gripp
el un k
pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
dost
ze_in
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
rus
zozh 2015 2
nzpti 2
kb
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy

 250411_3_copy

 

Помните, что долг работать над просвещением чуваш лежит, прежде всего, на вас, на людях, которые вышли из их же среды. Возвращайтесь же к своим соплеменникам с сокровищами научного знания. Помните, что владеть сердцем народным вы сможете, только если не будете чуждаться языка народного…

(И.Я. Яковлев. «Духовное завещание…)

Чăваш чĕлхипе литературине аслă шкулта чи малтан Хусанти хĕвел тухăç педагогика институтĕнче вĕрентме пуçланă. 1926 çулта çав вузра «Чăваш наци чĕлхи» уйрăмĕ вырăнне «Чăваш чĕлхипе литератури» уйрăмĕ йĕркеленет. Унта Н.И.  Ашмаринпа Н.В. Никольский профессорсем, Г.И. Комиссаров доцент ĕçленĕ.

1930 çулта çак уйрăма тин кăна Шупашкарта уçăлнă Чăваш патшалăх педагогика институтне куçараççĕ. 1937 çулта унта чăваш чĕлхипе литература кафедри уйрăм пулса тăрать.

1967 çулта çĕнĕрен уçăлнă Чăваш патшалăх университетне пединститутри вырăс-чăваш уйрăмне те куçараççĕ. 1967-1970 çулсенче кафедрăна СССР педагогика ăслăлăхĕсен академийĕн член-корреспонденчĕ М.Я. Сироткин профессор ертсе пырать. 1968 çулта таса чăваш уйрăмĕ уçăлать. Унта студентсене С.П. Горский, М.Р. Федотов, Н.П. Петров профессорсем, С.П. Юшков, А.С. Канюковăпа В.Я. Канюков, Г.Я. Хлебников тата ыт. доцентсем те ăс параççĕ, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшаççĕ.

1973 çулта пединститутран куçнă кафедра икке пайланать: чăваш чĕлхи тата чăваш литератури кафедрисем çуралаçсĕ.

Историпе филологи факультетĕнче шутланнă чăваш чĕлхипе литературин уйрăмĕ çулсерен аталанса та вăй илсе пынă. Çакă вара 1990 çулта унăн никĕсĕ çинче чăваш филологийĕпе культура факультечĕ уçма майсем туса панă.

2003 çултанпа малтан ятарлă пĕлÿ илнисем (культура училищи, педагогика училищи, педколледж пĕтернисем), иккĕмĕш аслă пĕлÿ илес текенсем чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче тÿ левлĕн виçĕ çул е виçĕ çул çурă вĕренсе алла диплом илме пултараççĕ. 2006 çулта вара çĕнĕ специальность, «Культурологи» специальноçĕ, уçăлчĕ пирĕн факультетра.

Чăваш чĕлхипе литературине Хусанти тухăç халăхĕсен институтĕнче (1925-1930) тата Шупашкарти педагогика институтĕнче (1930-1967) тĕпрен илсен шкул вĕрентекенĕсем валли вуланă. Университет тапхăрĕнче (1967-2011) тăван чĕлхемĕрпе сăмахлăх ăслăлăх шайне çĕкленме пултарчĕ. Халĕ эпир чĕлхемĕрĕн тымарĕсене те тĕпчетпĕр, хурăнташлă чĕлхесене тишкеретпĕр. Анăçăнне кăна мар, тухăç литературине те ăша хывма тăрăшатпăр. Университетăмăр классикăлла вĕрентÿ заведенийĕ пулса тăнă май кунта чăвашсен академилле филологийĕ çунат сарса тĕрекленчĕ.

Университет тапхăрĕнче вăй илнĕ тепĕр курăмлă туртăм вăл тĕрлĕ дисциплинăсен интеграцийĕ, хăйне евĕрлĕ çывăхланăвĕ. Чăваш филологийĕн никĕсĕ çине кунта филологсемсĕр пуçне журналистсене, ташă-юрă ăстисене, театр режиссерĕсене, библиотекарьсене, музей çыннисене хатĕрлетпĕр. Çак ĕç малтанласа нушаран (çав ăстасене хатĕрлемелли аслă шкул çукран) пуçланчĕ. Халĕ республикăмăрта культурăпа искусство институчĕ пур. Библиотекарьсемшĕн тата маларах Хусана çул уçăлнăччĕ. Çав аслă шкулсем чăваш филологийĕпе культура факультечĕ паракан чи кирлĕ енне – чăвашлăх чунне – пама пултараймаççĕ иккен. Эппин, халăхăмăр культурин ĕçченĕсене классикăлла филологи пĕлĕвĕ пани питех те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем профессионалсем кăна мар, чи малтан чăваш чĕлхипе сăмахлăхне юратакан, вĕсене ыттисенчен тарăнрах пĕлекенсем пулса тăраççĕ. Ташлама-юрлама пĕлекен çамрăка шкулсенче те яланах хапăл туса йышăнаççĕ. Çавăн йышши вĕрентекенсене шкул ачисем ытларах кăмăллани те паллă.

Чăваш филологийĕн дисциплинисем специалист пулма майсем туса панипе пĕрлех чăваш çынни пулма та пулăшни паянхи кун кĕретĕн курăнать.

ЧФКФ чăваш филологийĕн тата культурин лаççи кăна мар, вăл аслă пĕлÿ ллĕ ăстасен пултарулăхне аталантармалли вырăн та. 90-мĕш çулсенче кунта диссертаци канашĕсем уçăлчĕç. Çав канашсем чăваш филологĕсемпе пĕрлех коми тата мари филологĕсене те хатĕрлеме, кандидат ĕçĕсене хÿ тĕлеттерме пултарчĕç. Танлаштаруллă, шайлаштаруллă тата типологиллĕ чĕлхе пĕлĕвĕн, Раççей халăхĕсен литератури ыйтăвĕсемпе тĕпчев ĕçĕсем çырса хÿ тĕленме пулать паян кунта. Çак енпе те пирĕн факультет çывăх вăхăтрах регионти чи пĕлтерĕшлĕ центрсенчен пĕри пулса тăрĕ.

Специальность 031001 «Филология» с основной специализацией  «Чувашский язык и литература» в Чувашском  государственном университете им. И.Н. Ульянова имеется с 1967 года, т.е. со дня открытия данного вуза. Первоначально она функционировала как отдельное отделение в структуре историко-филологического факультета. В 1990 году был создан факультет чувашской филологии и культуры. На ведение образовательной деятельности по специальности 031001 «Филология» университетом получена лицензия №9866 от 13 февраля 2008 года. Наряду с фундаментальной специализацией «Языки и литература народов России (Чувашский язык и литература)», студенты по выбору могут получить еще одну дополнительную специализацию.

С 2003 года открыта специальность 031001 «Филология. Чувашский язык и литература» (специализации «Страноведение: Чуваши и чувашская  культура», «Чувашский язык и литература в национальной школе») – заочное   обучение по сокращенным программам на базе среднего специального образования соответствующего профиля и высшего образования.

В 2006 году открылась новая специальность 031401 «Культурология» со специализациями: «Культура региона (Урало-Поволжья)», «Чувашская народная культура», «Художественная культура», «Менеджмент в сфере культуры (социокультурная деятельность)», «Музыкальная культура».

Преподаватели факультета являются авторами многих монографий, вузовских и школьных учебников, пособий и статей по различным вопросам языка, литературы, педагогики, методики. Весь педагогический коллектив факультета активно участвует в общественной и культурной жизни Чувашской Республики. Наши преподаватели – частые гости у чувашей Сибири, Башкирии, Саранской и Ульяновской областей. Факультет, согласуя свои действия с центрами по возрождению чувашской культуры в различных  областях России, оказывает им посильную помощь. У нас установились тесные связи с такими учебными заведениями, как Стерлитамакский педагогический институт Башкирии, отделение чувашского языка Казанского пединститута, Сенгилеевское педучилище Ульяновской области, Ядринская национальная гимназия, лицей имени Г. Лебедева.

Это дает студентам возможность приобщиться к творческой интеллигенции Республики, самостоятельно разрабатывать новые проблемные подходы к изучению литературы и языка и т.д.

Наши выпускники успешно работают в высших учебных заведениях (в университете и различных институтах), в общеобразовательных школах республики и за ее пределами, в редакциях и газет и журналов, радио и телевидения, в театральных коллективах, в органах управления, в музеях, в детских садах, успешно поступают  в аспирантуру.

Важнейшая задача факультета сегодня – добиться преемственности традиций высшей школы, Симбирской чувашской школы, обеспечить подготовку национальных кадров на должном учебно-методическом, педагогическом, воспитательном, культурном уровне.

 

ruschuvashengfr 
 
vk tv Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia