăпа тулнă. Кил хуçи арăмĕ мăшăрĕн сивлек енĕсене курмасть, Женя та Надьăшăн тем тума та хатĕр.

- Эпир - пĕр-пĕрин идеалĕ, - терĕç вĕсем. Йыш хушăнасса кĕтекенскерсем ашшĕ-амăшне пулăшу кÿнĕшĕн тав тăваççĕ. Хальлĕхе ниçта та вăй хуманскерсем аслисен хул пуççийĕ çинче ларасшăн мар. Мăшăр магистратурăна вĕренме кĕрсенех ĕçе вырнаçма палăртнă. Пушă вăхăта вĕренÿ кĕнекисен умĕнче ирттерекенскерсем çирĕп тĕллевлĕ.

Юрату туйăмĕпе çунатланса çемье чăмăртанă çамрăксен туйăмне час-часах йăла пурнăçĕ сивĕтет. Тин çеç хĕрпе каччăлла çÿренĕскерсем пĕр-пĕрне тепĕр енчен кураççĕ те... ÿкĕнеççĕ. Çавăнпах психологсем пĕрле ирттернĕ пирвайхи çула чи йывăр тапхăрсен йышне кĕртеççĕ. Дозоровсен çемье пурнăçĕ кал-кал пырать-ши?

- Хальлĕхе такăнмарăмăр-ха, - хуравларĕ мăшăр.

Эпир пĕрле, мĕншĕн тесен...

Хастарсене республикăри студентсен çемйин конкурсĕнче вăй виçме сĕннĕ. Женьăпа Надя турткалашман. Ăмăртăвăн кашни тапхăрне тĕплĕн хатĕрленнĕ те мала тухнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей çамрăкĕсен кунĕнче Дозоровсене Дипломпа, кубокпа чысланă.

- Чăваш Ен паллиллĕ тата пирĕн сăн ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ баннера конкурс финалне илсе кайма шухăш тытрăмăр. Сăмах май, тупăшу Чĕмпĕрте иртрĕ. Михаил Игнатьева баннер çине алă пусма ыйтрăмăр. Яваплă тапхăрта вăл ырă сунни пулăшатех терĕмĕр. Анчах Михаил Васильевич хирĕçлерĕ: «Çĕнтерÿпе таврăнсан алă пусăп тата хавхалантарăп». Унăн сăмахĕсем ăнтăлма хистерĕç. Пирĕн çемье ыттисенчен нимпе те кая маррине ĕнентерес килчĕ, - аса илчĕ Надежда.

Дозоровсен Чĕмпĕр, Рязань, Сарă ту, Архангельск, Йошкар-Ола мăшăрĕсемпе тупăшма тивнĕ. Çамрăксен кунне халалланă конкурс икĕ тапхăрпа иртнĕ.

- Ирхине Карамзин скверĕнче пухăнтăмăр. Малтанхи тапхăрта эпир пĕр-пĕрне мĕнле пĕлнине тĕрĕслерĕç, «Ыйту-хурав» конкурс ирттерчĕç. Унтан аниматор ĕçне кÿлĕнтĕмĕр. Кашни çемье куракансемпе вăйă йĕркелерĕ. Сцена çине икшер мăшăр чĕнтĕмĕр, вĕсемпе пĕчĕк ăмăрту йĕркелерĕмĕр. Ăмăртура хавхалантарнă тус-юлташа пысăк тав. Хайхискерсем Чĕмпĕрте пире кăна мар, ытти мăшăра та тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç, - сăмахне тăсрĕ Надежда.

Каçхи 7 сехетре Ленин тÿремĕнче иккĕмĕш тапхăр пуçланнă. Конкурсçăсем «Манăн çемье. Манăн хула» сăн ÿкерчĕксен презентацине йĕркеленĕ. Дозоровсем уяври Шупашкара кăтартнă. Республика кунне уçса паракан сăн ÿкерчĕксене пысăк хак панă. Çемье «Эпир пĕрле, мĕншĕн тесен...» видеоăмăртăва та тĕплĕн хатĕрленнĕ. Надеждăпа Евгений çак шухăша уйрăмшарăн тăснă.

- Эпир пĕрле, мĕншĕн тесен... эпĕ Женьăна юрататăп, - терĕ кил хуçи арăмĕ. Упăшки те парăмра юлмарĕ. Мăшăр пултарулăх конкурсне çĕнĕ сĕм кĕртес тенĕ. Юрлас вырăнне сцена çине шурă хăма илсе тухнă та ÿкерме пикеннĕ.

- Çемье пурнăçĕ туйран пуçланать теççĕ те венчет кĕпине тепĕр хут тăхăнтăм. Çапла, сцена çине шурă акăш евĕр шуса тухрăм, - сăмах вакларĕ Надя. Бал ташшисен ăмăртăвĕнче мăшăр лăпкă вальс суйласа илнĕ. Ун хыççăн тин Дозоровсем хаш! сывланă. Тăрăшуллăскерсем пĕрремĕш вырăна тухмашкăн ĕмĕтленнĕ, анчах ăна Чĕмпĕрсем çĕнсе илнĕ.

- Пĕрмай хыпаланса çÿренĕрен ытти конкурсçă ăмăртăва мĕнле хутшăннине сăнаймарăмăр, çавăнпа вĕсен пултарулăхне хаклаймастпăр, - терĕ мăшăр. Апла пулин те Дозоровсем кулянмаççĕ - вĕсене сумлă премипе хавхалантарнă. Çамрăксем çемье, юрату, шанчăклăх кунне мĕнле ирттерĕç-ши?

- Чиркĕве çул тытăпăр, Петрпа Феврония турăшĕ умне çуртасем лартăпăр, кĕлĕ тăвăпăр. Çветтуйсем пире пулăшса пырасса ĕненетпĕр, - хуравларĕç вĕсем.

Студент чухнех çемье çавăрнă Раççейри чи паллă мăшăр - Владимир Меньшовпа Вера Алентова. МХАТ студи шкулĕнче 2-мĕш курсра ăс пухнăскерсем уява общежитире паллă тунă. Вĕренсе тухсан тĕрлĕ сăлтава пула мăшăр уйрăм пурăннă. Çапах Меньшовпа Алентова çемйи часах 50 çул тултарать. Дозоровсем мăшăрланнăранпа вăхăт нумаях та иртмен. Вĕсене килĕшÿпе ăнлану сунар. Маттурскерсен кил вучахĕнчи юрату хĕлхемĕ ан сÿнтĕр, вăйлăрах ялкăшса пурне те ăшăттăр.

Ольга КАЛИТОВА. Газета «Çамрăксен хаçачĕ». 2012.  6 июля.

ruschuvashengfr 
 
vk yt twandr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia