spid
el un k
pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
dost
ze_in
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
rus
zozh 2015 2
nzpti 2
kb
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy

Çуралса ÿссе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă ялĕнче, Вăрнар районĕнчи Чăрăшкас Мăратра, ун пирки пирĕн космонавт теççĕ. Мухтавлă ентеше чунран хисеплесе, унпа хăпартланса. Тĕрĕссипе, Юрий Харистанфович Михайлова тĕнче уçлăхĕнче пулма тÿр килмен. Анчах унăн пурнăçĕн 25 çулĕ тĕнче уçлăхĕн пирвайхи гаванĕпе — Байконур космодромпа — тачă çыхăннă. Пилĕк çул кунта çар чаçĕн командирĕ — çар госпиталĕн пуçлăхĕ пулнă.

- Эпĕ мĕн ачаран врач пулас ĕмĕтпе çунатланнă, — тет Юрий Харистанфович. — Анне пĕрмаях чирлетчĕ. Акă врача вĕренсе тухатăп та сана пур пĕр сывататăп тесе лăплантараттăм. Тепĕр сăлтав та пурччĕ: аннен иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕн, Феня акайăн, мăшăрĕ — Василий Петрович Пырков врач — маншăн тем пекех хаклă çынччĕ. Вăл Иван пиччĕшĕпе тата Павел шăллĕпе пĕрле Хусанта врача вĕренсе тухнă. Манăн та вĕсем пек пулас килетчĕ.

Ашшĕпе амăшĕ те пилĕк ачинчен тăваттăмĕшне, пĕртен пĕр ывăлне, шурă халатлисен хушшинче курма ĕмĕтленнĕ. «Вуннăмĕш класра чухне эпĕ Шупашкара Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕме хатĕрлекен курссене çÿреттĕм, — аса илет Ю.Михайлов. — Аннепе аттен куçĕсем савăнăçпа çиçнине пĕрре кăна мар асăрханă. «Тăрăшса вĕрен, ывăлăм», — тетчĕç».

Шел, Юрăна врача тухса амăшне сиплеме пÿрмен — çитмĕл çиччĕмĕшĕнче, Кĕçĕн Кипек шкулĕнчен вăтам пĕлÿ илсе тухнă çул, хаклă çыннăн куçĕсем яланлăха хупăннă. Анна Семеновна аллă пĕррере кăна пулнă ун чухне. Ашшĕ те, Харистанф Михайлович, вăрçă вучĕ витĕр Сталинградран Берлина çити утса тухнăскер, мăшăрĕ хыççăн сакăр çултан çĕре кĕнĕ.

Вăтам шкула чи лайăх паллăсемпе вĕçленĕ те Юрий Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне çăмăллăнах вĕренме кĕнĕ. «Сиплев ĕçĕ» специальноçе суйласа илнĕ. Курсри чи пултаруллă студент пулнă. Общество ĕçĕнче те, спортра та палăрнă. Чăрăшкас Мăрат каччи йывăр атлетикăна уйрăмах килĕштернĕ, штанга йăтассипе пĕрремĕш разряд нормативне тултарнă. Чунĕпе таса, кăмăлĕпе ырă çамрăка пĕрле вĕренекенсем те, преподавательсем те хисепленĕ. Кунтах унăн чĕринче юрату хĕлхемĕ ялкăшма тытăннă. 1981 çулта Юрий пĕр курсра вĕренекен илемлĕ пикепе, Ираидăпа, çемье чăмăртанă. Мăшăрĕ, Патăрьел тăрăхĕнче çуралнăскер, Ульяновск хулинче çитĕннĕ — вăл иккĕре чухне çемье çак хулана пурăнма куçнă.

Ю.Михайлов, малашнехи пурнăçне Совет Çарĕпе çыхăнтарма тĕллев тытнăскер, Куйбышеври медицина институчĕн çар-медицина факультетне вĕренме куçнă. Çулталăкран Юрийпе Ираидăн ывăл — Дмитрий — çуралнă. 1983 çулта института ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн медицина службин лейтенантне Юрий Харистанфович Михайлова Байконура яраççĕ. Ăна полкăн медицина пункчĕн пуçлăхне çирĕплетеççĕ. Ĕçченлĕхне, тăрăшулăхне, пултарулăхне, хăйĕн ырă енĕсене пула пирĕн ентеш кунта карьера картлашкипе çÿлтен-çÿле улăхнă. Пĕлĕвне малалла ÿстерес, анлăлатас тĕллевпе Юрий Харистанфович лор специальноç енĕпе Ташкентра интернатурăра вĕреннĕ. 1984-1987 çулсенче çамрăк врач Байконурти çар госпиталĕн поликлиникин лор уйрăмĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. Икĕ çул Ленинградри Çар-медицина академийĕн курсĕнче пĕлÿ пухнă. Ю.Михайловăн çар званийĕ те ÿссе пынă. 1988- 1997 çулсенче пирĕн ентеш çар госпиталĕн отоларингологи уйрăмĕн аслă ординаторĕ, çак уйрăм пуçлăхĕ пулнă. Кĕçех Юрий Харистанфовича яваплăрах должноçа — çар госпиталĕн пуçлăхĕн çумне — çирĕплетнĕ. 2003 çулта медицина службин полковникĕ Ю.Михайлов çар чаçĕн командирĕ — çар госпиталĕн пуçлăхĕ.

- Пин те пилĕк çĕр койка-вырăнлă çар госпиталĕнче пурĕ 1200 ытла çын ĕçлетчĕ, — пĕлтерет Юрий Харистанфович. — Медицина службин полковникесем кана хĕрĕхĕнччĕ. Çар çыннисене кăна мар, тепĕр чухне ыттисене те, çав шутра казахсене, сиплеме тиветчĕ.

Чĕрĕк ĕмĕр Байконурти çар госпиталĕнче ĕçленĕ Ю.Михайлов хамăрăн пĕрремĕш ушкăнри космонавтсене те, хальхисене те çывăх пĕлнĕ. Ăна мухтавлă ентеш- ĕмĕрпе Андриян Григорьевич Николаевпа пĕрре кăна мар чуна уçса кăмăлтан калаçма тÿр килнĕ. Çавăн пекех Герман Титов, Павел Попович, Валентина Терешкова космонавтсемпе туслашнă. Раççей космонавчĕсенчен Василий Циблиев, Юрий Шаргин тата ыттисем — Юрий Харистанфовичăн çывăх тусĕсем. «Çар госпиталĕн пуçлăхĕ пулнă май йĕрке тăрăх мана космонавтсене тĕнче уçлăхне ăсатнă çĕре кашнинчех хутшăнма тивнĕ», — тет Ю.Михайлов.

2005 çулта Юрий Харистанфовича «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ятпа чыслаççĕ. Тепĕр çултан медицина наукисен докторĕн диссертацине ăнăçлă хÿтĕленĕ. Вăл — наука статйисен, çав шутра монографисен тата вĕрентÿпе методика пособийĕсен авторĕ. Сиплев ĕçĕнче унăн 72 рационализаторла сĕнĕвне пурнăçа кĕртнĕ.

Çарти реформăсем Байконурти çар госпитальне те пырса тивнĕ. 2008 çулта ун вырăнне федерацин медицина-биологи агентствин медицина-санитари тĕп чаçне йĕркеленĕ. Çак ĕçе Ю.Михайловăн тÿрремĕн хутшăнма тивнĕ. «Çар медикĕсем пурте Раççее куçса кайрĕç, вĕсене пурне те хваттерпе тивĕçтернĕ», — пĕлтерет ентеш. Çав çулах Юрий Харистанфович та çемйипе çуралнă çĕр-шывне — Чăваш Республикине — таврăннă. Ăна РФ Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Республикинчи медицина-санитари чаçĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ. Çак должноçра икĕ çул пулнă. Халĕ Юрий Харистанфович — Чăваш патшалăх университечĕн хирурги кафедрин профессорĕ. Вăл — Раççей естесство ăслăлăхĕсен академийĕн /РАЕН/ член-корреспонденчĕ, К.Э.Циолковский ячĕллĕ космонавтика академийĕн член-корреспонденчĕ.

Ю.Михайлов 2005 çулта «Казах Республикин сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» ята тивĕçнĕ, «Çулталăкри чи лайăх врач» номинацире «Казах Республикин чи лайăх çынни» конкурс лауреачĕ пулнă.

Ю.Михайловăн мăшăрĕ Ираида Васильевна та медицина службин саппасри подполковникĕ, Байконурти çар госпиталĕнче отоларингологи уйрăмĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. Халĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вăй хурать. Михайловсен ывăлĕ Дмитрий Мускавра авиаци институтĕнчен вĕренсе тухнă, Байконурта инженер-сăнавçă пулнă. Паян Санкт-Петербургри А.Ф.Можайский ячĕллĕ çар- космос академийĕн адъюнктуринче вĕренет, капитан.

Юрий Харистанфовичпа калаçма кăмăллă та интереслĕ. Вăп ырă та сăпайлă çын пулнине, хăйне мăнна хуманнине тÿрех туйса илетĕн. Канмалли кунĕсене Чăрăшкас Мăратра ирттерет. Байконурта чухнех тăван ялта çурт çĕкленĕ. Машăрĕпе пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтерме кăмăллаççĕ.

- Студентсене лекци вуланă май çамрăклăх куç умне тухать, университет çулĕсем аса килеççĕ, — тет Юрий Харистанфович. — Манăн, çапах та, паянхи студентсене ытларах вулама, спортпа туслашма сĕнес килет. Çитĕнекен ăру та, аслăраххисем те ĕçкĕ-çикĕпе ытлашши иртĕхме тытăнни хытах пăшăрхантарать. Хамăр хыççăн мĕн хăварăпăр? Кашнинех çакăн пирки лайăх шухăшласа пăхма сенесшĕн...

Ентешĕмĕр сăмахĕсене чĕрене илсен тем пекехчĕ те.

Вячеслав НИКОЛАЕВ.

Вăрнар районĕ

Хыпар, 60 №, 2011, ака, 6.

ruschuvashengfr 
 
vk tv Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia