el un k
pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
dost
ze_in
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
rus
zozh 2015 2
nzpti 2
kb
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy

090715 5

lipin hipar"Наука çитĕнĕвĕ - вăхăтлăх ĕç тата ăс-тăн хăюлăхĕ", - тенĕ XVII-XVIII ĕмĕрсенче пурăннă Вольтер. Унтанпа сехет йĕппи миллион-миллион хут çаврăнса çĕнĕ технологисен саманине илсе çитернĕ. Тĕнчипех паллă француз философĕ Вольтер çак сăмахсене малашне мĕн пуласса пĕлсех каланăн туйăнать. Хальхи вăхăтра наука самай аталанни куçкĕрет: ăсчахсем хăйсен умне лартнă тĕллевсене пурнăçласа ăслăлăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тăваççĕ.

Пирĕн регионти вĕренÿ организацийĕсен кăтартăвĕсем тăрăх, республикăра тĕрлĕ аслă шкулта 250 ăслăлăх докторĕпе 1350 ăслăлăх кандидачĕ вăй хурать. Правительство, Вĕренÿ министерстви тата ытти организаци вĕсене тĕрлĕ енлĕн аталанма май туса парать. Чăваш Енре "Чи лайăх çамрăк ăсчах" конкурс çулленех иртет. Унта Чăваш Республикинче пурăнакан 35 çула çитмен наука кандидачĕсем, 40-е çитмен наука докторĕсем хутшăнаççĕ. Хальхинче конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн "Çутçанталăк çинчен вĕрентекен наукăсен çамрăк ăсчахĕ" номинацире И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн хими технологийĕпе тавралăха сыхлассин кафедрин доценчĕ Константин Липин çĕнтернĕ. Наука кунĕ умĕн ăна "ÇХ" тĕпелне чĕнтĕмĕр.

Константин Липин Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă, 14-мĕш вăтам шкулта ăс пухнă. Ун чухнех вăл хими предметне кăмăлланă. Çак дисциплина ăна мĕнпе илĕртнĕ-ши? Çамрăк ăсчах палăртнă тăрăх, хими - «чĕрĕ» наука, çавăнпах тĕрлĕ сăнав ирттернин кăтартăвĕ куç умĕнчех. Пĕлÿ çурчĕпе сывпуллашсан Константин И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн химипе фармацевтика факультечĕн студенчĕ пулса тăнă. Паллах, аслă шкулта вĕреннĕ вăхăт - чи интереслисенчен пĕри. Константин палăртнă тăрăх, студент çулĕсем ун асĕнче чи хаваслă тапхăр евĕр çырăнса юлнă.

- Эпĕ вĕреннĕ ушкăн хастар та туслăччĕ. «Студентсен çуркуннине», тĕрлĕ мероприятие, ăслăлăх конференцийĕсене пурте хутшăнатчĕç. Преподавательсем чунне парса ĕçлетчĕç, хăйсен шухăшне, мĕн пĕлнине кашни студент патне илсе çитерме тăрăшатчĕç. Çавăнпах студент вăхăтĕнче пулнă кăсăклă та хавас самантсем халĕ те асрах, - пĕлтерчĕ çамрăк ăсчах.

2-мĕш курсра органикăллă химине вĕреннĕ чухне яш çак предметпа ытларах кăсăкланма тытăннă. Çакăн хыççăн Олег Ершов преподаватель ертсе пынипе ăслăлăх ĕçĕ çырма пуçланă. Шăпах Олег Вячеславович тăрăшнипе Константин ăслăлăх ĕçĕнче пĕрремĕш утăмсем тунă. Каччă алла диплом илсен малалла вĕренмешкĕн тĕллев лартнă. Наукăна пуçĕпех парăннăскер органикăллă химипе органикăллă япаласен хими технологийĕн кафедрин аспирантурине вĕренме кĕнĕ. Константин Владимирович - хими наукисен кандидачĕ. Шăпа аспирантурăпа сывпуллашнă йĕкĕте юратнă университетпах çыхăнтарнă. Малтанах яшăн урăх хулана куçса ăслăлăх ĕçĕнче çитĕнÿ тума шухăш çуралнă. Апла пулин те химипе фармацевтика факультечĕн деканĕ ÿкĕтленипе вăл ЧПУрах ĕçлеме юлнă. Халĕ Константин Владимирович студентсене вĕрентнисĕр пуçне химипе фармацевтика факультечĕн деканĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене те пурнăçлать. Хими наукисен кандидачĕ кашни çамрăка сĕнÿ-канашпа пулăшма тăрăшать.

- Чылайăшĕпе университетрах тĕл пулса калаçатпăр, канăçсăрлантаракан ыйтусене сÿтсе яватпăр. Интернет урлă çыхăнакан та тупăнать. Преподаватель ĕçĕ кăсăклă та хăйне евĕрлĕ. Занятисене интереслĕ ирттерме тăрăшатăп. Пирĕн университетра балл системи пулнăран кашни студент хавхалануллă кăмăлпа ĕçлет. Экзаменсенче семестр тăршшĕпе пăхса тухнă материала çирĕп ыйтатăп. Занятире тунсăхлисене, предмет килĕшменнине пула килмен студентсене курман. Тĕрĕссипе, пултаруллă çамрăксене çийĕнчех палăртма пулать. Вĕсене ăслăлăх ĕçне явăçтарма, хамăн тĕпчевсемпе интереслентерме тăрăшатăп, - сăмах çăмхине сÿтрĕ Константин Владимирович.

Çамрăк ăсчахăн çитĕнĕвĕсемпе ĕçĕсем пирки те ыйтмасăр чăтаймарăм. Доцентăн пухмачĕнче тĕрлĕ конкурса хутшăнса тивĕçнĕ хисеп хучĕ чылай. Константин ЧР Пуçлăхĕн пултаруллă çамрăксене паракан стипендине пĕрре мар тивĕçнĕ. 2012 çулта Раççейри никĕс тĕпчевĕсен фончĕ çамрăк ăсчахсен наука проекчĕсен конкурсне йĕркеленĕ. Чăваш Ен хастарĕ унта хутшăнса грант çĕнсе илнĕ.

- 350 пин тенкĕпе тĕпчевсем ирттермелли хатĕр-хĕтĕр туянтăмăр. Пирĕн коллектив органикăллă химире усă куракан, малашлăхра эмелсен никĕсĕ пулма юрăхлă çĕнĕ хутăш шухăшласа кăларас енĕпе чылай çул тăрăшать. Тупсан вĕсене кирлĕ мар хутăшран тасататпăр, тĕрлĕ мелпе усă курса тĕпчетпĕр. Эпир туберкулезпа, тĕрлĕ бактерипе кĕрешекен хутăшсен формулисене тупса палăртма ăнтăлатпăр. Ученăйсен пĕр пайĕ фотохимипе интересленет. Унта тĕрлĕ шĕвек инфрахĕрлĕ тата ытти çутăра тĕсне улăштарнине тĕпчеççĕ, - ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ доцент.

Ăсчаха пурнăçпа тан утма Раççейшĕн нумай тăрăшнă I Петĕр патшан ăнтăлăвĕ хавхалантарать.

- Паллах, пурнăçра чи кирли - хастар пулни. Аслисем каланине ăса хывма, ăста ĕçтешсенчен пулăшу ыйтма вăтанмалла мар. Манăн шухăшпа, ку наукăра çитĕнÿ тума чылай пулăшать, - палăртрĕ вăл. - Хальхи саманара патшалăх çамрăк ăсчахсене хавхалантарать. Тĕрлĕ конкурса хутшăнса стипендие тивĕçме, грант çĕнсе илме май пур. Паллах, алă усса ларсан нимĕн те пулмасть. Ăслăлăх ĕçĕ - пĕтĕм пурнăçăм. Алла диплом иличчен малашлăх кунашкал пуласси пирки эпĕ шухăшламан та. Тĕрĕссипе, аспирантурăра вĕренесси пирки те ĕненменччĕ. Ун чухне лабораторие килнĕччĕ. Питĕ килĕшнĕрен малашне мĕнле çулпа утмаллине ăнлантăм.

Наукăна пуçĕпех парăннă пулин те Константин Владимирович пушă вăхăт тупма тăрăшать. Ăна çемьепе ирттерет. Унсăр пуçне сывă пурнăç йĕркине пăхăнать, илемлĕ литература произведенийĕсене шĕкĕлчет. Халĕ вăл «Чи лайăх çамрăк ăсчах» конкурсра çĕнтернĕ. Апла пулин те доцент кунпа çырлахасшăн мар. Вăл паянхи куншăн çивĕч ыйтăва тишкерсе доктор диссертацийĕ çырма ĕмĕтленет.

Ирина КОШКИНАГазета "Çамрăксен хаçачĕ". 2015. 5 февраля.

 

ruschuvashengfr 
 
vk tv Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia