gripp
el un k
pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
dost
ze_in
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
rus
zozh 2015 2
nzpti 2
kb
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy

020914 999

Тĕрлĕ тĕслĕ хăмпă, таса та тирпейлĕ пÿлĕмсем, хаваслă юрă-кĕвĕпе тулнă зал - çакăн пек ÿкерчĕкпе кĕтсе илчĕ хăйĕн студенчĕсене, вĕрентекенĕсене, хăнасене Мускав патшалăх машиностроени университечĕн филиалĕ - Шупашкарти политехника институчĕ авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче. Пĕлÿ кунĕ вĕренÿ заведенийĕшĕн тĕп уяв пулнине кура сумлă хăнасем те йышлăн килнĕ. Вĕсенчен пĕри - Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Асăннă вузра - 5 факультет, вĕсенче пурĕ 10 направленипе професси алла илме май пур. Пĕрремĕш курса вĕренме кĕнĕ 153 студентран 113-шĕ куçăнлă мелпе пĕлÿ илĕ. Инженерипе çыхăннă факультетсене кĕрекенсен йышĕнче физикăпа ППЭре 70 балл пухнисем те пурри савăнтарать аслă шкул ертÿлĕхне. Пĕтĕмĕшле илсен института кăçал вĕренме кĕнисенчен Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче чи лайăх кăтартулли 250 балл пухнă. Институт студенчĕсен географийĕ анлă: пурĕ кунта 36 регионран.

Аслă шкулăн директорĕ - Александр Агафонов студентсемпе преподавательсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ăнăçу суннă май ертÿлĕх вĕсене пурне те кунта хăтлă пултăр тесе хăйĕнчен мĕн килнине пурнăçлама шантарчĕ.

Михаил Игнатьев асăннă институтра хатĕрлекен специалистсем малашне çĕр-шывăмăра тата та ытларах кирлĕ пулассине, çавна май тÿлевсĕр вĕренме квота нумайланассине пĕлтерчĕ. Инноваци вĕренĕвне хута яма пултарни вĕренекенсен професси аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Ăста специалистсем вара ĕçсĕр юлмасса шантарчĕ: паян чылай предприятире тивĕçлĕ кадрсем çитмеççĕ. Института тин ура ярса пусакансем вара хăйсенчен мĕн кĕтнине пурнăçлама сăмах пачĕç.

Пĕлÿ кунĕпе асăннă аслă шкул коллективне, кунта вĕренекен хĕр-каччăн ашшĕ-амăшне ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкарти арçынсен мăнастирĕн настоятелĕ Василий архимандрид та саламларĕç. Чăваш Ене 20 çул каялла пĕрремĕш хут килнĕ те кунтах тĕпленнĕ православи тĕнне çирĕп пăхăнса пурăнакан француз çамрăксене çапла ырă сунчĕ: "Кунта юлнишĕн эпĕ пĕртте ÿкĕнместĕп. Çак çĕре, унăн çыннисене юратрăм та вĕсен пăшăрханăвĕ-савăнăçĕпе сывлатăп. Чи малтанах хăвăра юратмалла, хĕвел енне туртăнмалла, илеме курмалла. Çавăн пек чухне чăн-чăн çын пулаятăр..."

* * *

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ республикăри чи пысăк вĕренÿ заведенийĕ. Кунта - 17 факультет, 3 филиал. Вăл уçăлнăранпа кунта 102 пин ытла çын професси аслă пĕлĕвне алла илнĕ, çав шутра 36 пинĕшĕ - инженери профилĕпе. Кăçал альма-матер 4 пине яхăн çамрăка хăйĕн йышне илнĕ. Пĕрремĕш курса килнисен 75 проценчĕ федераци бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕпе вĕренет.

Заведение çĕр-шыв хыснинчен мĕн чухлĕ нухрат тивĕçни Чăваш Ен ертÿлĕхĕн ĕç-хĕлĕпе те çыхăннине палăртса университет ректорĕ Андрей Александров Пĕлÿ кунне халалланă уявра /вăл ЧПУ Культура керменĕ умĕнчи лапамра иртрĕ/ Михаил Игнатьева коллектив ячĕпе тав турĕ. Хăй мĕн пур йыша саламланă хыççăн ăна сăмах пачĕ.

Республикăра ăслăлăх аталанăвĕнче те, производство курăмлă çитĕнĕвĕсенче те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнакан вĕренÿ заведенийĕн студенчĕ ятне тин илтнĕ яшсемпе хĕрсене çак йышăнăва вĕсем никам хистемесĕр тунине аса илтерчĕ те суйланă профессие яваплăха туйса вĕренме сунчĕ.

- Паян ĕç паракансем ăнтăлуллă специалистсене кĕтеççĕ. Акă çывăх вăхăтрах "ВТБ 24" банк Шупашкарта хăйĕн сервис центрне уçĕ. Самай пысăк шалуллă 1,5 пин ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ унта. Çакăнпа мĕн каласшăн? Çине тăрса вĕренекенсене валли çул уçăлсах пырĕ. Пулăшакансем сирĕн çумра - вĕрентекенсем, аçăр-аннĕр. Эппин, ан ÿркенĕр кăна, - хавхалантарчĕ яшсемпе хĕрсене Михаил Васильевич.

Йăлана кĕнĕ тăрăх çак кун университетăн территорийĕнчи Халăхсен туслăхĕн палăкĕ умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Пĕрремĕш курссене ырă сунса студент билетне /унăн символла кÿлепине/, Пĕлÿ тĕнчин уççине тыттарчĕç. Аслă вĕренÿ заведенийĕн алăкне пуçласа уçакан чи маттур вĕренекенсем шурă кăвакарчăнсене тÿпенелле вĕçтерчĕç.

* * *

Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнче те республика, унăн тĕп хулин ертÿлĕхĕн ушкăнне кăмăллăн кĕтсе илчĕç.

Професси вăтам пĕлĕвне паракан çак заведенин йышне кăçал 780 студент хушăннă. Кунта вăтам звенори пĕлÿллĕ специалистсене 21 программăпа хатĕрлеççĕ. Техникумра паян куçăнлă тата куçăнсăр майпа вĕренекенсен шучĕ 2000-е яхăн. Пулас строительсемпе энергетика тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсене пахалăхлă пĕлÿ парассишĕн 100 преподаватель тăрăшать. Техникум директорĕ Петр Мишин профессор çирĕплетнĕ тăрăх кунтан вĕренсе тухнă энергетиксем - 97, строительсем 100 проценчĕпе хăйсен специальноçĕпе ĕçе вырнаçаççĕ.

Шупашкар хули хитреленсе-чечекленсе пынинче стройтехникум студенчĕсен тÿпи пысăккине палăртмалла. Шăпах çакăн çинчен каларĕ те Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков.

Михаил Игнатьев, темиçе çул каялла шăпах паян çак заведени тытăмне кĕрекен энергетика техникумĕнчен вĕренсе тухнăскер, паян кунта пĕлÿ илес текенсен йышĕ çуллен ÿссе пынине /кăçал вăтамран пĕр вырăншăн 7 çын тупăшнă/ ырă пулăм тесе палăртрĕ.

- Республика çĕр-шывăн строительство тытăмĕнче паха ăстасемпе паллă. Ахальтен мар пирĕн ентешсен фирмисем ытти регионра та хăйсен филиалĕсене уçаççĕ. Пĕлсех тăратăп: Чăваш Ен малашне те пултаруллă строительсемпе энергетиксен лаççи пулĕ. Çакна техникумри пурлăх никĕсĕ пуянлансах пыни, унăн ăслăлăх тытăмĕ çивĕчленни витĕм кÿрĕ, - терĕ Михаил Васильевич.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ вĕренÿ корпусĕсене, производство пÿлĕмĕсене пăхса çаврăнчĕ. Техникум хăйĕн вăйĕпех юсав чылай çĕрте ирттернине ырларĕ. Уйрăмах ăна картишĕнчи илем тыткăнларĕ. Кунта - пĕчĕк фонтан, чечек клумбисем, беседка. "Çакăн пек илем тата тасалăх ытамĕнче пурăнма вĕренесчĕ,"- терĕ республика Пуçлăхĕ.

Ирина Иванова. "Хыпар". 2014. Сент.2.

ruschuvashengfr 
 
vk tv Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia