mzozh
gto
zozh 2015 5
21
st

o_form_zd_obr_zh
narkotiki_copy
s_g_t_s
pomosy-roditelyam
gripp
el un k
pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
dost
ze_in
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
rus
zozh 2015 2
nzpti 2
kb
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy

z_o_zh

230614

pol vstrecha 1Пирĕн саманара çултан-çул аталанса пыракан пысăк спортра студентсен Пĕтĕм тĕнчери Универсиади хăйĕн пĕлтерĕшĕпе çуллахи Олимп вăййисем хыççăн иккĕмĕш вырăнта тăрать. 50-60 çул каялла кăна-ха Австралири Мельбурнра, Римра, Токиора тата Мехикăра иртнĕ XVI-XIX Олимпиадăсенче пилĕк пин ытларах спортсмен кăна ăмăртнă. Паян Кăнтăр Корейăри Кванджу хулинче вĕçленекен уявра вара 146 çĕршыври 13 пине яхăн студент спортăн çирĕм пĕр енĕпе 816 медаль çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç.

Çуллахи Олимпиадăсенче 200 ытла çĕршыв командинчи спортсменсем медальсен 25-28 комплекчĕшĕн ăмăртаççĕ-тĕк Универсиадăн программи кăшт "чухăнрах". Икĕ çулта пĕр хут иртекен тĕнчери студентсен пысăк пĕлтерĕшлĕ хăйнеевĕрлĕ "Акатуйĕнче" ĕлĕкрех йывăр атлетсемпе велосипедистсем те вăй виçнĕ. 2011 çулта Китайра иртнĕ XXVI Универсиадăра акă Вăрнар поселокĕнчи Вячеслав Ластухин штангист - иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ, Канаш районĕн хĕрĕ, Чăваш педагогика университечĕн студентки Ксения Кириллова велосипедистка маунтинбайк трассинче ылтăн медаль çĕнсе илнĕччĕ. Хальхи Универсиадăра вара темшĕн Олимп вăййисен программине авалтанпах кĕрекен спортăн çак енĕсем пулмарĕç.

Олимпиадăсемпе Универсиадăсенче çăмăл атлетикăпа гимнастика яланах спортăн чи хисеплĕ те илемлĕ тĕсĕсем шутланнă. Пирĕн çĕршыври чупакансемпе хăвăрт утакансем тата гимнастсем иртнĕ ĕмĕр варринчен пуçласа паянхи кунчченех темелле тĕнчери чи яваплă та пысăк ăмăртусенче тăтăшах малти вырăнсене йышăннă. Чăваш спортсменĕсене илес-тĕк - çăмăл атлетсем уйрăмах мухтава тивĕç. И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн студенчĕ Николай Пуклаков, сăмахран, 1970 çултах Италири Турин хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăра 5000 метрлă дистанцире чупса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, тепĕр икĕ çултан вара вăл Совет Союзĕн чысне XX Олимп вăййисенче хÿ-тĕлерĕ. 1984 çулта Японири Кобэ хулинче иртнĕ Универсиадăра 10 çухрăма хăвăрт утассипе ылтăн медале Николай Ивановичăн вĕренекенĕ, тĕнче спорт мастерĕ Александра Деверинская çĕнсе илчĕ. XXV-XXX Олимп вăййисенче Валентина Егоровăпа Елена Николаева, Олимпиада Иванова, Владимир Андреевпа Татьяна Архипова-Петрова хăйсен юратнă дистанцийĕсенче тĕрлĕ медаль çĕнсе илчĕç. Вĕсемех çамрăк чухне Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăсенче ăнăçлă ăмăртнă.

Гимнастика - çĕр çинчи чи авалхи спорт енĕсенчен пĕри. Вăл Элладăпа Египетра тата Рим империйĕнче икĕ-виçĕ пин çул каяллах аталанма пуçланă. Раççейре гимнастика енĕпе пирвайхи ăмăртусене Санкт-Петербургра тата хăшпĕр пысăк хуласенче XIX ĕмĕр вĕçĕнче тин ирттерме пуçланă.

Çăмăл атлетикăпа е хăшпĕр вăйăпа танлаштарсан чăн-чăн гимнастика пирĕн республикăра çамрăкрах спорт енĕ шутланать. Çур ĕмĕр каялла гимнастсене Шупашкарти тата Улатăрти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсенче кăна хатĕрленĕ. 1973 çулта тин педагогика институчĕн студентки Людмила Орлова чăваш хĕрĕсенчен пуçласа Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă, СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.

Шăп чĕрĕк ĕмĕр каялла Шупашкарта Олимп резервĕсем хатĕрлекен ятарлă гимнастика шкулĕ ĕçлеме пуçланă. Унăн пĕрремĕш "чĕкеçĕсем" - Оксана Поставецпа Дмитрий Древин. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕн Алла Казанцевăн вĕренекенĕ, тĕнче спорт мастерĕ О.Поставец вунтăватă çултах Раççей чемпионки ятне, 1995 тата 1997 çулсенче Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăсенче ăмăртса кĕмĕл тата ылтăн медальсем çĕнсе илнĕ. Д.Древин 2000 çулта Европа чемпионатĕнче - ылтăн, XXVII Олимп вăййисенче бронза медальсене тивĕçнĕ. Сăмах май, халĕ Хусанта ĕçлесе пурăнакан Дмитрий Николаевичăн мăшăрĕ Анастасия, штанга йăтассипе темиçе хут тĕнче тата Олимп вăййисен чемпионĕн Николай Колесниковăн хĕрĕ, вунпилĕк çул каялла Австралире иртнĕ çав Олимпиадăран Атăл хĕррине кĕмĕл медальпе таврăннă.

Юлашки çулсенче пирĕн республикăри гимнастсем, çăмăл атлетсем пекех, паха çитĕнÿсемпе савăнтарчĕç. Шупашкарти тĕнче спорт мастерĕсем Ирина Исаева, Александра Занина, пĕртăван Анатолий тата Евгений Васильевсем, Алексей Матвеев тата Сергей Степанов темиçе хутчен Раççей чемпионачĕсенче, Пĕтĕм тĕнчери тата Европăри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнчĕç. Виçĕмçултанпа вара хăйĕн ытарайми илемлĕ ăсталăхĕпе Ирина Николаева тренерăн вĕренекенĕ Полина Федорова тĕлĕнтерме пуçларĕ. Пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче тата вĕренекенсен çĕршыври Спартакиадинче тата Китайра иртнĕ хĕрсен турнирĕнче çĕнтерсе вăл çуркунне XXVII Универсиадăна кайма путевка çĕнсе илчĕ.

Тĕнчери студентсен чи чаплă спорт уявĕ Кăнтăр Корейăри Кванджу хулинче июлĕн 3-мĕшĕнче пуçланнă. Гимнастсем хăйсен пултарулăхне тепĕр икĕ кунтанах кăтартнă. Командăсен ăмăртăвĕнче Раççей чысне Мускаври тата Санкт-Петербургри паллă гимнасткăсем Мария Пасека, Екатерина Крамаренко, Дарья Елизарова, Алла Сидоренко тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки Полина Федорова хÿтĕленĕ. Пирĕн çĕршывăн хĕрĕсем нумай енлĕ кĕрешÿри кашни хăнăхтарăвах таса та хитре пурнăçланă, 165,500 балл пухса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕшпе виç-çĕмĕш вырăнсенче - Япони тата Кăнтăр Корея командисем.

Июлĕн 6-8-мĕшĕсенче гимнастсем уйрăм снарядсем çинче тупăшнă. Ятарлă вăрăм пĕрене çинче ăмăртса пирĕн Полина Кăнтăр Корея гимнастки хыççăн иккĕмĕш вырăна тухнă, кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Ирĕклĕ хăнăхтарура вара пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Раççей пикисем Полина Федоровăпа Дарья Елизарова йышăннă. Çапла майпа пирĕн çĕршыв гимнасткисен командин капитанĕ, пирĕн ентеш хальхи Универсиадăра виçĕ медаль - икĕ ылтăнпа кĕмĕл - çĕнсе илнĕ. Халиччен пулман çак чаплă кăтарту - пирĕн республикăшăн хăйнеевĕрлĕ рекорд. Кăçалччен иртнĕ Олимп вăййисенче те, Универсиадăсенче те пĕр чăваш спортсменĕ те икĕ медальтен ытла çĕнсе илеймен. Маттур, Полина!

Июлĕн 10-мĕшĕнче ирхине Шупашкарти чукун çул вокзалне Чăваш Енри чи çамрăк та хÿхĕм спорт çăлтăрне кĕтсе илме ЧР Физкультурăпа спорт министерствин, Олимп резервĕсен ятарлă спорт шкулĕн ертÿçисемпе тренерĕсем, ЧПУ профессорĕсемпе преподавателĕсем, студентсемпе вĕренекенсем тата Полинăн вун-вун тăванĕ килнĕ. Вăл вакунран тухсанах чемпионкăна чи малтан кукамăшĕ Аделя Андреевна Львовăпа кăçал университетăн экономика факультетне пĕтернĕ аппăшĕ Юля тата аслашшĕ Леонид Кириллович Федоров ыталаса илчĕç. Полинăпа Юльăн амăшĕ Ольга Николаевна Шупашкар районĕнчи чиркÿллĕ Мăнал ялĕнчен иккен, ашшĕ - Леонид Кириллович Иркутск облаçĕнче çуралса ÿснĕ чăваш. Иртнĕ эрнере вĕсем иккĕшĕ те Байкал кÿллин хĕррине хăнана кайнă. Вĕсемпе тĕл пулма май килменрен эпир Универсиада чемпионкин кукамăшĕпе, 70 çулти педагогика ĕçĕн ветеранĕпе Аделя Андреевнăпа, ытларах калаçрăмăр.

- Çак кунсенче Корейăра иртекен тĕнче пĕлтерĕшлĕ спорт уявне телевизорпа пăхатăп. Мăнукăм Полина ирĕклĕ хăнăхтарусене пурнăçланă чухне сывламасăр тенĕ пек вĕри куççуле шăла-шăла лартăм. Вăл ылтăн медаль çĕнсе илнĕ хыççăн савăннипе чылайччен макăртăм. Полина мĕн пĕчĕкрен гимнастикăна, çавăн пекех килти тата пахчари ĕçсене юратса ÿсрĕ. Унăн ачалăхĕ çуллахи вăхăтра яланах манăн тăван ялта Мăналта иртнĕ. Кирек епле ĕçе те Полина питĕ тирпейлĕ те вăхăтра тăватчĕ. Ял ачисене савнă мăнукăм хăйĕн сăпайлăхĕпе тата чăвашла ирĕккĕн калаçнипе тыткăнлатчĕ. Иккĕленместĕп: тепĕр çулталăкран вăл Бразилире ирттерме палăртнă Олимп вăййинче те медальсем çĕнсе илĕ. Мĕнле мухтанмăн-ха пирĕн туслă та спорт çемйинче ÿснĕ маттур та пултаруллă хĕрпе, - терĕ ĕçпе спорт ветеранĕ Аделя Львова.

Петр СИДОРОВ. Газета "Хыпар". 2015. 14 июля.

ruschuvashengfr 
 
vk tv Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia