chuv_banner

 

strelka3http://gov.cap.ru/chuv/ - Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă порталĕ


strelka3http://chuvash.org/ - Чăваш халăх сайчĕ


strelka3http://cv.wikipedia.org/ - Чăваш википедийĕ


strelka3http://hypar.ru/ - "Хыпар" хаçат сайчĕ


strelka3http://yumah.ru/ - Чăваш халăх пултарулăхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvlit.narod.ru/simple.html - Чăваш литература каталогĕ


strelka3http://cv.wikibooks.org - Викикĕнекесем


strelka3http://chuvash.org/lib - электрон вулавăш


strelka3http://gallery.chuvash.org/main.php - "Чăваш тĕнчи" сăн ÿкерчĕксен ярăмĕ


strelka3http://suvar.su/ - Тутарта тухса тăракан "Сăвар" хаçат


strelka3http://nesterjankas.ucoz.ru/ - Нестер Янкас пĕрлĕхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvshkola.ucoz.ru/ - Шкул ачисен сайчĕ


strelka3http://chuvlast.ucoz.ru/ - "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурсăн сайчĕ


strelka3http://kamal.3dn.ru/ - "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕн сайчĕ


Раштавăн 18-мĕшĕнче Леонид Якубович И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультечĕн студенчĕсемпе тĕл пулчĕ. Раççей халăх артисчĕ аслă шкулăн хисеплĕ докторĕн ятне тивĕçрĕ. Пулас журналистсен хушшинче Леонид Аркадьевич ертсе пыракан "Асамлă уй" телекăларăмра пулнă Виктория Захаровăпа Наталья Александрова сумлă хăнана ура çине тăрса сывлăх сунчĕç.

Студентсем Леонид Якубовича "Сочи-2014" паллине - мулкач теттене - парнелерĕç. Ăна журналистика факультечĕн 2-мĕш курс студентки Сильвия Петрова шухăшласа кăларнă-çке. Çакăн хыççăн çамрăксем хисеплĕ хăнана пĕр ыйту хыççăн теприне пачĕç. Мĕн çинчен калаçрĕç-ха тĕл пулура?

- 2004 çулта эсир "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партие кĕтĕр. Çакăн çинчен каласа парсамăр.

- Мана эпĕ парти членĕ пулнине хăйсемех пĕлтерчĕç. Çакна кĕтменччĕ те. Çамрăк чухне эпĕ комсомолецчĕ, мана çакă питĕ килĕшетчĕ. 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне урокран тухса тарсан шкултан кăларса ячĕç. Çĕпĕрте ĕçлесе пурăнтăм. Пурнăç кашни çынна шанăç парать, анчах унпа тĕрĕс усă курма пĕлмелле.

- Леонид Аркадьевич, эсир - 1-мĕш каналпа кăтартакан Савăнăçлисемпе тавçăруллисен клубĕн вăййисен жюри членĕ. Сирĕн юратнă ушкăн пур-и?

- Пĕрремĕшĕнчен, эпĕ телекурава çав тери кăмăлламастăп, сайра хутра çеç пăхатăп. Иккĕмĕшĕнчен, жюри членĕ тăтăшах пулмастăп. Ку Александр Масляковран килет. Юратнă ушкăн вара - "Уральские пельмени". Вĕсен "СТС"-па кăтартакан кăларăмĕсене сиктермесĕр пăхатăп. Тĕрĕссипе, залра пулса иртнине телекурав пĕтĕмпех çухатать. Ăмăрту вăхăтĕнче кулса вилмелле интереслĕ. Эпĕ "НТВ" тата "Discovery" телеканалсене пăхатăп, хĕрĕм Варвара вара темшĕн "вампирсемшĕн" каçăхса каять.

- Телевизор пăхмастăр тăк кĕнеке вулатăрах ĕнтĕ.

- М.Булгаковăн "Мастер и Маргарита" хайлавне пăхмасăр пĕлетĕп. Анчах вулама вăхăт çукрах. Кĕçех иккĕмĕш кĕнеке çырса пĕтеретĕп. Киносценари хатĕрлерĕм. Вулакансем вăл питĕ кулăшла пулнине пĕлтерчĕç.

- Ачасен телекăларăмĕсем пирки мĕн калаятăр?

- Унашкалли пур-им? Сăлтавĕ - реклама çукки. РФ Патшалăх Думин пĕр депутатне куçран пăхса: "Эсир - ухмахсем", - терĕм. Чăнах та, кĕçĕн çултисем валли нимĕнех те çук. Хальхи мультфильмсене те кураймăн. Анимацие мультфильм шутне кĕртместĕп. Иккĕмĕшĕ çеç ачасен шухăшлавне аталантарать. Телекăларăмсен 95 процентне радио хыпарлав теме пулать. Шăпăрлансен "Ăжик в тумане", "Пластилиновая ворона" мультфильмсене курмаллах.

- Эсир "Убить карпа" илемлĕ фильмра вылятăр. Тата ăçта курма пулать сире?

- Эпĕ - питĕ вăтанчăк çын. Хама кунĕн-çĕрĕн тиркетĕп. Мана нумай кинофильмра ÿкерĕнме сĕннĕ. Хирĕçлеттĕм, сăнара кирлĕ пек калăплаймассине пĕлетĕп, çавăнпа хам çырнă сценарири тĕп роле йышăнма та хатĕр мар. Паллă артистсем пек, тĕслĕхрен, Сергей Маковецкий евĕр, выляймастăп.

- Пирĕн университет çинчен мĕн калама пултаратăр?

- Студент чухнехи вăхăтран лайăхраххи нимĕн те çук. Чылай çул иртĕ, паян айванлăх пек туйăнакан япала каярахпа питĕ кирлĕ пулĕ. Кайран çамрăклăха аса илсе тунсăхлама пуçлатăр. Эпĕ - 67 çулта, халĕ сирĕн вырăна хаваспах кĕрсе ларăттăм. Çапах чунпа çамрăк пулсан та ÿт-пÿ урăхла... Кашнине лайăх учителе тĕл пулма сĕнетĕп. Пурнăçра ертсе пыракан тата хыççăн утакан кирлĕ.

- Сирĕн пурнăçри вĕрентекен кам вăл?

- Манăн кун-çулăмра вĕрентекен питĕ нумай пулнă. Римма Успенскаяна уйрăммăн палăртатăп. Вăл вырăс чĕлхипе литературине вĕрентетчĕ. Унăн ăсталăхĕ турăран пулнă. Л.Толстойăн "Война и мир" романне Ясная Полянăра час-часах вулаттăмăр. Хĕлле юр тасататтăмăр. Хамăн пĕрремĕш кĕнекене пичетлеме кайсан тĕп редактор: "Эсир мана ас тăватăр-и? Эпĕ Римма Николаевнăн ывăлĕ", - терĕ. Пурнăçăмра токарьте, электромеханикра, слесарьте ĕçлесе курнă, лекальщик пулма ĕмĕтленнĕ. Летчика та вĕреннĕ.

- Эпĕ телекуравра ĕçлесшĕн. Константин Эрнст асăрхатăр тесен мĕн тумалла-ши?

- Константин Львович пачах урăх шайри çын, çавăнпа нимĕн те тумалла мар. Хамăн 39 çулти ывăлăма та, 14-ри хĕрĕме те çапла калатăп: "Пĕрремĕш мар, чи лайăххи пулмалла!" Журналистăн кирлĕ информацие тупма пĕлмелле. Вăхăт пурне те вырăна лартать - малти ретрисемех хыçа юлма пултараççĕ.

- Ачалăхри асра юлнă самант пирки каласа парсамăр.

- Пĕчĕк чухне эпĕ сарă, кăтра çÿçлĕччĕ. 3-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра мана "Максимка" кинофильмри тĕп сăнара выляттарма палăртнăччĕ. "3" паллăпа вĕреннине пĕлсен илмерĕç.

- Каçарăр та, сирĕн ĕç укçи мĕн чухлĕ?

- Уйăхне 90 пин тенкĕ гонорар илетĕп. Унсăр пуçне сценарисем çыратăп, рекламăра ÿкерĕнетĕп, мероприятисене хутшăнатăп.

- ЮНЕСКО пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн чăваш чĕлхине пĕтсе пыраканнисен шутне кĕртнĕ. Кун çинчен мĕн шухăшлатăр?

- Чĕлхе - наци апат-çимĕçĕ, тумтирĕ пекех - халăх пуянлăхĕ. Ача тăван чĕлхепе пуплемест тĕк унăн пурнăçĕ пĕлтерĕшсĕр. Çакăн çинчен тарăн шухăшлатăп, нумай вулатăп. Сирĕн чĕлхе вара Шупашкар пекех таса та хитре.

Алена Тимкова. Газета «Çамрăксен хаçачĕ». 2012. 21 декабря.

 

ruschuvashengfr 
 
vk yt twandr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia