el un k
pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
dost
ze_in
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
rus
zozh 2015 2
nzpti 2
kb
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy

Паян, октябрĕн 27-мĕшĕнче, Чăваш наци конгресĕ йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине палăртаççĕ. Çав ятпа Чăваш Республикинчи аслă шкулсен ректорĕсен Канашĕн председателĕ,  И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ  В.Г. Агаков профессор саламлать: 

Чăваш наци конгресĕн Президентне Г.Н. Архипова

Хисеплĕ Геннадий Николаевич!

И.Н.Ульянов ячĕллĕ  Чăваш патшалăх университетĕнчи  вĕренекенсен, сотрудниксен,профессорсемпе преподавательсен ячĕпе Сире тата Эсир ертсе пыракан Чăваш наци конгресĕн хастарĕсене ЧНК 20 çул тултарнă ятпа чĕререн саламлатăп.

Тăван халăхăн пуян историйĕнче Чăваш наци конгресĕ хăйĕн пысăк ĕçĕсемпе кĕске вăхăтрах тарăн йĕр хăварма пултарчĕ. Чăваш халăхĕн пĕрлĕхне упрама, тавра курăмне аталантарма, наци туйăмне вăйлатма ЧНК юлашки 20 çул хушшинче нумай тăрăшрĕ. Тĕрлĕ регионсенчи диаспорасем валли çĕнĕ хаçат-журнал, теле–, радиоканал çуралчĕ, культурăпа автономи  центрĕсем ĕçлеме пуçларĕç, çине–çинех акатуйсем иртрĕç, тăван сăмахпа  кĕнеке тухрĕ. Уйрăмах шкулсенче чăваш чĕлхипе  литературине вĕрентес ĕç анлă сарăлнине палăртма кăмăллă. Çакна тума Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă специалистсем хастар хутшăнни пире уйрăмах савăнтарать. Чăваш журналисчĕсем, писателĕсем, учителĕсем чăвашлăх ĕçне хастар хутшăнаççĕ, тăван халăхăн культурипе историне упраса хăварас тата традицийĕсене  аталантарас тĕллевпе хăйсен вăйне шеллемесĕр тăрăшаççĕ. Вĕсен ĕçне–хĕлне ЧНК тивĕçлипе йĕркелесе пырать, кирлĕ вăхăтра хавхалантарма  пĕлет.

Чăваш наци конгресĕн хастарĕсене малашне те çакăн пекех маттур пулма, çĕнĕрен те çĕнĕ   шухăшсене пурнăçа кĕртме çирĕп вăй-хал, иксĕмли ăс-тăн  тата пултарулăх сунатăп. Пирĕн туслă çыхăнусем малашне те çирĕпленсе пырасса шанатăп, пĕрле туса ирттернĕ ĕçсемшĕн чĕререн тав тăватăп.

В.Г. АГАКОВ,  Чăваш Республикинчи аслă шкулсен ректорĕсен Канашĕн председателĕ,   И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ,   профессор.

Похожие материалы

ruschuvashengfr 
 
vk tv Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia