Хальхи вăхăтра флеш-моб анлă утăмсемпе пирĕн пурнăçа кĕрсе пырать. Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче шăпах çакăн пек пулăма асăрхарăмăр. Чăваш филологийĕпе культура факультечĕн пĕрремĕш курс студенчĕсем активлă хутшăнчĕç çак мероприятие. Вĕсен пултарулăх ертÿçи И.И. Иванов доцент çул кăтартса йĕркелесе пычĕ уява. Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 123 çул çитнине халалланă çак пулăма.

Катаран каç килсен каçхи кунăн мĕлки…

Çак сăвă йĕркисенчен пуçларĕ хăйĕн сăмахне Çеçпĕл  Мишши. «Чим-ха, поэтăмăр çĕре кĕнĕ-çке», - текен шухăш пырса çитрĕ. Унтан, витĕререх пăхсан çеç, Çеçпĕл пулманнине асăрхатăн. Пĕрремĕш курс студенчĕ – Владислав Московцев иккен. Сăн-питĕнчен те касса лартнă Çеçпĕл., тыткаларăшĕ унăнах тейĕн. Студентсем Çеçпĕл сăввисене вуласа пĕтерсен, факультет деканĕ, В.Г.Родионов профессор, сăмаха малалла тăсрĕ.  Малтанах çакăн пек чаплă уяв туса парса чуна савăнтарнăшăн тав сăмахĕ каларĕ. «Çеçпĕл Мишши чăваш пурнăçĕшĕн хĕрÿ çуннă поэт», – терĕ профессор. Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ В.А. Иванов профессор Çеçпĕл пурнăçĕнчи пĕр тапхăр пирки каласа пачĕ. «Çеçпĕл Мишшие халалласа 20 çул каялла Теччĕ районне йĕлтĕрпех кайса килнĕччĕ», – тесе палăртса хăварчĕ В.А. Иванов.

«Ăмăтр кайăк вĕçет ай тÿпере» юрра вĕрентекенсемпе пĕрле курма пухăннă студентсем те шăрантарчĕç. Çакăнпа вĕçленчĕ пирĕн пĕчĕк уяв – хальхилле каласан флеш-моб.

Надежда Васильева
ЧПУ студентки.

ruschuvashengfr 
 
vk yt twandr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia