chuv_banner

 

strelka3http://gov.cap.ru/chuv/ - Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă порталĕ


strelka3http://chuvash.org/ - Чăваш халăх сайчĕ


strelka3http://cv.wikipedia.org/ - Чăваш википедийĕ


strelka3http://hypar.ru/ - "Хыпар" хаçат сайчĕ


strelka3http://yumah.ru/ - Чăваш халăх пултарулăхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvlit.narod.ru/simple.html - Чăваш литература каталогĕ


strelka3http://cv.wikibooks.org - Викикĕнекесем


strelka3http://chuvash.org/lib - электрон вулавăш


strelka3http://gallery.chuvash.org/main.php - "Чăваш тĕнчи" сăн ÿкерчĕксен ярăмĕ


strelka3http://suvar.su/ - Тутарта тухса тăракан "Сăвар" хаçат


strelka3http://nesterjankas.ucoz.ru/ - Нестер Янкас пĕрлĕхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvshkola.ucoz.ru/ - Шкул ачисен сайчĕ


strelka3http://chuvlast.ucoz.ru/ - "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурсăн сайчĕ


strelka3http://kamal.3dn.ru/ - "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕн сайчĕ


«Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпани кăçал 50 çул тултарать. Унăн çур ĕмĕрти ĕç-хĕлне тишкерсе хак пама «Хыпар» хаçат кĕрекине компани директорĕн телекурав енĕпе ĕçлекен çумне Елена Ивановна Егоровăна чĕнтĕмĕр.

- «Хыпар» хаçатпа танлаштарсан, вăл, пĕлетĕр, кăçал 105 çул тултарчĕ, 50 çул нумаях мар. Çапах та телекурав республика пурнăçĕнче, тăван халăхăмăрăн асĕнче тарăн йĕр хăварчех.

Елена Ивановна, унăн ĕçне пĕтĕмĕшле мĕнле хаклатăн, хăйĕн миссине туллин тăрлама мехел çитерчĕ-и вăл?

- Хамăрăн тивĕçе пурнăçласа кашни кунах эфира тухатпăр. Ытлари кунпа кĕçнерни кун наци кăларăмĕсем валли уйăрса панă вăхăта кура, 3-шер сехет, ытти кун - 2-шер, шăмат кунпа вырсарни кун - пĕрер, çапла вара эрнере пĕтĕмпе 12 сехете яхăн пухăнать. Наци передачисене илес пулсан кашни ытлари кун тÿрĕ эфирта - «Ирхи тĕпел», ăна Марина Карягина ертсе пырать. Унта тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яваççĕ. Ытларах чухне культура, литература, тăван чĕлхе, йăла-йĕрке тавра, вĕсен аталанăвĕ пирки калаçаççĕ. Уйăхра пĕрре «Ÿнер тĕнчи» халăх патне çитет. Ертсе пыраканĕ - Александр Осипов. Вăлах «Телеюрă» кăларăмĕсене йĕркелет. Унта профессионал юрăçсем кăна мар, сцена çине халь кăна тухма тытăннисем те хутшăнаççĕ. Сăмах май, чăваш эстрадинчи «çăлтăрсенчен» хăшĕ-пĕри пĕрремĕш утăмне шăпах «Телеюрăра» тунă. Кăçалхипе пиллĕкмĕш хут ачасен «Мехел» конкурсне ирттертĕмĕр. Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак фестивале республикăри Композиторсен союзĕпе, чăваш патшалăх филармонийĕпе пĕрле йĕркелетпĕр. Культура министерстви те пулăшать.

Телекурав, массăллă ытти информаци хатĕрĕ пекех, мĕн пуçарса янăранпах хăйĕн тивĕçне пĕр шăйрăксăр калăплать тени тĕрĕсех мар пулĕччĕ, мĕншĕн тесен пурнăçри нумай тĕрĕсмарлăхшăн вăл айăплă текенсем те пур. Çавăнпа пĕрлех çынна информаципе тивĕçтерес, тăван халăх юрри-ташшине кăтартас, культурăна аталантарса чĕлхене çирĕплетес ĕçе чăваш телекуравĕ хăйĕн сумлă тÿпине хывать.

- Телекурав хаçат-журналтан уйрăлса тăнăран, пурнăçри пулăмсем ăна та витĕм кÿнĕрен унăн аллă çулти ĕç-хĕлне виçĕ тапхăра пайласа тишкерттерес килет: уççăнлăхченхине, уççăнлăхрине, уççăнлăх хыççăнхине. Ыйтăва çапла йĕркеленипе килĕшетĕн-и?

- Манăн шухăшпа, кирек хăш массăллă информаци хатĕрне те çапла тишкерме пулать. Эпĕ кунта ĕçлеме пуçланăранпа кăçал 16 çул çитет. Çавăнпа та телекуравăн 50 çулти ĕç-хĕлне туллин хак пама хăюлăх çитереймĕп. Иртнĕ 16 çулти пулăмсем пирки вара калам: çак тапхăрта техника енчен те, кăларăмсен содержанийĕпе те питĕ нумай улшăнтăмăр. Темле пулсан та, наци передачисене сыхласа хăварас тесе тăрăшрăмăр. Йывăр вăхăтра та пирĕн пултарулăх ушкăнĕсем паха телефильмсемпе спектакльсем ÿкерме вăй-хăват тупрĕç, чылайăшне Пĕтĕм тĕнчери, Раççейри конкурссенче хакланă. Унсăр пуçне телекуравăн çав тери хаклă туприсене - ку таранччен ÿкернĕ, çырса илнĕ концерт-спектакльсене, пултарулăх каçĕсене, республикăри паллă çынсем çинчен хатĕрленисене тата ыттине - фондра упраса хăварас тесе нумай ĕçлерĕмĕр. Çакна тума пире никам та хушман, укçа-тенкĕ те уйăрса паман, анчах пархатарлă ку ĕçе те пиелеме мехел çитертĕмĕр. Вĕсемпе Леонид Трифонов режиссер уйрăмах хытă тăрăшрĕ.

- Телекуравăн чи çăлтăрлă çулĕсем хăш тапхăрта пулчĕç тесе шухăшлатăн? Тĕрĕссипе, кашни тапхăрах историе хăйĕн расналăхĕпе çырăнса юлнă-ха ĕнтĕ...

- Кашни çулăн - хăйĕн çăлтăрĕ. Çăлтăрĕсем тарама, яланах çутатчăр, анчах темшĕн нуши-терчĕ ытларах аса килет. 90-мĕш çулсен вĕçĕнче, сăмахран, кăларăмсене кирлĕ пек хатĕрлеме май çукчĕ. Телекурав вăл - ÿкерчĕк, пĕр е икĕ çын эфирта калаçса ларнипе куракан хисепне тивĕçеймĕн. Çула тухма питĕ кансĕрччĕ: машинăсем кивелсе çитнĕ, ăçта та пулин каяс тесен те корреспондентсен хăйсен бензин шыраса тупма, ÿкерме палăртнă районсен е ялсен пуçлăхĕсенчен ыйтма тиветчĕ. Харпăр хăй укçипе туянни те пулнă. Хыпарсен кăларăмĕсенче диктор информацие вуласа паратчĕ - ÿкернĕ сюжетсем 2-3-рен ытла пулман. Халĕ пĕр передачăра кăна вăтамран 7-8 сюжет, кунĕпе вара 20-30-а çитет.

2005 çулта Чăваш телекуравĕ Пĕтĕм Раççей патшалăх телерадиокомпани филиалĕ пулса тăчĕ. Ĕçе мĕнле йĕркелесе пырасси малтанах уçăмлă марччĕ, мĕншĕн тесен Мускавра наци кăларăмĕсен уйрăмлăхне шута илместчĕç. Унсăр пуçне телекуравçăсем шăнкăравласа тинкене илетчĕç - спектакль-концерт мĕншĕн кăтартмастăр, мĕншĕн хыпарсен кăларăмĕсем кăна тата ытти те. Пирĕнтен килмен ĕç-пулăмшăн явап тытма пушшех те йывăрччĕ. Çапах та улшăнăвăн мел-меслетне хăнăхрăмăр, çĕнĕлĕхсене халĕ куракансем те йышăнчĕç.

- Санран интервью илме хатĕрленнĕ чухне Чăваш телевиденийĕ 45 çул тултарнă тĕле кăларнă «Говорят и показывают Чебоксары» кĕнекене тишкерсе тухрăм. Унта, Алена Оленовăн аса илĕвĕсĕр пуçне, уççăнлăх тапхăрĕ пачах та сăнланман. Çав вăхăтра Сергей Павлов, Александр Волков, Татьяна Ильина, Олег Самарцев, Юрий Ялавин, Вера Савельева, Юрий Кондратьев, Анатолий Филиппов, Вячеслав Тимуков... телекуравра ĕçлемен те тейĕн: вĕсен статйисене çеç мар, хушамачĕсене те тупаймарăм.

Елена Ивановна, мĕн каланă пулăттăр кун пирки? Уççăнлăх варкăшĕ Чăваш телекуравне нивушлĕ уçăлтарман?

- Кĕнеке кăларас пирки пурне те хыпарланă. Камăн кăмăл пулнă - хăйĕн шухăшне çырса пĕлтернĕ. Эсĕ каланисенчен те хăшне-пĕрне асăннă вырăнсем, сăн ÿкерчĕксем кĕнекере пур. Тата та тĕплĕнрех паллашсан - асăрхама пулать. Чăнах та, нумай çын пирки унта çырман. Ара, 50 çул хушшинче кам кăна ĕçлемен-тĕр? Паллах, вĕсен ячĕсене асра тытмалла. Çав тĕллевпех телекуравпа радио музейне йĕркеленĕ. Килсе курас текенсене яланах хапăл тăватпăр. Телерадиокомпани юбилейĕ тĕлне пысăках мар тепĕр кĕнеке кăларма тата фильм ÿкерме хатĕрленетпĕр. Фильма эсĕ палăртнă çынсене те кĕртме тĕв тăватпăр.

- Юлашки вунă-вун пилĕк çулта сирĕн тележурналистсем тĕрлĕ фестивальтен сумлă наградăсемпе таврăнчĕç. Аса илер-ха хăшне-пĕрне.

- Чăннипех те çĕнтерÿ сахал мар пирĕн. Пĕлтĕр «Сирĕн яла пырса кĕрсен» кăларăма хатĕрлесе эфира кăларакан пултарулăх ушкăнĕ - Ирина Николаева, Екатерина Фомина тата Татьяна Козлова - Чăваш çамрăкĕсен патшалăх премине тивĕçрĕ. Вĕсем чăваш телекуравĕн пуласлăхĕ тесен те йăнăш мар. 1998 çулта ача-пăча валли ÿкернĕ «Пока не все дома» фильм Пĕтĕм тĕнчери фестивальте Гран-при илнĕччĕ. 2009 çулта «10 çул иртсен. Тимофей Дверенин» фильм Пĕтĕм тĕнчери «Золотой Бубен» фестиваль лауреачĕ пулчĕ. Иртнĕ çул Пĕтĕм Раççейри медиапроектсен «Мир Бибигона» фестивалĕнче «Звездочки. Никита Бушуев» кăларăм 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Асăннă ĕçсен авторĕ - Марина Карягина. Унпа пĕрле тăрăшакан режиссерсен Лидия Петрейкинăпа Зоя Яковлевăн, Надежда Ключниковăн, Сергей Мышев операторăн тÿпи те çак çĕнтерÿсенче пысăк. 2009 çулта Федераци Канашĕ ирттерекен конкурсра усрав ача илнĕ çемьесем пирки ÿкернĕ фильм çĕнтернĕччĕ. Авторĕ - Зинаида Паршагина. Унăн ĕçĕсем Раççейре иртекен «Православи - телекуравра, радиора тата пичетре» конкурсра кашни çул тенĕ пекех малти вырăна йышăнаççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, «Игумен Василий /Паскье/» фильм каллех дипломант пулчĕ. Татьяна Алексеева режиссер, Виктор Степанов оператор ячĕсем те авторпа юнашар тăраççĕ.

- Пысăк çитĕнÿсемсĕр пуçне телекурав тепĕр енĕпе те палăрчĕ - эфир вăхăчĕ питех те сахалланчĕ, Раççей «Культура» каналĕнчи «Вырсарни ир» кăларăм та пăчланчĕ. Мĕншĕн каялла чакатпăр?

- Эфир вăхăчĕ нумай сахалланман. Кунĕпе кăтартмалла меслетленипе çапла туйăнать-тĕр. Малтан чăвашла кăларăмсене каçхине пĕр вăхăтра кăларнă, халĕ эпир ир те, каç та, кăнтăрла та эфирта. Ку пирĕнтен килмест, Мускавран çапла йĕркелесе тăраççĕ. Тĕрĕссипе, лару-тăру ытти тăрăхра та çавнашкал. 2008 çулта Раççейри журналистсен съездне хутшăнма тÿр килнĕччĕ, регионти тележурналистсем телекурав ĕç-хĕлне çапла йĕркелесе пыни килĕшÿллĕ марри çинчен каларĕç. Шел те, улшăну пулмарĕ. Хыпарсен кăларăмĕсем, - «Вести-Чувашия» тата «Чăваш Ен», - каларăм ĕнтĕ, талăкра темиçе хутчен эфира тухаççĕ. Тĕп хыпарсене 16 сехет те 30 минутра тата 20 сехет те 30 минутра пĕлтеретпĕр-кăтартатпăр. Вĕсенче пĕтĕмпех çĕнĕ сюжетсем.

«Культура» каналпа эфира тухма пăрахни укçа-тенкĕ çитменнипе çыхăннă. «Вырсарни ир» пăрахăçланчĕ тени тĕрĕс мар. Куракансем килĕштернĕ кăларăм халĕ ытлари кунсерен «Ирхи тĕпел» ятпа тухать.

- Сумлă тележурналистсенчен чылайăшĕ сирĕн коллективран кайрĕ. Чăваш кăларăмĕсен эфирĕнче вара пĕр арçын та курăнмасть. Лару-тăру мĕне пула çапла хăвăрт улшăнчĕ? Питĕ çамрăк хĕрсем диктор вырăнне тухни те мана килĕшсех каймасть. Мĕншĕн тесен телекурав тĕкĕрĕ яланах вăл шутланнă, çак ĕçре опытлисем тăрăшнă.

- «Диктор» сăмах кивелнĕ ĕнтĕ. Халĕ пур çĕрте те передачăсене ертсе пыракансем эфира тухаççĕ. Вĕсем хăйсемех текст çыраççĕ, ÿкерме çÿреççĕ, ытти ĕç пурнăçлаççĕ.

Арçынсем паян кирек ăçта та çитмеççĕ, пирĕн те çавах. Конкурссем ирттерсен те çак ĕçе тивĕçтерекен журналист тупăнмарĕ. Хăв пĕлетĕн: телекуравра, хаçат-журналтипе танлаштарсан, çырма, калаçма пĕлни кăна çителĕксĕр. Çивĕч ăс-тăн, уçă та хитре сасă, чипер сăн-пит тата ытти те кирлĕ. Хăшĕ-пĕри тивĕçтерет те пек, камера умне лартса виç сăмах калаттаратăн та - çитменлĕх тÿрех курăнать. Халĕ ĕлĕкхи мар, Чăваш патшалăх университетĕнче журналистика факультечĕ пулсан та чăвашла таса çырма-калаçма пĕлекенсене тупма йывăр. Паллах, сăлтавĕ тĕрлĕрен. Вĕсенчен пĕри - журналиста ĕçшĕн сахал тÿлени тесе шухăшлатăп. Хамăр патăмăрти пирки кăна каламастăп, ытти çĕрте те пĕр евĕрлех. Çавăнпа ытларахăшĕ бизнеса иленет е ытти çĕрте ĕç тупать.

- Телерадиокомпани юпа уйăхĕнче 50 çул тултарас умĕн, авăн уйăхĕнче, Наци телекуравĕ ĕçлеме тытăнать. Халех паллă: конкуренци пулатех. Ăна тÿсме, хальхи шайра юлма мĕнлерех меслетсем хатĕрлетĕр?

- Çапла, юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче радио - 85, телекурав - 50, «Чебоксары-ТВ» хула каналĕ 15 çул тултараççĕ. Чăваш Енре наци телекуравĕ ĕçлеме тытăнни пире тата ытларах тăрăшма хистĕ. Çав вăхăтрах конкуренцие тÿсме çанă тавăрса хатĕрленетпĕр тесе суяс килмест: ĕç-хĕл йĕркеленсе çитнĕ, кĕçех цифрăллă телекурав çине куçатпăр, техникăн пысăк пайне çĕнететпĕр. Массăллă информаци хатĕрĕсенчен хăвачĕпе, витĕмлĕхĕпе телекурава çитекенни çук. Çĕнĕ технологисем те, çав шутра Интернет та, унпа танлашаймаççĕ. Çавăнпа питĕ пĕлсе, кашни сюжета пахаласа-тишкерсе, чи малтан куракан интересĕсене, кăмăлне шута илсе тата яваплăха туйса ĕçлемелле. Эпир çапла вăй хуратпăр та.

- Елена Ивановна, «хыпарçăсем» сирĕн коллектива çывхарса килекен юбилей ячĕпе ăшшăн саламлаççĕ, ăнтăлу та сатурлăх сунаççĕ.

- Тавтапуç. Сире те ăнăçу сунатăп.

Геннадий МАКСИМОВ.

«Хыпар», 2011, çĕртме, 7

ruschuvashengfr 
 
vk yt twandr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia