el un k
pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
dost
ze_in
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
rus
zozh 2015 2
nzpti 2
nauka i obr
kb
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy

090715 5
Чăваш Ен вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов Пичет çуртĕнче журналистсем валли пресс-конференци ирттерчĕ. Вăл яваплă çак ĕçе тытăннăранпа çĕр кун çитнĕ май хăш-пĕр пĕтĕмлетÿ тума, малашлăх тĕллевсемпе паллаштарма вăхăт çитнине палăртрĕ.

 

- Вĕренÿ тытăмĕн аталанăвĕпе çыхăннă пысăк калăпăшлă ĕçсене нумай çуллăх ятарлă программăсенче çырса хунă. Эпĕ сире çитес çур çулта мĕн-мĕн тума хатĕрленни çинчен каласа парасшăн, - терĕ Владимир Николаевич. - Пирĕн вĕренÿ ĕçĕнче çирĕпленсе çитнĕ паха йăла-йĕркене упраса, çав вăхăтрах вĕсене инноваци мелĕсемпе пуянлатса пымалла. Кунта татăклă, революциллĕ улшăнусем вырăнлă мар. Пĕлÿ пахалăхне лайăхлатас, анлă тавра курăмлă специалистсем хатĕрлес, вĕсене ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе тĕрлĕ тытăмăн алла-аллăн ĕçлемелле. Вĕренÿ министерстви çакна шута илсе аслă шкулсемпе, пуçламăш тата вăтам професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсемпе, суту-илÿпе промышленноç палатипе тытакан çыхăнăва çирĕплетсех пырать. Пĕлетĕр ĕнтĕ, паянхи куна специалистсем хатĕрлессипе ĕç рынокĕ хушшинче шайлашу çук. Шел те, аслă пĕлÿ дипломĕ хăйĕн хакне çухатрĕ, вăл ĕç те параймасть, лайăх пурнăç та шантараймасть. Халĕ çамрăксен шкул хыççăн татăклă утăм тăвиччен тĕплĕ шухăшласа пăхмалла. Ашшĕ-амăшĕн те психологине улăштармалла. Тен, ачи рабочи профессине суйласа илсен ÿкĕнмелле пулмĕ. Çак ыйтусемпе тĕллевлĕрех йышăнусем тума палăртатпăр.

Министр татăлусăр вĕренÿ тытăмне ата-лантарма шухăшланине пĕлтерчĕ: училище-техникум-аслă шкул программăпа ултă çултах рабочи профессийĕ те, институт е университет дипломĕ те илме пулать. Професси училищисем çумĕнче инженер класĕсем йĕркелесе çамрăксене малашнехи çул-йĕре тĕрĕс палăртма пулăшасшăн. Владимир Иванов хăшĕсем аслă шкула вĕренме пыракансен пĕлÿ шайĕ çителĕксĕрри пирки ÿпкелешнине асăнчĕ. «Аслă шкулсен мĕншĕн-ха шкулсене шефа илсе вĕрентÿре пулăшас мар? Профильлĕ классем йĕркелесе занятисем ирттерсен витĕмĕ палăратех. Ку енĕпе Чăваш патшалăх университечĕн опычĕпе усă курма пулать», - терĕ вăл.

Ăна шкул пирки ыйту нумай пачĕç. Владимир Николаевич чи малтанах хăйĕн юратнă вĕрентекенĕн Геннадий Волков академикĕн сăмахĕсене аса илчĕ: «Воспитани вăл - юрату тата тĕслĕх». Çавна май шкулта тĕп вырăнта вĕренекен пулмаллине, пĕлÿ тĕнчи çине унăн куçĕпе пăхмаллине палăртрĕ. Учитель - çул кăтартакан, хальхи пек каласан - тьютер. Вăл ачашăн тĕслĕх пулни пĕлтерĕшлĕ. Ачан вĕренес, ăнланас, ĕçлес кăмăл пулмасан вĕрентекен тăрăшни витĕм кÿреймест. Вĕренекен - ашшĕ-амăшĕ -учитель çыхăну çирĕп пулсан, пĕр-пĕрне пулăшса пырсан кăна çитĕнÿ тума май пур. Анчах хальлĕхе общество представителĕсем те - попечительсен канашĕсемпе ертсе пыракан канашсем - хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçлани курăнмасть-ха, вĕсем, тĕпрен илсен, директор хушăвĕсенчен иртеймеççĕ. Министр çак лару-тăрăва улăштармаллине те асăнчĕ.

Тепĕр ыйту - патшалăхăн çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕсем. Владимир Иванов çак çĕнĕлĕхĕн лайăх енĕ чылай пулнине палăртать. Учительсенчен хăшĕ-пĕри ачасем предметсене суйласа илме хатĕр мар тесе шухăшлать. Анчах министр кунпа килĕшесшĕн мар, ăна ачасем хăйсене малашнехи пурнăçра мĕнле предметсем кирлĕ пулассине ăнланса илме хăнăхасси иккĕлентермест. Сăмах май, хальлĕхе патшалăхăн çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕсене тăххăрмĕш класс таран çирĕплетнĕ.

Шкулчченхи вĕренÿ тытăмне аталантарас тĕлĕшпе те ÿсĕмсем пур. Ача сачĕсĕм пулнă çуртсене каялла тавăрас ĕç мапалла пырать. Унсăр пуçне çĕнĕ садиксем тăваççĕ, кăçал республикăра шкул çулне çитменнисен ултă учрежденине хута ямалла. Шкул çумĕнчи кĕçĕннисен ушкăнĕсен шучĕ ÿсет. Шупашкар, Канаш хулисенче, Шупашкар районĕнче 1,5-3 çулсенчи садике çÿремен ачасен амăшĕсене пособи пама пуçлани те пархатарлă пулăм. Пăшăрхантаракан çивĕч ыйту -педагогсен шалăвĕ ытла та пĕчĕк пулни. Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен шкулти учительсен ĕç укçине 30 процент ÿстерме палăртнă. Вĕренÿ министрĕ ача сачĕсенче ĕçлекенсен тĕлĕшпе те тивĕçлĕ йышăну тума вăхăт çитнине, ку ыйтăва кун йĕркинче тытнине пĕлтерчĕ.

Юлашкинчен Владимир Иванов шкул пĕтерекен çамрăксене Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытма, пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме, телейлĕ пулма ырă сунчĕ.

Алина ЛУКИЯНОВА
«Хыпар»,  2011, çу, 19.

 

ruschuvashengfr 
 
vk tv Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia