gripp
el un k
pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
dost
ze_in
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
rus
zozh 2015 2
nzpti 2
kb
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy

Чăваш Енре кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççей Студенчĕсен кунне уявларĕç. Паллă çак пулăма халалласа вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕç. Паллах, Татьянăсем пирки те манмарĕç. Çветтуй Татиана студентсен хÿтĕлевçи шутланать-çке. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вара ĕнер Студентсен пуçарăвĕсен фестивалĕ иртрĕ. Унта республикăри вĕренÿ заведенийĕсенче наука чулне «кăшлакан» 800 ытла хĕрпе каччă хутшăнчĕ. Хастарсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшне 2005 çултанпа официаллă майпа Раççей Студенчĕсен кунĕ пек уявлаççĕ. Тĕне ĕненекенсем вара ун чухне çветтуй Татианăна, Христос вĕрентĕвне тĕпе хурса чухăнсене пулăшнăскере, ыр кăмăллăх ĕçне хутшăннăскере, асăнаççĕ. Елизавета Петровна императрица 1755 çулта шăпах çак кун "Мускав университетне йĕркелесси çинчен" Указа алă пуснă. 1791 çулта аслă шкулăн сулахай флигелĕнче хĕн-асап тÿснĕ Татиана ячĕпе чиркÿ уçнă, унта студентсем çветтуйран пулăшу ыйтнă, кĕлĕ вуланă, хорта юрлакансем те пулнă. XIX ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче Татьяна кунĕ официаллă мар пулин те студентсен кунне çаврăннă. Шăп çав вăхăталла каникул пуçланнă, ку пулăма вĕренекен хĕрсемпе каччăсем питĕ шавлă паллă тунă. Кăрлачăн 25-мĕшĕнче ирхине университетра савăнăçлă пуху иртнĕ, унта тивĕçлисене награда панă, салам сăмахĕсем янăранă. Çак праçнике малтан Мускавра çеç уявланă, кая­­рахпа - ытти çĕрте те.

Михаил Игнатьев фестивале пухăннисене саламланă май ку уява паян тĕрлĕ çĕрте вĕренекенсем çеç мар, тахçан студент пулнисем те кăмăлланине палăртрĕ.

- Çамрăксен яланах малта пулма тăрăшмалла, мĕншĕн тесен çĕр-шыв пуласлăхĕ - сирĕн алăра. Мал ĕмĕтлисем кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пултараççĕ. Эпир çамрăксене чăнласах та шанатпăр, çак сăмахсене эпĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура та палăртнăччĕ. Патшалăхăн тĕп тĕллевĕ - хĕрсемпе каччăсене тĕрлĕ енлĕн аталанмашкăн тивĕçлĕ условисем туса парасси, çапла майпа вĕсем каярахпа Раççее тата тăван Чăваш Ене вăйлăрах тума пултараççĕ, - терĕ Михаил Васильевич.

Унтан Михаил Игнатьев сцена çине тухнă 12 Татьянăна Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятарлă стипендийĕн свидетельствине пачĕ. Çак пикесем хитре çеç мар, хастар та пултаруллăS вĕсем вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тунипе пĕрлех республика тата Раççей шайĕнчи конкурссенче малти вырăнсене йышăнаççĕ, спорт ăмăртăвĕсенче çĕнтереççĕ, ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнаççĕ, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Татьянăсене хăйсен уявĕнче чыслани, Чăваш Ен Пуçлăхĕ алă тытсах саламлани хĕрсемшĕн чăнласах та пысăк парне пулчĕ.

ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов студентсене уявпа тата каникул пуçланнă ятпа саламларĕ. Вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендийĕн лауреачĕсене - общество хастарĕсене - свидетельство пачĕ. Республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсен ректорĕсен Канашĕн председателĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Всеволод Агаков Раççей Студенчĕсен кунне ăс-тăн, пултарулăх тата илем уявĕ тесе палăртрĕ. Фестивале килнисене çавăн пекех Раççей Федерацийĕн кикбоксинг енĕпе спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, ЧР Кикбоксинг ассоциацийĕн президенчĕ Алексей Соловьев, "Мегафон" компанин республикăри уйрăмĕн директорĕ Елена Исайкина саламларĕç, çамрăксене яланах хастар та пуçаруллă пулма сĕнчĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Газета «Хыпар». 2013. 26 января.

 

 

 

ruschuvashengfr 
 
vk tv Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia