chuv_banner

 

strelka3http://gov.cap.ru/chuv/ - Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă порталĕ


strelka3http://chuvash.org/ - Чăваш халăх сайчĕ


strelka3http://cv.wikipedia.org/ - Чăваш википедийĕ


strelka3http://hypar.ru/ - "Хыпар" хаçат сайчĕ


strelka3http://yumah.ru/ - Чăваш халăх пултарулăхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvlit.narod.ru/simple.html - Чăваш литература каталогĕ


strelka3http://cv.wikibooks.org - Викикĕнекесем


strelka3http://chuvash.org/lib - электрон вулавăш


strelka3http://gallery.chuvash.org/main.php - "Чăваш тĕнчи" сăн ÿкерчĕксен ярăмĕ


strelka3http://suvar.su/ - Тутарта тухса тăракан "Сăвар" хаçат


strelka3http://nesterjankas.ucoz.ru/ - Нестер Янкас пĕрлĕхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvshkola.ucoz.ru/ - Шкул ачисен сайчĕ


strelka3http://chuvlast.ucoz.ru/ - "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурсăн сайчĕ


strelka3http://kamal.3dn.ru/ - "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕн сайчĕ


Çуркунне - студентсемшĕн мĕн тери паха вăхăт… Çуркунне килнипе пĕрлех  кашни çул ЧПУра  вĕренекенсем хушшинче «Студентсен çурхи уявĕ» ăмăрту-фестиваль иртет. Çултан çул пирĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕренекен студентсем хăйсен пултарулăхне çак уявра ăнăçлă кăтартса ытти факультетсем хушшинче тивĕçлĕ вырăн йышăнса пынă. Кăçал пирĕн  факультет филологи, физикăпа математика тата искусство факультечĕсемпе пĕрлешсе пĕр команда - «Квартет Ф» йĕркеленĕ. Çак пĕрлешнĕ тăватă факультетăн  студвесна программине, «На Ко(а)нары» ятлăскерне,  пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче 18:00 сехетре И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн  культура керменĕнче курма май килчĕ.

Команда палăртнă  тема вĕр çĕнĕ тееймĕн, анчах ĕмĕрхи кивелмен тема - юрату.  Тĕп геройсен, каччăпа хĕрĕн, пĕтĕм пăтăрмахĕ Канары утрав çине канма каяс вырăнне  ЧР кĕрекен «Конары» ятлă пысăках мар яла лекнинчен пуçланса каять. Мăн кăмаллă хула хĕрĕ Стелла (Ксения Иванова, филологи факультечĕ) яла лекнишĕн кăмăлсăр пулать, хăйĕн каччине, Валерăна (Костя Рязанов, чăваш филологийĕпе культура факультечĕ), хулана каялла хăвăртрах таврăнас пирки ыйтса тăнтан кăларать. Ял председателĕ яла килнĕ пĕрремĕш туристсене çухатас мар тесе, хаклă хăнасене мĕнпе те пулин кăсăклантарас тĕллевпе чи малтан фокусникăн шоуне курма илсе каять, кайран вара кино курма йыхравлать. Кино тени  хальхи пурнăçра вырăнлă «Будущее невозможно без прошлого» темăпа ӳкернĕ видеоролик пулчĕ. Унсăр пуçне ял председателĕ Валерăна хăйĕн Василиса (Анна Куренкова, искусство факультечĕ) ятлă хĕрĕпе паллаштарать, хĕрĕ кăмăлпах туристсене ялти мĕн пур интереслĕ вырăнсене кайса кăтартма килĕшет. Хула майри Стелла  кайма килĕшмест. Валерăпа Василиса пурнăç пирки калаçса пĕр чĕлхе тупаççĕ. Хитре, çутă кăмăллă ялти  хĕр хула каччин кăмăлне каять, вĕсем хăйсем те сисмесĕрех пĕр-пĕрин патнелле туртăнма пуçлаççĕ, юрату туйăмĕ те çуралать.

Пĕтĕмĕшле илсен, пĕтĕм концерт программи юрату виçкĕтеслĕхĕпе çыхăннă. Хитре те чуна илĕртекен юрăсем, ташăсем, тĕрлĕрен кулăш мыскарисем куракансен кăмăлне çĕклентерчĕç.  Çак  интереслĕ юрату историйĕ хуларан килнĕ каччă ял хĕрне суйласа илнипе вĕçленет. Укçана хапсăнакан хула хĕрĕ Стелла, каччине мулшăн çеç сырăннăскер, пĕчченех юлать.

Пĕтĕмлетсе çакна каламалла: кăçлхи студвесна интереслĕ те ăнăçлă иртрĕ, тăватă факультет маттурĕсем вĕренӳре çеç мар, сцена çинче те пултаруллă пулнине туллин кăтартса пачĕç теме пултаратпăр.

Настя Владимирова, 2 курс студентки.

ruschuvashengfr 
 
vk yt twandr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia