chuv_banner

 

strelka3http://gov.cap.ru/chuv/ - Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă порталĕ


strelka3http://chuvash.org/ - Чăваш халăх сайчĕ


strelka3http://cv.wikipedia.org/ - Чăваш википедийĕ


strelka3http://hypar.ru/ - "Хыпар" хаçат сайчĕ


strelka3http://yumah.ru/ - Чăваш халăх пултарулăхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvlit.narod.ru/simple.html - Чăваш литература каталогĕ


strelka3http://cv.wikibooks.org - Викикĕнекесем


strelka3http://chuvash.org/lib - электрон вулавăш


strelka3http://gallery.chuvash.org/main.php - "Чăваш тĕнчи" сăн ÿкерчĕксен ярăмĕ


strelka3http://suvar.su/ - Тутарта тухса тăракан "Сăвар" хаçат


strelka3http://nesterjankas.ucoz.ru/ - Нестер Янкас пĕрлĕхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvshkola.ucoz.ru/ - Шкул ачисен сайчĕ


strelka3http://chuvlast.ucoz.ru/ - "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурсăн сайчĕ


strelka3http://kamal.3dn.ru/ - "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕн сайчĕ


Çапла, килĕштерсен, чунран савсан каччă хăш наци çынни пулни те, ют чĕлхепе калаçни те, мĕнле тĕне ĕненни те, еплерех йăла-йĕркене пăхăнса пурăнни те пĕлтерĕшлĕ мар. Шупашкарта çуралса ÿснĕ Анна Таллерова И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен 2009 çулта вĕренсе тухсанах аякри АПШна çул тытнă. Çур хваттерлĕх ĕçлесе илсен тăван тăрăха таврăнма ĕмĕтленнĕ, анчах шăпа ăна пачах урăх çулпа чуптарнă - 25-ри Анна чăн-чăн американпа çемье çавăрнă.

Чăваш Енĕн тĕп хулинче ÿснĕ чиперкке Америкăри пылак çимĕç лавккинче ĕçлеме тытăннă. Унăн хуçисем Раççей пикине çав тери килĕштернĕ, пурăна киле çывăх тăванĕн ывăлĕпе Стивенпа паллаштарма шантарнă. Çапла пĕррехинче, 2012 çулхи ака уйăхĕнче, вăл шăнкăравланă та Аньăна кинофильм курма каймашкăн йыхравланă. Çавăнтанпа вĕсем уйрăлман та - раштавăн 8-мĕшĕнче унти йăла-йĕркене пăхăнса туй кĕрлеттернĕ.

“Унта хĕрарăма хисеплеççĕ”

- Стивеншăн эпĕ - тĕнчери чи илĕртÿллĕ, чи чипер пике. Кун каçипех ырă сăмахсем каласа йăпатать, кăмăла çĕклет. Туслăх çирĕпленнĕ вăхăтра вăл мана ăçта кăна илсе çÿремерĕ-ши? Кафе-ресторана, кинотеатрсене, пысăк хуласене чĕнчĕ. Канфет-шăккалат фабрикинче менеджерта вăй хураканскер манпа сасă хăпартса калаçса курман. Тĕрĕссипе, американсем, пирĕн тăрăхри арçынсемпе танлаштарсан, хĕрарăма ытларах хисеплеççĕ, алă çинче çĕклесе çÿреме яланах хатĕр, - чунне уçрĕ АПШра 3 çул пурăнакан Аня.

Паллă ĕнтĕ, Шупашкар пики шкулта та, университетра та акăлчан чĕлхине вĕреннĕ, çапах ют çĕр-шывра унăн ку тĕлĕшпе йывăрлăхсем пулман-ши?

- Пулнă. Калаçу чĕлхине хăвăртах хăнăхрăм. Стивенпа çÿреме тытăнсан вăл эпĕ каланин 70 процентне çеç ăнланатчĕ. Ыттине вара карас телефонĕнчи ятарлă программа пулăшнипе куçаратчĕ. Çапах эпир, Раççейре пурăнакансем, “р” сасса хыттăнрах калатпăр, американсем вара кÿреннĕ е кăмăлсăр тесе шухăшлаççĕ, - сăмах çăмхине сÿтрĕ вăл. - Хăш-пĕр чухне йăлари ыйтусем тавра кăна мар, политикăпа философи çинчен те сăмах ваклас килет. Кун пек чухне упăшкампа иксĕмĕре пĕр-пĕрне туллин ăнланма йывăртарах. Апла пулин те халĕ вăл эпĕ пупленин 98 процентне тĕшмĕртекен пулчĕ.

Таллеровсем тăван тĕпренчĕкĕ çичĕ юта качча тухассине пĕлсен малтанах тĕлĕннĕ, çапах хĕрĕн кăмăлне хирĕç кайман. Амăшĕ Надежда Анатольевна çеç каярахпа мăнукĕсене пăхса пулăшаймасран пăшăрханнине систернĕ. Америкăри туя хĕрĕн çывăх çыннисем компьютерпа усă курса скайп урлă онлайн мелпе курнă.

- Аслă шкулта пĕрле ăс пухнисен йышĕнче АПШра пурăнакансем те пур: Инга Мукина - Нью-Йоркра, Настя Святова - Чикагăра. Вĕсене хĕр çумĕ пулма йыхравларăм, хаваспах килĕшрĕç. Унти йăлапа килĕшÿллĕн - çураçнă хĕр темиçе юлташ суйлама пултарать. Манăн хĕр тусăмсем кăвак тĕслĕ пĕрешкел кĕпе тăхăнчĕç. Çырăнтарас умĕн качча каякан пике çулне хĕр ача кĕл чечек сапса илемлетни, çав вăхăтра кĕвĕ янăраса кайни, хăнасем ура çине тăни килĕшрĕç. Пулас мăшăр патне хĕре ашшĕн çавăтса каймалла, анчах çывăх çыннăмсем АПШна пыраймарĕç. Мана алтарь умне пирĕн çĕнĕ çемьен лайăх тусĕ илсе пычĕ, - каласа кăтартрĕ Анна Платтнер Таллерова.

Анна Платтнер тенĕрен, Америкăра тин çуралнă ачан ячĕ çумне чăн ашшĕнне çыпăçтармаççĕ, хăйсен кăмăлне каяканнине суйлаççĕ. Ăна çын каярахпа татах улăштарма пултарать. Çемье çавăрнă чухне те хушамата е ашшĕ ятне урăххине йышăнма ирĕк пур. Шупашкар пики хушаматне хĕр чухнехинех хăварнă.

Çĕнĕ çынсем чуп-чуп уйăхне килтен аякра ирттернĕ: Анахайме хулинчи Диснейленда çитсе курнă, Майами хулинче каннă, хунямăшĕпе хуняшшĕ патĕнче хăнара пулнă.

- Стивенăн ашшĕпе амăшĕ мана шутсăр килĕштерчĕç, хăйсем чăн-чăн американсем пулин те ют çĕр-шыв хĕрне тиркемерĕç, пĕр-пĕринпе яланах ăшшăн калаçатпăр, - палăртрĕ çамрăк арăм.

Борщ, пельмень пĕçерсе çитернĕ

Ют çĕр-шывра йăла-йĕрке, тĕн кăна мар, апат-çимĕç те урăхла. АПШра тĕпленнисем ытларах чухне çурма фабрикатсемпе сăйланаççĕ. Анна Платтнер вара мăшăрне Раççей кухнипе паллаштарнă кăна мар, чылай апатне хатĕрлесе çитерме те ĕлкĕрнĕ.

- Упăшкам борщ, фаршланă пăрăç килĕштерет. Унсăр пуçне пельмень, “Оливье” салат янтăланăччĕ, вĕсене те кăмăлласа çирĕ. Анчах хĕрлĕ кăшманран тунă салата, тăварланă пулла, хура тул пăттине хапăл тумарĕ, - хавхаланса калаçрĕ Аня. - Эпĕ вара американсен апатне ниепле те хăнăхаймастăп. Вĕсем пылак çĕр улми хатĕрлеççĕ, сендвич юратаççĕ, стейк /ĕнен лайăх пиçмен ашĕ/ çиеççĕ. Ытларах чухне пахча çимĕçпе сăйланма тăрăшатăп. Чăваш Енри хура çăкăрсăр тунсăхлатăп. Çăвара хыпнă-хыпманах ирĕлсе каякан çăкăрăн тути çук.

Тĕрĕссипе, Шупашкар пики çуралнă тăрăхра пĕçерекен хура çăкăрсăр кăна мар, тăванĕсемсĕр те, хулари илемлĕ кÿлмексĕр те, Берендей вăрманĕнчи сукмаксăр та /университетăн çĕнĕ корпусне илсе çитерет вăл/ тунсăхлать. Юрать, Америкăра Чăваш Енпе çывăхлатакан пĕртен пĕр тавар пур. Пылак çимĕç сутăнакан лавккасенче Шупашкарти “Акконд” фабрика туса кăларакан кондитер изделийĕсене туянма пулать.

- Вĕсене хавхалансах илетĕп, мăшăрăма пылак çав çимĕçсене хамăн тăван хулара туса кăларнине кашнинчех калатăп. Стивен Чăваш Ен канфет-шăккалатне тутине çулла-çуллах çиет, - тĕлĕнтерчĕ Аня.

Çамрăк мăшăр пысăк ĕмĕтпе пурăнать. Тепĕр виçĕ-тăватă уйăхран, документсене хатĕрлесе çитерсен, вĕсем пирĕн республикăна хăнана килесшĕн. Ун чухне 28 çулти Стивен Раççейри ял-хула урамĕсенче шурă упасем çÿременнине, мĕн пур çын эрех ĕçсе йăваланманнине хăй куçĕпе курĕ.

Дмитрий Моисеев. Газета «Çамрăксен хаçачĕ». 2013.  8 февраля.

ruschuvashengfr 
 
vk yt twandr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia