el un k
pgu
popech sov
pr sotr 1
profkom2015
stud sov
pa_s_pr
obuch in gr
educ eng
na bi
dost
ze_in
gr pr
umnik
rsr
sov_rek

sp
s m u
cmi
rus
zozh 2015 2
nzpti 2
nauka i obr
kb
pr ter
antikorrup
ckob logo 1
fieb 1  
wm copy

090715 5

160214

Олимпиада уçăлнине халалланă уявра хĕллехи XXII Олимп вăййисен талисманне - мулкача - ÿкерекен Сильвия Петрова та пулнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки тăван тăрăха нумаях пулмасть таврăнчĕ. Журналистика уйрăмĕнче вĕренекен пике çул çÿрев пирки каласа кăтартрĕ.

- Сочие пуйăспа икĕ талăк кайрăмăр. Нарăсăн 7-мĕшĕнче 13 сехетре Адлера çитрĕмĕр. Пуйăсран ансанах хуралçăсем хупăрларĕç. Пирĕн сумкăсене тĕрĕслерĕç. Хăна çуртĕнче ăшшăн кĕтсе илчĕç. Кирек хăш объекта та çăмăллăнах çитсе курма май пулчĕ. Электропуйăссемпе автобуссем пире тÿлевсĕрех илсе çÿрерĕç. Олимп паркне «чирлекенсен» паспорчĕсĕр тата ăмăртăва курмалли билетсăр кĕртмеççĕ, - Сочири лару-тăрупа паллаштарчĕ Сильвия.

Олимпиада уçăлнă чухнехи мероприяти хĕрĕн кăмăлне çĕкленĕ. Вăл кунашкал илемлĕ уяв нихăçан та курман, хăйне юмах тĕнчине лекнĕнех туйнă, чылай япаларан тĕлĕннĕ. Раççей халăх историне çĕнĕ информаци технологийĕсемпе усă курса çакнашкал шайра кăтартма пултарасси пирки шухăшламан вăл. Сцена çине хăй ÿкернĕ мулкач йĕлтĕрпе тухсан Сильвия чунран савăннă. Унăн талисманĕ тĕнче шайĕнчи историне кĕрсе юлнăшăн вăл халĕ те хĕпĕртет. Мероприятие ытти пин-пин çын пек сенкер экранран мар, хăйĕн куçĕпе курма май туса панăшăн пушшех савăнать. Мулкач йĕлтĕрпе куçса çÿренĕ чухне унăн чунĕнче мăнаçлăх туйăмĕ хуçаланни каламасăрах паллă.

Нарăсăн 8-мĕшĕнче Сильвия çунашкапа ăмăртакансен тупăшăвне пăхнă. Унта Раççей чысне Альберт Демченко хÿтĕленĕ. Вăл, сăмах май, спортăн çак тĕсĕнче кĕмĕл медале тивĕçрĕ. Тепĕр кунхине пике хоккей турнирĕнче пирĕннисемшĕн «чирленĕ». Ун чухне хĕрарăмсен ушкăнĕ Германи командине 4:1 шутпа çĕнтернĕ. Сильвия каласа кăтартнă тăрăх - ăмăртăва пĕр билетпа темиçе хут кĕме май çук. Хуралçăсем йĕркене пăхăннине çирĕп тĕрĕслеççĕ. Пуç тÿпинчен пуçласа ура тĕпĕ таранах тытса пăхаççĕ. «Чирлекенсен» ăмăрту иртнĕ лапама фотоаппаратсăр пуçне нимĕн те йăтса кĕме юрамасть. Пикене сумкинчи шăккалатшăн та темиçе хут сăмах тивнĕ.

Сочирен таврăннăскер хăйĕн кăмăл-туйăмĕпе тăванĕсене, пĕрле вĕренекенĕсене паллаштарма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Халĕ ăна чылайăшĕ паллать. Пĕрле сăн ÿкерĕнме ыйтакан та пур. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра та студенкăна хисеплеççĕ. Çĕнĕ çул умĕн вăл аслă шкул чÿречисем çине Олимп вăййисен талисманĕсене ÿкернĕ. Андрей Александров ректор Сильвия парнеленĕ мулкача ĕç сĕтелĕ çинчех упрать. Олимпиада вĕçленсен çеç вăл ăна университет музейне парĕ.

Любовь ПЕТРОВА. "Çамрăксен хаçачĕ". 2014. Февр.14.

ruschuvashengfr 
 
vk tv Youtube andr

banner1_1 banner1 banner2_2 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniabАдрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia