el un k
pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
dost
ze_in
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
rus
zozh 2015 2
nzpti 2
nauka i obr
kb
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy

090715 5

090414-2Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Ăслăлăх канашĕн залĕнче Пĕтĕм Раççей студенчĕсен ăслăлăх конференцийĕ уçăлчĕ. Кăçалхипе вăл хĕрĕх саккăрмĕш хут иртет, Раççейри Культура çулталăкне халалланă.

Мероприятие пухăннисене аслă шкул ректорĕ Андрей Александров, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов тата ыттисем саламларĕç. Вĕсем палăртнă тăрăх - çамрăксене ăслăлăх ĕçне хутшăнтарни пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе, паллах, ЧПУ тивĕçлĕ вырăн йышăнать, наука кадрĕсем хатĕрлессипе тĕп шкул шутланать.

Тăватă пине яхăн докладчик 273 секцие пайланса техника, гуманитари тата çут çанталăк çинчен вĕрентекен наукăсем енĕпе тухса калаçĕç. Вĕсен хушшинче - Мускаври, Санкт-Петербургри, Владивостокри, Белгородри, Хусанти, Ижевскри, Чĕмпĕрти, Йошкар-Олари, Çтерлĕри /Пушкăртстан/ аслă шкулсен 564 представителĕ, чăваш хутлăхĕнчи шкулсен 239 вĕренекенĕ.

Пĕтĕм Раççей студенчĕсен ăслăлăх конференцийĕн программипе килĕшÿллĕн йăлана кĕнĕ докладсем тунисĕр пуçне вĕсем ăс-тăн тупăшăвĕсене, куравсене, конкурссене, ĕçлĕ тавлашусене, олимпиадăсене, "çавра сĕтелсене", маçтăр-классене хутшăнĕç.

"Ăслăлăх эрни - 2014" çитес шăмат кунччен тăсăлать. Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче конференцие пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсемпе призерсене чыслаççĕ. Чи лайăх ĕçсен авторĕсене вĕренекен çамрăксен регионсен хушшинчи "Аслă Атăлăн çамрăклăхĕ" XY1 конференцине, çамрăксен МолГород /Шупашкар/, "iВолга - 2014" /Самар облаçĕ/, "Селигер" /Тверь облаçĕ/ вĕренÿ форумĕсене хутшăнма сĕнеççĕ.

Валентина ИЛЬИНА. Газета «Хыпар». 2014. 9 апр. 

ruschuvashengfr 
 
vk tv Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia