el un k
pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
dost
ze_in
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
rus
zozh 2015 2
nzpti 2
kb
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy

Хаклă çамрăк туссем!

Сире Çамрăксен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Çамрăклăх – пурнăç сиксе вĕрекен тата хăвăрт иртекен тапхăр, çавăнпа та çак вăхăтра мĕн тума палăртнине пурнăçлама ĕлкĕрмелле: чăнлăх тупсăмне шыраса тупмалла, çĕннине уçмалла, çитĕнÿ тума тăрăшмалла. Ахальтен мар вĕт халăхăн чи пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ пайĕ кирек хăçан та – яш-кĕрĕм.

Çамрăксем тĕлĕшпе тытса пыракан патшалăх политикин тĕп тĕллевĕ – çамрăк граждансен вĕренÿ правине тивĕçтересси, вĕсене професси илме, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, пĕлĕвĕпе тата пултарулăхĕпе туллин усă курма пулăшасси. Пирĕн яш-кĕрĕмĕн конкуренци анинче хăйне тивĕçлипе кăтартма, çитĕнÿсем тума ăнтăлмалла тата яланах ăсталăхне ÿстерме тăрăшмалла. Çамрăксем пĕр-пĕрне юратса çирĕп те телейлĕ çемье чăмăртани вара наци сывлăхĕпе тĕреклĕхĕн шанчăклă никĕсĕ пулса тăрать.

Чăваш Ен çамрăкĕсем паян хăйсене спортпа политикăра, вĕренÿпе сывлăха сыхлас ĕçре, культурăпа ăслăлăхра, строительствăпа промышленноçра, ял хуçалăхĕпе бизнес ĕçĕнче тивĕçлипе кăтартаççĕ. Эпир Сингапурта иртнĕ Çамрăксен I Олимпиадин чемпионĕсемпе, Раççей Президенчĕн премийĕн лауречĕсемпе, «Çурçĕр полюсĕ патне – йĕлтĕрпе» экседицие хутшăннă çамрăксемпе, Атăл леш енчи «Мол-Город» форума йĕркелекенсемпе тивĕçлипе мухтанатпăр. Пĕлсе тăратăп: малта сире çĕнĕ çитĕнÿсемпе пысăк пуласлăх кĕтеççĕ.

Эпĕ Чăваш Енĕн тĕлĕнмелле лайăх çамрăкĕсене чунтан шанатăп! Сире мĕн пур ырă ĕçĕрте çитĕнÿ, çирĕп шанăç, тĕллевсемпе ĕмĕтсене пурнăçлама вара хастарлăхпа телей тата юрату сунатăп.

 

Чăваш Республикин Президенчĕ                                Михаил Игнатьев

 

Дорогие юные друзья!

От всей души поздравляю вас с Днем молодежи!

Молодость – время, когда жизнь бурлит, и многое надо успеть: добраться до истины, покорить высокие вершины, открыть неизведанное и постичь сокровенное. Не случайно во все времена молодежь – это самая романтичная и энергичная часть населения.

Основная задача государственной молодежной политики – обеспечить право на образование и получение профессии, дать возможность юным согражданам найти свое место в жизни, помочь им реализовать знания и талант. Наша молодежь должна быть конкурентоспособной, нацеленной на успех и постоянное самосовершенствование. Залогом здоровья нации и стабильности  в обществе является стремление молодых создать крепкую и счастливую семью.

Сегодня молодежь Чувашии громко заявляет о себе в спорте и политике, образовании и здравоохранении, культуре и науке, строительстве и промышленности, сельском хозяйстве и бизнесе. Мы гордимся нашими чемпионами I Юношеской Олимпиады в Сингапуре, лауреатами премии Президента России, участниками экспедиции «На лыжах – к Северному полюсу», организаторами заволжского форума «МолГород». Убежден, впереди у вас новые победы и большое будущее.

Я верю в замечательную молодежь Чувашии! Желаю успехов во всех ваших добрых начинаниях, оптимизма, настойчивости в достижении поставленных целей и исполнения желаний, счастья и любви!

Президент Чувашской Республики                     Михаил Игнатьев

ruschuvashengfr 
 
vk tv Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia