chuv_banner

 

strelka3http://gov.cap.ru/chuv/ - Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă порталĕ


strelka3http://chuvash.org/ - Чăваш халăх сайчĕ


strelka3http://cv.wikipedia.org/ - Чăваш википедийĕ


strelka3http://hypar.ru/ - "Хыпар" хаçат сайчĕ


strelka3http://yumah.ru/ - Чăваш халăх пултарулăхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvlit.narod.ru/simple.html - Чăваш литература каталогĕ


strelka3http://cv.wikibooks.org - Викикĕнекесем


strelka3http://chuvash.org/lib - электрон вулавăш


strelka3http://gallery.chuvash.org/main.php - "Чăваш тĕнчи" сăн ÿкерчĕксен ярăмĕ


strelka3http://suvar.su/ - Тутарта тухса тăракан "Сăвар" хаçат


strelka3http://nesterjankas.ucoz.ru/ - Нестер Янкас пĕрлĕхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvshkola.ucoz.ru/ - Шкул ачисен сайчĕ


strelka3http://chuvlast.ucoz.ru/ - "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурсăн сайчĕ


strelka3http://kamal.3dn.ru/ - "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕн сайчĕ


020716 5

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ паян мĕнле аталанать-ха? Абитуриентсене тата ашшĕ-амăшне мĕнле ыйтусем хумхантараççĕ? Çак тата ытти ыйтусем çине университет ректорĕ, Раççей Федерацийĕн аслă професси вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Андрей АЛЕКСАНДРОВ хуравлама кăмăл турĕ.

- Андрей Юрьевич, аслă вĕренÿ заведенине вĕренме кĕме шухăшлакансемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ. Каласа парăр-ха тархасшăн, çамрăксем мĕнле специальноçсене хальхи вăхăтра ытларах ыйтаççĕ?

- Çак кунсенче федераци ĕç служби Раççей предприятийĕсенче çителĕксĕр професси представителĕсене асăнчĕ, кусем вĕсем - инженери отраслĕн специалисчĕсем. Кунсăр пуçне 2017 çулта ĕç паракансем ытларах чухне наукăпа техникăри тата гуманитаринчи чи пысăк квалификаци профессионалĕсене ыйтни палăрать.

- Аслă вĕренÿ заведенине вĕренме пыракансем вара мĕнле профессисемпе ытларах интересленеççĕ?

- Техника енĕн сумĕ ÿссе пыни палăрать. Мĕншĕн тесен кун пек пĕлÿ илнĕ май вĕренсе тухакансен тивĕçлĕ ĕçе вырнаçма тата япăх мар ĕç укçи илме шанăç пысăк.

Абитуриентсем медицина тата фармацевтика специальноçĕсене тимлĕх уйăраççĕ. Яланхи пекех отрасльсем хушшинчи профессисем илĕртÿллĕ: экономист, юрист, менеджер, маркетолог. Кунта вара çакна палăртса хăварма тивет. Хальхи вăхăтра кун пек специальноç илнисем пайтах. Паллă ĕнтĕ, çакă вăл вĕренсе тухакансенчен нихăшĕ те ĕç тупайманни пирки каламасть, ĕçе вырнаçма кăна йывăртарах пулма пултарать. Юрăхлă ĕç шырама вара студент çулĕсенченех тытăнас пулать: ĕç паракансен вакансисен ярмăрккисемпе мастер-класĕсене çÿремелле, наука тĕпчевĕсене тата проект ĕçне-хĕлне хутшăнмалла, производство практики вăхăтĕнче хăйсене лайăх енчен кăтартма тăрăшмалла.

Историпе, филологипе, ют çĕршыв чĕлхисемпе, журналистикăпа интересленекенсем сахалах мар. Пирĕн ĕç паракан партнерсем хăйсен пулас сотрудникĕ хутла лайăх пĕлтĕр теççĕ. Ĕçлеме пыракан çĕнĕ çын хальхи вăхăтри нумай даннăйсене тишкерсе хак пама пултартăр. Компьютер техникипе, тĕрлĕрен программăсемпе ĕçлеме пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Университет вĕренÿ программисен анлă спектрне сĕнет. Вĕсем пирки вĕренме кĕрекенсем, ашшĕ-амăшĕ тата учительсем университетăн сайтĕнче (chuvsuĕru) пĕлме пултараççĕ. Чăваш патшалăх университечĕ Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕн общество аккредитацийĕ витĕр тухнă 100 аслă вĕренÿ заведенийĕ шутне кĕрет. 2016 çулта вĕренĕвĕн "Экономика", "Менеджмент", "Финансы и кредит", "Химия", "Химическая технология", "Энерго- и ресурсосберегающие процессы в химической технологии, нефтехимии и биотехнологии", "Фармация" программисем пĕтĕм тĕнчери профессипе общество аккредитацийĕ витĕр тухнă.

- Питĕ аван. Калăпăр, шкултан вĕренсе тухакан хăйне валли пулас профессие суйласа илнĕ. Аслă вĕренÿ заведенине унăн епле суйласа илмелле пулать-ха; Вăл хăш вĕренÿ заведенине суйласа илнинчен унăн малашлăх карьери те килет вĕт?

- Абитуриентсен, вĕсен ашшĕ-амăшĕн суйласа илнĕ вĕренÿ заведенийĕн студенчĕсемпе, преподавательсемпе тата заведенирен вĕренсе тухнисемпе канашласа пăхни ытлашши пулас çук. Вĕренÿ корпусĕсенче, общежитире пулса курма, университетăн партнер организацийĕсене экскурсие кайса пăхма сĕннĕ пулăттăм. Хальхи вăхăтра кун пек майсем пур. Университет студенчĕсем предмет олимпиадисене, интеллектуаллă конкурссене хутшăнаççĕ-и, кăтартусем еплерех, вĕренÿ заведенийĕн индустри партнерĕсемпе йĕркеленĕ база кафедрисемпе пĕрлехи лабораторисем пур-и, спорт тата культурăпа социаллă лару-тăру мĕнле шайра, стипендисем тĕлĕшпе мĕнле, академи тата общество активлăхне хавхалантармалли система ĕçлет-и? Çак ыйтусемпе те интересленсе пăхас пулать.

- Абитуриентсенчен кирек хăшĕ те вĕренÿ заведенийĕн бюджет уйрăмне вĕренме кĕме тăрăшать. Çакна ăнланмалла та.

- Эпĕ палăртса хăвартăм ĕнтĕ, юлашки çулсенче патшалăх инженер специальноçĕ çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çавăнпа та техника факультечĕсенчи бюджет вырăнĕсем те нумайланса пыраççĕ. Кăçал Чăваш патшалăх университетне 1400-тен ытла бюджет вырăнĕ уйăрса панă пулсан, 545-шĕ - информатикăпа шутлав техникин, энергетикăпа электротехникăн, радиоэлектроникăпа автоматикăн, прикладной математикăн, физикăпа информаци технологийĕсен, машиностроенипе строительство факультечĕсем валли. Кунсăр пуçне хатĕрлевĕн чылай енĕпе тĕллевлĕ йышăну квотисене пăхса хунă. Тĕллевлĕ йышăну валли ĕç тăвакан влаç органĕсемпе е предприятисемпе тата организацисемпе килĕшÿ тăваççĕ.

- Стипенди - студент пурнăçĕн пĕлтерĕшлĕ кăтартăвĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче унăн виçи мĕн чухлĕ?

- Бюджет мелĕпе вĕренекен студентсен вăл пирĕн университетра 1800 тенкĕпе танлашать. Çав вăхăтрах Раççейри аслă вĕренÿ заведенийĕсенчи бюджет уйрăмĕсенче чи пĕчĕк академи стипендийĕ - 1340 тенкĕ. Вĕренÿре ăнăçлă ĕлкĕрсе пыракансем пысăкрах стипендие тивĕçеççĕ. Отличник сесси итогĕсемпе 2700 тенкĕ илейрет. Экзаменсене "питĕ лайăх" тата "лайăх" паллăпа тытнисен стипенди 2250 тенкĕ пулать.

Анчах та çакă кăна мар. Обществăлла усăллă ĕçе хутшăнакансене хушса хавхалантарма пăхнă. Кусем вĕсем наукăри тĕрлĕрен çитĕнÿсемшĕн, олимпиадăсене тата университетăн культурăпа спорт пурнăçне хутшăннăшĕн. Активистсене ÿстернĕ стипенди 4000 тенкĕ тÿлетпĕр.

Кунсăр пуçне активист студент тĕрлĕрен ятарлă стипендисене те, вăл шутра университетăн попечительство канашĕн стипендине те тивĕçме пултарать.

- Нумай абитуриентшăн аслă вĕренÿ заведенине суйласа илнĕ чухне тĕрлĕрен социаллă гарантисем пурри пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Общежитире вырăн илме пултарассинех илер.

- Малтанах çавна палăртса хăваратăп. Пирĕн университетăн хальхи инфраструктурине йĕркеленĕ: 20 вĕренÿ корпусĕ, 900 вырăнлă хамăрăн Культура керменĕ пур. Университетăн санатори-профилакторийĕнче çуллен 1000 студент хăйсен сывлăхне çирĕплетет. Спорт комплексĕ 5000 тăваткал метр лаптăк йышăнать. Университетăн наука библиотеки - республикăра чи пысăкки. Столовăйсемпе буфетсем пĕтĕмĕшле 1000 вырăнлăх.

Кăнтăрлахи уйрăма вĕренме ытти хуларан килнисене общежитипе тивĕçтеретпĕр. Чи малтанах - социаллă хÿтлĕхсĕррисене. Палăртса хăварасшăн, вĕренекенсенчен ытларахăшĕ общежитие тивĕçет. Университет общежитийĕсем вара хăтлă. Иртнĕ çул эпир 7-мĕш номерлĕ общежитие тĕпрен юсарăмăр. Юсав ĕçĕсем ытти общежитире те пыраççĕ.

- Вĕренÿ заведенийĕ вăл - вĕренÿ кăна мар вĕт-ха. Студент пурнăçĕнче интересли занятисем хыççăн та пайтах...

- Студент çулĕсем çыннăн пурнăçĕнче чи лайăххисем шутланаççĕ. Ку вăл чăннипех те çапла пултăр тесе университет пĕтĕмпех тума тăрăшать.

Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ хăйне тĕрлĕ енпе аталантарма пултарать. Калăпăр, спорт енĕпе. Спорт клубĕнче 18 секци ĕçлет. Факультетсемпе общежитисен спартакиадисене ирттеретпĕр, пĕрремĕш курсра вĕренекенсем уйрăммăн ăмăртаççĕ. Пирĕн патра футбол, хоккей, баскетбол, волейбол енĕпе университет командисене йĕркеленĕ. Вĕсем Раççей шайĕнче те çитĕнÿсем тăваççĕ. Умлă-хыçлă икĕ çул хушши ĕнтĕ университетăн пĕрлештернĕ команди - республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсен универсиадин çĕнтерÿçи.

Иртнĕ çул университетра ГТО нормисене пама хатĕрленмелли студи уçрăмăр. Кунти спортзалра хальхи оборудовани вырнаçтарнă. Студентсем ГТО нормисене пама çакăнта хатĕрленеççĕ.

Пултарулăх енĕпе те ăнтăлмалли çук мар. Хамăрăн Культура керменĕнче конкурссем чылай ирттеретпĕр: "Стань звездой", "Мистер и Мисс ЧГУ" тата, паллă ĕнтĕ, пурте кăмăллакан "Студенческая весна" фестиваль.

Кам хăйне наукăра кăтартасшăн, вĕсем валли университетра студентсен конструктор бюровĕсене 15 йĕркеленĕ. Конференцисем тăтăшах иртеççĕ. Пулас ученăйсем хăйсен тĕпчевĕсемпе çĕршыври ытти вĕренÿ заведенийĕсене кайса паллаштараççĕ. Олимпиада юхăмĕ те университетра анлă сарăлнă.

Нумаях пулмасть юридици факультечĕн иккĕмĕш курс студенчĕсем Раççейри академи ушкăнĕсем хушшинче чи лайăххисем пулса тăчĕç. Кунпа эпир чăннипех те мухтанма пултаратпăр.

- Наука çитĕнĕвĕсем те вĕренÿ заведенине суйласа илесси çине витĕм кÿме пултараççĕ вĕт?

- Паллах. Аслă вĕренÿ заведенийĕн преподаватель ĕçĕ-хĕлĕпе кăна çырлахса пурăнмалла мар. Çавăн пекех наука тĕпчев ĕçне те хутшăнмалла.

ЧПУ - республикăри чи пысăк наукăпа вĕренÿ центрĕ. Наукăпа педагогикăн 22 шкулĕ, диссертаци канашĕсем 4 ĕçлеççĕ, аспирантура тата докторантура пур. Наукăпа тĕпчев ĕçĕсене 97 кафедрăра, 22 лабораторире ирттереççĕ.

Пирĕн университет бази çинче транспорт тата ял хуçалăх машиностроенийĕн Шупашкарти инжиниринг центрне туса хунă. Çак проекта пурнăçа кĕртме вĕренÿ заведенине 100 млн тенкĕ уйăрса панă. Иртнĕ çул вĕçĕнче университет акционерсен "Чебоксарское производственное объединение имени В.И. Чапаева" обществипе пĕрле Раççей Вĕренÿ тата наука министерствин конкурсĕнче çĕнтерсе 99 млн тенкĕ грант илме пултарчĕ.

- Вĕренÿ заведенийĕ тĕнче шайĕнче хутшăнусем йĕркелени - кирек хăш университетăн та хальхи сăн-сăпачĕ.

- Питĕ тĕрĕс сăмахсем. ЧПУ тĕнче шайĕнчи хутшăнусене аталантарса пырать. Пирĕн партнерсем хушшинче - Итали, Испани, Канада, Белоруси, Армени, Германи, Казахстан, Норвеги тата ытти çĕршывсен аслă вĕренÿ заведенийĕсем. Юлашки 5 çул хушшинче 700 ытла студент, аспирант тата преподаватель академи ылмашăвĕ шучĕпе ют çĕршывсенчи вĕренÿ заведенийĕсенче пулнă.

2015 çултанпа Чăваш патшалăх университечĕ Китай ĕçтешĕсемпе тачă хутшăнма пуçларĕ. Кун пек хутшăну килĕшĕвĕсене 9 йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн студентсенчен хăшĕсем Аньхой, Гуйжоу, Сычуань провинцийĕсенче пĕлÿ илеççĕ. Кунсăр пуçне Китайри вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсемпе ученăйĕсем пирĕн пата вĕренме тата вĕрентме килеççĕ. Университетра Китай культура центрне тата Китай вĕренÿ центрне йĕркеленĕ.

- Андрей Юрьевич, ыйтусене хуравлама килĕшнĕшĕн тав сăмахĕ калатпăр.

- Калаçушăн хăвăра та тавтапуç. Шкултан вĕренсе тухакансене хăйсене килĕшекен профессие тĕрĕс суйласа илме тата малашнехи карьерăна ăнăçлă йĕркелеме сунатăп. Ку тĕлĕшпе вара вĕренÿ заведенине тĕрĕс суйласа илни те пĕлтерĕшлĕ.

ruschuvashengfr 
 
vk yt twandr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia