gripp
el un k
pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
dost
ze_in
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
rus
zozh 2015 2
nzpti 2
kb
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy

_copy_copy_copyÇурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче республикăри педагогика ĕçченĕсен пысăк канашлăвĕ иртрĕ. Кăçалхи форумра тĕп вырăнта Раççей Федерацийĕн «Вĕренÿ çинчен» саккунĕн çĕнĕ проекчĕ пулчĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ документ вĕренÿ тытăмĕн - ача сачĕпе шкултан пуçласа аслă шкул таранах - пуласлăхĕпе çыхăннă. Çавна май ăна пирĕн республикăра та анлăн сÿтсе яваççĕ. Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнчен 26-мĕшĕччен кашни районпа хуларах дискусси центрĕсем /пĕтĕмпе - 128/ ĕçлеççĕ. Вĕсенче вун пĕр пин ытла çын хăйсен шухăшне палăртма пултарĕ. Виçĕм кун тĕп хулари вĕренÿ учрежденийĕсенче республикăри канашлу программипе йĕркеленĕ дискусси мероприятийĕсенче те çĕнĕ проект пирки хĕрÿ калаçусем пулчĕç.

Педагогсен анлă форумĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче иртрĕ. Унта Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Вăл республика сумне çĕклекен пултаруллă çынсемпе мăнаçланнине палăртрĕ, çавна май Китайри Универсиадăра чăваш спортсменĕсем 6 медаль çĕнсе илнине аса илтерчĕ. «Хаклă педагогсем, сирĕн вĕренекенсем те ăслăлăхра, производствăра, искусствăра, спортра çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туччăр, хăвăрăн та професси ăсталăхне ÿстерсе пыма, курăмлă кăтартусемпе палăрма хавхалану пултăр, - терĕ вăл ырă сунса. - Педагог профессийĕ - хăйне евĕр мисси. Эсир республика пуласлăхне сумлă тÿпе хыватăр. Шăпах эсир çĕнĕ ăру хатĕрлетĕр, пирĕн республика 10, 15, 20 çултан мĕнле шайра пулассине палăртатăр». Президент 2011 çул шкул вĕренĕвĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулни пирки те каларĕ: кăçал учительсен шалăвне виçĕ тапхăрпа 30 процент ÿстерме йышăннă. Çавăн пекех ача сачĕсенчи воспитательсен ĕç укçине те ÿстереççĕ, вăл вăтамран 5800 тенкĕ ытларах пулмалла.

Михаил Васильевич ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕлĕшпе тĕллевлĕн ĕçлемелли çинче те чарăнса тăчĕ. «Кунта сире физкультурăн виççĕмĕш урокĕ пулăшма тивĕçлĕ, - палăртрĕ вăл. - Çивĕч тепĕр ыйту - шкулти апатланăва мĕнле йĕркелени. Вĕренекенсене 100 проценчĕпех вĕри апатпа тивĕçтермелле. Çакна мĕн пур вĕренÿ учрежденийĕн шута илмелле». Президент техникумсемпе аслă шкулсен ертÿлĕхне те асăрхаттарчĕ: вĕсен ĕç рынокĕнче кирлĕ специалистсене хатĕрлес ыйтупа питĕ тимлĕ ĕçлемелле. Хальлĕхе вара дипломлă, анчах илнĕ профессипе тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупайман çамрăксен йышĕ чакмасть-ха. Вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ ачасене професси суйланă чухне тĕрĕс çул-йĕр кăтартма пĕлни пĕлтерĕшлĕ, терĕ Михаил Игнатьев.

Яланхи ырă йăлапа Президент педагогсен форумĕнче ĕçре палăрнисене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин наградисене, çĕнĕлĕхсене, малашлăх проектсене пурнăçа кĕртсе ĕçлекен шкулсене, ача сачĕсене, хушма вĕренÿ учрежденийĕсене ЧР Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçнине çирĕплетекен свидетельство пачĕ.

Вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов палăртнă тăрăх - педагогсен тăрăшса ĕçлеме сăлтав сахал мар. Вăл учительсен шалăвĕ пирки уйрăммăн чарăнса тăчĕ, республикăри экономикăра ĕçлекенсен вăтам ĕç укçипе танлашни шкула лайăх кадрсемпе, çамрăк специалистсемпе тивĕçтерме пулăшасса шаннине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех кашни учитель хăйĕн ĕçне пур шайра та тĕрĕс хакланине туйса тăмалли çирĕп йĕрке туса хурăпăр, терĕ.

Канашлăва саккун кăларакан, влаç, муниципалитет, опекăпа попечительство органĕсен, профсоюз, общество организацийĕсен, тĕрлĕ шайри вĕренÿ учрежденийĕсен представителĕсем хутшăннă май «Вĕренÿ çинчен» саккун проектне нумай енлĕ сÿтсе яврĕç, сĕнÿсем пачĕç. Акă, Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул директорĕн, ЧР Общество палатин членĕн Владислав Волковăн асăрхаттарăвĕсене залра ларакансем алă çупсах ырларĕç. Тĕслĕхрен, вăл çĕнĕ саккунра ялти пĕчĕк комплектлă шкул статусне çирĕплетсе хăварма сĕнет, ку ăна сыхласа хăварма кирлине палăртать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕн, Президент канашçин Всеволод Агаковăн шухăшĕпе - çакăн пек йышăну кирлĕ: бюджет шучĕпе вĕренсе диплом илнĕ çамрăка çакăн пек специалист кирлĕ производствăна направленипе ямалла, патшалăх уншăн тăкакланă укçана ĕçлесе татма пултартăр.

Пирĕн вĕренÿ ĕçченĕсем çĕнĕ проекта «вĕтĕ алапах алланине» ырламалла. Саккуна йышăннă хыççăн тин улăштарма çук-çке. Халĕ вара хăш-пĕр сĕнĕве шута та илĕç. Çавна май канашлăва хутшăннă темиçе çынна хăйсен шухăшĕсене пĕлтерме ыйтрăм.

Николай Иванов, Вăрнар райадминистрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ:

-Çурлан 22-мĕшĕнче районта виçĕ дискусси пухăвĕнче проекта сÿтсе яврăмăр. 1992 çулта йышăннă «Вĕренÿ çинчен» саккун, паллах, кивелнĕ. Самана та, общество та унтанпа чылай улшăннă. Тĕпрен илсен, саккун ашшĕ-амăшне те, ачасене те, педагогсене те тивĕçтерет. Çапах хăш-пĕр ыйтупа сĕнÿсем те пур. Проектра педагогăн ĕç укçи Раççей Федерацийĕн субьектĕнчи экономикăри вăтам ĕç укçинчен пĕчĕкрех пулмалла мар тенĕ. Анчах учительсем, Мускавра-и, Питĕрте-и, ытти регионра-и, пĕр пек ĕçех тăваççĕ-çке, пĕр пек вĕренÿ стандарчĕпе, программăсемпе, нормативсемпе усă кураççĕ. Шалу вара мĕншĕн Раççейре пурин те пĕр пек пулмасть?

Елизавета Михайлова, Йĕпреç районĕнчи Пучинке вăтам шкулĕн чăваш чĕлхи учителĕ:

-Чĕрене ыраттаракан ыйту - чăваш чĕлхине вĕрентесси. Сехетсем сахалли ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ пама, тăван чĕлхе илемне, пуянлăхне уçса пама чăрмантарать. Аслă классенче чăваш литератури эрнере пĕр сехет кăна, ку çителĕксĕр. Литература ачасене шухăшлама, хаклама вĕрентет. Çĕнĕ саккунра наци ыйтăвĕсене те шута илмеллех.

Наталья Вершинина, Шупашкар районĕнчи Кÿкеç лицейĕн директорĕ:

- Паян пăхса тухнă саккуна эпир тахçантанпах кĕтетпĕр, унпа пуласлăха çыхăнтаратпăр. Çавăнпа ăна сÿтсе явма ачасен ашшĕ-амăшĕ анлăн хутшăнчĕç. Вăл ачисене пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăма пулăшасса шанаççĕ. Уйрăммăн мĕн кĕтеççĕ-ха вĕсем? Вĕренÿре çĕнĕ технологисем тата ытларах вăй илессе, пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ учительсем килессе, ачасен пĕлÿ шайĕ палăрмаллах ÿсессе. Ашшĕ-амăшĕ çĕнĕ проектра шкулчченхи вĕренÿ пирки уйрăм пай пуррипе кăмăллă.

Валерий Андреев, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ:

- Мана саккун проекчĕн аслă професси пĕлĕвĕ парассипе çыхăннă пайĕ уйрăмах кăсăклантарать. Паян, шел те, вĕренÿ, проектра çырнă пекех, вĕренÿ пулăшăвĕпе тивĕçтересси пулса тăчĕ. Эпĕ кунпа килĕшме пултараймастăп. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра пулăшу тени яланах тÿлевлĕ пулнине пĕлтерет. Пирĕн институт, сăмахран, вун сакăр çул ĕнтĕ тÿлевлĕ кăна пĕлÿ парать. Анчах укçалла вĕренме вăй-хал çитерейменнисем те пур. Çав вăхăтрах патшалăхăн шутланман аслă шкулсенче те хăш-пĕр специальноçпа ыттисенчен пахарах пĕлÿ панине пĕлетпĕр. Çавăнпа çĕнĕ саккунра уçăмлăх кирлĕ тесе шухăшлатăп: «вĕренÿпе тивĕçтересси» тата «вĕренÿ пулăшăвĕпе тивĕçтересси» ăнлавсене уйăрса çырмалла. Патшалăх шайĕнче аслă пĕлÿ парас ыйтусемпе тата тимлĕрех ĕçлемелли те курăнать.

...Канашлура, дискусси калаçăвĕсенче панă сĕнÿсемпе ЧР Вĕренÿ министерствин сайтĕнче кашниех паллашма, вĕсене сÿтсе явас ĕçе хутшăнма пултарать. Сĕнÿсене тĕплĕн тишкерсе Раççей Вĕренÿпе наука министерствине ярса пама палăртнă.

Алина ЛУКИЯНОВА, газета «Хыпар», 25.08.2011.

ruschuvashengfr 
 
vk tv Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia