chuv_banner

 

strelka3http://gov.cap.ru/chuv/ - Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă порталĕ


strelka3http://chuvash.org/ - Чăваш халăх сайчĕ


strelka3http://cv.wikipedia.org/ - Чăваш википедийĕ


strelka3http://hypar.ru/ - "Хыпар" хаçат сайчĕ


strelka3http://yumah.ru/ - Чăваш халăх пултарулăхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvlit.narod.ru/simple.html - Чăваш литература каталогĕ


strelka3http://cv.wikibooks.org - Викикĕнекесем


strelka3http://chuvash.org/lib - электрон вулавăш


strelka3http://gallery.chuvash.org/main.php - "Чăваш тĕнчи" сăн ÿкерчĕксен ярăмĕ


strelka3http://suvar.su/ - Тутарта тухса тăракан "Сăвар" хаçат


strelka3http://nesterjankas.ucoz.ru/ - Нестер Янкас пĕрлĕхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvshkola.ucoz.ru/ - Шкул ачисен сайчĕ


strelka3http://chuvlast.ucoz.ru/ - "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурсăн сайчĕ


strelka3http://kamal.3dn.ru/ - "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕн сайчĕ


Пурнăç çулĕ ăна унталла та, кунталла та туртать. Тăхăр вунна çитрĕ ĕнтĕ, çаплах хăш çулĕ ырăраххине пĕлмест. Иккĕшĕнпе те харăсах утма тăрăшать, мĕншĕн тесен хăй такăрлатакан чунран кăмăллать. Педагог пулас ĕмĕтпе Патăрьелти педагогика училищинче, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче /халĕ университет/ вĕреннĕ. Шкул ачисене ăс панă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче журналистсем хатĕрлессине пуçарнă. Нумай ĕçлет-и вăл кунта, сахал-и?

Тусăма, Муркаш район пикине Татьяна Раевскаяна, сăмах паратăп. Журналистика факультетĕнчен вăл пĕлтĕр вĕренсе тухрĕ.

- Иван Яковлевич профессор çинчен эпĕ хăйĕнпе тĕл пуличченех нумай илтнĕ. Таса кăмăл-туйăмлă, ырă та ăшă чун-чĕреллĕ çын вăл. Ара, пирĕн пĕтĕм çемье ун патĕнче вĕреннĕ. Аннем Ирина Валентиновна Шетмĕпуç шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентет. Мăн акка Галина Ендерова Шупашкарта тĕпленнĕ. Аппам Марина Казакова Мускавра вăй хурать. Професси пĕлĕвĕ илме вĕсене виççĕшне те Иван Яковлевич пулăшнă. Ун патĕнче ăс пухнисен шутĕнче пирĕн çемьерен эпĕ тăваттăмĕш пултăм.

Чăнах та, кама кăна вĕрентсе кăларман-ши профессор? Миçе журналиста аслă çул çине кăларман?

- Пурнăçпа тан утма тăрăшăр, тавра курăма куллен анлăлатăр. Мĕн пĕлнипе ан çырлахăр, çĕннине шырăр. Журналистăн темĕн çинчен те çырма пултармалла, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, - çапла каласа ăсатать Иван Яковлевич вĕренсе тухакансене. Факультетри вĕрентÿ ĕçне ăслăлăх тĕпчевĕпе тачă çыхăнтарать. «Чăваш АССРĕнчи ĕçялкорсен массăллă рейчĕсем» /1983/, «Чăвашсен малтанхи публицисчĕсем» /1987/, «Чувашскому книжному издательству - 75 лет» /1995/, «Зарождение, развитие публицистики и журналистики в Чувашии» /1999, тепĕр авторпа пĕрле/ кĕнекесене студентсем те, ытти вулакан та ырласа кĕтсе илчĕç. Профессор аслă çутта кăларуçă Иван Яковлев пултарулăхне пайтах тĕпчерĕ: «Литературно-публицистическая деятельность чувашского просветителя И.Я.Яковлева» /1980/, «И.Я.Яковлев - публицист» /1990/, «Публицистика на службе чувашскому народному делу» /2003/, «Свет яркой звезды» /2008/ тĕпчевĕсем патриарх пултарулăхне тĕплĕнрех пĕлме май пачĕç. Çакна та палăртмалла: «Зарождение, развитие публицистики и журналистики в Чувашии», «Литература енĕпе редакцилесси: практикум», «Верно служило ему и перо», «И.Я.Яковлев - публицист», «Чăвашсен малтанхи публицисчĕсем» тĕпчевсене вĕренÿ кĕнекисем тесе шутламалла.

Иван Яковлевич тĕпчев ĕçне студентсене те явăçтарать. Акă нумаях пулмасть Марина Краснова студенткăпа пĕрле «Верно служило ему и перо» тĕпчев пичетлесе кăларчĕ. Т.Н.Николаев-Хурин публицистикăри еткерĕ çинчен вăл. Ку тĕпчев 1906-1907 çулсенчи «Хыпарăн» политика сулăмĕ çине урăхларах куçпа пăхтарать.

Ăсчах çак кунсенче «Литература тĕрĕслевĕ» дисциплинăпа лекцисен конспекчĕсене пичетлеме тăратрĕ. Ку кăларăм çывăх вăхăтрах вĕренÿ кĕнеки пулса тăмалла. «Публицистикăпа илемлĕ литература чĕлхине вăйлатмалли мехелсем» брошюра хайласси вĕçленсе пырать. Ăсчах ертсе пынипе студентсем чăваш журналистикин историйĕн хрестоматине пичетлеме хатĕрлеççĕ.

Ăсчах чунĕ ăслăлăх сунталне туптассипе çырлахман. Илемлĕ литература енне те туртăннă. Яшлăх çулĕсенче вăл юрату çаврăмĕсем хайланă, фронтри окопсенче тамаланă сăвăсенче тăшмана парăнтарассине мала тăратнă, Çĕнтерÿ парачĕ пуласса шантарнă.

Вăрçă хыççăн вара темиçе çуллăха тăлмач ĕçне кÿлĕннĕ. Студентсемпе пĕрле тутар писателĕн Кави Наджмин «Çурхи çилсем» романне чăвашла куçарса пичетленĕ. Николай Котышăн «Чайка» хайлавне куçарса Валентина Терешковăна парнеленĕ. Йывăр пулсан та Лев Толстойăн трилогине чăвашла куçарса «Ача чухнехи. Çамрăклăхпа яш ĕмĕр» ятпа пичетленĕ. Калавсем те хайланă. Вĕсене «Çыхман çапă шăпăр мар», «Юратусăр телей çук» кĕнекесенче кун çути кăтартнă. «Вĕсем виççĕн çеç юлчĕç» романăн икĕ кĕнеки виçĕ хут пичетленчĕ ĕнтĕ. Виççĕмĕш кĕнекин уйрăм сыпăкĕсем пичетре курăнкалама пуçларĕç. Автор вăрçă вучĕ витĕр тухнă. Ĕмĕр тăршшĕпех халăхра çÿрекен халапсене пуçтарса çырчĕ. Вĕсем «Пăлхар-чăваш паттăрĕсем» ятпа лавккасен çÿлĕкĕсем çине паян-ыранах тухса выртĕç. Автор икĕ кĕнекине вырăсла куçарса пичетлеме ĕмĕтленет.

Лидия Филиппова. Газета «Çамрăксен хаçачĕ». 2013. 25 января.

ruschuvashengfr 
 
vk yt twandr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia