gripp
el un k
pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
dost
ze_in
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
rus
zozh 2015 2
nzpti 2
kb
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy

090715 5

23042011Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти “МТВ-центр” суту-илÿпе кану центрĕнче “Воспитани. Вĕренÿ. Карьера” специализациленĕ VII курав уçăлчĕ.

Йăлана кĕнĕ курава пĕлтĕр 75 учреждени хутшăннă пулсан кăçал 86 учреждени экспозицисем хатĕрленĕ. Çав шутра — 12 аслă шкул, 12 колледжпа техникум, 16 профучилище, 16 шкул, 16 ача сачĕ, 6 хушма пĕлÿ учрежденийĕ, 3 интернатпа коррекци шкулĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăçал ял шкулĕсемпе садиксем хăйсен ĕç-хĕлĕпе анлăрах паллаштарма тăрăшни курăнать. Экспозицисем тĕрлĕ енлĕ, пуян, паянхи пурнăç ыйтăвĕ­­сене туллин тивĕçтереççĕ.

Курава савăнăçлă лару-тăрура уçнă май Чăваш Ен вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ В.Н.Иванов паянхи пĕлÿ тĕнчи çав тери анлă пулнине, экспозицисем вăл кашни тытăмра мĕнле аталанса пынипе уçăмлăн паллаштарнине палăртрĕ. «Эверест» компанисен ушкăнĕн генеральнăй директорĕн çумĕ С.М.Щукина «МТВ-центрта» черетлĕ курава вырнаçтарма кăçал тата пысăкрах, меллĕрех лаптăксем уйăрса пама май килнине асăнчĕ, ăнăçу сунчĕ. Уйрăм калаçура уява хутшăннă темиçе çын шухăшне те ыйтса пĕлтĕм.

В.В.Андреев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ:

- Паян мана ача сачĕсен экспозицийĕсем питĕ тĕлĕнтерчĕç. Унта ĕçлекенсем ачасене воспитани парса шкула хатĕрлес тĕллевпе паха меслетсене пурнăçа кĕртме, çĕнĕлĕхсене алла илме тăрăшаççĕ. Мана, депутата, çак тытăмра ĕç укçи пĕчĕк пулни пăшăрхантарать. Садик воспитателĕсем ăслă-тăнлă, сывă ăру çитĕнтерес ĕçе пĕлтерĕшлĕ тÿпе хывнине шута илсе вĕсене тивĕçлипе хаклама май паракан йышăнусем тума вăхăт. Тата манăн коопераци институчĕ «Воспитани. Вĕренÿ. Карьера» курава кашни çулах хутшăннине, кăçалхи, çиччĕмĕш, курав ытти çулхисенчен чылай пуянрах пулнине палăртас килет.

В.Д.Васильев, Шупашкарти механика-технологи техникумĕн директорĕ:

- Паянхи уявра тĕрлĕ шайри вĕренÿ заведенийĕсем Чăваш Республики валли мĕнле специалистсем хатĕрленине, аталану çул-йĕрне анлăн кăтартса параççĕ. Эпир те çак курава çулленех хутшăнатпăр. Шкул ачисем, професси училищисенче вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ экспозицисемпе паллашса килĕшекен специальноç суйласа илме пултараççĕ. Республика правительстви, Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви паха кадрсем вĕрентсе кăларас ыйтупа тимлĕ ĕçленине çĕнĕ курав тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.

В.Н.Леонтьева, Çĕрпÿ районĕнчи Апакасси тĕп шкулĕн учителĕ:

- Шкулта технологи вĕрентетĕп, «Ылтăн йĕп» кружок ертсе пыратăп. «Воспитани. Вĕренÿ. Карьера» курава пуçласа килтĕмĕр. Çапах та пирĕн экспозиципе, ачасем хăйсен аллипе çĕленĕ тата тĕрленĕ чăваш кĕписемпе кăсăклансах паллашакан чылай. Кружок ĕç­­­­­­­ĕ­семпе республика, Раççей шайĕнчи конкурссенче пĕрре кăна мар малтисен йышне кĕме пултартăмăр. Паянхи курава хутшăнма май килнĕшĕн уйрăмах кăмăллă пултăмăр.

Виçĕ кунлăх курав программи питĕ анлă. «Чăваш Республикинчи вĕренÿ учрежденийĕ­­сенчи вĕренекенсемпе студентсен хăй тĕллĕ­нлĕх органĕсене аталантармалли стратеги», «Професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсен федерацин патшалăх çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕсемпе ĕçлеме куçассин уйрăмлăхĕсем», «Ĕçе вырнаçнă чухнехи тĕп йывăрлăхсем» ыйтусемпе «çавра сĕтелсем», çамрăксен «МолГород-2011» вĕренÿ форумĕн презентацийĕ иртрĕç. Шупашкар хулин ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ вакансисен ярмăрккине йĕркеленĕ. Кăмăл тăвакансем ĕç вырăнĕсен компьютер базипе паллашма, професси туртăмне палăртакан тест витĕр тухма пултарчĕç. Куравра «Промтрактор», «АБС Электро», «Электром», «Шупашкарти агрегат завочĕ», «Яхтинг», «Рассвет», «Техмашхолдинг» организацисем, «Чайка» санатори-сывлăх комплексĕ тата ыттисем вакансисем сĕннĕ, ятарлă экспозицисем йĕркеленĕ. Программăна республикăри вĕренÿ учрежденийĕсен пултарулăх коллективĕсем концертпа илемлетрĕç.

Алина ЛУКИЯНОВА.

Хыпар.

ruschuvashengfr 
 
vk tv Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia