el un k
pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
dost
ze_in
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
rus
zozh 2015 2
nzpti 2
nauka i obr
kb
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy

090715 5

IMG 6416Пĕлÿ кунĕ çитрĕ те - çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи пĕрремĕш шăнкăрав пин-пин ачана шкул партти хушшине ларма йыхăрчĕ. Ăçта мĕнле пуль те, Чăваш Енре çанталăкĕ те çĕкленÿллĕ туйăма тата вăйлатас тенĕн лайăх килсе тухрĕ: кĕрхи сулхăна сап-сарă хĕвел «çемçетес» тесе питĕ тăрăшрĕ.

Республикăри кашни шкултах, техникумпа вузрах савăнăçлă пухусем иртрĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев çак кун республикăри чи пысăк йышлă вĕренÿ организацийĕсене çитсе уяв ячĕпе саламласси уншăн йăлана кĕнĕ темелле. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра та, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра та, Шупашкарти коопераци институтĕнче те хаклă хăнана хапăлласа кĕтсе илчĕç.

Чăваш патшалăх университечĕ хăй уçăлнăранпа 102,5 пин çынна специальноç парса пурнăçăн аслă çулĕ çине кăларнă. Нумай енпе пĕлÿ паракан вузăн тĕрлĕ факультетне кăçал куçăн майпа 2000 ытла хĕрпе каччă вĕренме кĕнĕ. Тин студент пулса тăнисен 22 проценчĕ - медалистсем. ЧПУ ректорĕ Андрей Александров аслă шкулăн ят-сумĕ ÿссе пыни çинчен каланă май асăннă факта та хăйнеевĕр паллă пек хакларĕ. 2014 çулта вĕренме йышăнассине пахалăхлă ирттерес енĕпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ 78 университет хушшинче - çирĕммĕш вырăнта.

Михаил Игнатьев Чăваш Республикин чи пысăк вĕренÿ заведенийĕн алăкне пуçласа уçакансене суйланă çул-йĕрпе сулмаклăн утма ырă сунчĕ.

- Пурнăçăн тĕрлĕ тапхăрĕнче сирĕн хăйнеевĕр экзамен витĕр темиçе те тухма тивĕ. Студент çулĕсенче туптаннă чăтăмлăх, чăрмавсене сирме пултараслăх кирек мĕнле лару-тăруран та чыслăн тухма пулăшĕ. Университет сирĕншĕн чăннипех иккĕмĕш юратнă кил пулса тăрасса шанатăп. Квалификациллĕ вĕрентекенсем пулăшнипе, хăвăр пĕлÿ патне ăнтăлнипе алла диплом илнĕ хыççăн хăвăрăн специальноçпах ĕç тупма сунатăп. Республика ертÿлĕхĕ вара, çамрăксен политики çинчен манмасăр, хастар ăру валли ĕç вырăнĕсем йĕркелеме тăрăшĕ.

Студент билетне алла иличчен пĕрремĕш курсрисем те хăйсен сăмахне каларĕç. Мĕнпур ушкăн ячĕпе экономфака вĕренме кĕнĕ Илья Александровпа юрфак хĕрĕ Елена Яковлева тăрăшса вĕренме тупа турĕç.

Палăртма кăмăллă: ЧПУра вĕренекенсем 38 çĕршывран пухăннă. Нумай наци туслăхĕ малашне те çирĕп пултăрччĕ, тĕнчере тăнăçлăх хуçалантăрччĕ тесе уява пухăннисем тÿпенелле шурă кăвакарчăнсем вĕçтерчĕç.

***

Чăваш патшалăх педагогика университечĕшĕн ку вĕренÿ çулĕ 85 çул тултарнипе палăрăмлă. Республикăри чи ватă аслă шкулăн çак тапхăрта ырă йăласем сахал мар çирĕпленнĕ. Хальхи вăхăтра кунта 6 пин ытла çамрăк аслă пĕлÿ илессишĕн тĕмсĕлет.

- Паянтан сирĕн те хăйне май статус пулать: эсир - педуниверситет студенчĕсем. Ан иккĕленĕр - эсир тĕрĕс суйлав тунă. Раççей Вĕренÿ министерстви çуллен ирттерекен мониторинг кăтартăвĕсемпе ЧППУ эффективлă вузсен йышне лекни те çакна çирĕплетет, - салам сăмахĕнче палăртрĕ аслă шкулăн ректорĕ Борис Миронов.

Педагог профессине суйланисем çине патшалăх ертÿлĕхĕ пысăк шанăçпа пăхни çинчен каларĕ кунта Михаил Игнатьев. Пулас вĕрентекенсем мĕнлерех пулнинчен ачасен малашлăхĕ килет-çке. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан пушă алăпа килмен. Çак вузра тăрăшса ĕçлекен паллă профессора, истори наукисен докторне Тихон Сергеева Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе наградăларĕ вăл. Педагогика ветеранĕ, хăй те çак аслă шкулта професси илнĕскер, студент çулĕсене савăнса аса илчĕ, паянхи кун студентсен ретне тăракансене те тĕрлĕ енĕпе пуçаруллă пулма ырă сунчĕ.

Республикăри вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсен профсоюз комитечĕн ертÿçи Зинаида Степанова Пĕлÿ кунне кашни çулах тăван педуниверситет коллективĕпе уявлать. Студент чухнехи хастарлăхĕ хăйне пурнăçа ăнăçтарма пулăшнине чунтан ĕненет вăл.

92 çулти Дмитрий Егоров та, хăйĕн пурнăçĕн чи пысăк пайне çак институтра ирттернĕскер, уява ĕçтешĕсемпе пĕрле палăртма килни пурне те савăнтарчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ çав ырă вăхăта чĕререх упрать.

***

Шупашкарти коопераци институтне кăçал вĕренме кĕнисем хушшинче - Раççейĕн 21 субћектĕнчен килнĕ яшпа хĕр.

Институт чăннипех те паха кадрсем хатĕрлесе кăларать. Михаил Васильевич хăйĕн салам сăмахĕнче çакна асăрхамасăр хăвармарĕ: професси пĕлĕвне çÿллĕ шайра панипе пĕрлех кунта вĕренекенсен пĕтĕмĕшле культурине аталантарассипе тимлĕ пулнине, сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнма хăнăхтарнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Студентсемпе пĕр чĕлхе тупса калаçнă май вăл пĕр шÿтлемесĕр çапла ыйтрĕ:

- Пуласлăха хăвăрăн алла илме хатĕр-и?

Залра вара пĕр харăссăн «Хатĕр!» тени хăватлă хум пек янăрарĕ. Çакă пушă сăмах пулманнине тин çеç аслă шкул студенчĕ пулса тăнă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç вăхăт иртсен чăнласах та ĕçĕпе çирĕплетсе парасса шанас килет.

Ирина ИВАНОВА. Газета «Хыпар». 2015. 2 сентября.

ruschuvashengfr 
 
vk tv Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia