el un k
pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
dk
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
dost
ze_in
chuvashskaya respublika copy
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
mezd as stud tv
rus
zozh 2015 2
nauka i obr
kb
soob
map ncpti banner
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy

Вĕренÿ учрежденийĕ çамрăксене тарăн пĕлÿ панисĕр пуçне чылай чухне дипломлă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме ĕçе вырнаçма пулăшассине те хăй çине илет. Çак тивĕçе вăл тĕрлĕ енлĕ пурнăçлать. Предприяти-организаципе вĕрентÿ, ăслăлăх тата техника тытăмĕнче пĕрле ĕçлеме килĕшсе татăлать, ĕç вырăнĕ сĕнме пултаракан ертÿçĕсемпе тĕл пулусем ирттерет.

Ĕнер И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра иртнĕ «çавра сĕтеле» те çак ыйтусене тĕпе хурса йĕркеленĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев, университет ректорĕ Всеволод Агаков, профессорсем, преподавательсем, ĕç паракансем, кăçал диплом илекенсем хутшăнчĕç.

В.Агаков ректор пĕлтернĕ тăрăх - ку вĕренÿ çулĕнче 3,5 пин ытла хĕрпе каччă университет пĕтерет. Çак шутран 2,5 пинĕшĕ куçăн мелпе вĕреннĕ. 300 ытла çамрăкăн - хĕрлĕ диплом.

- Вĕсен пĕлĕвĕ тивĕçлĕ шайра. Çамрăксем 5-6 çулта пухнă ăс-хакăл шайне преподавательсем, патшалăхăн аттестаци комиссийĕ тĕрĕс хакланине шанатăп, - терĕ Всеволод Агаков. - Хальхи тапхăрта пирĕн пĕрлехи вăйпа умра тăракан тĕп ыйтусенчен пĕрне - ĕç вырăнĕ тупассине - татса памалла. Предприяти-организаци ертÿçисемпе тахçанах тачă çыхăну йĕркеленнĕ. Вĕсемпе производство практики ирттерме 350 ытла килĕшÿ тунă. Студентсем вĕреннĕ хушăра унта ĕçлесе хăйсене, пĕлÿ шайне, ăсталăхне кăтартма пултараççĕ, çапла майпа вакансисене йышăнма майсем те тупаççĕ. Аслă шкулсемпе промышленноç предприятийĕсем, медицина учрежденийĕсем, ытти организаци пĕр шухăшлă пулни вĕрентÿпе лаборатори тытăмне аталантарма, студентсен пĕлĕвне, ăсталăхне ÿстерме пулăшать.

Диплом илекен çамрăксен пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланать. Университет хыççăнхи шутлă кунсенче вĕсен яваплă утăм тумалла: ĕç вырăнĕ тупмалла.

- Ăçта ĕçлеме каяссине палăртайманнисемшĕн хĕрÿ тапхăр пулнине пĕлетĕп: ахăртнех, çĕр çывăрмасăр шухăшлаççĕ. Чи малтан тĕрĕс ăнланса илмелле: ĕç рынокĕнче мĕнле специальноç кирлĕрех? Пĕрремĕш утăмсем тунă ĕнтĕ эсир, - терĕ М.Игнатьев Президент хĕрсемпе каччăсене малашлăхра ăнăçу суннă май. - Професси суйлавĕнче йăнăшмасса шанатăп. Чылайăшĕ малтанхи тапхăрта йывăрлăха кĕрсе ÿкме пултарать - тÿрех ĕç тупаймĕ. Çавăн йышшисен патшалăх сĕнекен тĕрлĕ программăпа усă курма майсем çителĕклех. Тепĕр саманта палăртса хăварас килет. Предприяти-организацире пулнă чухне практикăри студентсене час-часах асăрхатăп. Анчах вĕсенчен иккĕшĕ-виççĕшĕ кăна пурнăçне суйланă профессипе çыхăнтарать.

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн çумĕ Владимир Аврелькин çамрăксем хăйсем вĕреннĕ специальноçпа вырнаçманнин тĕп сăлтавĕсен шутне ĕç кăсăклантарманнине, пĕчĕк шалăва, специальноç ĕç рынокĕнче хисепсĕррине кĕртрĕ. Вĕрентÿ тытăмне улăштармаллине палăртрĕ вăл. «Ачасене шкултах тĕрлĕ ĕçе явăçтармалла, техникăпа кăсăклантармалла, унпа çыхăннă специальноçсемпе пуçламăш пĕлÿ памалла», - терĕ. Çак шухăша ĕçпе тивĕçтерекенсем те аталантарчĕç. Темиçе çул каяллахи паха тĕслĕхсене аса илчĕç. Çав çулсенче вĕренÿ комбиначĕсем ĕçленĕ, унта шкулта вĕренекенсем ансат специальноçсене хăнăхнă. Ку - лайăх пулăм, мĕншĕн тесен ача пĕлÿ çуртĕнчен тухичченех хăйне мĕн кăсăклантарнине, хăш енĕпе пултарулăхĕ ытларах палăрнине ăнланса илме пултарнă, вĕсене пулас профессие суйлама та çăмăлрах пулнă.

Студентсем патшалăх, университет туса паракан майсемпе, çăмăллăхсемпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Акă юрист дипломне илекен Мария Мускав район судĕнче темиçе хутчен те практикăра пулнă. Ĕçе пĕлсе, тĕплĕ пурнăçлакан, пысăк ăсталăхпа палăрнă хĕре кунта асăрханă, вĕренсе пĕтерсен ĕçе йыхравланă. «Аслă шкулта илнĕ теори пĕлĕвĕ çителĕксĕр, ĕçе хăнăхмалла. Хăш тытăмра вăй хурас килнине малтанах палăртмалла, çавăнта практика ирттерме тăрăшмалла. Мана республика тулашне чĕнекенсем те пулчĕç. Çуралнă тăрăхрах юлма шут тытрăм», - терĕ пултаруллă хĕр.

Техника специальноçне алла илнĕ Елена шухăшĕпе - професси суйлама пĕр-пĕр çын пек пулас килни нумай пулăшать. Пĕчĕк чухне уншăн ашшĕ тĕслĕх вырăнĕнче пулнă, ÿсерехпе - вĕрентекен, кайран - университет преподавателĕсем, халĕ - «ЭКРА» предприяти ĕçченĕсем. Практикăра пултарулăхне кăтартма мехел çитернĕ хĕре унтах ĕçлеме хăварнă.

Ĕнерхи кун И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ĕçченĕсемпе студенчĕсемшĕн яланлăхах асра юлĕ. Аслă шкул историйĕнче пĕрремĕш хут республика Президенчĕ университет пĕтерекенсене диплом пачĕ, ăнăçу сунчĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА

ruschuvashengfr 
 
vk Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia