chuv_banner

 

strelka3http://gov.cap.ru/chuv/ - Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă порталĕ


strelka3http://chuvash.org/ - Чăваш халăх сайчĕ


strelka3http://cv.wikipedia.org/ - Чăваш википедийĕ


strelka3http://hypar.ru/ - "Хыпар" хаçат сайчĕ


strelka3http://yumah.ru/ - Чăваш халăх пултарулăхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvlit.narod.ru/simple.html - Чăваш литература каталогĕ


strelka3http://cv.wikibooks.org - Викикĕнекесем


strelka3http://chuvash.org/lib - электрон вулавăш


strelka3http://gallery.chuvash.org/main.php - "Чăваш тĕнчи" сăн ÿкерчĕксен ярăмĕ


strelka3http://suvar.su/ - Тутарта тухса тăракан "Сăвар" хаçат


strelka3http://nesterjankas.ucoz.ru/ - Нестер Янкас пĕрлĕхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvshkola.ucoz.ru/ - Шкул ачисен сайчĕ


strelka3http://chuvlast.ucoz.ru/ - "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурсăн сайчĕ


strelka3http://kamal.3dn.ru/ - "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕн сайчĕ


«Хура шăлавар тăхăннă çын, килти ĕçсене хăех пурнăçлакан, ялан апат çиекен», - 4-5 çулти шăпăрлансем студента çавăн пек кураççĕ-мĕн. Студентсене халалланă уявра кăтартнă видеора шăпах çапла хуравларĕç вĕсем.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче иртнĕ Студентсен фестивальне Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

«Çамрăксем - пирĕн пуласлăх. Эпир сире малалла та çакăн пек хавхалантарса пырăпăр!» - уявпа саламланă май шантарчĕ студентсене Михаил Васильевич. Пултарулăхра, ăслăлăхра, спортра палăрса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ Татьянăсене алă тытсах саламларĕ вăл. Вун иккĕн тухрĕç вĕсем сцена çине - вун икĕ чипер те маттур, пултаруллă та хастар Татьяна. Ятарлă стипендие тивĕçнĕ ытти çамрăка ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Всеволод Агаков, Чăваш Республикин Кикбоксинг ассоциацийĕн президенчĕ Алексей Соловьев саламларĕç, сертификатсем пачĕç.

- Сертификата Михаил Васильевич аллинчен илни, паллах, мăнаçлантарать те, çав хушăрах малалла тата тăрăшуллăрах пулма хистет, - йăл кулсан та пăлханнине пытараймарĕ Таня Курчина. Вăл Шупашкарти политехнологи институчĕн 6 курс студенчĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине пĕрремĕш хут тивĕçнĕ.

- Студентсен кунне, ятăм унпа çыхăннă пулсан та, ятарласа нихăçан та уявламан. Кăçалхи вара асра юлчĕ, - юлташĕсен хушшинче çухаличчен хуравлама ĕлкĕрчĕ чиперкке.

ЧПУ культура керменĕнчи уяв, республика аслă шкулĕсенче вĕренекен пултаруллă çамрăксене пĕр кăшăла пухнăскер, малалла тăсăлчĕ. Студентсене ача-пăча пултарулăх çурчĕн шăпăрланĕсем хаваслă ташăпа савăнтарчĕç. Студентсем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Фестиваль «Çăлтăрсен ушкăнĕн ташшипе» вĕçленчĕ.

Валентина Элиме. Газета «Чăваш хĕрарăмĕ». 2013. 26 января.

ruschuvashengfr 
 
vk yt twandr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia