chuv_banner

 

strelka3http://gov.cap.ru/chuv/ - Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă порталĕ


strelka3http://chuvash.org/ - Чăваш халăх сайчĕ


strelka3http://cv.wikipedia.org/ - Чăваш википедийĕ


strelka3http://hypar.ru/ - "Хыпар" хаçат сайчĕ


strelka3http://yumah.ru/ - Чăваш халăх пултарулăхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvlit.narod.ru/simple.html - Чăваш литература каталогĕ


strelka3http://cv.wikibooks.org - Викикĕнекесем


strelka3http://chuvash.org/lib - электрон вулавăш


strelka3http://gallery.chuvash.org/main.php - "Чăваш тĕнчи" сăн ÿкерчĕксен ярăмĕ


strelka3http://suvar.su/ - Тутарта тухса тăракан "Сăвар" хаçат


strelka3http://nesterjankas.ucoz.ru/ - Нестер Янкас пĕрлĕхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvshkola.ucoz.ru/ - Шкул ачисен сайчĕ


strelka3http://chuvlast.ucoz.ru/ - "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурсăн сайчĕ


strelka3http://kamal.3dn.ru/ - "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕн сайчĕ


Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, 20 ытла кĕнеке авторĕ, 2 ача амăшĕ, 4 мăнукĕн кукамăшĕ, 7 шăпăрланăн мăн кукамăшĕ Валентина Элпи 100 çул тултарчĕ. Чăваш çыравçисенчен çак ÿсĕме çитекен пулман. Ку пулăм, паллах, историе кĕрсе юлĕ. Паллă çав кун чăваш халăх сăвăçи Валери Туркай ăна лаша кÿлсе тăрантаспа ярăнтарма шантарнăччĕ. Çав хăйне евĕрлĕх те халăх асĕнче юлĕччĕ. Шел, çанталăк сивĕтрĕ, çавна пулах ку шухăша пăрахăçлама тиврĕ. Çыравçăн мăнукĕсем тăхтама ыйтрĕç. “Мĕнех, çанталăк ăшăтма, тавралăх чĕрĕлме пуçласса кĕтĕпĕр”, - терĕ Валери Туркай. Ĕмĕтленни пурнăçа кĕтĕрччĕ.

Валентина Андреевна Тăвай районĕнчи Кивĕ Пуянкассинче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Вăтăртан иртсен тин çырма пуçланă вăл. Хăйĕн ĕçĕн пысăк пайне ачасене халалланă. Хĕрарăм Куславкка район хаçатĕнче, “Канаш” /хальхи “Хыпар”/ хаçатра, радиора вăй хунă. 32 килограмм ытла таякан диктофон туртса ял-ял тăрăх çÿренĕ. “Çынсем хăйсен сассине радиопа илтсен мĕнешкел савăннă ахăр”, - сăн-пичĕ çуталчĕ Валентина Андреевнăн. Хăш-пĕр çĕрте лашапа кĕтсе илни, ăсатса яни çинчен те каласа кăтартрĕ.

Унăн ĕçĕсене шкул программине кĕртнĕ, вырăсла, марилле куçарса пичетленĕ. Çыравçăн калав-повеçĕ тăрăх театрсенче спектакльсем хатĕрленĕ.

Ĕмĕрех халăх хушшинче ĕçленĕрен Валентина Элпи çав тери калаçма юратать. Çулла тĕл пулнăччĕ унпа, унăн кун-çулĕпе вулакансене те паллаштарнăччĕ. Ун чухнех хăнана чĕннĕччĕ çыравçă. Халĕ татах тĕл пултăмăр. “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçатран журналист килни пушшех хавхалантарчĕ ăна.

Çаплипех шÿтлет

Çак куна çыравçăн тăванĕсем те, унăн пултарулăхне сума сăвакансем те чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Кĕреке хуçи патша майрине аса илтерчĕ. Чăваш халăх юррине тăсса ячĕ вăл. Ташă та пуçласшăнччĕ те, кăшт тăхтарĕ. Валентина Элпи хăйне аван туять. “Нумай çÿресен кăна ура ыратать”, - палăртать хĕрарăм. Телекурав, радио, хаçат журналисчĕсем вăрах калаçтарчĕç ăна. Ачалăхне, çамрăклăхне, пултарулăхри пуçламăш утăмсене аса илчĕ çыравçă. Çак вăхăт ĕмĕрлĕхех унăн ăс-тăнĕнче çырăнса юлнă. “Манăн шĕвĕр пÿрне, чăнах, ашкăнчăк. Нÿхрепрен пыл, хăйма вăрланă вăл. Хам юрать ун хыççăн кукăр-макăр çулпа кайман”, - шÿтлесе те илет ĕмĕр çынни. Ун чухне ашшĕ-амăшĕ пепкисене пылпа хăймана хутран-ситрен çеç ас тивтернĕ. Пан улми сачĕ çулсеренех çимĕç панă. Ăна та кăмакара пĕçерсе ачисене çитернĕ.

20 çухрăмри шкула вĕренме çÿрени те Валентина Элпин сывлăхне çирĕплетме пулăшнă паллах. “Çак тарана ишсе çитрĕм. Çавăн чухлĕ пурăнасса шухăшламан та. Çынпа ятлаçса курман. Мана тăвансем те, юлташсем те пăрахмаççĕ”, - çирĕплетет çыравçă.

Польшăран килсе çитнĕ

Валентина Андреевнăн кĕçĕн хĕрĕ Польшăра тĕпленнĕ. Çулсеренех амăшĕ патĕнче хăналанать вăл. Аза Кузьминична пĕлтĕр кĕркунне Шупашкара килнĕччĕ. Халĕ татах çула тухма вăхăт тупнă. Пĕччен те мар, хĕрĕпе, мăнукĕпе килсе çитнĕ тăван тăрăха. Сăмах май, мăнукĕн Ирэнăн ывăлне Мачэка Валентина Элпи пĕрремĕш хут курать. Ку та - пысăк савăнăç. “Парне тăвас терĕмĕр. Çемйи ăна чунран юратнине туйтăр”, - ăнлантарать Аза Кузьминична. Чăнах, кашни амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкне пĕр вĕçĕм кĕтет…

“Анне çумĕнче иртнĕ пĕтĕм пурнăç куç умĕнче. Ача чухне ытларах вулама хистетчĕ. Çавăнпах пушă вăхăт тупăнсанах алла кĕнеке тытаттăм. Шкулта та: “Нумай вулать-пĕлет”, - тетчĕç ман пирки. Çула тухсан та вăйă выляттаратчĕ вăл. Паллă çыравçăсен, поэтсен ĕçĕсене ыйтатчĕ. Пĕлÿ шайне тĕрĕслени, паллах, кайран пулăшнă. Хамăн ачасемпе те çакнашкал вăйă йĕркеленĕ.

Пĕрре гонорар илсен вăл пире Ялтăна илсе кайнăччĕ. Унта сумлă çыравçăсемпе курнăçнă. Çавăн чухнех анне хăйĕн юлташĕпе Галина Карпенкăпа паллаштарнăччĕ. Кайран та унпа çыхăнăва татман. Çыравçă Мускавра пурăнатчĕ. Шăпах вăл мана полиграфи институтне вĕренме кĕме сĕнчĕ.

Ывăл та чăваш çĕрне тÿрех килĕштерчĕ. Пĕррехинче хĕлле юлташсем спортбазăна чĕннĕччĕ. Ачасемпе пĕрле çуранах Атăл урлă каçрăмăр. Унта мунча хутнăччĕ. Адама тĕлĕнтерме çăмăл мар. Хăйхи çав мунча унăн кăмăлне кайнă. “Хальччен нимĕн те çакнашкал киленÿ кÿмен мана”, - пытармарĕ вăл”, - тет Аза Кузьминична.

Ачисене вĕрентессишĕн тăрăшнă

Çыравçăн тепĕр хĕрĕ Дина Новикова кĕçех 80 çул тултарать. Хĕрарăм йывăр чирленĕ, çавăнпах амăшĕ пурăнакан 4-мĕш хутри хваттере çуран хăпарма кансĕр ăна. “Хĕрĕмсем хыçалтан тĕревлесе те тĕксе пыраççĕ”, - палăртать вăл.

Валентина Андреевнăн аслă хĕрĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи терт-нушана аса илчĕ. Çын хваттерĕнче укçалла пурăнни çинчен каласа кăтартрĕ. “Анне 12-шер сехет ĕçлетчĕ. Йăмăк манран 9 çул кĕçĕнрех. Ăна пăхма лекетчĕ. Азочкăна ача садне леçеттĕм, апат пĕçереттĕм.

Карточкăпа çăкăр илме вăрăм черетре тăраттăмăр. Хĕрлĕ, хура карточкăпа столовăйра апатланни те асрах.

Анне пире иксĕмĕре те Мускавра вĕрентессишĕн çине тăрса ĕçленĕ. Унăн сывлăхĕ çирĕп. Çапах та 10 çул каялла аварие лекни йĕр хăварчĕ. Пуçĕпе çапăннăран хăш-пĕр пулăм манăçнă”, - каласа кăтартать аслă хĕрĕ.

Унпа мухтанаççĕ

“Пирĕн кукамай чăнах та маттур. Кил таврашĕнчи ĕçсене хăех тума пултарать. Эпир пулăшатпăр паллах. Куллен ун патне çитсе килетпĕр.

Пенси хăйне пурăнмалăх çитет. Пире те укçа енчен пулăшасшăн вăл.

...Çулсеренех хăйĕнпе пĕрле пултарулăх çуртне илсе каятчĕ. Хура тинĕс хĕррине каймашкăн та путевка паратчĕç ăна. Пире те хăйĕнчен хăварман. Анчах унта та йĕркеллĕ канма памастчĕ. Хăй ялан çыратчĕ, пире хамăр патри, ют çĕр-шыври писательсен кĕнекисене вулаттаратчĕ. Çирĕп ыйтатчĕ тата. Йĕркене пăхăннине юрататчĕ. Çакăншăн та ăна тав тăватпăр”, - теççĕ мăнукĕсем. Тăванĕсем унпа тивĕçлипех мухтанаççĕ.

Валентина Андреевнăна ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, Профессионал писательсен пĕрлĕхĕн пуçлăхĕ Сергей Павлов, Пенси фончĕн, хула администраци ĕçченĕсем саламларĕç. Вадим Петрович РФ Президенчĕн Владимир Путинăн саламне тата ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Тав çырăвне вуласа пачĕ.

Çыравçăн çуралнă кунне татах çапла сумлă паллă тăвасчĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА. Газета «Чăваш хĕрарăмĕ». 2013. 2 февраля.

ruschuvashengfr 
 
vk yt twandr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia