el un k
pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
dost
ze_in
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
rus
zozh 2015 2
nzpti 2
kb
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, 1967 çулта Мускав энергетика институчĕн Атăлçи филиалĕн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕскер, нумай профильлĕ аслă шкул. 45 çул хушшинче кунтан тăхăр вун пине яхăн специалист вĕренсе тухнă. Университетăн кулленхи ĕç-хĕлĕ, çитĕнĕвĕсем тата малашнехи тĕллевĕсем пирки Всеволод АГАКОВ ректорпа калаçрăмăр.

  • Всеволод Георгиевич Агаков ректор.

- Етĕрне районĕнчи Çуткасси ялĕнче 1949 çулта çуралнă.

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕн канашçи, Чăваш Енри аслă шкулсен ректорĕсен Канашĕн председателĕ, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн вĕрентÿ тата наука комитечĕн эксперт канашĕн членĕ.

- Физика-математика наукисен кандидачĕ, профессор. ЧПУ тава тивĕçлĕ профессорĕ, ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн аслă професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

- 1987 çултанпа аслă математика кафедрин ертÿçи. 1991-1993 çулсенче - инженерсене хатĕрлекен факультет деканĕ. 1993-2007 çулсенче - халăхсен хушшинчи çыхăнусен проректорĕ. 2008-2009 çулсенче - вĕрентÿ проректорĕ. 2010 çулхи кăрлач уйăхĕнчен - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ.

- 200 ытла ăслăлăх, вĕренÿ тата методика ĕçĕсен авторĕ /çак шутра 30 ытла монографипе вĕрентÿ пособийĕ/.

- Всеволод Георгиевич, университет пĕлтерĕшне мĕнре куратăр?

- Кирек епле аслă шкула специалистсен ăсталăхне, наука тĕпчевĕсен шайне тата унтан вĕренсе тухакансен пĕлÿ пахалăхне кура хаклаççĕ. Ĕç рынокĕ ыйтакан, конкуренцие парăнтарма пултаракан чăн-чăн профессионалсене хатĕрлесси - университетăн кăткăс, нумай енлĕ, пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ пулса тăрать. Вузăн вун тăхăр факультет, виçĕ филиал /Улатăр, Канаш хулисенче, Патăрьелте/, Хусан тата Стерлитамак хулисенче представительствăсем пур. Бакалавриатăн тата магистратурăн çĕр çирĕм пĕр специальноçĕпе вун ултă пине яхăн студент вĕренет. Аспирантурăра - аллă, докторантурăра вун тăватă тĕрлĕ специальноçпе хатĕрлеççĕ. Кандидат тата доктор диссертацийĕсене хÿтĕлес енĕпе ятарлă ултă канаш ĕçлет. Ют çĕр-шывсенчи аслă шкулсемпе тата наука учрежденийĕсемпе тачă çыхăну йĕркеленнĕ. Тĕнчери çирĕм пилĕк фондпа, университетпа, организаципе, çĕр-шыври 400 яхăн предприятипе пĕрле ĕçлеме килĕшсе татăлнă. Хальхи вăхăтра хĕрĕхе яхăн çĕр-шывран виç çĕр ытла студент, аспирант, клиника ординаторĕ т.ыт.те университетра пĕлĕвне, ăсталăхне ÿстереççĕ.

Аслă шкулăн тĕп сыпăкĕсенчен пĕри преподаватель пулнине чунпа туятăп. Студент университета тивĕçлĕ пĕлÿ илме килет. Çирĕп ыйтакан, ырă сунакан вĕрентекен ăна пулас професси патне çул хывма пулăшать. Вĕрентÿ юхăмне пин те утмăл ултă преподаватель, çав шутра наукăсен çĕр вун тăватă докторĕ, улт çĕр ытла ăслăлăх кандидачĕ, тытса пырать.

Чăваш патшалăх университечĕ пурнăç уттинчен юлмасть. Юлашки икĕ çулта вунă çĕнĕ специальноçпа /«Фармаци», «Инноватика», «Органика япалисен хими технологийĕсем» т.ыт.те/ хатĕрлеме пуçланă. Инноваци ĕç-хĕлĕ курăмлă аталанать. Хальхи вăхăтра инновацин пилĕк пĕчĕк предприятийĕ ĕçлет. Пирĕн çамрăк тĕпчевçĕсем тĕрлĕ конкурса хутшăнса çĕнтереççĕ. Çĕнĕ проектсем вăя кĕреççĕ. Тĕслĕхрен, медицина факультечĕн студентки О.Мельникова рецепчĕпе кăларнă «Петровский» çăкăра, кальципе пуянлатнăскере, Шупашкар лавккисенче туянма пулать. Сăмах май, авăн уйăхĕн вĕçĕнче О.Мельникова тата С.Ленштван Раççейри çамрăк тĕпчевçĕсен конкурсĕнче çĕнтерсе миллионшар тенкĕ илме пултарчĕç.

- Кăçал вĕренме килнĕ студентсен пĕлÿ шайĕ тивĕçтерет-и? Наука-педагогика кадрĕсене хатĕрлесси мĕнле пурнăçланать?

- Университетран 2012 çулта 3518 çын вĕренсе тухрĕ. Куçăмлă майпа вĕреннĕ кашни пиллĕкмĕш студент «хĕрлĕ» диплом илчĕ. Кăçалхи абитуриентсенчен /кăнтăрлахи уйрăма вĕренме кĕнисенчен/ кашни çиччĕмĕшĕ шкултан медальпе килнĕ. Ку 1 курс студенчĕсен пĕлÿ шайне хаклама пулăшакан чи паха кăтарту. Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант: кăçал куçăн-куçăн мар вĕрентĕве чылай аталантартăмăр. Пĕтĕмпе университета тата унăн филиалĕсене 4 пин ытла çынна вĕренме илнĕ.

Хальхи вăхăтра университетра виç çĕр аллă аспирант, вун сакăр докторант, наука кандидачĕн степенĕн çĕр те икĕ соискателĕ тата наука докторĕн степенĕн пилĕк соискателĕ вĕренеççĕ. Бюджет вырăнĕсене çитмĕл тăхăр интерна тата çĕр вун пилĕк ординатора илнĕ. РФ Вĕрентÿ тата наука министерствине аспирантурăн вăтăр виçĕ специальноçне уçма документсем тăратнă. Докторантурăн вун пилĕк специальноçне уçас тĕлĕшпе хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Университетăн диссертаци канашĕсенче кăçал çирĕм тăватă диссертаци ĕçне хÿтĕленĕ. Хальхи вăхăтра виçĕ диссертаци канашĕн /иккĕшĕ - техника, тепри филологи наукисен/ полномочийĕсене çирĕплетнĕ. Тата виççĕшĕн /истори, философи тата экономика наукисен/ докуменчĕсене Раççей Вĕрентÿ министерстви çитес вăхăтра пăхса тухĕ. Университет ЧППУпа пĕрле педагогика тата биологи наукисен пĕрлештернĕ диссертаци канашĕсен учредителĕ. ЧПУн 15 профессорне ытти организацире йĕркеленĕ диссертаци канашĕсен йышне кĕртнĕ.

- ЧПУ студенчĕсен тата çамрăк ученăйсен наука тĕпчев ĕç-хĕлне мĕнле йĕркеленĕ?

- Раççейри кашни аслă шкулах кун пеккипе мухтанма пултараймасть: университетра 1967 çултанпах Студентсен ăслăлăх обществи /СĂО/ ĕçлет. Вăл çулсерен пысăк конференцисем йĕркелет, студентсен ĕçĕсен пуххисене пичетлесе кăларать, çамрăксен хушшинче ăслăлăхăн ят-сумне ÿстерме тăрăшать. ЧПУра 58 наука кружокĕ ĕçлет. Унта çÿрекен студентсем теори пĕлĕвĕпе тĕпчевсенче усă курма хăнăхаççĕ. Регион шайĕнче ăслăлăх конференцине йĕркелесси ырă йăла пулса тăчĕ. Кăçал вăл Пĕтĕм Раççей статусне илчĕ, ăна Раççей историйĕн çулталăкне тата университетăн 45 çулхи юбилейне халалларĕç. Унта Чăваш Енрен, Мари Элтен, Чул хула облаçĕнчен, Тутарстанран, федерацин Атăлçи округĕн ытти регионĕнчен 3900 çын хутшăнчĕ. Çулсерен университет студенчĕсем тĕнче, Раççей, регион шайĕнчи ăслăлăх конференцийĕсенче хăйсене тивĕçлĕ кăтартаççĕ. Çавăн пекех вĕренекенсем предприятисенче, наука учрежденийĕсенче, наука-техника куравĕсенче экскурсире пулаççĕ. Пысăк çитĕнÿпе палăрнисене хаклă парнесемпе хавхалантараççĕ, ятарлă стипенди çирĕплетеççĕ, Раççей хулисемпе паллашма илсе каяççĕ... СĂО ĕçне йĕркелеме университет çулсерен пилĕк çĕр пин тенкĕне яхăн уйăрать.

- Юлашки вăхăтра пултаруллă ачасене аталанма майсем туса парасси пирки чылай калаçаççĕ. Университет ку енĕпе мĕнле утăмсем тăвать?

- Чи малтанах талантлă ăрăва пултарулăх ĕçне явăçтарас тĕлĕшпе университет пуян опыт пухнине палăртса хăварас килет. Профессорсемпе преподавательсем профессие, специальноçа вĕрентессине çеç мар, Чăваш Ен, Раççей аталанăвне пысăк тÿпе хывма пултаракан пултаруллă, талантлă студентсене тупса палăртассине, вĕсене пулăшассине тĕп вырăна хураççĕ. 1992 çултанпа университетра Пулас инженерсен шкулĕ ĕçлет. Преподавательсем районсемпе хуласенчи пĕлÿ çурчĕсенче уйрăм предметсене тарăнрах вĕрентес, çапла майпа пултаруллисене тупса палăртас тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçлаççĕ. Ку шкула йĕркеленĕренпе республикăри вăтăр пилĕк пин ача ЧПУна тата çĕр-шыври ытти аслă шкула вĕренме кĕнĕ. Çавăн пекех олимпиадăсем талантсене тупма пулăшаççĕ. Университет преподавателĕсем çулсерен ăмăрту-конкурс заданийĕсене, материалĕсене хатĕрлеме, вĕсене ирттерме хутшăнаççĕ. Шкул олимпиадисенче çĕнтернисене университетăн вăл е ку факультетне вĕренме йыхравлаççĕ. Пĕрремĕш курсра пултаруллă студентсене аталанма майсем туса парасси те тĕпре шутланать. Каярахпа та ку ĕç туллин пурнăçланать. Çамрăк çын университетра ирттернĕ çулсенче вĕренÿ юхăмĕнче, ăслăлăхра, общество ĕçĕнче, культурăпа канура, спортра хăйне туллин кăтартма, турă панине аталантарма пултарать. Аслă шкулта ку енĕпе йăлана кĕнĕ тата çĕнĕ меслет чылай: студентсен ăслăлăх обществи, кружоксем, конкурссем, семинарсем, олимпиадăсем, наука конференцийĕсем, грант пулăшнипе пурнăçланакан проектсене хутшăнасси, тĕпчев ĕçĕсене ăслăлăх пуххисенче пичетлесси...

- Вĕренÿпе канăва усăллă шайлаштарма майсем пурри студент çулĕсене пуянлатать, ĕмĕрлĕх асра хăварать. Спорт, сывă пурнăç йĕрки те студентшăн ют мар...

- Тĕрлĕ çулта студентсемпе ĕçченсем тĕнче тата Раççей ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисем пулса тăнă. ЧПУ тĕнче класлă вун ултă спорт мастерне тата СССР, РФ спортăн ик çĕр ытла мастерне тата кандидатне хатĕрленĕ. 2011 çулта университет Пĕтĕм Раççейри «Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан аслă шкул» конкурсра çĕнтерчĕ. Нумаях пулмасть ЧПУра армспорт енĕпе Раççей чемпионачĕ иртрĕ. Унта пирĕн арçынсен тата хĕрарăмсен командисем малти вырăна тухрĕç. Ирина Юманова çирĕм çухрăма утса тĕнче Кубокне çĕнсе илчĕ, Раççей чемпионачĕн бронза призерĕ пулса тăчĕ. Сергей Кузнецовпа Андрей Львов спорт туризмĕ енĕпе Раççей чемпионĕн ятне тивĕçрĕç.

Университетра тĕрлĕ спорт мероприятийĕ иртет. «Пĕрремĕш курс студенчĕн кунĕ», спортпа кану уявĕ, «Сывлăх кунĕ», «Ульяновец» хаçат парнисемшĕн иртекен çăмăл атлетика эстафети, А.Е.Карпов кубокĕн шахмат универсиади... Уйрăм студентсем тата пĕрлештернĕ командăсем республика, Раççей ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ. Шупашкар хулинчи аслă шкулсен хушшинчи Универсиадăра пĕр хутчен çеç мар çĕнтернĕ. Хальхи вăхăтра ЧПУра спортăн çирĕм пилĕк енĕпе секци ĕçлет.

- Аслă шкулăн мĕнле çитĕнĕвĕсемшĕн уйрăмах савăнатăр? Малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарсамăр...

- Чи пысăк çитĕнÿ, манăн шухăшăмпа, университет аталанăвĕн тĕп ыйтăвĕсене татса пама май килни. Çĕнĕ Шупашкарти филиал пулнă çуртран аслă шкул ĕçченĕсем валли хваттерсем тума ыйтнине федерацин «Инноваци Раççейĕн ăслăлăх тата наука-педагогика кадрĕсем» тĕллевлĕ программине кĕртнĕ. Çитес вăхăтра преподавательсемпе сотрудниксем тÿлевсĕр хваттерсем илĕç. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 64 млн тенкĕ ытла. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен преподавательсем пурте хавхалантару тÿлевĕ пек хушма шалу илчĕç.

Вĕренÿ-воспитани юхăмне лайăхлатма, наука-инноваци проекчĕсене аталантарма, университетăн пурлăх никĕсне çирĕплетме сахал мар ĕç пурнăçланă. Коллективра йĕркелÿ тытăмне лайăхлатса управлени тытăмне вăйлатасси, кашнин яваплăхне ÿстересси, дисциплинăна çирĕплетесси, профессионализм, ăсталăх, чыс, хисеп пĕлтерĕшне вăйлатасси пирки чылай калаçнă. Ку енĕпе те курăмлă ÿсĕмсем пур.

Паллах, мĕн пурри çырлахтармасть, самана малалла аталанма хистет. Тĕслĕхрен, факультетсемпе филиалсен вĕрентÿ юхăмĕнчи пахалăх менеджменчĕн тытăмне çĕнетсе лайăхлатасси, вĕрентĕвĕн автоматизациленĕ тытăмне пурнăçа кĕртесси, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче техника факультечĕсен вăйĕпе «инженери класĕсене» уçасси - пирĕн пысăк тĕллевсем. Студентсем, преподавательсем, ытти ĕçчен пĕр шухăшлă пулсан, вăй-хала пĕрлештерсен паянхи çăмăл мар, кăткăс саманара хамăрăн университета тикĕс аталантарма пултарасса шанатăп.

Валентина БАГАДЕРОВА.

Газета «Хыпар». 2012. 6 октября.

ruschuvashengfr 
 
vk tv Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia